— Тӑхта, Павел, — чарчӗ ӑна Элекҫи. — Ӑҫта тӗрӗслӗх? Эпир коммунизмла пурӑнас тетпӗр. Пӗри — пуриншӗн; пурте — пӗриншӗн. Мӗншӗн эс пире лару пулассине пӗлтермен? Пӗчченех кӗрешес тетӗн-и? Пӗччен путеке тукмак тытать, — кӑштах ҫыхланакан чӗлхепе калаҫрӗ тракторист.
— Пур путеке те тытакан мар, — тавӑрчӗ каччӑ.
— Эпир Матвейча шыратпӑр, — шӑлӗсене шатӑртаттарчӗ Гришка. — Ҫур аки ирттертӗмӗр-и? Лайӑх пахалӑхпа ирттертӗмӗр. Вӑл уя тухса курчӗ-и? Курман. Неччу ун, ларусем пухса, сана ӗҫрен кӑларма. Пулман сан пек бригадир. Механикрен те ӑста эс, ӗҫкӗпе аташмастӑн. Ҫавӑнпа ларман пӗр трактор та ҫур акинче.
— Ну, айӑплӑ эп, Гришка. Мӗнле эс ӑнланмастӑн, — вӗсенчен хӑвӑртрах хӑпма тӑрӑшрӗ Павел. Анчах хӗрӗнкӗ ҫыннӑн хӑйӗн юрри.
— Эс, Елена Егоровна, пире каҫар, — пӳлчӗ пуҫанине Элекҫи. — Сирӗн комсомолла туй, пирӗн ҫур аки пӗтнӗ. Пӗр енчен уяв теме юрать, тепӗр енчен — хуйхӑ, Матвейч пӑсрӗ пирӗн уява. Вӑт, ятӑмӑр пухӑнса. Павелпа Володя ҫеҫ пулмарӗҫ. Вӗсем пирӗн тӑн параканӗсем, пӗри — парторг, тепри — комсорг. Айӑп ан тӑвӑр, Елена Егоровна, коммунизмла ӗҫ бригади ятне илме тапаҫланакансем ӗҫеҫҫӗ тесе. Мункунта сыпман, Май уявӗнче сыпман, паян мунча кӗрсе тасалнӑ, ӗҫ пӗтернӗ. Шӑм-шака ҫунӑ пулсан, ӑша та ҫумалла. Володьӑпа Павел ячӗпе пӗр кӗленче шампански пур. Ҫыртмалли те кунта, стакансем те, — пысӑк сӑран сумкине силлесе кӑтартрӗ Элекҫи.
— Володя ӑҫта? — чӑтӑмсӑррӑн ыйтрӗ Гришка.
— Шалтах вӑл, — тавӑрчӗ Павел.
Клубра ҫаплипех купӑс кӗвӗлет, ҫаплипех мӑшӑрсем ташлаҫҫӗ. Ҫенӗке тухакан чӳречерен ӳкекен ӗмӗлкесем пӗрре хуралаҫҫӗ, тепре ҫуталса каяҫҫӗ. Ташлакансен сулӑмӗпе ҫенӗк хӑми те чӗтренет.
— Пӑрӑнас — мӑн кӑмӑллӑ тейӗҫ. Каятпӑр-и? — ыйтрӗ Павел Ленӑран.
— Юлташусенчен мӗншӗн пӑрӑнмалла? Эс кӑштах сыпса пар, — вӗрентсе каларӗ хӗр.
Гришка Володьӑна ҫавӑтса тухрӗ. — Пахчана ай-тӑр, — терӗ вӑл комсорга алран ямасӑр.
— Павел, сан хуйхӑ — ман хуйхӑ. Пӗрлех ӗҫлетпӗр. Эпир гвардеецсем. Ял гвардеецӗсем! — кӑкӑрне ҫапрӗ Элекҫи. — Марш, уполномоченнӑйсен пахчине, марш, Алексей Филиппович! — хӑйне хӑех хушрӗ вӑл.
Хӗрӗнкӗ трактористран Павелпа Лена сассӑр кулса утрӗҫ.
Пахчара сыпман улмуҫҫисем ҫатӑркаланса ӳссе кайнӑ. Вӗсен айне каҫ тӗттӗмлӗхӗ кӗрсе вырнаҫнӑ. Клуб чӳречисенчен ӳкекен ҫутӑ ешерсе ҫӗкленекен курӑка, чие тӗмӗсене, улмуҫҫисене хыпалать. Ҫав ҫутӑ, асамлӑ тӗртевҫӗ евӗр, курӑксенчен, туратсенчен хӑйне евӗрлӗ тӗрӗ ҫыхать, катари йывӑҫсене татах та ҫӑрарах, татах та тӗксӗмрех сӗмлӗхпе хуплать. Тӗмсем ӑшӗнчи шӑрчӑк пӗрре шӑпланса, тепре вӗҫӗмсӗр чӗриклетет.
Ҫурӑлнӑ шап-шурӑ садран мар, клуб чӳречисенчӗн пӗтӗм таврана ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑн туйӑнать. Хутран-ситрен вӑранакан ҫил, кассӑн-кассӑн юхса килет, пӗтӗмӗшпе сарӑлса ҫитеймен йывӑҫ ҫулҫисем тӗрлӗ саслӑн чӑштӑртатма тытӑнаҫҫӗ.
— Епле паха! — пӑшӑлтатать Лена.
— Ытарма та ҫук, — тавӑрать Павел.
Пахчана пуринчен малтан кӗнӗ Володя икӗ улмуҫҫи хушшинче чарӑнса тӑрать, кӗсйинчен фонарь кӑларса, хӑй ури айӗнчи курӑка ҫутатать. Аялтан, ҫӗр ҫумӗпех сарӑлса кайнӑ туратсем хӑйсен аллине ҫутӑ патне тӑснӑн туйӑнать.
— Клуб ҫути айӗнче ҫутта тухар, — кулать Володя. Элекҫи ҫӑмах чӗнмесӗр сумкинчен курӑк ҫине хаҫат кӑларса сарать. Хӑй сӑмси витӗр ҫилленнӗ ҫын евӗрлӗ мӑшлатать. Вӑл хӑйен ҫӳхе пиншакне хывать, ӑна Ленӑна тӑсса парать.
— Эс, Елена Егоровна, лар. Ак, ман пиншака сарса лар. Ан тирке. Эп унпа ӗҫе ҫӳремен, вӑл хура мар, — сӗнет вӑл чӗререн.
— Павел, эс тошӑ каччӑ. Хӑнана пӑхма пӗлместӗн, — тӗксе илет Кадышева Гришка. — Вӗрен ман пуҫанаран. Анчах пурне те мар.
— Сумкине хама парӑр, — сасартӑк хутшӑнать Лена. Элекҫи пиншакне вӑл хаҫат ҫине сарать, унтан чӗркуҫленсе ларать. Сумкӑран хӗр хаҫатпа чӗркенӗ стакансене, тӑварланӑ сысна салине, пӗҫернӗ чӑх, йӳҫӗтнӗ икӗ хӑярпа селедкӑ туртса кӑларать. Ун ҫумне пырса тӑнӑ Володя фонарьпе ҫутатса пулӑшать.
— Ҫыртмалли кунта трактор бригади валли ҫитет. Вилкӑсем ӑҫта?
— Пуҫана, эс чикмерӗн-и? — ыйтать Элекҫи.
— Эп сан сумку патне пырса перӗнмен, — тавӑрать Гришка. Вӑл хӑйне валли ӗҫ тупӑйманшӑн тунсӑхлать, улмуҫҫи туратне ҫулса тытнӑ та чечекӗсене, сӑмси патне илсе пырса, шӑршлать. — Ах, аромат! — ахлатать хӑй.
— Ак ку тата мӗн? — «Московская» эрех кӗленчине ҫавӑркалать Лена. — Эсир шампански кӑна терӗр мар-и?
— Вӑл, Елена Егоровна, пирӗн Элекҫипе иксемӗрӗн нормӑ. Эпир чӑвашсем, шампань эрехне хӑнӑхман. Пире хаяртараххи пултӑр. Ҫур аки пӗтерсен ҫавӑрса хуратӑн та, тыр-пул пухса кӗртиччен пурӑнатӑн. Унтан ҫӗнӗ тырӑ салачӗн сӑрине сыпатӑн, — тавӑрать Гришка.
— Нумаййи сахалли мар. Заправкӑ вӑйлӑрах пулать, ытларах ӗҫлеме ҫитет, — тесе, Элекҫи эрех кӗленчине ҫулса тытӑть. Ахӑртнех, вӑл Елена Егоровна эрехе хӑйсене памасран шикленчӗ пулас.
— Павел, Володя, Елена Егоровна, уҫӑр шампанскине. Вӑл сире валли. Эсир, ҫамрӑксем, йӳҫҫе хӑнӑхман. Каҫарӑр, ҫыртма пан улми ҫук, халь ҫеҫ ҫурӑлаҫҫӗ. Сӑто канфет пур. Эп ӑна та шута илнӗ, — мухтанса илчӗ Элекҫи, брюки кӗсйинчен пӗр ывӑҫ шоколадлӑ канфет кӑларса.
— Эс пурне те шута илнӗ те, стаканӗ тӑваттӑ ҫеҫ, — тӗксе илет ӑна Володя.
— Ӗҫсен сан, пуҫана, вакката ҫеҫ каяс пулать.