— Комбинат тӑвакан кирпӗч пирки калаҫмасӑр каллех чӑтма ҫук. Кирпӗч мар вӑл, юлташсем, тӑм купи. Саман вӗсен кирпӗчӗнчен ҫирӗпрех. Мӗн туса ларать унта директор? Тахҫанах улӑштармалла ӑна. Рабочи клас маркине ҫӗртет. Ҫакнашкал пысӑк пухусенче итлетӗн те ӑна, кашнинчех пахалӑха хӑпартма сӑмах парать, кашни виҫӗ сӑмах хыҫҫӑнах коммунизма асӑнать. Коммунизм вӑл санӑн савнийӳ мар, ӑна ӗҫпе асӑнмалла. Комбинат кирпечӗсемпе капитализм ҫуртне ҫеҫ тумалла, хӑвӑртрах ишӗлсе антӑр. Ҫурта ҫутса ҫурт лартаймӑн тенешкел, чӗлхепе пакӑлтатинпе кирпӗчрен вут чулӗ пулмасть.
Павела хӑйсен колхоз председателӗн калаҫни килӗшет ҫеҫ мар, вӑл хӑй ӑшӗнче унпа мухтанма пуҫлать. Трофим Матвеевич ҫитменлӗхсене тӳсме пултарайман, никамран та хӑраса тӑман, тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан этем пек туйӑнать. Унашкаллисемпе ӗҫлеме ҫӑмӑл.
— Эп вӗҫлетӗп, — сассине вӑйсӑрлатать оратор. — Колхоз ҫуракине вӑхӑтра ирттерӗ тесе шантаратӑп.
Зал ал ҫупать.
— Вӑйлӑ калаҫать, — персе ярать Павел.
— Ку мӗн вӑл? Пӗр-икӗ ҫул каялла ӑна тӑвӑллӑн ал ҫупсах ӑсататчӗҫ. Ашӑхланчӗ Прыгунов, — калаҫӑва хутшӑнать Павел ҫумӗнчи сарӑ ҫӳҫне ҫамки ҫине ачалла туранӑ ҫамрӑк.
— Ма ӑшӑхланчӗ?
— Хӑйӗн те ҫылӑхсем пур.
Анчах мӗнле ҫылӑхсем пуррине шарламарӗ. Председатель ӗҫӗ ҫӑмӑлах мар, ӑна Павел пӗлет. Кашни ҫитменлӗхшӗнех вӑл ответлӑ. Ӗлӗкех шӳтлесе ҫапла калаҫатчӗҫ: партире тӑракан председательсем ытти ӗҫченсемпе танлаштарсан, выговор илес енӗпе пӗрремӗш вырӑн пышӑнаҫҫӗ имӗш. Суту-илӳре ӗҫлекенсем те вӗсене ҫитеймеҫҫӗ-мӗн.
Трофим Матвеевич хыҫҫӑн критиклесе калаҫакансем пулмарӗҫ те. Ытларахӑшӗсем хӑйсен колхозӗсем ҫуракине мӗнле хатӗрленни ҫинчен каласа параҫҫӗ, сӗт суса илесси чаксах пыни пирки пӑшӑрханса пӗлтереҫҫӗ. Павела ыттисен калаҫӑвӗ кӑсӑклантармарӗ, ытларах вӑл президиумра ларакансене тата пуху ирттерекен зала сӑнарӗ.
Сценӑ ҫинче, стенасен икӗ енӗпе Маркспа Ленинӑн мрамор бюсчӗсем лараҫҫӗ. Ҫӳле ҫакнӑ пысӑк лозунг выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсем туса илессипе ҫывӑх ҫулсенчех Америкӑна хуса ҫитсе иртсе кайма чӗнет. Маччаран виҫӗ люстрӑ усӑнса тӑрать, варринчи самаях пысӑк. Ҫӳлти чӳречесенчен кӗрекен хӗвел ҫути вӗсен кӗленче яраписемпе вылять.
Президиумӑн симӗс пуставпа витнӗ вӑрӑм сӗтелӗ варринче пуху председателӗ ларать. Вӑл кама сӑмах панине пӗлтерет, оратора тимлесех итлет, ӑна пӳлмест. Хӑй ҫавракарах пит-куҫлӑ, янаххи пӑч путӑк. Сӑнран пӑхсан пӗр хӗрӗх ҫулсене ҫывхарать темелле. Кам пӗлет, тен, унран та каярах, тӑлпӑнрах ҫынсем ахаль ҫулланнӑ пек курӑнаҫҫӗ. Ҫамки тӑрӑх ҫулсен сӳри виҫӗ шӑлӗпе тарӑн йӗр туса хӑварнӑ. Вӗсӗм калаҫакан ҫине ӳпӗнерех выртса, куҫ айӗн пӑхнӑ чух катаранах палӑраҫҫӗ. Тата куҫӗсем… Вӗсем ытла та сенкер.
Акӑ, председатель ҫӗкленчӗ те яланхи пек лӑпкӑ сассипе пӗлтерчӗ: — «Ҫавал» колхоз механизаторӗ Владимир Баранов сӑмах илет.
«Володя!» — кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӗ Павел, ӑна шыраса.
Питех те кӗтмен ҫӗртен пулчӗ ку. Хӑй ӑҫта-ха тата? Аялта-мӗн. Ав, трибунӑ умӗнче Володьӑн палланӑ кӗлетки курӑнса каять. Йӑрӑмлӑ хура костюм, шурӑкӗпе тӑхӑннӑ вӑл. Брюки вӗҫне ҫӑмат кунчи ӑшне чикнӗ. Хӑй вара пуҫ тӑррине шыв тултарнӑ тулли стакан лартнӑ евӗр утать.
— Юлташсем! — пуҫлать вӑл ораторсен калӑпӗнчен хӑтӑлаймасӑр. — Эп хам тухса калаҫма ҫырӑнманччӗ…
— Эсир, Баранов юлташ, хӑвӑр пӗр-пӗччен ҫӗр гектар ҫинче кукурузӑ ӳстерни ҫинчен каласа парӑр, — ҫӗкленет пухӑва ертсе пыраканӗ, ӑна пулӑшасшӑн пулса.
— Юлташсем!
Ку сӑмах хыҫҫӑн каччӑн сасси ҫирӗпленет, Павел та халь уншӑн сахалтарах хумханать: ӗлӗкхи хастарлӑхне ҫухатман пулсан, аптрасах тӑракан ача марччӗ-ха.
— Пире парти активӗн пухӑвне чӗннӗшӗн малтанах эп райкома тав тӑвасшӑн. Апла пулсан, пире шанаҫҫӗ, пире коммунистсем хӑйсен вырӑнне юлаканӗсем тесе шутлаҫҫӗ. Атту ку таранччен кунашкал пысӑк та ятлӑ пухӑва комсомол организаци секретарӗсене пӗрре те чӗнменччӗ. Тавтапуҫ сире, Василий Иванович, тавтапуҫ сире, пиччемӗрсемпе аттемӗрсем. Ҫак шанӑҫа ӗҫпе тӳрре кӑларӑпӑр. Пирӗн Трофим Матвеевич тухса калаҫрӗ. Манӑн ытлашши мӗн калас? Пур ҫын пурпа мухтанать, ҫукки ҫукшӑн кулянать. Пирӗн, ҫамрӑксен, ҫукки ытларах. Пӗр виҫӗ кун каялла эл ВЛКСМ райкомӗнчен хут илтӗм. Унта пирӗн комсомол организацин ҫак ҫулта ҫирӗм пилӗк пин ҫӑмарта сутмалли ҫинчен пӗлтернӗ. Ку заданипе эп виҫҫӗмӗш ҫул тертленетӗп. Так. Пӗлтӗр вун сакӑр пинччӗ, кӑҫал тата ҫичӗ пин хӑпартнӑ. Эп нимӗн те ӑнланмастӑп: партипе правительствӑ колхозниксене ял хуҫалӑх продукчӗсем парассинчен хӑтараҫҫӗ те, ку хут каллех памалла тӑвать. Эп, мӗн, хирӗҫ мар, кирлӗ пулать, ӗненетӗп. Анатӑп та трактор ҫинчен, тачкӑ ҫине карҫинкка лартса, ял тӑрӑх ҫӑмарта пухма тухса утатӑп. Тӑрпанкӑ теме пуҫларӗҫ. Шутлӑр-ха, шӳт-им унта кашни комсомолецран ик ҫӗр ҫӑмарта пухма? Хӑшӗ-пӗрин килӗнче пӗтӗмпе те икӗ-виҫӗ чӑх кӑна, теприсен пачах та ҫук. Иртнӗ кӗркунне халер килчӗ те, чӑххисене ҫеҫ мар, автанӗсене те хӑвармарӗ. Ӑҫтан тупса паратӑн халь ҫӑмарта? Комсомол райкомӗ хӗсет, вӑл халер-мӗнне пӑхсах тӑмасть. Вара пасара кайса теҫеткине пӗр-ик тенкӗ парса ил те патшалӑха закуп хакӗпе сут. Так. Мӗн туни пулать ку? Ман шутпа ку, Василий Иванович, партие улталани пулать.