Читаем Улӑп таврӑнни полностью

Анчах ҫынсем тепӗр япалана асӑрхарӗҫ: тул ҫутӑлнӑ тӗле паттӑрсен масарӗнчен инҫех мар питӗ ҫӳллӗ сӑрт ӳссе ларнӑ, аякранах курӑнать. Тимлӗрех пӑхсассӑн унта Улӑп сӑнне асӑрхатӑн. Сӑрт пулса тӑнӑ иккен вӑл. Чӑваш ҫӗршывӗн чиккисене асӑрхаса тӑрать ӗнтӗ. Халӑхшӑн йывӑрлӑх сиксе тухас пулсассӑн чӗрӗлсе тӑрса ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр.

Ҫав сӑртӑн пӗр енчи шурӑ тӑмлӑ вырӑнӗнчен арман пӗви патнелле тӑрӑ шыв сӑрхӑнса тухать. Ҫынсем ӑна Илемпи куҫҫулӗ теҫҫӗ, сывлӑха тесе ӗҫеҫҫӗ, таҫтан инҫетрен килекенсем те йышланса пыраҫҫӗ. Ҫав шывпа йӗпеннӗ шурӑ тӑма пите сӗрсессӗн — илемшӗн теҫҫӗ.

Улӑп пурне те курать, кам мӗн тунине асӑрхать. Вӑхӑтра ҫумӑр ҫӑвасси е ҫӑвӗпе вӗри хӗвел хӗртсе калчана типӗтсе лартасси пӗтӗмпех Улӑпран килет теҫҫӗ. Ун кӑмӑлӗ вара — чӑвашсем мӗнле пурӑннинчен иккен. Туслӑ пурӑнар, усал ӗҫпе пӗр-пӗрне кӳрентерер мар, Улӑпа ҫиллентерер мар.

Ҫапла пултӑр!Ҫапла пултӑр!Ҫапла пултӑр!



2001, нарӑс.

Перейти на страницу:

Похожие книги