Читаем Çавал сарăлсан полностью

— Сывлӑх вӑл, Василий Иванович, хӑвӑнтан килет. Хурт шӑтарнӑ пан улми пек ҫӗрсе ӳкес мар тесен, ытларах шӳтлемелле, савӑнмалла. Яшлӑхра хуйхӑр, ватлӑхра хуйхӑр — вара этем утмӑла та ҫитеймест. Ак, кусем, Матвейчӑ ҫиллине курнӑ та пуҫ усасшӑн. Ун пек нелҫе…

— Кур-ха, санӑн пурнӑҫ пирки хӑвӑн тепри иккен, — кулчӗ райком секретарӗ.

— Ватлӑхра ҫын ытларах шухӑшлать.

— Тӗрӗс. Ҫавалкасра яшшисем те шухӑшлаҫҫӗ. Килнӗ-килменех, ав, тепӗр маттур тупӑннӑ. Ну мӗн эс, Кадышев, пилеш хыпнӑ евӗр тӑратӑн, атя, кӑтарт хӑвӑн плугна, — тесе ӑна хулран ҫавӑтрӗ. — Эс, Николай Андреевич, Матрена Никитичнӑна салам кала, ырӑ сун. Эп сан патна пӗр-пӗр чух пылпа чей ӗҫме кӗрӗп-ха, — сыв пуллашрӗ секретарь хуралҫӑпа.

— Паянах пыр, Василий Иванович. Пыл пур-ха. Ҫӗр выртмаллах пыр, — чӗнчӗ Мйкулай мучи.

Василий Иванович пальти вараланасса пӑшасӑрах Володьӑпа Павела хулӗсенчен ярса тытрӗ те сулӑмлӑн ярса пусрӗ.

Василий Иванович плуга пур енчен те пӑхрӗ, ыйта-ыйта пӗлчӗ, унтан, чылай хушӑ шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн, ҫапла хуравларӗ:

— Ман шутпа та усӑллӑ пулма кирлӗ. Туса пӗтерме пулӑшӑп. Кӑҫал сӑнаса пӑхӑр. Усси пулсан, ҫитес ҫул плугне тума заводах заказ парӑпӑр. Ытти пуласлӑхӗ паллӑ, Трофим Матвеевич ку плуг пирки колхоз масштабӗпе ҫеҫ шутланӑ. Санӑн ӗҫсем тата еплерех? — ҫаврӑнчӗ вӑл Володя енне.

— Трактор та, агрегатсем те хатӗр. Паянах лар руль умне, колхоз пустӑр такине, — ҫурма шӳтлерех хуравларӗ каччӑ.

Володя хӑйне ытла та ирӗклӗн тыткалани Павела тӗлӗнтерчӗ. Вӑл райком секретарӗпе тахҫанах пӗлнӗ ҫын тек калаҫать.

— Эс сӑвӑҫ иккен, — кулать секретарь. — Сӑвӑлани те лайӑх. Ман шутпа, пӗр ҫитменлӗхе асӑрхамасть комсорг…

— Мӗне? — чӑтаймарӗ Володя.

— Техникӑна ҫапла уҫӑ ҫӗртех лартас тетӗр-и?

— Сарайсем тӑватпӑр.

Каллех Прыгуновӑн шабашниксене шырама тивет.

— Хамӑр вӑйпа, Василий Иванович. Пӗтӗм комсомола тытса кӳлетӗп. Так. Материалне ҫеҫ паччӑр.

— Комсорг апла калать пулсан — шанма юрать.

Ҫак вӑхӑтра колхоз правленин технички чупса ҫитрӗ.

— Трофим Матвеевич ҫук-и кунта? — ыйтрӗ вӑл.

— Такам шырать-им ӑна? — интересленчӗ райком секретарӗ.

— Телеграммӑ килнӗ те… Машинӑпах леҫсе пачӗҫ. Питӗ васкавлӑ тет-и?

— Мана вулама юрать-и? — ыйтрӗ Василий Иванович.

— Эсир хӑвӑр янӑ пуль ӑна? Вулӑр.

Райком секретарӗ телеграммӑна васкамасӑр вуласа тухрӗ. Каракуль ҫӗлӗкне хыврӗ. Таҫтан килсе тухнӑ ҫил унӑн ярӑм-ярӑмӑн кӑвакарнӑ хумлӑ ҫӳҫне сапала пуҫларӗ. Вӑл пӗрре техничкӑ, тепре каччӑсем ҫине пӑхса илчӗ, вара сасартӑках улшӑннӑ сассипе ҫапла каласа хучӗ:

— Пысӑк хуйхӑ, ачсемӗр. Виссарион Маркович вилнӗ…

4

Парторгӑн ҫула тухсан та пуҫ ҫинчен шухӑш сирӗлмерӗ.

Чӗре такам умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗн тунсахпа тулса ыратрӗ. Сисӗнмеллех ыратрӗ вӑл. Киле темӗскер, питех те кирлӗ япала манса хӑварнӑн туйӑнчӗ. Анчах мӗн? Ӑна вӑл тавҫӑраймарӗ.

Каясса ҫӗр улми вакунӗнчех кайрӗҫ.

Станцӑсенче чылай тӑнӑ хушӑра вӑл кӗнекесем кая-кая илчӗ, анчах вулани пуҫа кӗмерӗ. Аптранипе вара Виссарион Маркович ҫӗр улми сутма пыракан колхозниксен калаҫӑвне итлерӗ: пӗрин пура кӑлармалла, теприн ӗне улӑштармалла: хӑрах чӗччи йӑлтах типсе ларнӑ-мӗн. Виҫ чӗчӗпех хӗл каҫарма тивнӗ. Хапӑс Петӗрӗ темӗнле станцӑра карт тухса илчӗ. Анран кайичченех «ухмахла» вылярӗҫ.

«М» хулине талӑк ҫурӑран ҫитрӗҫ. Вӗсен вакунӗсене тепӗр икӗ сехетренех кӑнтӑралла каякан состав ҫумне кӑкарчӗҫ.

Каллех ҫул. Каллех чукун ҫулӗнчен хӑпма пӗлмен телеграф юписем, вӗтлӗх вӑрман, сапаланчӑк ҫуртлӑ ялсем, юрсенчен тасалнӑ хирсем. Пӗр эрнерех кирлӗ вырӑна ҫитрӗҫ. Ҫӗр улмине икӗ кунтах сутса пӗтерчӗҫ. Хакӗ те аван. Унашкалах пуласса кӗтменччӗ Виссаррон Маркович. Нумай облаҫсенче ҫӗр улми пулманни хака ытлашшипех хӑпартса янӑ-мӗн.

Пӗрле пынӑ колхозниксене Виссарион Маркович ытти чухне ҫул ҫинче тӑккаланнӑшӑн тесе ниҫта кӑтартмасӑр пин ҫуршар параканччӗ. Хальхинче икӗ пиншер пачӗ. Пӗлӗр вӑл епле уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине, ытлашши ан салтӑр чӗлхӳсене. Сутнӑ пек укҫине вӑл банк урлӑ куҫарчӗ, каҫсерен гостиницӑ пӳлӗмӗнче чылайччен шутларӗ, ҫырчӗ.

Кӑнтӑрта ҫуркунне. Садсем шурӑ шупӑрпа витӗннӗ. Колхозсем ҫур акине те вӗҫленӗ ӗнтӗ. Хӗвел ҫуллахи пек ҫунтарать. Виссарион Марковича катари тӑван Ҫавалкаса та тахҫанах ҫуркунне ҫитнӗн туйӑнчӗ. Ҫавӑнпа васкарӗ вӑл. Мускавалла вӗҫекен самолет ҫине билет туянчӗ, хӑйпе пӗрле Хапӑс Петӗрне илчӗ. Ытти виҫӗ колхозникӗ ҫула пуйӑспа тухрӗҫ.

Мускавалла вӗсем ултӑ сехет кӑна вӗҫрӗҫ. Ытти чухне вӗсем унта япаласем туянма, курса ҫӳреме тесе талӑклӑха е икшер талӑклӑха юлаканччӗ. Хальхинче тем васкатрӗ ӑна. Мускав — Хусан пуйӑсӗ ҫине ахаль билетсем ҫукчӗ ӗнтӗ, йӑлтах сутса пӗтернӗ; ҫапах та колхоз правленийӗ тӳлеменннне пӗлсех, иккӗшӗ те ҫемҫе вӑкуна билет туянчӗҫ.

— Улпут пекех илсе ҫӳрерӗн, — елпеке тутине пӑрчӗ Хапӑс Петӗрӗ — Ӑҫта мура васкатӑн? Ку хутӗнче путлӗн ӗҫсе кураймарӑмӑр. — Каймаллаччӗ пӗр-пӗр ресторана. Ӗҫменнине ӗненеҫҫӗ тетӗн-и? — Ҫан ҫинчен те ав, мӗн кӑна калаҫмаҫҫӗ! — катаран пуҫларӗ вӑл. Ҫӗнӗрен туяннӑ сап-сарӑ чӑматанне сак айӗнчи ещӗке кӗртсе лартрӗ. Хӑйӗн сӑмахӗ Виссарион Марковича хускатрӗ-ши тесе, сарӑ куҫӗсемпе ун ҫине тӗллерӗ.

— Мӗн калаҫҫӗ? — асӑрханарах ыйтрӗ Виссарион Маркович.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза