Ҫапла, иленнӗ, ҫуралнӑ вырӑнсене таврӑнаҫҫӗ кайӑксем. Вӗсемпе пӗрле шанчӑк, вӗсемпе пӗрле тепӗр хут вӑн илсе чечекленекен тӑван ҫӗр хӑвачӗ килет. Пытаннӑ сӗткенсам каллех шӑнса ларнӑ ҫӑл куҫӗсем пек тапса тухаҫҫӗ, ҫывӑракан папка вӑранса ҫурӑлать. Йӑмрасем ҫинче кунӗпех кураксен сасси янӑрать, вӗсем хӗрсех хӑйсен йӑвисене тасатаҫҫӗ, юсаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ют йӑвасене йышӑнасшӑн талпӑнаҫҫӗ, анчах хуҫисем ямаҫҫӗ.
Тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫумӗнчи вӑрӑм шӑчӑ тӑррине Петӗр шӑнкӑрч вӗлли ҫакнӑ. Кӑнтӑр хӑнисем тимӗр сассипе янракан ҫурт патне пыма чылайччен хӑраса тӑчӗҫ. Анчах ӗҫ шавӗ вӑрҫӑ шавӗ мар, вӑл тупра, пуянлӑх, мул туптать. Акӑ вӗлле патне икӗ шӑнкӑрч вӗҫсе пычӗҫ. Малтан пӗри кӗрсе пӑхрӗ, унтан тепри. Тухрӗҫ те ячӗҫ юрра.
— Эй, чӗмере, — ҫиҫет Петӗр сӑнӗ. — Явӑҫрӗҫ вӗт. Мӑшӑрлӑ тата. Кур-ха, Павел, мӑшӑрлӑ. Кӑҫал хусах пурнӑҫӗпе сыв пуллӑшмаллах. пулать.
— Эп ӗнер хӑраххӑп куртӑм… Кӑҫаллӑха тахтамах тивет, — кулать Павел.
…Паян Павел тракторне юсаса пӗтерчӗ. Хурҫӑ ут ҫур акине хатӗр. Анчах плуг?.. Плуг латне ҫаплипех ал ҫитмест. Райком секретарӗ те пулӑшма пулнине манса кайрӗ пулас.
Павела колхоз правленин технички пырса чӗнчӗ. Парти пухӑвӗ пулать имӗш.
Председатель пӳлӗмне кӗрсенех вӑл алӑкӑн-тӗпелӗн утакан райком секретарьне курчӗ. Пичӗ-куҫӗ тарӑн шухӑшлӑ.
Пукан ҫинче ларакан Трофим Матвеевич тарӑн хуйхӑллӑ. Вӗтӗ-вӗтӗ юн тымарлӑ пичӗ хӑмачланнӑ. Ҫамки тӑрӑх сӑмси ҫинелле анакан сенӗк евӗрлӗ икӗ йӗр суран пек хӗрлӗн курӑнать. Тӑнлавӗ ҫинче юн тымарӗсем кӑвакарса ҫиеле тухнӑ. Вӗсенче чӗре таппи кӑлтлатса сикни палӑрать.
Сывлӑх сунса ал тытрӗҫ. Райком секретарӗ хӑйӗн шухӑшне вӗҫлесшӗн пулчӗ курӑнать.
— Пӗлми пуличченех ӗҫнӗ пулсан, унашкал вӑл пӗрре кӑна мар пулкаланӑ ӗнтӗ. Мӗнле-ха эс, Трофим Матвеевич, ҫавна асӑрхаман? Эсир юлташлӑ. Пире пӗлтерес пулнӑ. Ҫын, ак, пӗтрӗ. Ӗҫмен пулсан, пурӑнатчӗ. Тен, операци тума пулатчӗ. Халь хирургсем чӗре суранне те юсаҫҫӗ. Пӗтрӗ ҫын. Кам айӑпӗпе?..
— Ӗҫмесӗр кам пурӑнать? Эсӗ те, эпӗ те ҫветтуй мар. Ӗҫе пӗтернӗ ятпа сыпнӑ та пӑртак, — тавӑрчӗ председатель.
— Ҫын хӑй сывлӑхне пӗлсех хӑйне хирӗҫ каять пулсан, вӑл хӑй ҫине ал ҫӗкленипе пӗрех. Унашкал хӑтланма вӑйсӑр та чун хавалсӑр ҫынсем ҫеҫ пултараҫҫӗ. Виссарнон Марковича эп вӑрманпромхозра чухнех пӗлнӗ. Тен, мӗнле те пулсан сӑлтав пулнӑ? — тӗпчерӗ Василий Иванович.
— Мӗн сӑлтавӗ пултӑр? Парти умӗнче таса, ҫемьере лайӑхах. Шӑпӑл-шапӑл ҫын пулман, ялта ят яман,— хуравларӗ Трофим Матвеевич.
Председатель отвечӗ райком секретарьне ҫырлахтармарӗ пулас, вӑл калаҫнӑ май каллех утма пикенчӗ.
— Халь ӗнтӗ кулянса нимӗн те тӑваймӑн. Пӗр ҫичӗ ҫул каялла, эп ӗҫленӗ районта, комсомол райкомӗнче питех те тӗлӗнмелле каччӑ Леонид Быков ӗҫлетчӗ. Пуҫаруллӑскер, хӗрӳскерччӗ вӑл. Пурнӑҫӗ те илемлӗ татӑлчӗ унӑн. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа шыракан пуйӑс айне пуласран ултӑ ҫулхи хӗрачана ҫӑлнӑ чух. Хӑй пӗтрӗ. Икӗ урине те касса кайнӑ. Юн нумай ҫухатнипе ҫӑлаймарӗҫ… Ҫапла вӑл этем ӗмӗрӗ, этем ӗҫӗ: пӗри вилет те, тепри тупа тӑвать, пӗри ялава ӳкерсен, тепри ярса тытать. Чӑвашсем ун пек чух ӑсли вырӑнне ӑсли тупӑнать теҫҫӗ-и? Эсир ларӑр, ларӑр, Кадышев юлташ, — Павела пукан шутарса пачӗ вӑл. — Коммунистсемпе, ахаль ҫынсемпе калаҫрӑмӑр. Сире ыр ятпа ҫеҫ асӑнаҫҫӗ. Вӗренме, ӗҫлеме йывӑртарах тейӗр. Пӗлетӗп. Мӗнле коммуниста, вӑл пурнӑҫпа тан пырать пулсан, ҫӑмӑл? Эсир ларӑр. Мӗн хӗрача пек хӗрелсе кайрӑр? Ялав тыттарасшӑн сире. Пуху пуҫличчен хӑвӑнпа калаҫса пӑхас терӗм. Коммунистсен ирӗкӗ-ха вӑл хӑйсен секретарьне суйласси. Ҫапла-и, Матвеевич? — председатель енне ҫаврӑнчӗ секретарь.
— Эпӗ пултараяс ҫук, Василий Иванович. Кӗҫех уя тухатпӑр, яла та тепӗр чух талӑкшар таврӑнаймастӑн, — хуравларӗ Павел.
— Этем пултарайман ӗҫ ҫук.
— Манӑн опыт ҫук. Эпӗ парти членӗнче те виҫӗ ҫул кӑна. Пирӗн кунта опытлӑраххисем пур.
— Павел, ҫитӗ, — сасартӑк ура ҫине тӑчӗ Трофим Матвеевич. — Ална пар. Ҫавалкас республикӑ мар, сана обком секретарьне суйламаҫҫӗ. Пултаратӑн. Тулӗк ас ту, такӑнтармалла мар. Парти енӗпе эс манран аслӑрах пулатӑн, анчах хӑв аслине ан туй. Мана ӗҫлеме ан чӑрмантар. Кӑна Василий Иванович куҫӗ умӗнчех калатӑп. Эп темиҫе парторгпа та ӗҫлерӗм. Тӗрлӗрен пулчӗҫ вӗсем. Вӗреннисем ытларах ҫын аллипе кӑвар туртма юратаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ. Ун пек ан пул, — чӗтренсе тухрӗ председатель сасси.
Павела ку сӑмахсем чӗре патнех пырса тиврӗҫ. Унӑн ҫав самантрах колхоз председательне вирлӗ сӑмахсемпе касса татас килчӗ. Анчах унӑн пӗкӗрӗлнӗ кӗлеткине, шывланнӑ куҫӗсене курсан, хӑйне тытса чарчӗ, хумханмасӑр хуравларӗ:
— Элек пирки ан кулянӑр. Ҫырман, ҫырмастӑп та. Ачи ҫуралман, эсир ятне те хуратӑр.
— Тӗрӗс, Кадышев, Ну-и Матвеевич, суйличченех хӑйне сыхлама тӑрӑшать, — хушса хучӗ секретарь. Унӑн питӗнче пӗрремӗш хут йӑл кулӑ палӑрчӗ.
Пуху нумая тӑсӑлмарӗ. Коммунистсем те сахал калаҫрӗҫ. Ҫухату пуриншӗн те паллӑ. Ҫичӗ коммунист юлчӗҫ. Анчах вӗсем самкӑрӑнччӗ. Ҫук, ыттисем пуҫӗсене усмӗҫ, уншӑн та ҫаннисене тавӑрӗҫ. Пӗрререн — иккӗ, иккӗрен — тӑваттӑ пулӗ, мӗншӗн тесен парти вилӗмсӗр.
Павел пухура хӑйӗн кандидатурине хирӗҫ калаҫрӗ:
— Вӗренмелле. Экзаменсем вӑхӑтӗнче уйӑхӗпех ялта пулаймастӑп.