Марье асне хӗр чухнехи ҫуллахи каҫсем тухаҫҫӗ. Вӑйӑ карти. Юрӑ. Юрӑ, вӑйӑ карти. Вӗсем уйрӑлми. Ӑҫта вӑйӑ карти — унта юрӑ. Ӑҫта юрӑ — унта вӑйӑ карти. Хурӑн кӑтрисем пӗр кас ҫил вӗрнипе сасартӑк ҫивӗчӗсене сапаласа яраҫҫӗ, унтан ташша тухас хӗрле ӑна тураса тӳрлетеҫҫӗ. Итлет хӗр юррине хӑй юрринчен хӑй вӑтанса курӑк ӑшне пытаннӑ шӑрчӑк; сарӑ ҫӑварлӑ хӗвел ҫаврӑнӑшӗпе ҫӗр ҫумне канма выртнӑ ҫӗр улми ҫеҫки итлет. Ҫӑлтӑрсем те концерта васканӑн туйӑнаҫҫӗ, уйӑх та чӑтаймасть. Сӗт пек шурӑ та ҫӑмӑл тӗтрепе витӗннӗ вӑрман хӗрринчен унӑн вутлӑ урапи кусса тухать. Васкать, васкать вӑл. Ӑна юрӑ чӗнет. Ҫӗр ҫинчи телей кунта шӑнӑҫаймасӑр тӳпене те хӑпарма пултарать-мӗн. Юрӑ уйӑх пулать, юрӑ ҫӑлтӑр пулса тӳпе аркине ирхи сывлӑм мерченӗ пек ҫакӑнать. Те ҫавӑн пек ҫеҫ туйӑнать? Ӑҫта ҫав вӑхӑтсем? Пӗрисен иртекен ҫамрӑклӑхне теприсем улӑштараҫҫӗ. Ҫук, ҫӗннисем иртнӗ вӑхӑта кулянса та, хумханса та аса илесси пирки шухӑшламаҫҫӗ те.
Кивӗ юрӑ вӑл, анчах ӑна ҫӗнӗ ҫамрӑклӑх юрлать. Тен, ҫавӑнпа чӗрене татах тӑвӑр? Акапуҫ хире, ҫулсем чуна сухалаҫҫӗ тесе ахаль каламан-тӑр. Мӗн ӑнланаҫҫӗ вӑйари ҫамрӑксем?
Тем ӑса илнӗн, Марье сасартӑк тумланма пуҫлать. Упӑшки патне пырса тӑрать. Сывлӑшӗ халь ҫӑмӑлланнӑ, кӑкӑрӗ лӑпкӑн ана-ана хӑпарать. Кӑвакарнӑ пичӗ те шуралнӑ. Ҫамки ҫинче кӑна темиҫе тар пӗрчи, мӗн пур тӳссе ирттернӗ хурлӑх куҫҫулӗ пек, типмесӗр ялтӑртатать. Сӑмси ҫине аннӑ сенӗк пек йӗр татах та касӑлса тарӑнланнӑ.
Ал шӑлли илсе, Марье тарне шӑлать. Ҫук, ывӑннӑ, ӗшеннӗ тата чирленӗ ҫыннӑн ыйхи тарӑн, вӑл хускалмасть те.
Акӑ Марье тумланать те ҫамрӑклӑха хӑваласа ҫитме васканӑн пӳртрен тухать. Халь тытайӑн-ши вӗсене?! Эх!.. Ҫамрӑклӑх — пурнӑҫ никӗсӗ. Ӑна тӗрӗс мар, тарӑн хывмарӑн пулсан, пурнӑҫ — ҫурт тайӑлать, пурнӑҫ — ҫурт ҫӗрет, йӑтӑнать. Сахал ҫынсем тӳрлетме пултараҫҫӗ ӑна. Вӑйлисем кӑна.
— Е кӗҫӗр, е нихӑҫан та, — пашӑлтатаҫҫӗ Марье тутисем.
Таврӑнма вӑл шуҫӑм ҫути палӑра пуҫласан тин таврӑнать. Ҫунат пур тейӗн унӑн, уррисем те ҫӗре перӗнмеҫҫӗ. Ӑшӑ ҫӗре васкакан, е хӑй киленнӗ йӑвине ҫуркунне таврӑнакан кайӑкла вӗҫет Марье. Ӑна тӗнче те унпа пӗрле савӑннӑн туйӑнать. Уншӑн мар-им шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ ытла та ҫуттӑн, кӑварланса кайсах ҫунать; уяшӑн мар-им Алтӑр ҫӑлтӑр ӳпӗнсе ҫӗр ҫине ҫынсем валли телей тӑкать? Ҫав телей ҫулла сывлӑм, халь ура айӗнчи пӑр кантӑкӗсем. Мӗнле вӗсем темӗнле ҫӗнӗ кӗвӗлле кӑнчӑртатаҫҫӗ! Унӑн телейне курса мар-им ыйхаран вӑраннӑ йӑмрасем темскер пӑшӑлтатаҫҫӗ?..
…Пӗр Микулай мучи ҫеҫ кӑмӑлсӑр. Юлашки вӑхӑтра темӗншен ир енне вӗри апат ҫисе килнипе аптракан пулчӗ. Ӑнмасть тип ҫӑкӑр, вӗри апатах кирлӗ. Хӑйшӗн хурал тӑма пӗр-пӗр дежурнӑй хӗре хӑварать те килне таврӑнать. Мӗн тӑвӑн пӗрре хӑнӑхнӑ йӑлапа? Эмелпе те иртмест вӑл. Карчӑкӗ те, ирех тӑрса, ӑна валли мӗн те пулин пӗҫерсе лартать: яшка-и, пӑтӑ-и, е ҫӑмарта, е чей вӗретет.
Ват ҫын урисем таканлӑ мар. Ҫырма урлӑ каҫнӑ чух вӑл икӗ хутчен шуса ӳкрӗ, пилӗкне ыраттарчӗ, чӗркуҫҫине шӑйӑрса пӑрахрӗ. Тарӑхрӗ мучи. Туя вӗҫне сӑнӑ тӑхӑнтарни пулӑшмасть-мӗн. Карчӑкӗ ӑшаласа панӑ ҫӑмартана ҫисен ҫеҫ унӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑнса кайрӗ.
Пӳртрен тухсан пӗр хушӑ ҫурхи ҫанталӑкпа киленсе тӑчӗ.
Кӳршӗсен хапха алӑке шартлатрӗ. — Кам вара ку? Павел ӗҫе каять-ши? — кӑсӑкланчӗ мучи. Яланах иртен-ҫӳренсене сӑнама хӑнӑхнӑ йӑлипе карта хушӑкӗнчен тинкерчӗ.
— Анна? Вӑл пӳртре. Кам вара ку? Утти ҫӗре те тивмест. Марье? Ҫав кӑна ялта икӗ аллине ҫунатлантарса утать.
Хуралҫӑн пилӗкӗпе чӗркуҫҫийӗ те, чӗри те ыратса кайрӗ. Вӑл сӑнӑллӑ туйине лӑр ҫине качлаттарса лартрӗ, — сасӑпах ятлаҫса илчӗ:
— Эй-яй-яй. Ҫав хӗсӗр ӗнешӗн мӗнешкел арҫын пӗтет. Шел Матвейча. Хӗрарӑма шан та — сыхлама ан ман. Ҫавах-ши? Тен, пӗр-пӗр майра? Пӗл хальхи ҫамрӑксене. Хӗресӗм те ҫав… Хӑйсемех пыраҫҫӗ. Эх, пӑсӑлса кайрӗ самана…
7. Улах тапхӑрӗ…
1
Василий Иванович ӑс ларса хӑварни сӗвӗрӗличчен тесе, Павел киле ҫитсенех апрель уйӑхӗн ӗҫ планне тума ларчӗ. Анчах мӗнрен пуҫламалла, малашне мӗне тӗпе хумалла — ӑна вӑл пӗлмерӗ.
Акана тухасси те инҫе мар. Тепрер вунӑ кунтан сӑрт ҫамкисем типсе ҫитмелле. Ӑшӑ пулманни ҫеҫ чарса тӑрать. Ҫанталӑк хӑйӗннех илет ҫав: хӗрӗх каҫпа хӗрӗх ир шӑнтмасӑр акана тухаймӑн, теҫҫӗ. Кашни коммунистӑн пӗр-пӗр ответлӑ ӗҫ пулмалла. Виссарион Маркович ун пирки шухӑшламан та курӑнать. Апла пулсан, каммунистсене ҫур акине тухиччен кашнинех пӗр-пӗр уйрӑм ӗҫ хушмалла.
Урамри юрӑ Павел шухӑшне сирсе ячӗ. Питех те хӗн ҫуркунне каччӑ пуҫҫӑн пусӑрӑнса ӗҫлеме.
Пӳрте паян хутман, ҫапах пӑчӑ пек туйӑнать. Вӑл васкасах чӳречесен иккӗмӗш хутне илме тытӑнчӗ. Ултӑ ҫул каялла ҫӑнӑх шывӗпе сӗрсе ҫыпӑҫтарнӑ хаҫатсем хӗвелпе саралса кайнӑ, хытса ларнӑ. Уйӑрнӑ чухне вӗсем ҫатӑртатса сӗвӗнеҫҫӗ, тӗпренсе чӳрече ҫытарӗсем ҫине тӑкӑнаҫҫӗ.