Читаем Çавал сарăлсан полностью

Уй енчи чӳречесене кӑларсан, Марье килчӗ. Хальхинче вӑл алӑка шаккамасӑрах уҫрӗ, ҫунакан куҫӗсемпе каччӑ ҫине савӑнса пӑхрӗ.

— Ан ҫиллен, Павел, эп сансӑрӑн пурӑнма пултараймастӑп. — Тӗпелелле иртрӗ те вӑтанмасӑрах чӳрече каррисене антарчӗ, кӑйран пальтине хывса ҫакрӗ.

Мӗн калатӑр ӗнтӗ хӗрарӑм хӑюлӑхӗнчен тӗлӗннӗ каччӑ? Мӗнле сӑмахпа ӳпкелетӗр?

— Марье, сана чирлӗ упӑшкуна пӑрахса килме намӑс мар-и? — аптранӑ енне персе ячӗ Павел.

— Эй, ун чирӗ-качки. Тытса пӑрахать те иртсе каять. Пӗрремӗш хут мар. Эмел панӑ ӑна. Халь ыран ирччен туйми ҫывӑрать, — тавӑрчӗ Марье. Илӗртӳллӗ куҫӗсемпе каччӑ ҫине тӗмсӗлсе пӑхрӗ. — Чунсӑрсем эсир, арҫынсем. Пӗлейместӗр хӗрарӑм шухӑшне. Пӗлсен вунӑ хут ӑслӑрах пулмалла.

Марье иртӗхӳлӗхӗ Павела ҫӳҫентерсе ячӗ. Те савӑнмалла вӑл килнӗшӗн, те хурланмалла?

…Ялта ҫутӑсем сӳнсе пычӗҫ. Уй хӗрринчи ҫуттӑн мӗншӗн тӑлӑха юлмалла? Ҫуркунне ял ҫыннисем ҫутӑпа ларма юратмаҫҫӗ. Ҫӗр ытла та кӗске. Каҫ та анчахрах пулнӑн туйӑнать, — ав ӗнтӗ Микулай мучисен автанӗ ҫур ҫӗр ҫитнине пӗлтерсе авӑтса ячӗ.

2

Володя Павел сассипе вӑранчӗ.

— Подьем! — терӗ лешӗ ҫурма сасӑпа. — Парторг ура ҫинче пулсан, комсорг ҫывӑрни килӗшӳсӗр. Тӑр хӑвӑртрах, ӗҫ пур иксӗмӗрӗн.

— Пушар тухрӗ-им? — васкасах сиксе тӑчӗ каччӑ. Вӑл салтакри йӑлана халь те пӑрахайман: костюмне пукан хыҫне ҫакать, брюкине типтерлӗн хутлатса хурать. Сӑран атти те кравать патӗнчех. Каҫхине вӑл клубра пулнӑ пулас: шап-шурӑ кӗпине пиншакӗ ҫине типтерлӗн саркаласа хунӑ.

— Мӗн тулнӑ?

— Эс тӑхӑн-ха. Пуласса темех пулман. Ӗҫ пур. Володьӑсен ҫурчӗ тухӑҫалла. Пӳрт ӑш-чикки те таса-тирпейле. Чӳречисене чечеклӗ тюльпе карнӑ, кӑмаки пӳрт варринче, анине алӑк патне кӑларнӑ. Пӳртне икӗ пая уйӑрнӑ.

— Паян ак уйра пултӑм.

— Фуфайкине хывса ҫакрӗ Павел. — Ҫавал хӗрринчи карталлӑ уя пӗлетӗн вӗт. Унта тӑватӑ шырлантан ҫырма пулса кайнӑ. Пӗчӗк шырлансен шучӗ те ҫук.

— Так, — шухӑша кайнӑ пек пулчӗ Володя. Вӑл кӗпине тӑхӑнчӗ, тӗкӗр умне пырса ҫӳҫне турарӗ. — Так. Тупнӑ ҫӗнӗ шапа. Вӗсем пӗлтӗрех пурччӗ-ха. Пӗлтӗр ҫеҫ-и? Пӗр пилӗк ҫул та ҫитет пуль. Кашни ҫулах тарӑнланаҫҫӗ. Кӗрхи ҫӗртме турӑм эп унта. Ҫӗрӗ чи начарри. Панкри кӑна. Трофим Матвеевич пычӗ те сӳрелеме хушрӗ. Выравненная зябь, теҫҫӗ-и, ӑна вырӑссем. Вара тин пӑртак ҫӗр майӗ килчӗ.

— Пулма пултараймасть, — ӗненмерӗ Павел. Эс пӗчӗк ача мар-ҫке Ҫавал енне сухалама. Кӑҫалхи шырлансене тӑваканни те апла эсех. Тата ма сӳрелерӗн? Кӗрхи ҫӗртмене никам та сӳрелеме хушмасть. Вӑл сӑтӑрла хӑтланни.

— Эс мӗн мана вӑрҫатӑн? Эс унта хӑв та урлӑ сухалаймастӑн. Ҫырмисем епле чӑнкӑланчӗҫ. Кашни ик ҫӗр метртанах никамӑн та трактора ҫавӑрса хӑвалас килмест. Горючие ахаль ҫунтар та — кайран хӑвӑнтан тытса лартаҫҫӗ. Ҫимун вӑл яланхи пекех чирлӗ. Элекҫипе Гришка тракторсем юсамалла тесе шӑлахая печӗҫ. Володя: атя, вӑл ӗҫлет. Так. Сӳрелеме те хам ӑспа мар. Маншӑн председатель сӑмахӗ саккун. Так. Пире, музыкантсене, ҫавах: кама пытармалла, мӗнле юрӑ юрламалла — хушчӑр кӑна, — хӗрӳлӗнчӗ каччӑ.

— Хӑй сассине тупайман музыкант — музыкант мар. Кӑҫалхи шырлансемшӗн эсех айӑплӑ, — терӗ Павел, Вододьӑн хӑмачланакан питне сӑнаса.

— Эппин, эпех пулам, — сасартӑк килӗшрӗ комсорг, — Мӗн тӑвас халь ман айӑплӑ, тесе? Хаҫат ҫине ҫырас-и, хама хамӑн суда ларас-и?

— Вӑт ку лайӑх. Айапне йышӑнакан ҫын турленессе шанма пулать. Итле эс, ҫавӑнпа килтӗм те сан патна. Ҫав ҫырмасен хӗррисене йывӑҫсем лартмалла.

— Ман ӗҫ мар вал, Павел. Пирӗн председатель пур. Ӑна пасартан выльӑхсем илсе патшалӑха пама ҫеҫ лартман. Вӑл шухӑшлатӑр, вӑл тутартӑр, — турккесленчӗ каччӑ.

— Самӑй пирӗн ӗҫ ӗнтӗ. Коммунистсемпе комсомолецсене ҫӗклемесен ыттисем хӑйсем пуҫӑнас ҫук. Манӑн пӗтӗм шухӑшӑм та ял халӑхӗпе воскресник ирттересси.

— Ун чухлӗ йывӑҫа ӑҫтан тупатӑн? — тӗленчӗ Володя. — Вӗсене лартма Салука йывӑҫҫи ҫитмест. Эҫ ӳркеҫ вӑкӑрла…

— Чӑвӑш йӑмри яла илемлетме ҫеҫ мар, ҫырмасемпе кӗрешме те каять. Шырлан тӗпне Ҫавал хӑвине касса пӑрахас. Ҫитменнине Колька пиччӳ парӗ. Вӑрман хуҫалӑхӗн Салукара питомник пур. Эс ун патне кайса калаҫса пӑх, ҫавӑнпа кӗтӗм те сан патна. Эп паян коммунистсене пухатӑп, эс комсомолецсене пух. Ерҫместӗн пулсан, Санькӑна хушӑп.

— Колька парать пулсан. Ненай. Унтан хӗлле юр ыйтса илейместӗн.

— Пиччӗшӑпе шӑллӗ пӗр чӗлхе тупаймасан…

— Унпа эп мар, чӗр шуйттан та килештерес ҫук…

— Эс килӗшмесен, кам килӗштертӗр?

— Хӑтланса пӑхам.

Володьӑпа Павел иккӗшӗ те васкасах тумланчӗҫ. Выльӑхсене апат парса кӗрекен амӑшӗ аллисене шарт ҫанрӗ:

— Ирех ӑҫта каятӑр? Сысна ашӗпе ҫӗр улми ӑшаларӑм. Сӗт вӗретрӗм. Ҫимесӗр ӑҫта каятӑр? — хыпаланса ӳкрӗ вӑл.

Ывӑлӗ амӑшӗ сӑнлӑ-мӗн. Амӑшӗ те шӗвӗр сӑмсаллӑ шӗвӗр янахлӑ. Аллӑ урлӑ каҫнӑ пулин те, — йӑрӑ, Володя пекех хыпаланчӑк. Тем хушӑра сӗтел ҫине ҫимелли илсе пырса лартрӗ:

— Ҫак хусах хускатать, ҫывӑрма та памасть, — кулчӗ Володя. — Атя, хывӑн. Эпир апатран аслӑ ҫынсем мар.

Пӗр ҫатма тутлӑ шӑршӑллӑ ҫӗр улмирен нимӗн те тӑрса юлмарӗ.

Вӗсем амӑшне тай туса кил кушшине тухрӗҫ.

Уйрӑлчӗҫ. Павел анкарти витӗр колхоз правленийӗ еннелле утрӗ, Володя пиччӗшӗ патне кайма тесе урама тухрӗ.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза