— Эп хам ҫемье пирки ӗмӗрте те райкома ура ярса пусас ҫук. Унашкал ыйтупа камӑн вӑхӑт ытлашши — вӑл ҫӳретӗр. Турра шӗкӗр, халиччен арӑма пӳрнепе тӗкӗнмен. Юптару яратӑн, Василий Иванович, юптару. Юнашар пӳлӗмре Владимир Сергеевич республикӑ прокурорӗ пек ҫӗмӗрттерет. Ҫын аллипе кӑвар туртма шутларӑн-и, Василий Иванович? Эп сана унашкал ҫын мар тесе.
— Нимӗн те ӑнланмастӑп, Иван Евдокимович. Секретарь лӑпкӑлӑхӗ колхоз председательне татах тилӗртсе ячӗ:
— Ӑҫтан эп Мӑй уявӗ тӗлне вӑтӑр тоннӑ аш пама пултаратӑп? Виҫӗ ҫӗр сысна вӑл. Чӗртме хупни те халь икӗ ҫӗр кӑна. Вӗсем те кашни тӑватӑ пӑтран мала мар. Кунашкал виҫепе пани мӗн усси? Вӗсем халь кашни талӑкра икшер кӗрепенкке хутшӑнаҫҫӗ. Уйӑхра кашни пӑт ҫурӑ аш парать. Тата икӗ уйӑхсӑр тем каласан та, такам ятласан та памастӑп. Эс, тет, Май уявне хирӗҫ пыратӑн. Эп коммунист мар-и? Капиталист-и эп Май уявне хирӗҫ пыма? Ыранах виҫӗ вӑкӑр ӑсататпӑр, ӗнер искусствӑлла майпа пӗтӗлентермелли пункт йӗркелерӗмӗр. Лашасем пур тепӗр вунӑ пуҫ. Ҫичӗ тоннӑ пулать. Урӑх халлӗхе нимӗн те ҫук. Трофим Матвеевич пек колхозниксен выльӑхӗсене илсе памастӑп. Ята яман, ямастӑп та. Владимир Сергеевич ун пирки тӳрех каларӗ: резервсемпе усӑ курма пӗлместӗн, тет. Мана унашкал резерв кирлӗ мар. Хӑть выговор парӑр, хӑть председательтен кӑларӑр. Кунашкал председательте ӗҫлессинчен — конюха каятӑп, — ура ҫине тӑчӗ Иван Евдокимович.
— Лар, лар. Мӗн хуранти шыв пекех вӗретӗн? — хул пуҫҫинчен пусса лартрӗ ӑна Василий Иванович. — Мана эс ахалех хутшӑнтаратӑн, ҫын аллипе кӑвар туртма хӑнӑхман. Калас пулсан, сана хамах калатӑп. Ас тӑватӑн-и мартри актив пухӑвне? Баранов ҫӑмарта илсе пани ҫинчен каларӗ. Ҫавӑнтапах эп канӑҫа ҫухатрӑм. Районти виҫ-тӑватӑ колхозра выльӑх сутӑн илсе патшалӑха парасси йӑлана кӗчӗ. Шанмастӑп эп: «Р» облаҫӗ пӗр ҫултах аш илессине виҫӗ хут ӳстернине. Пӗр ӗне виҫӗ пӑру пӑрулаймасть. Хаҫатсем те вӗсем ҫинчен анчах ҫыраҫҫӗ, халӑх ҫӗкленӗвӗ, халӑх юхӑмӗ, теҫҫӗ. Шутласан, халӑх ҫӗкленӗвне хирӗҫ кайма юрамасть. Прыгунов мӗнтен пуҫласа ячӗ? 1957 ҫулта планран ирттерсе аш панишӗн патшалӑх укҫа хушса тӳлетчӗ. Кӑҫал хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫулта «Ҫавӑл» колхоз ик ҫӗр пин енне преми илнӗ. Ҫав преми аташтарса ячӗ. Юрать-ха, ӑна пӑрахӑҫларӗҫ, анчах выльӑх илсе парасси йӑлана кӗрсе юлчӗ. Ӑнлан эс мана, Иван Евдокимович, хам та ӗнтӗ иккӗмӗш уйӑх мӗн тумаллине пӗлместӗп. Ху шухӑшна ҫапла тӳррӗн пӗлтерекенӗ те эс пӗрремӗш председатель. Хама ҫавӑнпа ҫеҫ ятлатӑп: каярах ӑнланса илтӗм. Сутӑн илсе парасси ҫине шанса, хӑш-пӗр колхозсем выльӑха пӑхми пулчӗҫ. Прыгуновӑн сысна ферми начар. Пӗр эрне каялла «Сельская жизнь» хаҫатран корреспондент килчӗ. Республикӑра такам каланӑ ӑна, тӳрех, «Ҫавал» колхоза каясшӑн. Эп ӑна тӳррипех, нимӗн пытармасӑр каласа патӑм. Ан тив, ҫырать пулсан ҫыртӑр тесех, ҫавах айӑпа пӗрре каҫармалла. Вӑл пур, хул пуҫҫипе кӑна сиктерсе илчӗ. «Сирӗн патри вӑл мӗн, ытти облаҫсенче колхозсене колхозниксемех туртса пыраҫҫӗ», — терӗ. Неушлӗ ҫаплах? — тетӗп. «Ҫаплах», — терӗ вӑл. Ун хыҫҫӑн обком секретарӗ патне ҫырса ятӑм, паян-ыранах илет пуль. Ҫитес пленумра ятарласах ҫак ыйтӑва ҫӗклесшӗн. Хальтерех хамӑр йӑнӑша тӳрлетнине мӗн ҫиттӗр?
— Тавтапуҫ, — секретарь аллине чӑмӑртарӗ Иван Евдокимович. — Ытла та йӑтайми обязательствӑсем илтӗмӗр ҫав. Халь вил те пурнӑҫла. Эпир мекӗрленмесӗрех ҫӗр гектар ҫӗр пуҫне утмӑлшар центнер аш паратпӑр. Хамӑр вӑйпах. Пирӗнешкелли ҫич-сакӑр колхоз пулӗ. Ыттисем? Район пурнӑҫламасан сӑна ҫулса илеҫҫӗ. Парти работникӗн ӗҫне обязательствана пурнӑҫлани хаклать тетпӗр. Ҫавӑнпа Обком та хӗсет пуль. Ав, епле тустарать Владимир Сергеевич, тӳс кӑна.
— Владимир Сергеевич вӑл обком мар. Ӑна вӑл хӑй пуҫарӑвӗпе те хӑтланма пултарать.
— Тарҫи хуҫа хушмасӑр ура та ярса пусакан мар.
— Мӗнле тарҫӑ ӗнтӗ.
— Ӑсӑрха. Пленум пирки те васкамастӑн-и? Эпӗ сана юрас тесе, мухтаса каламастӑп: юлашки вӑхӑтра пирӗн район сан пек секретаре курман. Ыттисем хайсен пуҫӗпе сахал ӗҫлетчӗҫ, санӑн хӑвӑн шухӑшу пур. Хуҫалӑха та аван пӗлетӗн, кирлӗ-кирлӗ маршӑн ура хумастӑн. Тепри, Бугорков пекки лексен, аслисем умӗнче юрра тухасшӑн тырӑпа ҫӗр улми планне икшер хут тултарттарать те, халӑх нуши ҫине, фермӑсем енне ҫаврӑнса та пӑхмасть. Уншӑн рапортласа пултӑр.
— Эхе, хӑраса чакма пуҫларӑн, — кулса ячӗ Василий Иванович. — Тепӗр хут калатӑп: хамӑр тунӑ йӑнӑша хамӑр тӳрлетнине мӗн ҫиттӗр. Суйма пӗлекен пуйма та пӗлет, тенӗ ваттисем. Партие суйрӑмӑр ӗнтӗ, пуясси пирки вара… Ҫапах та хуран хӑлӑпӗн те хӑлхи пур. Шанатӑп эп хамӑра каҫарасса. Шел: обкомӑн пӗрремӗш секретарӗ чирлӗ. Вӑл пулнӑ пулсан, халиччен хӑй сӑмахне калатчӗ. Ыттисемие эп канашлама хӑнӑхман, — утса ҫӳреме пикенчӗ Василий Иванович.
— Да, вӑл пуҫ ӗнтӗ. Тен, ун патне ҫыру ҫыратӑр? — ҫӗкленчӗ Иван Евдокимович та.
— Тепрер эрнерен ҫитмелле, теҫҫӗ. Пиҫиччен кӗтнине антариччен кӗтӗпӗр.
— Капла та тӗрӗс, — ал пачӗ председатель.
— Сывӑ пул.
Иван Евдокимович хысҫӑнах Василин Иванович та приемнӑйне тухрӗ. Стена ҫумне лартнӑ пукансем ҫинче колхоз председателӗсем да парти организаци секретарӗсем лараҫҫӗ. Кашнин куҫӗнче тарӑн шухӑш.