Марье, Павел ҫумӗнчех лараканскер, темиҫе хут та качча урипе тӗрте-тӗрте илчӗ. Вӑл упӑшкин калаҫӑвне итленҫи турӗ, хӑй вара куҫне Павел ҫинчен илмерӗ. Каччӑ хӑйне сиввӗнрех тытма тӑрӑшрӗ.
— Трофим Матвеевич, эсир хӑть пире критиклерӗр. Пур кунта тӗрӗслӗх, пур. Ҫапах та хӑвӑр районпа ан виҫӗр. Сахал-и республикӑра вӑтӑр пинсен шучӗпе кайнӑ лайӑх председательсем? Кашни районтах тупма пулать. Парти ӑна питех те тӗрӗс турӗ. Ял хуҫалӑхне кадрсемпе ҫирӗплетме кирлӗ пулнӑ, — хӑйӑлтатрӗ Владимир Сергеевич.
Церковно-приходская школа тенӗрен Павела Арҫук Гени аса килчӗ. Хӑйне вӑл халь хӑюллӑрах туйрӗ. Ҫапах та ӑшра иккӗленсе тӑчӗ: каласа парас-ши, парас мар-ши? Халь каламасан, кайран пур пӗрех пурте пӗлеҫҫӗ, — ҫавӑнпа чӑтаймарӗ. Пытармарӗ хай пӗлнине пачах та. Арҫук Гени вӑтам шкулта вӗреннӗ чухнех туберкулезпа чирленӗ. Вӗренсе тухсан та чир иртмен. Юсанма кайма путка илес тесе комсомол райкамне те, комсомол обкомне те ҫыру ҫырнӑ, анчах ӑна никам та пулӑшман. Тарӑхнипе вал митрополит патне ҫыру ҫырать, лешӗ кӑнтӑрти пӗр санаторие сывалма кайма путевкӑ тата пин тенкӗ укҫа ярса парать имӗш. Тытать те тухса каять каччӑ. Владимир Сергеевич кӗсйинчен блокнот кӑларсах ҫырма пуҫларӗ. Трофим Матвеевич «анра» тенӗ пекле шӗвӗр пӳрнипе тӑнлавне тӗллесе кӑтартрӗ, Павела куҫ хӗсрӗ, пуҫӗпе сулларӗ, анчах хӗрсе кайнӑ каччӑ ӑна-кӑна ӑҫтан асӑрхатӑр?
— Айӑпӗ пирӗнте те пур. Начартарах пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Колхозӑн пулӑшмалла пулнӑ, — пӗтерчӗ Павел хӑй сӑмахне.
Пӗр вӑхӑт пурте шӑп пулчӗҫ.
— Райком пӗлмест апла? — ыйтрӗ Владимир Сергеевич ҫырма чарӑнмасӑр.
— Куртӑр-и? Районта пӗр чиркӳ ҫеҫ. Пуп ӗҫлет, эпир пӑхса ларатпӑр, — хӑйӑлтатма пуҫларӗ Владимир Сергеевич. — Куншӑн чи малтан Василий Ивановича лекет. Вӑйлах лекет. Халь эпир ытларах хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе чакаланса, атеизмла пропагандӑна мантӑмӑр…
— Тупнӑ кулянмалли, — калаҫӑва сирсе ярасшӑн пулчӗ Трофим Матвеевич. — Эсӗ те ҫав, Павел, калаҫу тупрӑн. Ҫитӗ сире. Ыран калаҫӑпӑр, тытӑр. Атту, кукша ҫын пуҫ ҫӑвиччен туй иртсе кайнӑ, теҫҫӗ. Ӗҫӗр, пуҫ патне пытӑр хӑть.
— Безобрази ку, Трофим Матвеевич. Василий Иванович ҫав ача валли те путевкӑ тупса парайман. Хам пата шӑнкӑравламалла пулнӑ.
— Ҫитӗ пур вак-тӗвекшӗн пуҫа ҫӗмӗрсе. Чиркӳн халь авторитет ҫук. Вӑл путевкӑпах тӗнчене улӑштараймӑн. Пирӗн халӑх пупсене ӗмӗртен курайман, ӗмӗртен юратман… Ну, ҫитӗ, ӗҫрӗмӗр, — васкатрӗ кил хуҫи хӑнасене. — Ӗҫрӗмӗр, Павел, ӗҫрӗмӗр, Владимир Сергеевич.
— Эс калани тӗрӗс, Матвеевич, — черккине ӗҫсе лартрӗ Владимир Сергеевич. — Ҫапах та вӗсен ӗненекенсем умӗнче ят пур. Кунта кам айӑплӑ? Ман шутпа, пирӗн айӑп. Эпир вӗсене ҫемҫе алӑпа тытатпӑр. Юлашки вӑхӑтра ахаль те ӑнланмалла мар япала пулса пырать: те демократи, те анархи? Укӗтлетпӗр, пӗчӗк ачасем пек вӗрентетпӗр. Законсем ҫинчен йӑлтӑх манса кайрӑмӑр. Сталин вӑхӑтӗнче лайӑхчӗ: каланӑ пулсан, хирӗҫсе ан тӑр. Хирӗҫме ҫеҫ пӑх, — сасартӑк чышкине чӑмӑртарӗ вӑл. Унӑн ҫамки ҫине шултра тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, пичӗ ула-чӑлаланчӗ. Умӗнчи черккине пӗр хушӑ ҫавӑрса ларчӗ, унтан никампа шаккамасӑр, сӑмах хушмасӑр ӳпӗнтерчӗ.
— Ҫук уш, ун пек ӗмӗрех тӑсӑлас ҫук. Пулать вӑхӑт. Хӑйсемех ӑнланаҫҫӗ ҫӳлтисем, — пуҫне усрӗ вӑл. Унӑн пӗтӗм кӗлетки шӑм-шакки ҫемҫелсе кайнӑн туйӑнчӗ.
Трофим Матвеевич шӑпӑрт, шарламасӑр ларчӗ. Хӑна калаҫӑвӗ ӑна та килӗшсех каймарӗ курӑнать, анчах вӑл сӑнран нимӗн те палӑртмарӗ.
Марье сиксе тӑрса: «Эп татах ҫыртмаллисем хатӗрлем-ха», тесе, кухньӑна кӗчӗ.
Павел мӗн хушӑра ҫилленсе кайнине хӑй те сисмерӗ. Малтан унӑн ҫунакан куҫӗсем инструкторӑн чӑмӑртанӑ чышки ҫинчен каймарӗҫ, кайран ула-чӑлаланнӑ пичӗ ҫине куҫрӗҫ. Вара чӑтаймарӗ, сӗтел хушшинчен ҫӗкленчӗ. Ҫавна ҫеҫ аван ӑнланчӗ вӑл: ҫын, хӑй ӑҫта ӗҫленине пӑхмасӑрах, йӑнӑшать. Пичи пысӑк та тӑрри шӑтӑк, тесе ахаль калаҫҫӗ-и?
— Апла эсир кив йӗркесемшӗн?.. — васкамасӑр ыйтрӗ Павел. Вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ. Трофим Матвеевич ун патне пычӗ, каялла лартма пикенчӗ. Владимир Сергеевичӑн пичӗ шурса кайрӗ. Кулас килмесӗр кулса ячӗ. Кулли сивлек те ют тухрӗ.
— Парторг, ма апла хӗрӳлемелле? Эсир мана ытла та пӗр енлӗ ӑнланатӑр. Эп лайӑх пурнӑҫа хирӗҫ-и? Каҫар, шӑллӑм, каҫар.
— Лар та итле. Эппей, пӑхсан пӑхаттир, ытла та эс хӑвӑрт ӳсӗрӗлетӗн, — каяллах лартрӗ Павела Трофим Матвеевич. Вӑл каллех ӑна куҫ хӗсрӗ. — Пире эсир, ухмахсене, каҫарӑр. Пирӗн ӗҫ-и вӑл политикӑ? Эпир ҫӗр-шыва тыр паратпӑр та, аш-пӑш. Мӗн тӑвассине аслисем пирӗнсӗрех тӑвӗҫ. Ҫапла хӗрӳленмелле-и? Итлӗр ӑсла ҫынсем мӗн калаҫнине, — хӑй вырӑнне кайса ларчӗ предссдатель. — Марье, — чӗнчӗ вӑл, — ҫыртмаллисем хурсӑ пар. Хӑна чашӑкӗ тулли пултӑр.
Шӑпланчӗҫ. Трофим Матвеевичпа юнашар ларакан инструктор вилкӑна ҫавӑркаласа ларчӗ.