— Ҫӗркаҫах асӑрхарӑм: апат ҫимест, паян ирхиие пӗр-икӗ ҫӑвар хыпрӗ те — чӑмлаймасть, вӑйӗ ҫук. Ҫӑнӑх шывӗ патам, ӗҫмерӗ. Темскер пулчӗ, темскер пулчӗ Красунькӑна. Хирӗҫ вӑрӑннӑ пуль тесе, тӑвар шывӗ те патӑм. Ни карӑнмасть, ни кавлемест, — терӗ вӑл, ҫул парса.
Санька амӑшӗ пысӑках мар карчӑк, сӑнран пӑхсан, утмӑлсенчен иртнӗ пек курӑнать. Ҫавракарах питне ҫулсен эрешменӗ картасем карса пӗтернӗ. Тутӑр айӗнчен кӑшт ҫеҫ палӑракан йӑрӑм-йӑрӑм шуралнӑ кӑтра ҫӳҫӗ, тӗсне ҫухатайман хура куҫӗ, малти шӑлӗсем ӳкнипе шаларах путса кӗнӗ ҫӳхе тути хӗр чухне вӑл хитре пулнине кӑтартаҫҫӗ.
— Санька. Каснӑ-лартнӑ Санька, — шухӑшларӗ Анна, ун ҫине пӑхса. — Мӗнле-ха эп ӑна ку таранччен асӑрхаман?
— Алла ҫӑватӑп та кайса пӑхатӑп, — терӗ Анна, хул пуҫҫинчи сумкине вӗҫертсе.
— Ҫу ҫав, ҫу… Кӗр хӑвӑртрах, — чӗпчӗ кил хуҫи васкавлӑн.
Ҫенӗхӗ пысӑк, пӗренеренех пуранӑ. Пӳрчӗ ултӑ кӗтеслӗ. Анна кайри пӳлӗмре хывӑнчӗ те сумкинчен халат кӑларса тӑхӑнчӗ, аллине ҫунӑ хыҫҫӑн термометр, фонэндоскоп илсе витене тухрӗ.
Пиҫсе ҫитнӗ чие тӗслӗ ӗне имшеррӗн мӑйне тӑсса тӑрать. Унӑн самӑр кӗлеткине курсанах хуҫисем ӑна хӗл каҫиччен аван пӑхнине пӗлме пулать. Йӑптӑх та курӑнмасть, ӑна вӑл сисӗнкӗсӗр тӑкса пӗтернӗ ӗнтӗ.
Анна термометр лартрӗ, фонэндоскоппа чӗрине, ӳпкине, каярахпа хырӑмлӑха итле пуҫларӗ.
Выльӑх калаҫмасть, хӑйӗн мӗн ыратнине те пӗлтермест. Ҫавӑнпа унӑн чирне пӗлме питех те хӗн. Анна ӗнене кикен курӑкӗн настойкине кӗленчепе ӗҫтерчӗ, ҫур литр хӗвел ҫаврӑнӑш ҫӑвӗ пачӗ.
— Халь йӗтӗн вӑрри шывне ӗҫтермелле.
— Ӑҫтан тупас ӑна? — ыйтрӗ Санька амӑшӗ.
— Чӑнах та тулма ҫук. Колхоз акмаст, ҫынсем ҫапах Трофим Матвеевичсенчен кайса илетчӗҫ. Марье ашшӗ ӑна пӗр пӑт еннех хӑтӗрлесе хунӑ.
— Урӑх мӗн тумалла?
— Тепрер сехетрен ҫур литр хӗвел ҫаврӑнӑш ҫӑвӗ парӑпӑр. Ыранччен сывалма кирлӗ, — хуравларӗ хӗр. — Тата шыв ӑшӑтма лекет. Клизмӑ лартӑпӑр.
Йӗтӗн вӑрри шырама Санькӑна чуптарчӗҫ. Хыпӑнса ӳкнӗ карчӑк нимӗн тӗлне те пӗлмерӗ. Вучах чӗртсе ячӗ те пушӑ хуранах ҫакса хучӗ. Аллисене ҫунӑ хыҫҫӑн Анна ӑна пулӑшса пычӗ: шыв та ӑсса кӗчӗ, хуранне те ячӗ, урайне те шӑлса пачӗ. Санька амӑшӗ хӗр ҫине, систерес мар тесе, час-часах куҫ хӳрипе пӑхрӗ. Акӑ ӗнтӗ вӑл: кин пуласси. Ассӑр мар ҫав карчӑк: хуранне те юриех шыв ямарӗ, хӗре тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ. Вӗреннӗ ҫынсем вӗсем килти ӗҫ тӗлне пӗлсех каймаҫҫӗ. Ҫавнашкал кин лексен, мӗн ҫӑмӑлӑхӗ пултӑр? Кин тени пӗҫернине ҫеҫ ларса ҫиекенни ан пултӑр, хӑй те пӗҫертӗр, хӑй кил-ҫурт тирпейлетӗр. Ара, ку хулара ӳсмен-иҫ, кин аллинче пур ӗҫ те вӑр-вар, — савӑнчӗ карчӑк.
Кӗҫех Санька ҫитрӗ йӗтӗн вӑрри тупайман хӑй.
Анна ӗнене ҫу тухса пачӗ. Санька амӑшӗ сӗтел ҫине апат пуҫтарчӗ. Кӑмакаран хӑпартнӑ ҫӑмарта, ӑшаланӑ чӑкӑт, вӗретнӗ сӗт кӑларчӗ, сакайне анса тирӗкпе сӑра ӑсрӗ.
Ваттисен йӑлипе карчӑк ҫурта ҫутма та пӑхрӗ, анчах Санька ӑна ирӗк памарӗ:
— Тупӑннӑ ӑрӑмҫӑ, асӑнатӑн пулсан, эпир кайсан асӑн. Анна лар, — чӗнчӗ вӑл хӗре. — Апай, эс ху та лар.
Хӗр турткаланса тӑмарӗ, Санькӑпа юнашарах кӗрсе ларчӗ. Амӑшне ку килешмерӗ. «Хӑюллӑ, ытла та хӑюллӑ. Ку манӑн сӑмахсене итлес ҫук, Санька айне те пулмӗ», — шухӑшларӗ вӑл, анчах каласса йӑлтах урӑхла каларӗ:
— Ларах, Анна, лар. Эсир ҫийӗр-ха, сӑрине те ӗҫӗр, эп мункун кӗпи ҫӗлеме панӑччӗ те, ҫавна кайса илем, — тесе, тухса кайрӗ.
Клуба кайма иккӗшӗ пӗрлех тухрӗҫ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре пуху пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ. Хӑмӑр сӑрпа сӑрланӑ трибунӑ умӗнче пӗр хӗрӗх пиллӗк-аллӑ ҫулсене ҫитнӗ арҫын тӑрать. Хура ҫӳҫнӗ вӑл каялла тураса вырттарнӑ, сухалне те, мӑйӑхне те таса хырнӑ. Шап-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, хӑмӑр галстук ҫыхнӑ. Президиумра хӗрлӗ пусмапа витнӗ сӗтел хушшинче Павелпа Володя, Трофим Матвеевич лараҫҫӗ. Халӑх туллиех. Ҫавӑнпа Санькӑпа Аннан чи хыҫалти рете кайса ларма тиврӗ. Вӗсене вуншар ҫын куҫӗ пӑхса ӑсатрӗ.
Калаҫаканнин сасси хулӑн, ҫынсем ӑна шавламасӑр шӑпӑрт итлесе лараҫҫӗ.