Читаем Çавал сарăлсан полностью

Володя Павел кӗнекисене ухтарма тытӑнчӗ. Пӗр хушӑ чӗнмерӗҫ.

— Кичем сан патра, Павел. Улах сезонне хупрӑмӑр ӗнтӗ, вӑййа тухайман-ха, каяр мар-и клуба? — тет Володя. — Тен, хӗр тупса, авланса ярӑпӑр…

— Авлан, — кӗскен ответлет ӑна Павел.

— Парторг тапранмасть-ҫке…

— Эп ватӑлнӑ ӗнтӗ. Кам хӗр патӑр мана?

— Эп ҫитӗнсех ҫитеймен, — шӳтлет Володя. — Иксӗмӗр те эпир пӗр каткари шыв. Хӗрарӑма мӗнрен тунине-пӗлетпӗр. Макар Нагульнов калашле, хӗрарӑм арҫынсемшӗн опиумпа пӗрех.

— Мӗншӗн опиум? — тӗпчет Павел. Вӑл Володя мӗнле те пулсан ҫӗнӗ хыпар пӗлтерессе кӗтет, — хӑй пирки мӗн те пулин каламӗ-ши?

— Малтанах ман юмаха итле, вара ҫавнашкал ӑссӑр ыйтусем пама пӑрахӑн. Так… Итле… Арҫынна тӗнче пуҫланса кайсанах пӗччен кичем пулнӑ, тет. Вара вӑл турӑ патне каять. Турӑ шухӑшлать-шухӑшлать те хӗрарӑм туса пама шут тытать. Анчах мӗнрен тумалла? Пӗтӗм япалине арҫынна тунӑ чух пӗтернӗ. Ирӗксӗрех туррӑн пур ҫӗртен те тӗрлӗ япала илме лекет. Хайхискер хӗвелӗн виҫӗ пайӑркине, уҫӑлтарса яракан шыв хӑватне, мамӑк ҫемҫелӗхне, пыл шерпетне, хур акӑшсен тӑпӑлккалӑхне, кӑвакарчӑнӑн йӑвашлӑхне, хир качаки куҫӗсен илӗртӗвне, пӑшин хумханӑвне илет те пӑтратать. Ытла те шерпет пек пылак ан пултӑр тесе, тилӗн чеелӗхне, мулкач хӑравҫӑлӑхне, чакакӑн сӳпӗлтилӗхне, вӑрман кушакӗн хаярлӑхне, ҫилӗн улшӑнӑвне, ҫумӑр пӗлӗчӗсен макравлӑхне хушать те пӗтӗм ҫутҫанталӑкӑн хӑрушлӑхне вӗрсе кӗртсе чун парать. Ҫапла майлаштарать вӑл хӗрарӑма. Илсе тухса парать вара ӑна арҫынна, унтан ҫапла калать: — Лайӑх упра, лайӑх усра, кунашкаллине урӑх кураймӑн, тет. Тӗрӗс мар-и юмах? — пӗтерет юмахне Володя, вара иккӗшӗ те харӑҫ ахӑлтатса кулма тапратаҫҫӗ.

— Халӑх сӑмахӗнче тӗрӗслӗх пур, — килӗшет Павел. Володьӑн иксӗлми шӳт. Вӑл юптарма тытӑнсан, хӑй хуна ҫеҫ тӑратса лар. Анчах Володя сӑмах виҫине пӗлет, вӑхӑтра чарӑнать.

— Итле-ха, Павел, шӳчӗ тарам, мана пӗр шухӑш канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа килнӗ те эп. Эс пире ялти рабочи клас тетӗн. Эп килӗшетӗп. Так. Таҫта та ҫынсем коммунизмла ӗҫ бригади тӑваҫҫӗ, эпир ҫеҫ теме кӗтетпӗр. Ыран пуху пухар та, обязательствӑ илер. Эпир мӗнрен кая? Сан кӗҫ аслӑ пӗлӳ пулать, виҫӗ тракторист аттестатпа, ыттисене каҫхи шкула хатӗрлеме пулать. Эп хам пӗлӳ илесшӗнех ҫунмастӑп, маншӑн ӗҫ пултӑр. Енчен эс начар ӗҫлетӗн пулсан, хӑв ҫураличчен кахаллу ҫут тӗнче курсан, мӗне кирлӗ вӑл аттестат? Трофим Матвеевич калашле, пирӗн ахаль те вӗреннӗ ҫын нумай, ӑслисем сахал. Ячӗ те пирӗн — ӗҫ бригади. Вӗренӳ бригади мар. Атту шухӑшласа кӑлараҫҫӗ халь тем те пӗр, хитре шухӑшах пӑсса яраҫҫӗ, кайран ҫав шухӑш урӑх енне пӑрӑннине курсан, хӑсас килет.

Павел урай тӑрӑх каллӗ-маллӗ кумать.

— Тӗрӗс, Володя. Эп кунта ҫӗнӗ ҫын-ха, ҫавӑнпа ҫак шухӑша эсир пуҫарса каласса кӗтнӗ. Пирӗн пуҫаруҫӑсем пулмалла. Эпир — колхоз механизаторӗсем. Пирӗн йывӑр ӗҫсене ҫӑмӑллатмалла. Эпир ӗҫлекен ӗҫ ытла та пӗр енлӗ: тырӑ акатпӑр, тырӑ выратпӑр, ака тӑватпӑр, фермӑсенче вара ҫаплипех витрепе шыв йӑтаҫҫӗ, кӗреҫепе тислӗк хыраҫҫӗ. Икӗ ҫӗр ҫул каялла та ҫапла пулнӑ, халь те ҫавах. Эпир хӗрарӑмсем, хӗрсем тертленни ҫине пӑхса тӑратпӑр. Пире мӗн? Уйра пухса кӗртнӗ, икӗ алла — кӗсьене. Ҫулталӑкра тракторист миҫе уйӑх ӗҫлет? Кӑшт-кашт хӗлле, апрельпе май уйӑхӗнче. Унтан — тырӑ пиҫсе ҫитсен. Эс кукурузӑ кӑпкалатан, пухса кӗртен. Ыттисем ыраш акаҫҫӗ, кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ. Тракторпа ҫулталӑкра тӑватӑ уйӑхран ытла ӗҫлейместӗн те. Комбайнерсем тата? Вӗсен тырӑ вырсан ӗҫӗ пӗтет. Механизаторсене фермӑна куҫармалла. Фермӑна.

— Каҫар, Павел, эп сысна пӑхма каймастӑп. Анчах шухӑшна ырлатӑп. Так. Шухӑшу лайӑх. Анчах электричествӑ ҫук. Хулара урамсене ҫутатма та ҫитет, пирӗн электросваркӑ тума та энерги ҫук.

— Кӑҫал пулать. Мускав та пӗр ҫулта, пӗр ҫул хушшинче ӳссе ларман.

— Пулать тенипех пулакан мар. Прыгунов вӑл тӑрӑх пӑхать те урлӑ утать.

— Тӑватпӑр, Володя. Хӑравҫа хӑйӗн хӑти те хӑяматӑн курӑннӑ тет. Эпир хӑрасах тӑмӑпӑр.

— Чи малтан водопровод кӗртмелле.

— Силос кӑларассине механизацилемелле… Калаҫсах иртсе каять ҫӗр.

Володя ҫывӑрма та Павел патнех юлать.

Тепӗр кун, ирхи апат тунӑ хыҫҫӑн, ун патне Элекҫипе Гришка ҫитрӗҫ. Иккӗшӗ те хӗрӗнкӗ, анчах хӑйсем ӑна палӑртасшӑн мар.

— Ир тӑракан куракӑн сӑмси шурӑ, теҫҫӗ. Эпир паян пыра йӗпетмелли тупрӑмӑр. Аш сӑра кӑпӑк пекех. Анне паян ҫеҫ сӗрчӗ, — пукан ҫине ларчӗ Элекҫи.

— Сӑран мӗн ун, хапи пур та, хӑвачӗ ҫук. Тула ҫеҫ чуптарать. Ҫавӑнпа ҫутти кӑмӑллӑрах. Сахал та, хӑватлӑ та, — сӗтел ҫине эрех кӗленчи кӑларса лартрӗ Гришка.

— Хамӑр ҫӗнӗ пуҫлӑха ҫӑвас терӗмӗр, — Павела куҫ хӗсрӗ Элекҫи.

— Хатӗрле стакансем, бригадир. Ҫур аки пуҫлансан, ҫутти ҫинчен мар, арӑму ҫинчен те манатӑн. Аса илӗн ун чух опытлӑ тракторист сӑмахне, — пуканне сӗтел ҫывӑхнерех шутарчӗ Гришка.

— Сума сунӑшӑн тавтапуҫ, атьсемӗр. Ҫумасан та чӑкӑлташмӑп. Эсир паян мункунне манса кайнӑ-им? — ыйтрӗ Павел.

— Эпир ялта пурӑнатпӑр вӗт, — сӗтел ҫывӑхнех куҫса ларчӗ Элекҫи те. — Ҫавӑнпа туяннӑ ку эрехе.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза