Ҫӗр улми лартакан Элекҫипе Гришка тракторӗсемпех кӗрлеттерсе ҫитрӗҫ. Моторӗсене чарса, иккӗшӗ те Володьӑсем патне чупса кӗчӗҫ.
— Эпир те лартса пӗтертӗмӗр. Сире тӑнине куртӑмӑр та килес теремӗр. Вунӑ кун курман пуль, — кепкине хывса силлерӗ Элекҫи.
Трактористсем улӑм ҫине ларчӗҫ, Гришкӑпа Элекҫи пирус пачки кӑларса мӑкӑрлантара пуҫларӗҫ.
— Санькӑн туйӗ хӑҫан? — ыйтрӗ Гришка Володьӑран.
— Пӗлсех каймастӑп ҫав. Ҫитес шӑматкун, терӗҫ.
— Мӗнле вара вӑл комсомол туйӗ? Мӗн вӗсен ҫынсем пек авланма килӗ ҫуккӑ-и? Беда хальхи яш-кӗрӗмпе. Клубра авланаҫҫӗ тата. Сӑра-эрех пулать-и унта? — тӗпчӗрӗ Гришка.
— Хам та пӗлместӗп. Елена Егоровна шухӑшӗ вӑл. Туй мӑн кӗрӗвӗ — комсомол райкомӗн секретарӗ, — тавӑрчӗ каччӑ.
— Эс ху ма авланмастӑн? Хӗр ҫуккӑ-им? Елена Егоровнах ил. Ма ӑна Ҫавалкасран ярас? Завьялов пек тӳрккес мар, чӗлхи-ҫӑварӗ шӑпчӑкӑнни пек. Юрри мӗне тӑрать. Кулли тата. Нарспи пек кулать. Ӑна качча илсен, ик эрне апат ҫимесӗр пурӑнмалла, — чӗлхипе чаплаттарса илчӗ Элекҫи.
— Пирешкел трактористсене интеллигентсем пырас ҫук, — тавӑрчӗ Володя. — Вӑл Павел енне ытларах пӑхать.
— Эс калаҫӑва аяккалла ан пӑр, кала-ха, ма авланмастӑн? — ҫыпҫӑнчӗ Гришка та.
— Ма тесе сурӑх ҫеҫ макӑрать. Тӗрӗсне пӗлес килет пулсан, каласа пама пултаратӑп, — кулса ячӗ Володя. Вӑл малтан чӳречерен тӳпе ҫине пӑхса илчӗ.
— Ҫумӑр халех иртес ҫук, анӑҫ кӑн-кӑваках, — лӑплантарчӗ Гришка.
— Ҫук, Салука енче ҫумасть. Павелӑн участокне ҫумасарах хӑварать. Ҫылӑха кӗнӗ ӗнтӗ, — хуравларӗ Володя.
Вӑл улӑм ҫине чӗркуҫленсе ларчӗ те аллине кивӗ эрӗм ути тунине илсе ҫавӑркаларӗ. Пурте вӑл каласса кӗтсе шӑплансан, вӑл йӑлтӑр кулса илчӗ те сиксе тӑчӗ вара:
— Ҫумӑр иртет. Ҫитет сӑмах акса. Машинӑсем патне! Улӗмрен йӑлтах каласа парӑп, — тесе, пӳртрен хӑвӑрт тухрӗ.
7
Трофим Матвеевич чӗринче кунашкал ҫӗкленӳ сахал пулнӑ. Утти те ун йӑрӑланчӗ, ҫывӑрасса та талӑкра виҫӗ-тӑватӑ сехетрен ытла ҫывӑраймарӗ. Хӑй ӗҫӗпе хӑй йӑпанчӗ вӑл, хӑй кӑмӑлне уҫрӗ. Кӑҫалхи уй-хир ӗҫӗсем кал-кал пыни те савӑнтарчӗ ӑна, Марье каласа панине тимлесе итлерӗ.
Пӗр каҫхине колхоза телеграммӑ килчӗ. Трофим Матвеевича «Ч» хулинчи тусӗ васкасах тухса пыма чӗнет-мӗн. Ахальтен ҫак хӗрӳ вӑхӑтра вӑл телеграммӑ ярас ҫук, ахӑртнех, хӗҫ тимӗр тупса парать пулӗ. Каҫхине вӑл ҫула хатӗрленчӗ, ирхине ирех ӑна Марье машинӑпа станцӑна леҫрӗ…
…Колхоз председателӗ пӗтнӗ клевера пӑхнӑ хыҫҫӑн пӑсма ирӗк панӑ пулӗ тесе, Павел ирех колхоз правленине чупрӗ. Техничкӑ ӑна председательпе арӑмӗ машинӑпа района кайни ҫинчен пӗлтерчӗ. Каччӑ наряд кӗнекине илчӗ, анчах унта уй пӑсасси ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук.
Кампа канашламалла? Коммунистсемпе-и? Правлени членӗсемпе-и? Мӗнле пухас халь вӗсене? Трактористсем вӑл хушасса кӗтсе лараҫҫӗ. Павел Марьене кӗтме шутларӗ.
Правление ҫынсем пухӑна пуҫларӗҫ. Хул пуҫҫи урлӑ кирзӑ сумкӑ ҫакнӑ, хӑрах хулӗ хушшине шагалкӑ хӗстернӗ Федор Васильевич ҫитрӗ. Председатель пӳлӗмне те вӑл хутлатса хунӑ шагалкипех кӗчӗ, Павела сывлӑх сунса, наряд кӗнеки ҫине тӑрӑнчӗ. Виктор Андреевич фермӑна ҫырса панӑ фураж пӗтет, анчах никама та ал пустарса илме май ҫук, тесе вӗтеленчӗ. Кӗткелерӗҫ те, иккӗшӗ те тухса утрӗҫ.
Марье правленине сасӑсӑр кӗчӗ. Ахӑртнех, анаталла аннӑ чух машинӑн моторне ӗҫлеттермен пулас. Вӑл кӑвак свитер тӑхӑннӑ. Хӑмӑр тӗрӗллӗ тутӑр вӗҫне, ҫивӗтне ӗнсе хыҫне пуҫтарса, майралла ҫыхнӑ. Сӑнран пӑхсан, вӑл 20 — 22 ҫулсенчи хӗр пекех ҫамрӑк курӑнать. Кӗрсенех, Павелпа иккӗшӗн хушшинче нимӗн те пулман пекех, каччӑ аллине ҫирӗппӗн, арҫынла чӑмӑртарӗ. Куҫсем тӗл пулчӗҫ. Павел ҫине вӗсем киленсе те илӗртсе пӑхрӗҫ. Каччӑн куҫӗсем Марьене салхуллӑн тинкерчӗҫ.
— Ҫӗрнӗ клевер уйне пӑсма хушман-и? — ыйтрӗ каччӑ.
— Трофима ӑсатрӑм, — тавӑрчӗ Марье ыйтӑва илтмен пек.
— Мария Сергеевна, эп трактористсене пӑсма хушатӑп, — терӗ каллех Павел. — Е хӑвӑр пырса пӑхатӑр-и? Атту халь машинӑсене пирӗн те вӑрмана ямалла, те акана?
Марье бухгалтерире ӗҫлекенсем панӑ хутсене алӑ пусса пӗтерчӗ те, тутӑрне ӗнсе хыҫне ҫавӑрса ҫыхса, ҫӳхе хром перчеткине тӑхӑнчӗ.
— Илтрӗр-и? — терӗ вӑл бухгалтеринчисене, — Эп уйра пулатӑп. Кӑнтӑрласӑр ан кӗтӗр. Ыйтсан-тусан Трофим пирки… калӑр: вӑл чирленӗ… Василий Иванович ыйтсан, командировкӑра тейӗр. Кадышев юлташ, — ниме пӗлтермен сасӑпа чӗнчӗ вӑл. — Кайрӑмӑр.
— Эп те сирӗнпех пыратӑп, — ҫыхланчӗ вӗсен ҫумне Санька.
Юрать Санька асӑрхамарӗ: Марье ун ҫине самантрах курайманлӑхпа тулнӑ куҫӗпе пӑхса илчӗ, ҫав самантрах, роле лайӑх вылякан артист пек, сӑнне улӑштарса йӑл кулчӗ:
Клеверӗ сан бригадӑн-и?
— Манӑн, ӑнманскер, — тавӑрчӗ бригадир. Павелпа Санька хыҫалти ларкӑч ҫине ларчӗҫ. Калаҫу ытларах ҫанталӑкпа Санькӑн пулас туйӗ ҫинчен пычӗ, унта Марье те хутшӑнчӗ, кула-кулах вӑл Николай Андреевич хӑй хӗрне Санькӑна парас мар пирки Трофим Матвеевич патне пырса калаҫнине каласа кӑтартрӗ.
— Курнӑҫланать вӑл старик, — тавӑрчӗ бригадир. Хирте вӗсем час-часах машинӑна тӑрата-тӑрата анса пӑхрӗҫ. Бригадирпе Марье ӑнланчӗҫ: клевер ҫӗрнӗ, пӑсмалла.
Машинӑ тракторсем патне ҫитрӗ. Санька ансанах, Марье Павела тӑхтама хушрӗ, вара хӗрӳлӗн пӑшӑлтатрӗ: