Советсен ҫурчӗн вестибюльне ансан, Василий Иванович ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ. Акӑ, иртрӗ те вӑл кӗтнӗ бюро. Виҫӗ сехет еннех тӑсӑлчӗ пӗр ыйту. Малтанах ҫырса хунӑ йышӑнӑва та пӑсма лекрӗ. Райком секретарьне айӑпламалла ҫырнӑччӗ унта Владимир Сергеевич. Обком инструкторӗ хӑй такӑнасса шута та илмен. Василий Иванович хӑйӗн тата райком йӑнӑшӗсене йышӑнчӗ. Халӑх пуҫарӑвӗ тесе, хӑш-пӗр колхозсем ҫӑмӑл ҫул ҫине тӑма пикеннӗ, вӗсене вӑхӑтра тӳрлетмен. Акӑ ун айӑпӗ. Анчах вӑл ҫеҫ айӑплӑ-и? Мӗншӗн патшалӑха улталама хӑш-пӗр ҫӳлте ӗҫлекенсен те хӗтӗртмелле? Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем района пысӑк обязательствӑ илме хистеҫҫӗ? Вӗсем пӗчӗк ачасем мар, хӑйсен вӑйне хӑйсем пӗлеҫҫӗ. Мӗншӗн Владимир Сергеевич паман аш-какайшӑн панӑ тесе, суя квитанци ҫыртарттарать? Мӗншӗн колхозниксенчен аш сутӑн илсе плана тултармалла?
Василий Иванович сӑмсине столовӑйран тухакан апат шӑрши кӳ-кӳ пырса ҫапрӗ. Вӑл халь тин иртенпе апат ҫименнине аса илчӗ, хырӑмӗ выҫса кайнине туйрӗ. Киле кайиччен апат ҫиме, тесе, Советсен ҫуртӗнчи столовӑя кӗчӗ.
5
Марье нарядне Павел пӗр сӑмахсӑрах пурнӑҫларӗ. Ҫеменпе иккӗшӗ вӗсем ҫӗнӗ плугпа пӗр ҫирӗм гектар ытларах сухаласа пӑрахма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ҫав лаптӑк ҫине Павел Володьӑна дисклӑ культиваторпа культиваци тутарчӗ, хӗреслӗ майпа тулӑ акса хӑварттарчӗ.
— Мӗнех вара, малтанлӑха ҫирӗмпе те ҫитӗ, кӗркунне кӗрхи ҫӗртме лаптӑкне ытларах сухалӑпӑр, — шухӑшларӗ каччӑ.
Павел, тракторне Ҫемене парсан, хӑйне ирӗклӗн туйрӗ. Сӳререн тӑварсах лашасене аша панӑ хыҫҫӑн тата хӑй тракторне сухаланӑ ҫӗртен акма куҫарнӑранпа Трофим Матвеевичпа каччӑ хушшинче сивлеклӗх ҫуралчӗ, хӑйсене вӗсем хӗсмет ҫыннисем пек ҫеҫ тыткаларӗҫ. Колхоз председателӗ унпа канашлама пӑрахрӗ, правленине ҫитсе кӗнӗ ҫӗре ун валли хатӗр нарядсем выртатчӗҫ.
Каччӑ ал сулчӗ кӑна: унӑн халь чӑркӑшланса тӑма вӑхӑт юлмарӗ. Вӑл агитаторсене пухса канашларӗ, вӗсене бригадӑна ячӗ, боевой листоксем кӑларма пулӑшрӗ. Запаслӑ пайсем илме РТСа кайса килчӗ, пӗр хутчен куҫса ҫӳрекен мастерскоя чӗнме тиврӗ. Пушӑрах вӑхӑтра вӑл хӑех ҫӗр картти тума тытӑнчӗ: йӳҫек тӑпраллӑ лаптӑксене палӑртрӗ.
Тата тепӗр ыйту хумхантарчӗ Павела: ӑвӑслӑх уйӗнче ҫӗр гектар еннех клеверпа тимофеевкӑ ҫӗрсе кайнӑ. Ӑна халех сухаласа акмалла-ши е кӗркунне кӑна пӑсса ыраш акмалла? Ҫак ыйтупа вӑл Трофим Матвеевич патне кайрӗ, анчах ӑна тӗл пулаймарӗ. Техничкӑ каланӑ тӑрӑх, вӑл кунӗпех вӑрманта-мӗн; ӑна уй енчен килнӗ колхоз председателӗсем, колхозииксем канӑҫ памаҫҫӗ. Ҫаплипех вӑл илнӗ ҫуртсене сутать имӗш, колхоз машинисем те йалтах ҫуртсем пӑсса турттараҫҫӗ. Вӑрлӑхсене лашасемпе илсе тухаҫҫӗ, ӗлкӗрмен чух тракторах яма тивет.
Паян ирхине Павел чӳрече умӗнчи машинӑ сассипе вӑранчӗ. Тахӑшӗ чӳречерен хытах шаккарӗ. Павел васкасах тумланса чӳрече каррине сирчӗ, чӳречине уҫрӗ.
— Сирӗнпе эп кӑмӑллӑ, — терӗ председатель, типпӗн, сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн. — Акса пӗтернӗ терӗҫ. Ҫаплах-и?
— Тӗрӗсех, — тавӑрчӗ Павел, анасне пытарса. — Кантӑр та акнӑ, ҫӗр улми лартатпӑр. Хура тулпа вир кӑна юлать.
— Маттур. Ҫавна ан ман: уй-хир ӗҫӗсемшӗн эс полнӑй ответ тытатӑн. Ман ерҫӳ ҫук. Колхоза эрнере пӗр аллӑ пин тупӑш патӑм. Ӗҫ пӗтмен-ха, тепрер аллӑ пин ҫаклатма пулать пуль. Трактористусене савӑнтар: икӗ электростанци туянтӑмӑр. Айта, ӑҫта каймасть, патшалӑх лини килсе парасса кӗтмӗпӗр. Йывӑҫӗ халь мастерской тумалӑх та, сутлӑх та пур. Ерҫӳллӗ тракторусене вӑрмана яр, — наряд панӑ пекрех каларӗ председатель.
— Авӑслӑх уйӗнчи клеверпа мӗн тумалла? Унта курӑкӗ ҫуккӑпа пӗрех. Пушанакан тракторӗсене ҫавна пӑсма куҫарасшӑн.
— Клевер. Юлтӑр. Катаран сип-симӗсех курӑнать.
— Ҫум курӑкӗ вӑл, Трофим Матвеевич.
— Ну, тӑхта, хам пӑхмасӑр ан пӑсӑр, — машинӑ кабинине кӗрсе ларчӗ председатель. Хӑй ӑҫта каяссине те шарламарӗ, хирелле тухнӑ тӑрӑх ҫеҫ вӑл каллех вӑрмана кайнине ӑнланчӗ.
Тӑпрари нӳрӗк пӗтмен-ха, Павел, мӗн пулать те мӗн килет тесе, Ҫемене каллех хӑй плугӗпе кивӗ лаптӑках сухалама хушрӗ.
6
Володьӑн чӗри тинех хӑй вырӑнне ларчӗ.
Кукурузӑ ани ҫине тислӗк ҫителӗклӗ таран кӑларчӗ.
Витесем патӗнчи янкара РТСран чӗнсе илнӗ мӑшинӑсемпех турттарчӗҫ, колхозниксем вара салатса пачӗҫ.
Унтан пӗр хут культиваци туса пӗтерчӗ. Татах ҫум курӑкӗ шӑтасса кӗтрӗ. Тухма пуҫӑнсанах иккӗмӗш культиваци турӗ. Кӑҫалхи пек ӗҫ ӑнсах пыманччӗ-ха ун. Кӑпӑк пек ҫемҫе, пӑрҫа пек структурӑллӑ тӑпра унӑн чунне ҫунатлантарсах ячӗ.
— Гектартан пин центнер симӗс массӑ илетӗп. Вӑрри аллӑ центнертан кая мар пулать. Кӑтартам сире комсомол мӗн тума пултарнине, — ывӑҫласа юхтарчӗ вӑл тӑпрана.
Кашни кунах Володя ҫӗр температурине виҫсе пӑхрӗ. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, градуснике ӗненмесӗр, Ҫавал хӗрринчи ҫӗмӗртлӗхе чупрӗ. Ҫук, ҫӗмӗрт ҫурӑлайман, сапакисем лаштӑрах усӑнса аннӑ, анчах чечек чӑмӑрккисем уҫӑлса каяйман. Ытти ҫулхи сӑнавсем тӑрӑх, вӑл ҫавна пӗлет, ҫӗмӗрт ҫурӑлсан, кукурузӑ акма юрать.