— Итлеме хавас, — терӗ Павӑл, хӗрпе танлашса.
— Хавас-и, хавас мар-и, анчах эс ӑна юратма пуҫлатӑн. Ан хирӗҫле. Лена комсомол райкомӗн секретарӗ пулнӑ.
— Вара? Райком секретарӗ пулнӑшӑн юратас-и? Тӗнчене ан култар.
— Пулнӑшӑн, пулнӑшӑн, — йӗкӗлетсе илчӗ хӗр. — Ларакан пукана ӑслӑ этем юратмасть. Итле эс. Вӑт ҫапла!.. Лена пуху ирттерме килчӗ те комсомол путевкипе фермӑна ӗҫлеме каймалли пирки калаҫу пуҫарчӗ. Лена кастарать кӑна. Колхозри фермӑсенче йӑлтах комсомолецсем ӗҫлемелле, тет. Хӗрӗнкӗрех Санька (унӑн чаракӗ ҫукрах, хӑв пӗлетӗн) тӑрать те калӑть: эпир сӑмах ҫапма пурте ӑста-ха, анчах ӗҫ патне пырсан, пурин те пилӗк ыратать. Хӑвӑра ярас пулсан, каятӑр-и? Пуху шӑпланса ларчӗ. Ачасем сывлама чарӑнчӗҫ тейӗн. Мӗнле хуравлӗ комсомол райкомӗн секретарӗ? Лена Санька куҫӗнчен пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ та ҫапла ҫаптарса хучӗ: «Каятӑп, кӗтӳ пӑхма каятӑп, анчах малашне фермӑсенче шӑлсӑр карчӑксене ӗҫлеттерсе ҫитет»… Эпир шӳтлет тесе. Пӗр Санька палканишӗн мӗншӗн ытла чӗрре кӗмелле? Салантӑмӑр. Лена вара чӑнласах ирхине ирех фермӑна ҫитрӗ. Пирӗн Виктор Андреевич апла та капла… Хӑй те аптраса ӳкрӗ. Ӑҫта ямалла? Район умӗнче намӑс вӗт: райком секретарӗ кӗтӳ кӗтме каять. Вара заведующи ҫапла калать: кӗр хам вырӑна. Лена хӑйӗннех перет. Аран-аран ӳкӗте кӗртсе, ӗне сума хӑвартӑмӑр. Халь иккӗмӗш ҫул ӗне сӑвать те шкулта асла пионервожатӑйра ӗҫлет. Хӗр мар - ҫулӑм. Чӗрӗ каскана та тивертсе ямалла. Тата икӗ ҫултан пединститутран заочнӑ вӗренсе тухать.
— Калатӑп вӗт: Лена яланах: ҫын куҫӗ умӗнче пулма тӑрӑшать. Унӑн мӗнпе те пулсан палӑрмалла. Мухтан-малла эппин… Хаҫатсенче ҫырчӗҫ пулӗ-ха: комсомол райкомӗн секретарӗ фермӑна кайнӑ. Патриотизм, — тӗксе илчӗ Павел.
Йӑнӑшатӑн. Ҫавӑн пек характер: хӑй ӑшӗнчине пытармасть. Ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать. Ҫавӑншӑн юрататпӑр та ӑна эпир, — тавӑрчӗ хӗр. — Сана килӗшмерӗ пулсан, ыттисене килӗшет…
«Тата мӗн-ха эп ун пирки чӗрре кӗрсех тавлашатӑп?» — хӑйне хӑй ӑшӗнче ятларӗ Павел.
2. Ялта ятлисем
1
Пуху салансан та Трофим Матвеевич райкомран часах тухаймарӗ. Ӑна Василий Иванович хӑй патне чӗнсе илчӗ.
Райком секретарӗ хальхинче кӑшт сивлекрех пек туйӑнчӗ. Унӑн йӑл кулли те ҫухалнӑ, сенкер куҫӗсем шухӑшлӑ. Сылтӑм пит ҫӑмарти ҫинчи кивӗ суранӗ татах шурса кайнӑ. Колхоз председателӗ ҫакна асӑрхасанах хумханса илчӗ: парти активӗн пухӑвӗнче тухса калаҫнӑшӑн кӑмӑла йывӑр илчӗ-ши? Ҫук, пулма пултараймасть, вӑл хӑйне тӗксе илнишӗн ҫилленекен ҫын мар.
— Комбайнсемпе молотилкӑсем кӗтеҫҫӗ сире. Тӑсса пырса ҫитет. Район умӗнче намӑс. Хӑҫан илетӗр? — ыйтрӗ Василий Иванович.
— Аптрамалла, — аллисене шанчӑксӑррӑн сарса ячӗ колхоз председателӗ. — Ҫавнашкал хаклӑ хак пулма пултараймасть. Неушлӗ парти ҫавна асӑрхамасть? Пӗр комбайн хӗрӗх пин тӑрать. Ун хакне кӑларас пулсан миҫе ҫул ӗҫлемелле? РТСӗ тракторсене юсанӑшӑн тӑпӑлтарать тата, хӑть Мускава ҫырса яр. Шухӑшлатӑп та, техникӑ иличчен колхоза натуроплатӑ тӳлеме ҫӑмӑлтарах.
— Хаклӑ тетӗн? — ҫӗкленчӗ райком секретарӗ. — Ӗлӗкхиллех государствӑ пӗр центнер тулӑшӑн сакӑр тенкӗ тулесен? Пӗр литр сӗтшӗн темиҫе пус парсан? Мӗн тӑвӑн? Ҫапла ҫав. Хӑвах каларӑн вӗт халь ӗҫлеме ҫӑмӑл тесе.
— Патшалӑхӗ вӑл — мӗнле парать, ҫапла илет.
— Ку вӑл обыватель юрри. Е сӑмах ҫукран сӑмах тӑватӑн. Ҫичӗ ҫуллӑх пырать ҫӗршывра. Эс ӑна ҫӑмӑл план пуль тетӗн-и? Ҫук. Пӗтӗм тӗнчене кӑтартатпӑр хамӑр утнине. Ленин халь сывӑ пулсан тепӗр хут: «Пирӗн хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗ чи лайӑх политикӑ», тесе каламалла.
Тавлашсах кайрӗҫ. Экономикӑна лайӑх пӗлекен райком секретарӗ районти колхозсен тӗслӗхӗпе техникӑ илни колхоза натуроплатӑ тӳленинчен йӳнерех пулнине кӑтартса пачӗ. Лешӗ килӗшмерӗ.
Василий Иванович урӑх шарламарӗ, пӗр хушӑ куҫне Прыгунов ҫинчен илмерӗ. Трофим Матвеевич, вӑл пӑхнинччен пӑрӑнса, урамалла тинкерчӗ.
— Тепӗр чухне эс экономист, тенӗр чухне нумай япалана колхоз председателӗн куҫӗпе ҫеҫ куратӑн. Ан манса кай: эс депутат. Санӑн государствӑ ыйтӑвӗсемпе те интересленмелле.
Сыв пуллашрӗҫ.
…Виссарион Маркович столовӑйне апат та кайса ҫиме ӗлкӗрчӗ, хӑйӗн «дозине» ӳпӗнтерчӗ, унтан тахометрпа баллонсенчн сывлӑш пусӑмне тӗрӗслерӗ. Трофим Матвеевич ҫӑплах тухмарӗ.
Икӗ сеткӑпа япала тултарнӑ колхоз председателӗн арӑмӗ Марье ҫитрӗ. Вӑл шофер вырӑнне кӗрсе ларчӗ те пальто тӳмисене вӗҫертрӗ, тутӑрне ӗнси хыҫне антарса ҫӳҫне юсарӗ.
— Кум! Кил-ха кунта! — алӑка уҫса чӗнчӗ вӑл. Марье пӗр сеткинчен хут чӗрки кӑларчӗ. Виссарион Марковинч куҫӗ умӗнче — кӗске ҫанӑллӑ хӗрача кӗпи. Вӑл пӗр ҫич-сакӑр ҫула ҫитнисене чухах пулмалла. Сарӑ пурҫӑн ҫине кӑвак ункӑсем ҫаптарнӑ. Пӗрӗмӗсем йӑвӑ та вӗтӗ, тӳп-тӳрӗ те илемлӗ. Кӗсйи те пур.
— Хитре-и? — кӑвак куҫне чеен ялкӑштарчӗ Марье.
— Эп хӗрарӑм кӗпине-тумне пӗлсех каймастӑп, ҫапах хитри куҫ умне пӗрре пӑхсах тухса тӑрать.
Кӗпине Марье типтерлӗн чӗркесе сеткине чикрӗ те самантранах кӑвак хутпа чӗркенӗ тепӗр ҫыхӑ туртса кӑларчӗ.
— Ку тата?
Сӑран тӗплӗ, тӗрленӗ питлӗ сарӑ сантали-мӗн.
— Ку та аван. Такам илме хушрӗ-и?
— Эх, кум… Арҫынсем яланах паянхи пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Ара, сирӗн Светланӑн менелник пулнине манса кайрӑн-им?