— Сана ӗҫме юрамасть, ме канфет, — кӑларса пачӗ вӑл.
— Мӑшӑрсӑр. Хӑрах куҫсӑр пулатӑн, — кулчӗ Светлана.
— Эппин тата ме.
— Ку мӗн ятлине пӗлеп. М-м-и-и-ш-ка… «Мишка на с-с-е-в-ер-е», — тесе пӗчӗк пӳрте чупса тухрӗ вӑл. Йӑли ун ҫапла: яланах ачасене кайса кӑтартать.
Хӑйне ярса панӑ «шофер дозине», чей стаканӗн ҫурри ытларахскерне, Трофим Матвеевич та ӗҫрӗ. Вӑл юратса йӳҫӗтнӗ хӗрлӗ помидор ҫыртрӗ, кӗркуннех пусса шӑнтнӑ хур ашне кӑмӑлласа ҫирӗ.
Нина апат хатӗрлеме ӑста. Кашнин умнех винегрет лартнӑ, сив аш, пахча ҫимӗҫ ярса салат тунӑ та хӑйма сапнӑ. Сӗтел варринче тӗтӗмленӗ тинес пулли, суханпа кӑшӑлланӑскер, ҫӑварне хӗрлӗ кӑшманран тунӑ чечеке хыптарнӑ.
— Кӑмла ҫиетӗн-и? — ыйтать Нина Трофим Матвеевичран. — Сӗтелӗ ҫине лартма вырӑн пулмарӗ. Хӑшне парас? Йӳҫетнине-и е уксус шывӗ ҫинче усранине?
— Тӑварлани халь уҫӑрах. Ӳркенмесен илсе кил, — ыйтать председатель.
Виссарион Маркович каллех ӗҫмешкӗн сӗне пуҫларӗ. Татах ҫырткаларӗҫ. Калаҫу пуҫланчӗ.
Менелник лайӑхах иртетчӗ пулӗ. Трофим Матвеевич ҫӗкленчӗ те: «Сӑра сакки сарлака, анчах ӗҫ яланах калать ан ӗҫ», — терӗ.
Пӗри те асӑрхамарӗҫ вӑл салхуланнине. Ялта колхоз председателӗ хӑнана ҫӳременнине пурте пӗлеҫҫӗ. Хӑшӗсем ӑна чирлӗрен ӗҫме юрамасть, теҫҫӗ, теприсем хӑй хыттипе ӗҫмест тесе ӑнлантараҫҫӗ. Ҫынсене курӑнмаллах ӗҫмен вӑл, ӗҫессе хӑй виҫипе ӗҫет.
— Мӗн тата, тиркетӗн-им? — чупса пычӗ Нина. — Сӑрине ӗҫ. Кур-ха, чаш кӑпӑк ҫеҫ. Ятарласа урпа сӑри турӑм.
— Эй, кума, сан колхозра мар, Шупашкарти «Атӑл» ресторанта ҫеҫ ӗҫлемелле, — кулчӗ председатель. — Епле тиркен? Эсир каҫарӑр, эп паян питӗ ывӑнтӑм. Йытӑ ӗҫӗ вӗт. Кама кӑка вӗрместӗн пуль.
— Лар. Этемӗн йӗрки пулать вӑл, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Марье.
Светлана чупса кӗчӗ, хӗреснашшӗне мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ:
— Ямастӑп… ямастӑп, — терӗ вӑл. — Ф-ф-ф-у, санран эрех шӑрши керет…
— Ӳсӗр ҫав эп. Мана эс ҫавах ярасшӑн мар. Апла юрамасть.
Трофим Матвеевич ҫул куркине тытса пачӗ. Асатма пӗчӗк пӳртне тухрӗҫ.
— Эс лар, кума, — ыйтрӗҫ кӳршисем.
— Маншӑн эс юл, — хушрӗ упӑшки те.
— Юрӗ, — килӗшрӗ Марье. — Тӑхта, уҫҫине ме, — ҫенӗке упӑшкипе пӗрлех тухрӗ вӑл.
— Марье, илтетӗн-и, текех хамӑрӑн ҫуралмасӑр нимӗнле менелнике те килместӗп, — пӑшӑлтатрӗ Трофим Матвеевич.
— Хӑратрӑн та…
— Хӑратма мар, сана малтанхи айӑпушӑн ӗмӗрне те каҫарма пӳлтараймастӑп.
— Ан та каҫар, — каялла вартах ҫаврӑнчӗ Марье. Пӳрте кӗчӗ, тӳрех сӗтел хушшине пырса ларчӗ. — Кум, яр-ха ман валли те.
Часах Трофим Матвеевич ҫинчен те манса кайрӗҫ, сӑмах урапи чарӑнмасӑрах ҫаврӑнчӗ.
— Эс эп каланине ан ман, — час-часах аса илтерчӗ Марье ӳсӗрӗлнӗ парторга.
— Каларӑн. Эп хӑҫан манатӑп?
Светлана хӗреснамӑшӗ ҫур ҫӗр ҫитес чух ҫеҫ хӑнаран тухрӗ.
Тулта пӳртри евӗрлех ӑшӑ. Ҫил те ҫук, Таврара ирӗлекен юр шӑрши тӑрать. Йывӑр пӗлӗтсен питлӗхӗ хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗтӗле пуҫланӑ, ҫав вырӑнсенчен темиҫе ҫӑлтӑр курӑнать.
Ял шӑпах. Трофим ҫутӑ та сӳнтернӗ. Пӳрте кӗрес килмест.
Марье йӗпе юра ывӑҫласа ҫамкине сӑтӑрчӗ. Чун уҫӑлнӑнах туйӑнчӗ, пуҫра шухӑшсем йӗркеленчӗҫ.
Пӳрт умӗнчи ватӑ йӑмрасем. Вӗсем ҫеҫ пӗлеҫҫӗ Марье юратӑвне. Чи малтан ҫакӑнта чуп тунӑччӗ ӑна Сергей. Ҫакӑнта. Арҫын ачасене кун кӑтартман Марье сасартӑк ҫак хитре каччӑ умӗнче вӑтанакан пулчӗ. Улмуҫҫи ҫуралсан, пан улми пулатех. Тепӗр чухне пӑр та ҫапать, тӑм та тивет, ҫеҫке те шанса кайса тӑкӑнать. Пӑхатӑн та кӗркунне — улмуҫҫи пан улмисемпе малтанхи ача амӑшӗ пек киленсе ларать. Этемӗн пурнӑҫӗ лутӑркансан та, ӗмӗчӗ малаллах, шанчӑкӗ те пурах.
Хӗрӗн шухӑшӗ хӗрӗх, кӑмӑлӗпе чӗри пӗрре.
Вӑрманпромхоз инженерӗ Сергей авланнӑскер пулнине пӗлсен, Марье виҫӗ кун килтен тухмарӗ, лавккине те уҫмарӗ. Ун чухне те ҫакнашкалах ҫуркуннеччӗ, анчах юр ирӗлсе пӗте пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Унтанпа халь ҫичӗ е сакӑр ҫул иртрӗ-ши?
Кайран хӑтана Прыгунов пычӗ. Килӗшме типрӗ. Качча кайсан уйӑх ҫурӑран Марье хырӑм пӑрахрӗ. Виҫе уйӑхри хырӑм.
Ача таврашӗ урӑх пулмарӗ. Ҫавӑнтанпах ӑна Трофим Матвеевич айӑплать. Ҫук, Марье хӑйне айӑплӑ темест.
Туран такам шӑхӑрса анни шартах сиктерчӗ. Марье ҫаплах кӳршисен умӗнче тӑратчӗ, ҫырмавалла чупса анчӗ те вӑл килнелле утрӗ.
Ҫӳллӗ те сарлака кӗлеткеллӗ арҫынпа вӗсем хӑйсен килӗ умӗнче тӗл пулчӗҫ. Лешӗ хӗрарӑм ҫулне татас мар тесе-тӗр, тӑпах чарӑнса тӑчӗ.
— Охо! Америкӑ уҫрӑм пулать. Ҫавалкасра хӗрарӑмсем те улӑха чупаҫҫӗ-и? — янӑрӑрӗ хулӑн сас.
«Кам ку? — тӗшмӗртме тӑрӑшрӗ Марье, — Сассине тӑҫта илтнӗ. Кӗлетки? Кӗлетки Сергее ас илтерет», — шухӑшларӗ вӑл, унтан сасӑпах ҫапла хушса хучӗ:
— Пирӗншӗн те арҫынпа тан права.
— Права-тӑк — права пултӑр. Сывӑ-и, эппин, Мария Сергеевна.
Хӗрарӑм алли шатӑртах турӗ, анчах вӑл ыратнине палӑртмарӗ.
— Ҫакӑнтах вӗлер, паллаймастӑп.
— Вӗлерме кирлӗ мар. Ӗлӗк Павел тетчӗҫ, халь те ҫаплах чӗнеҫҫӗ.
— Э-е-е, — аса илчӗ Марье, — Ҫӗнӗ ҫӗр йӗкӗчӗ. Килнӗ ятпа апла.
— Тавах.
Марье умне акӑ Павӑлӑн сӑнӗ те тухса тӑчӗ. Ҫулла, почтальон клуба пырса кӗрсен, «Сельская молодежь» журнала туртса кӑларса хучӗ. Хуплашки ҫинче каччӑн ҫӑнӗччӗ.
— Палларӑр-и? — ыйтрӗ почтальон.
— Павел вӗт ку, — илтӗнчӗ темиҫе сасӑ.