Читаем Çавал сарăлсан полностью

— Температурӑ, — ассӑн сывларӗ вӑл. — Эпир, парти работникӗсем, чирпе-чӗрпе те ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Шухӑшланӑ-и эс, Вася, хӑҫан та пулсан парти ӗҫӗ пирки? Мана час-часах ҫак шухӑш канӑҫ памасть, уҫал сӑмахне эпир пуринчен те ытларах илтетпӗр, кашни ҫитменлӗхшенех пире лекет, анчах никамах та ӑшӑ сӑмах каламасть. Хама эп альтруист тетӗп, чӑнахах та хамшӑн тӑрӑшман. Сирӗн ранон ҫитӗнӗвӗшӗн кӑштах ырлаҫҫӗ пулӗ, теттӗм.

Темӗнле пулсан та, кунта манӑн пайӑм та пурах. Эсир ак ӑна пуҫларӑр. Мӗншӗн? Мӗн сӑлтавпа? Атя, чирне те пӑхмӑп, атӑ илсе килсе пама хуш-ха. Прыгунов патне ҫитме ҫул пурччӗ вӗт. Хӑвӑр пымасан, машинӑпа леҫсен тав тунӑ пулӑттӑм, — каллех вӑл нумайлӑ хисепе куҫса, «хӑвӑр» тесе калаҫма пуҫларӗ.

— Кур-ха эс ӑна, пурнӑҫ сухари пек типӗ ҫынсене те шухӑшлаттарма вӗрентет. Ахалех кӳреннӗ эп ӑна, — шухӑшларӗ Василий Иванович. — Ҫавалкасах кӗреес ҫук, ял хӗрне ҫитерме пулать. Хам та пӗрлех пымалла, ерҫӳ ҫук. Кӗҫӗр заводра пуху. Районти чи пысӑк парти организацийӗ. Икӗ уйӑх патнех пулман. Коммунистсем кӗтеҫҫӗ, — пӗлтерчӗ вӑл.

— Кайиччен тепӗр ыйту. Виҫмине чӗнтерес председательсемпе парторгсене? Маларах пыракан колхозсене чӗнсен аван. Ҫӗнӗ ҫын калаҫса пӑхни усӑллӑрах пулӗ-и? Сире хӑнӑхнӑ ӗнтӗ вӗсем.

— Юрӗ, икӗ сехет тӗлне чӗнтӗрӗпӗр.

<p>3</p>

Уяртса янӑ ҫанталӑк Трофим Матвеевича та савӑнтарса пӑрахрӗ. Вӑйсем чакнӑ пулин те, каҫхине ыйхӑ канлӗ пулчӗ; вӑл пӗр тӗлӗксӗр, ҫӗр каҫиччен пӗрре аташмасӑр ҫывӑрчӗ. Вӑранасса кӑвак ҫутӑллах вӑранчӗ, тахҫан ача чухнехине аса илсе, вырӑн ҫинче чылайччен хускалмасӑр выртрӗ.

Юнашар пӳлӗмре Марье лӑпкӑн сывлани, стена ҫумне ҫакнӑ сехет шаккани илтенет. Арӑмӗ тӗлӗк курать пулмалла: темӗн мӑкӑртатса илчӗ. Ҫук, сӑмахӗсем ӑнланмалла мар тухаҫҫӗ.

Ҫӳреме пуҫлани те икӗ кун ҫеҫ: пӗр эрне вырӑн ҫинчех иртсе кайрӗ, пӗр эрне хушши колхозри ӗҫсем ҫинчен Марье каласа панӑ тӑрӑх ҫеҫ пӗлчӗ. Килмест вӗт никам та чирлӗ чух, фельдшер кӑна кӗрсе тухса каять. Ӗнер ирхине тата Хапӑс Петӗрӗ эрех йӑтса килчӗ. Кӑмӑла кӑтартни аван. Ыттисем? Ӗлӗк Виссарион Маркович тухма та пӗлместчӗ. Виҫӗ ҫул хушшинче неушлӗ пӗр юлташ та тупӑнмарӗ?

Пӗр эрне. Улшӑну, ав, эрне хушшинчех сахал мар. Павел хуҫалана пуҫланӑ. Ку пӗр енчен аван-ха, председателе яланах сылтӑм алӑ кирлӗ, тепӗр енчен ытла та хӑйне евӗрлӗ этем. Пуҫне пӗр-пӗр шухӑш кӗчӗ пулсан — савӑлпа ҫапса та кӑлараймӑн. Ҫамрӑк чухне хӑй те ҫавах пулман-и ара? Мӗн туни пӗтӗмпех тӗрӗс пек туйӑннӑ. Тен, вӑл Павел хӑйӗнчен ӑслӑрахшӑн вӗчӗрхенет? «Эй, — шухӑшлать Трофим Матвеевич, — вӗренекен халь нумай та, ӑсли сахал. Пурнӑҫ шкулне пӗтермен этем — этем мар. Пурнӑҫ институт та мар, мӗн ҫӗре кӗричченех вӗренмелли шкул. Йывӑр унта вӗренме, унӑн уттинчен юлмасӑр вӗренме йывӑр. Юлтӑн-тӑк — ятлаҫҫӗ, урӑх класа куҫармаҫҫӗ».

Фермӑсем. Пӗр эрне хушшинче халӑх пӑсӑла пуҫланӑ. Павел калашле, унта пӗр хуҫах кирлӗ пулать. Лартас Виктор Андреевича. Лару та пухма вӑхӑт. Хӑшне-пӗрне кӳрентерме тивет. Павела хӑйне трактор бригадине парас, агроном та хӑех пултӑр. Пулать, итлекен пулать. Ӗҫ кунне хӗрхенмӗпӗр, хам илнин тӑхӑр вунӑ процентне тӳлесен…

Акӑ Марье те тӑчӗ. Юрласах ҫӑвӑна пуҫларӗ.

— Ир юрласан макра пулать, — сӑмах хушрӗ ӑна упӑшки.

— Пустуй вӑл. Вӑрантӑн-и? Тӑр. Чир вырӑнне вӑй кӗрет, хуйхӑ вырӑнне вӑй кӗмест, — упӑшки ҫывӑракан пӳлӗме кӗчӗ Марье. Аллине тӑсса пачӗ. Тутисем йӑл кулса илчӗҫ. Юлашки кунсенче ҫамрӑкланса кайнӑскерӗн кашни хусканӑвӗнче сӳнми хаваслӑхпа тапса тӑракан вӑй палӑрать. Трофим Матвеевич ҫав улшӑнӑва урӑхла ӑнланать: упӑшки сывалнӑшӑн савӑнать, тесе шухӑшлать. Ҫук, Марьене халь Павел анкарти хыҫӗнче «пире урӑх тӗл пулма юрамасть» тени хумхантарма пӑрахрӗ. Каччӑн куҫӗсем суймаҫҫӗ, епле ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ вӗсем Марьене. Халь вӑл ун аллинче. Кӑштах пуҫ ҫаптарӗ те, кӑштах хӑйне пӑхӑнтарӗ те… Кашни кунах ан-карти хыҫӗпе килнӗ чух Марье ҫав вӗлтрен ҫеҫкине пӑхать. Юр та ҫуса лартрӗ, сивӗсем те пулчӗҫ, вӑл ҫаплах аталанать, типсе лармасть.

Упӑшки ҫине Марье шеллевлӗн пӑхрӗ: «Мӗн пӗлет, мӗн ӑнланать вӑл? Выртать, ав, маччаналла пӑхса. Пӗчӗк куҫӗсем путсах кӗнӗ. Ҫапах та палӑртма юрамасть, ху пӗрин ҫинчен шухӑшласан та чӗлхӳпе урӑххи пирки калаҫмалла».

— Тӑр. Выртсан пушшех нишленсе каятӑн, — татах аллине тӑсрӗ арӑмӗ.

— Чир вӑл тулли лав пек пусса хурать, тухнӑ чухне вара йӗп ҫӑрти витӗр тухать, — арӑмӗн аллинчен тытса ҫӗкленчӗ упӑшки.

— Эс ан васка. Сана кам хӑвалать? Лар килте. Тухса ҫӳре. Паянхишӗн наряд панӑ, каҫхине хамах тӗрӗслетӗп, — терӗ Марье. «Каймасассӑн пырӗччӗ, вара Павела та курма пулать, колхоз правлени техничкине Тарьене те ярсах чӗнтернӗ пулӑттӑм», — шухӑшларӗ вӑл.

— Ӗнер пырса килнине паян ма пырас мар?

— Хӑвӑнне хӑв пӗлетӗн, ас ту ак, татах вӗрӗлетен. Тепӗр сехетрен, апат ҫинӗ хыҫҫӑн, Трофим Матвеевич фермӑна кайрӗ. Сысна пӑхакансем таврӑннӑ-мӗн. Витине кӗрсен те, тӳрех тасалӑх курӑнать. Пӳлӗм чусӗсене те, пӗренисене те, маччана та — пӗтӗмпех акшарпа шуратса лартнӑ — кӑна кам шуратма хушрӗ, тесен, Трофим Матвеевич «Федор Васильч» тесе каласса кӗтрӗ, анчах фермӑ хӗрӗсем пӗр харӑс: «Павел!» — тесе хуравларӗҫ.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза