— Эпир хамӑр вӑя пӗлетпӗр, ҫынсем — хӑйсенне. Ҫӗклеймен ҫӗклеме ма ҫӗклеме тӑрӑшас? Ялавне парсан та, памасан та пултаратӑр.
— Ӗҫ-хӗл, канӑҫсӑрлӑх ытларах пуласран хӑратӑр. Тӑватӑ ҫул хушши шкулта вӗренсе лӑпкӑлӑха хӑнӑхрӑр. Халь хускатма та тарҫӑ кирлӗ.
— Эсир мана тем те калама пултаратӑр. Эп халлӗхе районшӑн нимӗнле сӑмах та калама пултараймастӑн. Малтан колхозсем обязательствӑсем илччӗр, вара, пӗтӗмӗшлетсе, эпир те хамӑр сӑмаха калӑпӑр, — тавӑрчӗ Василий Иванович.
— Хвостизм ку. Хвостизм! Райком колхозсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнет. Бюро пухӑр, колхоз председателӗсемпе парти организаци секретарӗсене чӗнӗр. Хам пыратӑп. Курӑпӑр кам тӗрӗсне, — Шупашкартан калаҫаканни трубкӑна пӑрахрӗ.
Тепӗр куннех районти парти активӗ колхозсене тухса кайнӑччӗ. Обязательствӑсем пирки хистеме хушманччӗ Василий Иванович. Чӑнахах та халӑх ҫӗкленӗвӗ-ши е районтан кайнисем хӗснипе, колхозсем пысӑк обязательствӑсемсех илчӗҫ. Икӗ каҫ бюро членӗсем хуҫалӑхсен цифрисепе пӗтӗҫтерчӗҫ. Ҫапла курӑнчӗ картинӑ: аш илессине район пӗрре те ҫурӑ, сӗт илессине ҫӗр хӗрӗх процента ҫитерме пултарать.
Совманри хӑна хӑй сӑмахне тытрӗ. Вӑл ҫитнӗ кунне парти активӗн пухӑвне ирттернӗччӗ. Нумай колхоз председателӗсене, парти организаци секретарӗсене, выльӑх-чӗрлӗх патӗнче ӗҫлекенсене хаклӑ парнесем панӑччӗ.
Парти обкомӗпе Министрсен Совечӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх район икӗ куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялава тивӗҫ пулчӗ.
Капӑшсӑр пысӑк тиенӗ лав кирек хӑҫан та палӑртнӑ вырӑна тӗрӗс-тӗкел ҫитеймест. Унтан та кунтан ҫуйпахсем, валемсем татӑла-татӑла анаҫҫӗ, лав тӳне-тӳне каять е тевӗш татӑлать, е турта хуҫӑлать. Нумай колхозсенче симӗс конвейер йӗркелемен. Ун вырӑнне нумай ҫул ӳсекен курӑксене, силослӑх акнӑ кукурузӑна ҫулса ҫитерме тиврӗ. Василий Иванович хӑш-пӗр хуҫалӑхсем колхозниксенчен выльӑх сутӑн илсе патшалӑха панине тӗ сисрӗ. Куршӗ районсенче те ҫавнашкалах хӑтланнине пӗлсен, ҫав фактсем ӑна ӗлӗкхиллех канӑҫсӑрлантарма пӑрӑхрӗҫ. Темле пулсассӑн та сӑмаха тытмалла. Парти сӑмахӗ яланах хурҫӑ, ӑна Василий Иванович мӗн ҫамрӑкранпах пӗлет.
Ҫапла, пысӑк лав тунет. Чиркӳллӗ Вакшӑра сиксе тухнӑ ящур чармалла мар хӑватпа пӗр колхоз хыҫҫӑн тепӗрне ҫула-ҫула илчӗ. Ялтан-яла выльӑхсем ҫӳретме чарчӗҫ. Сӗт сӑвасси ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа чака пуҫларӗ. Ирсерен Василий Иванович колхоз председателӗсемпе телефонпа ҫыхӑнчӗ, кӑнтӑрла ҫитиччен хӑй те хуҫалӑхсене туха-туха кайрӗ. Райком секретарӗ, начар апатпа хӗл каҫарнӑ выльӑх пек, начарланчӗ, янах шӑммисем палӑракан пулчӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул иртсен, «принциплӑ» ҫын Шупашкартан каллех шӑнкаравларӗ.
— Ҫӗнтерӳпе саламлатӑп, Василий Иванович. Маттур. Каллех обязательствӑна пурнӑҫларӑр. Сире савӑнтарма пултаратӑп: района пысӑк преми панӑ, сана «Урал» радиоприемникпе премиленӗ. Халь ӗнтӗ хӑвӑн вӑйна шанатӑн пулӗ, тетӗп. Ҫӗнӗ обязательствӑ илме пӗлтӗрхи пек пулӑшу кирлӗ мар-и? Кирлӗ мар апла. Унта Владимир Сергеевич пырать. Прыгунов пирки… Ӑна пирӗн шеф хӑй курасшӑн. Шупашкара килсен кӗрсе тухмӗ-и?
Райкомра пӗчӗк ӗҫ ҫук. Пысӑкки те, пӗчӗкки те пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Суйлав компанийӗ Василий Ивановича та, Трофим Матвеевича та республикӑри аслӑ Советӑн депутатне суйларӗ. Суйлава хатӗрленнӗ тата ирттерне май, райком ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илессине, ӳстерессине пӗрремӗш вырӑна хучӗ. Каллех Трофим Матвеевич обязательстви ыттисене хускатрӗ, район каллех тӳсме ҫук пысӑк тиеве туртма пулчӗ.
Сӗт сӑвасси март уйӑхӗнче тӗлӗнмелле хӑвӑрт чака пуҫларӗ. Район тӑваттӑмӗш вырӑнтан вун улттӑмӗшне кайса ларчӗ, урӑх хӑпараймарӗ те.
Василий Иванович ял хуҫалӑх инспекцин главнӑй агрономне хӑй патне чӗнтерчӗ. Вӑл колхозсенче-мӗн, ун вырӑнне секретарь кабинетне Мирон кӗрсе тӑчӗ.
Ашшӑн иртсе ларма сӗнчӗ ӑна секретарь.
— Район кӑҫал гектартан миҫе центнер кукурузӑ туса илнӗ? — ыйтрӗ Василий Иванович.
— Республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Преми те илтемӗр-ҫке. Мана та пачӗҫ. Икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал. Анчах эп унпа мӗн тӑвам? Эп сунара ҫӳреместӗп. Эсир преми улӑштарса парас теместӗр пулӗ те?
Василий Иванович хӑй ӗмӗрӗнче тӗрлӗрен ҫын курнӑ: хӑравҫӑсене те, хастаррисене те, йӑпӑлтисене те, пуҫтахсене те. Анчах преми улӑштарса пама унран никам та ыйтман. Агронома кӳрентерес мар тесе, вӑл ҫапла каласа хучӗ:
— Премине ӑна Ял хуҫалӑх министерстви панӑ. Эпир мар. Унта ҫырса ярӑр.
— Мана вӑт фотоаппарат пулсанччӗ, — хӑйӗннех печӗ Мирон.
— Эсир гектартан миҫе центнер симӗс массӑ илнине каламарӑр-ха.
— Улт ҫӗр енне.
— Ӑна эсир епле виҫнӗ?
— Кашни квадратлӑ метртан. Паллах, лайӑхрах ҫӗртине суйласа илнӗ те, пуртӑпа касса — тараса ҫине. Вӑт пулчӗ те, гектарта миҫе метр пулни паллӑ.
— Силос массине мӗнле виҫнӗ?
— Симӗс массӑран вунӑ процент чакарнӑ ҫеҫ.
— Силос ешел массӑран ҫурри кӑна тухать.
— Ҫапла. Анчах район патриочӗ пулсан, епле чакаратӑн? Сахал тухсан ятлаҫҫӗ, лайӑх пулсан мухтаҫҫӗ. Камӑн усал сӑмах илтес килет?
— Колхоз председателӗсем те отчет ҫине шухӑшламасӑрах ал пусса параҫҫӗ-и?
— Ма памаҫҫӗ. Алла ҫыхмалли ылтӑн сехетрен е радиоприемникран кам пӑрӑнать?…
— Эсир комсомолец-и? — пӳлчӗ Мирона ранком секретарӗ.