— Ӑнлан, Марье, пире тӗл пулма юрамасть… Ҫырлах хӑвӑн шӑпуна. Ан ман, эс председатель арӑмӗ. Сан хыҫран пин куҫ сӑнать. Эс йӑнӑш турӑн пулсан, упӑшкун ячӗ каять. Хытар чунна. Иртет вӑл…
Аҫа ҫапнӑ пек туйӑнчӗҫ ҫав сӑмахсем… Вӑл нимӗн калама аптрарӗ. Каллех хӑйӗн сӑнне каччӑ куҫ шӑрҫийӗ ҫинче курасшӑн пулчӗ. Вӗсем ҫук, вӗсем куҫ хупаххипе витӗннӗ.
— Ухмах, — пӑшӑлтатрӗ Марье.— Эп сана хам виличчен юрататӑп. Мана хам ят та, упӑшка ячӗ те кирлӗ мар. Мана эс, эс кирлӗ.
Тапса тухрӗ куҫҫуль. Шӑлчӗ ӑна тутӑр вӗҫӗпе. Хӑйне часах алла илеймерӗ.
— Мана ҫӑмӑл тетӗн-и? — хуравларӗ Павел, — Сана та эп час-часах аса илетӗп.
Марье каччӑ хӑйӗнчен уйрӑлса каясран хӑранӑн, хӗрӳллӗн, кӗвӗҫҫине пытармасӑр айӑплама тӑрӑшрӗ. Хӑй мӗн каланине хӑй те Лайӑх ас тумарӗ. Сӑмахсем пӗтсен ҫеҫ каччӑ ури айне пӑхрӗ.
Карта хӗрринче пӗр пӗччен тӑлӑх вӗлтрен ҫеҫки тухса ларнӑ. Икӗ ҫулҫӑллӑ. Хытанка та начарскер. Ытла та ир, васкаса тухнӑ. Акӑ, каччӑ ӑна аттипе таптарӗ. Хӑй сисмесӗр, хӑй курмасӑр таптарӗ.
— Мӗн тӑватӑн? — пӑшӑлтатрӗ Марье. — Ан тапта ҫеҫкене.
Каччӑ ӑнланмасӑр шартах сикрӗ.
— Сыв пул, ав, Петӗр килет. Куҫусене шӑл, атту макӑрни паллӑ.
Павел правлени еннелле утрӗ. Тепӗр кунхине вӑл каллех апат ҫиме унтанах кайрӗ. Павел курӑнмарӗ. Вӗлтрен ҫеҫки кӑсӑклантарчӗ ӑна.
Унӑн юратавӗ ытла та хӗрӳллӗ те пӗҫертекен вӗлтрен пек туйӑнчӗ. Анчах ӑна каччӑ таптарӗ.
Марье ҫав вырӑнта пӗшкӗнсе ларчӗ. Тӑлӑх вӗлтрен ҫеҫки хӑйӗн икӗ ҫулҫипе ҫӗр ҫумӗнчен самаях ҫӗкленнӗ. Ҫӗркаҫ пӑт-пат ӳккеленӗ ҫумӑрпа ҫулҫисем, те тасалнӑ.
Каллех шанчӑк ҫуралчӗ чӗрере.
8
Ирхине колхоз правленине кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн Павел тырӑ кӗлечӗсем патне кайрӗ. Трофим Матвеевич килменччӗ-ха. Васкаса тӑнипе татах вӗрӗлсе кайнӑ, терӗҫ.
Трактористсем Павела кӗтсе, конюхсем пурӑнакан ҫурта пухӑнса ларнӑ. Кунта сывламалла мар махоркӑ тӗтӗмӗпе лаша тарӗ тата тикӗт шӑрши тӑрать. Стена ҫумне ҫапнӑ пысӑк йывӑҫ пӑтасем ҫинче тикӗтленӗ чӗн пӑявлӑ хӑмӑтсем, урхалӑхпа хырӑмсалӑхсем, шуҫпа хитрелетнӗ йӗвенсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Хӑмасенчен ҫапса тунӑ нарсем ҫинче килте тӗртсе тунӑ ула-чӑла ҫи виттисем, аҫамсем тата фуфайкӑсем выртаҫҫӗ. Пуҫелӗкӗсене куҫарса хумалла, чусран ҫапса тунӑ. Плиталлӑ кӑмака умне ҫапнӑ хӗҫ тимӗр ҫинче ҫӗр улми хупписем тата турпас ҫӳпписем выртаҫҫӗ. Урайне ҫулталӑк ҫуманпа пӗрех. Пӳрт ӑшчикки ытла та ҫара: унта плакатсем те, картинӑсем те ҫук.
— Шӑнса кайрӑр-им? — сӑмах хушрӗ Павел, пурне те ал панӑ хыҫҫӑн.
— Петӗр ҫук. Мӗн тӑвас унсӑрӑн, — хуравларӗ Элекҫи.
— Часах килеймест пуль-ха. Ӗнер, вӑл арӑмне лавккаран пӗр литр илтерсе килтерчӗ, — хушса хучӗ Гришка.
— Кайрӑмӑр, — чӗнчӗ вӗсене Павел.
Сеялкӑсем — чусран ҫапса тунӑ сарайӗнче. Кӗркунне ыраш акса пӗтернӗ хыҫҫӑн юсасан, вӗсене никам та тӗкӗнмен. Вӑрлӑха пӑрахакан шеҫтернисем тутӑхса кайнӑ, ураписен сӑррисем кайса пӗтнӗ.
— Солидолпа сӗрмелле пулнӑ хӑть, ҫапла пӑхаҫҫӗ-и техникӑна? — ятлаҫрӗ Павел.
— Хуҫи шарламасан, тарҫи хускалмасть, — тавӑрчӗ Володя.
Теллӗн-теллӗн хӑмисене илнӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте шыв кӳленнӗ сарайӗнче тӗттӗм. Хӑма хушӑкӗсемпе уҫӑ алӑкран ҫеҫ ҫутӑ кӗрет. Ҫанталӑкӗ те паян кӗркуннехи пек тӗттӗм, тӳпе сӑра шӑналӑкпа витӗннӗ. Аялах аннӑ пӗлӗтсем хускалми тӑраҫҫӗ.
Павел паян трактористсене ятарласах сеялкӑпа акнӑ чух виҫене мӗнле лартмаллине вӗрентет. Пӗр йышши тырӑ акса пӗтернӗ хыҫҫӑн тепӗрне акма пуҫласан, пурин патне те ҫитейместӗн. Халь виҫе туса палӑртсан, тракторист кайран хӑех куҫарма пултарать.
Гришка пӗр пысӑк вут пуленки, Элекҫи тепӗр вут сыппи илсе пырса пӑрахрӗҫ. Павел сеялкӑ урапинчен тытса ҫӗклерӗ. — Хурӑр, — терӗ вӑл. Каччӑ вӑйӗнчен тӗлӗннӗ трактористсем сошниксем хушшипе сеялкӑ рами айне пуленкесем чиксе хучӗҫ. Урапасем халь ҫӗре перӗнмесӗрех ҫаврӑнма пултараҫҫӗ. Миҫе хут ҫаврӑннине шута илме Павел урапасене курӑспа ҫыхса паллӑ турӗ.
Ҫимун та, ытти трактористсем те ҫитрӗҫ, анчах Хапӑс Петӗрӗ ҫаплипех килмерӗ. Тырӑсӑр ӑҫтан виҫине лартма пӗлетӗн? Таҫтан тупӑннӑ Гайкӑ Ваҫҫине кладовщике чӗнме ячӗҫ. Ҫур сехет те иртрӗ, кладовщик ҫаплипех ҫук. Сеялкӑсене те вырнаҫтарса пӗтерчӗҫ: халь сошниксем айне сарса хума шӑналӑкпа тырӑ ҫеҫ кирлӗ. Кӗтсе тӑма юратман Павел каллех конюхсен пӳртне кӗчӗ. Кунта Санька ҫитсе ларнӑ-мӗн. Пӗчченех. Хуҫисем ҫаплах витере-ха: лашасене пӑтратса параҫҫӗ ӗнтӗ.
— Сан бригадӑн вити-и? — ыйтрӗ Павел.
Кӑтра ҫӳҫне ҫар карттусӗ айӗнчен сӳс тӑпки пек кӑларса янӑ каччӑ ҫийӗнчех хуравламарӗ, кӗсйинчен кӗмел портсигар кӑларса, ҫӑварне пирус хыпрӗ, чӗртсе ярса пӗр-йкӗ хут ӗмрӗ те:
— Кунта икӗ бригадӑн, — тесе хучӗ. — Ку пӳрте час-часах кӗретӗн-и?
— Кашни кунах, — Павел шухӑшне ӑнланмасӑр хуравларӗ вӑл.
Мӗнле эс ҫак тасамарлӑха чӑтатӑн? — урайне тӗллесе кӑтартрӗ Павел. — Ӗлӗк хурал пӳрчӗ пулнӑ, теҫҫӗ, халь ку унтан та япӑхрах…
— Эй, хӑнӑхманран вӑл. Кунта фермӑ мар вӗт. Унта хӗрарӑмсем. Кунта йӑлтах арҫынсем. Кама, Сидӑр мучине ҫутарас-им? Паян ҫусан, ыран каллех хуп-хура. Ир те, каҫ та ҫын туха пӗлмест, — сӳнсе ларнӑ пирусне ӗмме пуҫларӗ Санька.
— Ҫуса пӑхнӑ-и?
— Уйӑхра пӗрре наряд парсах Мӗтри карчӑкне ҫутаратӑп.