— Эс хӑйсене ҫутар. Вара вӗренеҫҫӗ. Черет туса пар: кашни виҫӗ кунта пӗрре ҫумалла. Кам таса мар урапа килет, ан та кӗртчӗр.
— Эп аслӑ конюх мар вӗт.
— Ку сана парти порученийӗ. Конюхсене ху ҫине ил. Хаҫатсем килсе пар. Клубран плакатсемпе картинӑсем илсе кил. Обществӑлла ҫурт майӗ пултӑр хӑть.
— Тытсан тума пулать, конешнӑ…
— Тӑвас пирки калаҫатпӑр та, — кулса ячӗ Павел. — Итле-ха, Санька, мӗн эс хӗрарӑмланса кая пуҫланӑ? Фермӑ ҫыннисене пӑтрататӑн? Вӗсем те хамӑр колхоз ӗҫнех тӑваҫҫӗ. Мӗне кирлӗ сана унашкал хӑтланма?
— Эп тӗрӗс тӑватӑп. Раз фермӑсем пирӗн ялта мар, пӗтӗм ҫыннисене ман бригадаран илмелле-и? Манӑн вара ҫур аки хӑть кампа ирттер Ҫур акийӗ те ытлах хӑратмасть: ал ӗҫӗ мӗн чухлӗ. Хӑмла, махоркӑ лартмалла, тислӗк сапаламалла. Ирӗксӗрех фермӑна тӗкӗнме тивет. Ытти бригадӑсенчен фермӑсенче виҫшер-тӑватшар ҫын кӑна, ман бригадӑран хӗрӗх. Конюхсене кӑларса пӑрах та, бухгалтер, председатель, кладовщик. Вӑт сана алла ҫын. Наряд мана та ытти бригадӑсемпе танах параҫҫӗ, — сӳннӗ пирусне чӗртме пикенчӗ Санька. Анчах чӗртеймерӗ, кӑмака умнелле вӑркӑнтарчӗ. — Кӑлараҫҫӗ «Прибой». Пӗр пируса туртса яма ҫур коробкӑ шӑрпӑк кирлӗ, — ятлаҫрӗ вӑл.
— Парячӗ пирки Трофим Матвеевича калӑп. Сахалтарах парӗ. Ҫапах ҫынсене ан хускат, ӗҫлеччӗр. Индивидуалист эс, Санька. Хӑвӑн ӗҫӳ пултӑр, ыттисемшӗн чуну ыратмасть, — каччӑ куҫӗнчен тӳррӗн пӑхрӗ Павел. — Ху тата комсомол организаци секретарӗн заместителӗ.
— Пуҫланчӗ мораль, — кӑмӑлсӑрланчӗ бригадир. Гайкӑ Ваҫҫи Петӗре чӗнсе килни ҫинчен пӗлтерчӗ.
— Тӗрӗслех, хӑлхана ыраттарсан та, чуна канӑҫтарать. Татӑлтӑмӑр апла, — алне тӑсрӗ Павел. — Конюхсене дежурствӑ валли график туса пар, фермӑ ҫинчен те ан ман. Эп кайрӑм.
— Манӑн та Петӗре курмалла. Лашасем валли сӗлӗ илмелле, — тесе, Санька та Павелпа пӗрлех тухрӗ.
— Кам права панӑ сире уҫма? Мал што трактористсем, кам утвет тытать сеялкӑсемшӗн? Эсир-и? Мана килсе лартса панӑ-тӑк — эп утветлӑ, — илтрӗ Павел кладовщик сассине.
— Кӗме юрамасан, питӗрмелле пулнӑ, — хуравларӗ Элекҫи.
— Каҫченех мухмӑрпа выртмаллаччӗ, вара сарайне мар, кӗлетне те кӗреттӗмӗрччӗ, — йӗкӗлтерӗ Володя.
Трактористсем Хапӑс Петӗрне хупӑрласа илнӗ. Вӑл вӗсем хушшинче тӑрать. Сарӑ воротниклӗ кӗске пальтийӗ урлӑ кирзӑ сумкӑ ҫакнӑ, хура сӑран ҫӗлӗкне чалӑшшӑн лартнӑ. Час касманнипе ҫӳҫӗ ӳссе кайнӑ, ӗнси хыҫӗнче ҫиветленсе явӑнма тытӑннӑ.
— Здравствуйте! — хыттӑн сывлӑх сунчӗ Павел. Кладовщик шартах сикрӗ, пуҫне Павел еннелле ҫавӑрчӗ.
— Здорово, — тавӑрчӗ вал хуллен. Ҫӗлӗкне тӳрлетрӗ, сумкине туртса юсарӗ.
— Мӗншӗн вӑхӑтра килмерӗр? — канӑҫ памарӗ ӑна Павел. Сана, пӗр ҫынна, вуннӑн-вуниккӗн кӗтеҫҫӗ. Ну-ка, пире хӑвартрах шӑналӑксемпе михӗсем пар. Каллех сыпнӑ… Мӗн пӑхса тӑратӑн? Ачасем, кайса илӗр, — хушрӗ Павел, тем каласшӑн пулнӑн кладовщик ҫине пӑхса. — Малтан тулӑран пуҫлатпӑр. Парса яр, парса яр, — хулӗнчен ҫавӑтса алӑк патнелле илсе тухрӗ ӑна каччӑ.
— Эп зарас. Эп… Эп эс кунтине пӗлмен, — мӑкӑртатрӗ вӑл.
— Так, иире нимӗн вырӑнне те хумасть, начальствӑран хӑрать, — ихӗрсе ячӗ Володя.
Кӑктӑрла ҫитнӗ ҫӗре пур сеялкӑсене те акмалли виҫене лартса ҫитерчӗҫ.
— Халь эп те пӗлетӗп, — тусанланнӑ аллисене сарай умӗнчи кӳлленчӗкре ҫурӗ Гришка.
— Ара, мӗн пӗлменни. Халь паллӑ пур. Тыт та картне куҫар, — йӗкӗлтерӗ ӑна Володя.
Ыттисенчен кая тӑрса юлнӑ Павела кладовщик тытса чарчӗ.
— Эс пит васкатӑн-и? — анасларӗ вӑл, сарӑ шӑлӗсене кӑтартса.—Санпа калаҫмалли пур.
— Калаҫакантан ма тарас? — кӑмӑлсӑрланчӗ Павел.
— Апат ҫиме ӑҫта каятӑн?
— Киле ӗнтӗ. Колхозра столовӑй ҫук.
— Хӑвах пӗҫеретӗн апла?
— Кама пӗҫерттерес?
— Шел, авланас пулать сан.
— Хӗр тупса памастӑн пулӗ те?
— Евчӗ-и эп? Сана пӗрре апат пӗҫерессинчен ҫеҫ хӑтарасшӑн. Айта ман пата. Ҫимелли-ӗҫмелли тупатпӑр. Виссарион Маркович манран пӑрӑнмастчӗ. Лайӑх ҫынччӗ. Шел…
Петӗр ҫиелтен пӑхма ҫеҫ ахаль ҫын пек. Пӗчӗк кӗлеткеллӗ. Сӑнӗ-пуҫӗпе те пачах пиччӗшне хывман. Ҫӑра куҫ харши айӗнчен хӑмӑр куҫӗсем чеен те вӑрӑлла, пӗр вырӑнта тӑмасӑр пӑхаҫҫӗ. Вӗсем пӗрре ҫын питне, тепре урине сӑнаҫҫӗ. Вӑл ӗҫнине пӗтӗм ял пӗлет. Ҫапах та ку таранччен кунта ӗҫлет ҫеҫ мар, колхоз правленин членне те суйланӑ ӑна, Трофим Матвеевич та чӑтать. Мӗншӗн?. Пӗлме питех те хӗн. Пухусенче тырӑ тухмасан: «Хухнӑ списать тӑвас!» тесе кӑшкӑракансем сахал мар, теҫҫӗ. Ахӑртнех хӑшне ӗҫкӗпе, хӑшне тырӑ парса ҫавӑрнӑ пуль. Яланах тата кладовщик колхоз суту-илӗвне хутшӑнать. Ун ҫине тӑракансем нумай, пачах хирӗҫ тӑма сӑлтавне тупаймаҫҫӗ пулас. Виссарион Марковича та ӑна хӑйӗнчен хӑварман, Парторг пулнӑ ҫын та ҫыхӑннӑ-ши унпа? Мӗнле тӗплӗрех пӗлес? Хӑй патпе кайсан? Ҫук, вӑл пӗрре ӗҫсе ӳсӗрӗлнипех сана нимӗн те каласа памӗ, ҫынсем вара: «Парторга кӗнӗ-кӗменех Петӗре сутӑннӑ», тейӗҫ.
— Тавтапуҫ, Петр Васильевич! Килех каятӑп. Ӗҫесси пирки эс е пӑрах, е чӑтма май ҫук пулсан, ӗҫ хыҫҫӑн халь те пӑрҫана тепӗр хут змеевик витӗр яман вӗт. Хушни кӗҫех эрне ҫитет, — эрех шӑрши кӗрекен кладовщик ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗ Павел.