Библиотекӑра чухне Марье кашни самантранах Павел кӗрессе кӗтрӗ. Кашни ҫын уттипех вӑл сике-сике тӑчӗ, чӗри кӑртлата-кӑртлата тапрӗ, «Вӑлах, вӑлах», — вылянчӗ пуҫра шухӑш, анчах урӑх ҫын кӗрсессӗнех, унӑн телейпе ялкӑшакан куҫӗсем тӗксӗмленчӗҫ. Никамран пытармасӑрах вӑл ассӑн-ассӑн сывла-сывла илчӗ. Библиотекине те Марье хӑй евӗрлӗ хитрелетрӗ: стенисене ҫӗнӗрен тӗрӗллӗ шпалерпа ҫапса тухрӗ, сӗтел ҫи виттисене ҫӗнӗрен туянчӗ. Час-часах вӑл правлени енне тухакан пӗртен-пӗр чӳречерен Павел курӑнмасть-ши, тесе сӑнарӗ. Тухасса вара пӗрре ҫеҫ Трофим Матвеевичпа тухрӗ Яштака та илемлӗ кӗлеткеллӗ Павел ҫумӗнче унӑн упӑшки ытла та кӑнттамӑн курӑнчӗ. Ҫурӑмӗ те пӗкӗрӗлнӗ.
Ҫук, Павел кӗмерӗ. Марье тӗнчере мӗн пурри ҫинчен мансах вӑл утса кайнине сӑнарӗ. Илемлӗ каччӑн утти, кашни хусканӑвӗ вырӑнлӑ та кӗрнеклӗ.
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн унӑн Павел патне ҫыру ҫырасси те килчӗ. Час-часах вӑл выльӑхӗсене е апат пама, е шӑварма мана-мана кайрӗ. Нина кумӗ патне чупса каҫрӗ. Хапӑс Петӗрне те аса илмерӗ, — вӑл илсе пынӑ укҫан ҫуррине Нинӑна пачӗ. Иккӗшӗ пӗрле ыталашса макӑрчӗҫ. Светланӑна ӗлӗкхи пек ачашлама пӑраха пуҫларӗ. Амаланнӑ пысӑк юрату вак-тӗвекленмест иккен.
Каҫсерен ҫывӑрса каяймасӑр аптӑрарӗ, вырӑнӗ ҫинче ҫаврӑнкаласа выртрӗ. Пӗр шухӑш канӑҫ памарӗ ӑна: «Павел юратмасть, юратсан тӗл пулма тӑрӑшмалла».
Упӑшкине варатас мар тесе хуллен тӑра-тӑра ларчӗ чӳрече умне пычӗ, анчах уҫма хӑймарӗ. Ҫара йывӑҫ турачӗсем витӗр ҫӑлтӑрсем курӑнаҫҫӗ, ҫывӑхри ҫырмара шыв шарлани илтӗнет. Каҫ тӗксӗмӗ тӗллӗн-тӗллен пӗрре хуралса, тепре ҫуталнӑ пек пулса каять. Тепре чухне пӳрт умӗнчи ҫулпах ҫын иртет: «Павел», — вӗҫсе иртет пуҫра шухӑш. Ҫук, вӑл мар, ӑна тӳрех палламалла. Ҫав самантрах чӗре вӗчӗрхенӳпе тулса ыратса каять. Вӑл пӗчченех… Тен, ҫак сехетре унпа юнашар кам та пулсан ларать? Ӑна Марье, хитре Марье юратнӑ пулсан, уншӑн ӑнланмалла мар е пӗрре ҫӗклентерекен, е пӗрре вӗчӗрхентерекен юрату вучӗпе ҫунать пулсан, ыттисем пӑхсах тӑрӗҫ-и? Ун патне такам пынӑнах, такам кӗнӗнех туйӑнать. Вӑл пӗччен мар. Тухса кайсан? Ҫук, Трофим Матвеевичӑн ыйхи ҫӑмӑл. Вӑл алӑк уҫнине ҫеҫ мар, урай тӑрӑх утнине те сисет. Юратать пулсан ҫакӑнта та килмелле. Вӑл вӗҫсех тухнӑ пулӗччӗ. Нумай кирлӗ-и телейлӗ пулма. Пӗрре кӑна, пӗрре кӑна тута пӗҫерсе кайиччен чуп тӑвасчӗ…
Катаран юрӑ вӗҫсе килет. Унӑн сӑмахӗсем те илтӗнмеҫҫӗ, ҫапах вӑл юна пӑлхатать, чӗнет. Тен, ӑна вӑйӑ картине тухнӑ Павел юрлать?
Каллех кайса выртать. Ыйхӑ ҫук, ыйхӑ читлӗхри кайӑк мар, вӗҫет, вӗҫет: Сисмесӗрех минтер питне куҫҫуль йӗпетет. Пӗр йӗрсӗр иртнӗ ҫамрӑклӑхӑн, иртнӗ телейсӗрлӗхӗн тата ҫуралнӑ юратӑвӑн куҫҫулӗ вӑл.
Юх, куҫҫуль, юх. Эх, эсӗ этемӗн мӗн пур йӑнӑшӗсене юхтарса тухас пулсан, куҫран ҫухатсан, ҫемҫе кӑмӑллисем мӗнле телейлӗ пулмалла!
Ир енне, кӑвак ҫути килсен ҫеҫ лӑш пулать вӑл, анчах ыйхи сисӗмлӗ, ыйхи тӗлӗклӗ, ыйхи лӑпкӑ мар. Хускалнӑ чун канӑҫ памасть. Сике-сике вӑранса каять.
Шухӑшсем… Каллех Павел. Чӗре ӑшӑ-ӑшӑ, тӳлек ҫу килессе кӗтет. Ун чухне савнипе таҫта та тӗл пулма пулать: уйра та, вӑрманта та. Малтанах ӑҫта тӗл пуласса палӑртса хурать. Ун шучӗпе Ҫавал хӗрринчи ҫӗмӗртлӗх — чи лайӑх вырӑн. Чечеке ларнӑ вӑхӑтра мӗнле илем унта! Ырӑ шӑршӑ катана-катана, темиҫе ҫухрӑма саланать. Варкӑш ҫилпе ҫӗмӗрт ҫеҫкисем пӗр-пӗр пысӑк та чаплӑ уява кайма тӑхӑннӑ шап-шурӑ перчеткеллӗ хӗр аллисем евӗр сӑпайлӑн хускалаҫҫӗ. Сан ҫине чечек ҫеҫкисем шурӑ лӗпӗшсем пек вӗҫе-вӗҫе ӳкеҫҫӗ. Савни ытамӗнче е пуҫа унӑн чӗрҫи ҫине хурса ҫӳлелле пӑхса выртасси темрен те паха пулӗ! Курман унашкаллине Марье, ҫавӑнпа ӗмӗтленет пулас тӗл пулу ҫинчен, ҫавӑнпа шутлать. Хитре ӗмӗтсемпе тулнӑ этем хитрешӗн ҫунать.
Павел чӗресӗр. Павел чӗнмест. Чӗнсен кайма та пулать, упӑшкинчен, ҫынсенчен вӑрттӑн. Района кайсан та каҫа юлма пулать, вара каччӑ патне кӗнине кам куртӑр?
Трофим Матвеевич вӑранать. Ах, мӗнле пытарас пулать унран шухӑшсене? Мӗнле упрас пулать вӑрттӑнлӑ-ха? Чӗрере пӗри пулсан, теприн валли вырӑн ҫук.
Васкать Марье. Выльӑхӗсем патне тухать, апат пӗҫерсе лартса парать те, тӑмасть килте, пускилсем патне те пулин каҫать. Унпа ҫеҫ ларса апат ҫиес марччӗ, унӑн куҫӗсене ҫеҫ курас марччӗ.
Упӑшкин ӑна ӑнланма вахӑт та, чӗре те ҫук. Вӑл ирех ӗҫе тухса каять. Манать пурин ҫинчен те. Унӑн каллех колхоз, каллех ӗҫ. Марьен те килте пӗр самант та ларас килмест. Ирех утать вӑл библиотекӑна. Кашни кунах, кашни каҫах ҫапла.
Ӗмӗтӗн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук. Тӗл пулчӗ вӑл Павела. Кӑнтӑрлахи апата кайнӑ чух. Колхоз правленийӗ патӗнчи тӑкӑрлӑкран тухрӗ, вара анкарти хыҫӗсемпе тимӗрҫӗ лаҫҫи патне утрӗ. Кунта урамри пек мар, типӗ. Карта хыҫӗнчен пӑрӑнчӗ ҫеҫ — умра Павел та. Иккӗшӗ те тӑпах чаранчӗҫ, иккӗшӗ те хӗрелчӗҫ, иккӗшӗ те пӗр харӑсах, ним калама аптӑраса: «Сывӑ-и?» — терӗҫ.
Каччӑ ал пачӗ. Алли вӗри, ывӑҫ тупанӗсем кӑшӑрка, унран кӑштах мазут шӑрши ҫапать.
— Ма библиотекӑна кӗместӗн? — ыйтрӗ Марье. — Ман сана курас килет.
Павел пӗр хушӑ шарламарӗ. Унӑн хура куҫӗсем ӑна ҫупӑрларӗҫ, Марье каччӑн куҫ шӑрҫийӗ ҫинче самантлӑха, тӗкӗр ҫинчи пек, хӑй сӑнне курчӗ.