Читаем Çавал сарăлсан полностью

Павел килӗ кайри урамра, уй хӗрринче. Анкартийӗ Ҫавалӑн сылтӑм ҫыранӗ хӗрнех тухать. Ҫара кайиччен кунта электростанци валли пӗве пӗвеленӗччӗ. Ун чухне сарӑлса кайнӑ Ҫавал анкарти юписене те илнӗччӗ. Вӑйлӑ ҫумӑр килчӗ те татса кайрӗ. Унтанпа ӑна никам та пӗвелемен. ГЭС ҫурчӗ ҫеҫ тӑлӑххӑн ларать.

Пӳрт умӗнчи йӑмрасен турачӗсем сарӑлса кайса мӑрье патнех кармашнӑ. Умра тӑван тавралӑх.

Ял Ҫавал еннелле касса анакан виҫӗ-тӑвата ҫырма тӑрӑхне вырнаҫнӑ. Ҫырмасем вӑрмана тата ҫичӗ-сакӑр юп пулса кӗреҫҫӗ. Ҫуркунне вӗсем шавлӑ. Ӗлӗк шыв арманӗ те пулнӑ, ҫулла типсех лараҫҫӗ. Чӑх ури те пытанмасть унта. Авӑрсемпе лупашкасенче те шыв чакать, вара ача-пӑчасем йӑрӑ та чее йӑпӑлтӑк пулӑсене алапа ҫеҫ мар, алпа та тытаҫҫӗ.

Урамӗсем ҫырмасене пула кукӑр-макӑр. Пӗр урам теприн вӗҫне пырса тӑрӑнать. Кил урлах ҫӗнӗ пӳрт. Ултӑ ҫул хушшинче пӗтӗм ял ҫӗнелсе улшӑннӑ. Ҫӗннисене кашнинех шифер е шуҫ, е чус витнӗ. Кашни пӳртӗн пекех террасӑ, умӗнче те, хыҫӗнче те пахчасем. Шӑпӑр евӗр ҫаралса юлнӑ чиесемпе ярпайса кайна улмуҫҫисем халь кӗҫ-вӗҫ ешӗлленсе вӑй илме пуҫлассӑн туйӑнать.

Вӑхӑт — тӗлӗк. Васкавлӑ иртет вӑл, васкавлӑ. Павел ҫара кайиччен кӑна, ав, кӳршӗ хӗрачи Анна, кӗтессисем ҫӗтӗлсе кайнӑ, хӗрлӗ кӑшман тӗслӗ портфель йӑтса шкула чупатчӗ, халь вӑтам шкултан та вӗренсе тухнӑ, хӳхӗм хӗр пулнӑ. Каччи кам-ши? Пурах ӗнтӗ. Унашкал хӗре кам куҫӗ асӑрхамӗ? Хитрене хӗрӗх ҫын куҫ хывнӑ, теҫҫӗ.

Пӑхать Павел ял ҫине, ытараймасӑр пӑхать. Пуҫра шухӑшсем.

Ял… Ҫын кунта ҫуралса ӳснӗ пулсан, унӑн тӗлӗкри пек ачалӑхӗ симӗс курӑклӑ ҫеремпе нӳрӗк варлӑ ҫырмасенче, вӗтӗ шӗшкӗлӗхсемпе хӗрлӗ ҫупкӑмлӑ пилеш ӳсекен вӑрмансенче; яшлӑхӗ айлӑмлӑ-тӑвайккиллӗ хирсенче, шавлӑ улахсемпе акатуйӗнчи пек вӑйӑ картисенче иртнӗ пулсан — вӑл яла манаймасть. Ӑна аса илсенех сӑмсана хурӑн е ҫӗр ҫырли шӑрши кӑтӑклать. Куҫа хупсассӑн та шурӑ шупӑр тӑхӑнакан садсем, ырӑ шӑршӑ кӑларса симӗсленекен вӑрмансем ума тухаҫҫӗ. Камӑн хӑлхине килентермӗ-ши пар лаша шӑнкӑравӗ пек шӑнкӑрти шыв? Кама илӗртмӗ вут чулӗсем айӗнчен тапса тӑракан иксӗлми ҫӑл куҫӗ? Камӑн ӑна ывӑҫласа ӗҫес килмӗ шӑрӑх кунсенче?

Улӑхра канашлӑва пухӑннӑ капансен шӑччисем пуҫ ҫийӗпе иртсе пыракан пӗлӗтсене тупӑ пек тӗллеҫҫӗ. Каллех вӗсем патне пӗр вун пилӗк ҫул каяллахи пек ачасен ушкӑнӗпе кайса пытанмалла выляс килет.

Каҫхине ҫул ҫинче илӗртекен ҫутӑсем хулари евӗр каптӑмӑн та хутлӑ-ҫийлӗ мар, сайран, ҫуталакан хуртсене такам сапаласа пӑрахнӑн, ӗнтрӗкпе выляса ҫиҫеҫҫӗ. Мӗн тери ырӑ, мӗн тери илӗртӳллӗ пӗр ҫӗрте ҫухалакан, тепӗр ҫӗрте ҫӗнӗрен чӗрӗлекен ҫутӑсене пӑхса тӑма! Вӗсенче илӗртекен канӑҫлӑх, иртсе кайнӑ ачалӑх, вӗсенче малалла чӗнекен пурнӑҫ, вӗсенче тутлӑ ӗмӗтсем, пурнӑҫланман шухӑшсем.

Ял… Пӳртсемпе сарайсем, анкарти-карта таврашӗ. Пӗр-пӗр ишӗлсе аннӑ карта сыпакне курсанах пӳрт-ҫурт малалла туртнине чӑтаймасӑр тевӗш пек татӑлнӑн туйӑнать. Ӑҫта туртать, ӑҫта сӗтӗрет пӳрт картапа кӑкарнӑ ҫӗре? Ӑҫта илсе каясшӑн? Е ӗмӗрхи йӑлана кӑкарнӑ вӗрен ҫав тери ҫирӗп-и?

Ҫулсем иртӗҫ. Кун-ҫул малалла татах та хӑвӑртрах васкӗ, анкартисем те пӳртсенчен татӑла-татӑла юлӗҫ. Турта аврашки якалса, ҫийӗнсе пӗтнӗ пулсан, нумая пымасть, анчах халлӗхе вӑл чӑткалать-ха. Чӑтать ҫеҫ те мар, туртать. Тепри унта колхоз ӗҫне тухмасӑр чакаланать. Ара, ҫири кӗпе кама ҫывӑх мар? Хура куракла — хура пулсан та хамӑнах.

Кӗреҫепе тикӗссӗн каснӑ юр катрамӗсем йӗпеннӗ чус ҫийӗпе чарӑнкаласа, капланкаласа шуса анчӗҫ. Юр хырнӑ май ӑшӑ пулчӗ. Павел ҫӳхе пиншак тӳмине те вӗҫертсе ячӗ. Уй енчи пӳрт тӑррине хырса пӗтерсе кил енчине куҫрӗ. Кунта, ҫурҫӗр енӗ пулнӑран пулас, чуссем те мӑкпа витенме пуҫланӑ, хӑшӗсем пӑта кӑпӑлӗнчен тухса кайнӑ. Мӗн калӑн, чус ӗмерӗ ҫирӗм ҫултан ытла мар ҫав: вӑрҫӑ тухнӑ ҫул витнӗччӗ, халь улӑштармӑлла та пулнӑ. Юрать-ха, мӑрье тӑрӑх ҫеҫ шыв кайнӑ.

— Салам, ҫӗнӗ ҫӗр каччи! Килнӗ ятпа салам! «Уй хӗрринчи Митрахван пӳрт тӑрринчен юр тӑкать, пӗчӗк ача сар Йӑван, шӑхлич калать савӑнать.»

Павел сас илтӗннӗ еннелле пӑхрӗ.

Уҫа хапха алӑкӗ патӗнче Санька тӑрать. Фуфайкӑпа, галифепе. Хром аттине сӑн курӑнмалла ҫутатнӑ. Хура каракуль ҫӗлӗкӗ айӗнчен пӗр кӑтра пайӑрка сылтӑм еннелле тухса кайнӑ. Е хӑй юри кӑларнӑ-ши?

— Салам! Эс иккӗмӗш класра вӗреннӗ сӑвва халь те манман-ҫке. Ха, палламалли те ҫук тата, кӗреш пек сарӑлса кайнӑ.

— Санах ҫитеймерӗм. Ӑрат мар-и… Атте аптрамасть те, анне пӗчӗк. Ӑна хыврӑм пуль. Вунӑ пусла ҫӗр штук килекен килька пулӑ пек, — кулчӗ Санька ҫӑвар туллин.

Павел хырса антарнӑ юр купи ӑшне сикрӗ. Кӗҫех ыталашса илчӗҫ.

— Ултӑ ҫул курманни, — терӗ Санька. — Эп сана яла урӑх таврӑнмасть пуль теттӗм. Мӗн калӑн, чапа тухнӑ ҫын…

— Ҫитӗ чӗлхӳне якатса. Хӑв ӗҫсӗр ларнӑ пек чухӑна перен…

— Ӗҫсӗр мӗнӗ… Эс орденла, пирӗн ҫук.

— Юрӑри пек, ҫукран пур пулать.

— Апла та пулӗ, — кулса ячӗ Санька. — Пӑрах кӗреҫӳне. Айта, тӗл пулнӑ ятпа ман пата кайӑпӑр.

— Малтан ӗҫне вӗҫле, кайран юрать ӗҫме.

Пӗри хӑйӑхлӑ, тепри мӑйӑхлӑ ан пултӑр. Мӗн кутӑнлашан? Кайрӑмӑр. Килте ман нихҫан та туй сӑри татӑлмасть, — шухӑшсӑррӑн ахӑлтатрӗ Санька. Павел пусма хӗрне капланнӑ юра тӗксе антарчӗ.

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза