— Микка кам хушнипе аппаланать вара вӑл? Мӗнле ҫурт пирки пакӑлтатса ҫӳрет? Паян, ав, ҫынсене ӗҫе хӑваласа тухнӑ. Эсӗ хушнипе-и вара?
— Кермен лартаҫҫӗ вӗсем. Улӑп валли парне хатӗрлес тетӗп-ҫке.
— Ӑнланма май ҫук сана, упӑшкупа ывӑлу вӑрҫӑра асап кураҫҫӗ, виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ хӗрӳ ҫапӑҫу пырать, эсӗ вара хӑвна питӗ ҫӑмӑлттайла тытатӑн. Сан пуҫунта хитре кӗпе те чаплӑ кермен…
Минеслу кӗтмен ҫӗртен килсе кӗрсе ҫапла калаҫни Элпие, паллах, килӗшмерӗ. Ҫитменнине тата ыттисен умӗнче хирӗлет. Ҫӗвӗҫсем, ав, Элпи патшана курсанах пуҫне чиксе кӗтсе илеҫҫӗ. Ку вара кӗнӗ-кӗменех тӗпчесе ыйтма тытӑнчӗ. Калаҫӑва кунтах малалла тӑссассӑн тем те сиксе тухӗ.
— Минеслу турхан, — хӑйне аран алла илсе сӗнчӗ Элпи. — Атя-ха хам пата каяр, унта калаҫар.
Картишне тухнӑччӗ кӑна, хӗрарӑмсене хирӗҫ туя тытнӑ Улӑп ҫумӗ хирӗҫ пулчӗ, хытӑ уксахлать. Сулахай аллине шурӑ пирпе ҫыхса мӑйӗнчен ҫакса янӑ.
— Сывлӑх сунатӑп сире, Элпи, хыпарсем чаплах мар, — терӗ арҫын сурансем ыратнипе ҫӳҫенсе илсе.
— Юман аманман пуль те? — хӑраса ӳкрӗ хӗрарӑм.
— Вӗсем иккӗшӗ те сывах-ха, паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ. Эпӗ ав… Хӑвӑрах куратӑр, текех вӗсене пулӑшаймӑп ӗнтӗ. Аманнисем чылайӑн, ҫавсене илсе килтӗм.
— Вӗсем ӑҫта тата? — хыпӑнса ӳкрӗ Минеслу.
— Килӗсене яма тиврӗ. Мӗн туса пурӑнатӑр вара эсир кунта? Мӗншӗн халӗ те сыватмалли ҫурт хатӗрлемен?
— Ӗлкӗреймерӗмӗр. Курӑксем хатӗрленӗ-ха. Ҫителӗклех. Вилнисем те пур-и вара?
— Вӑрҫӑ унсӑр пулмасть ӗнтӗ.
— Атьӑр-ха, кӗрер, ларсах калаҫар, — сӗнчӗ Элпи сусӑрланнӑ арҫын ура ҫинче аран тӑнине асӑрхаса.
Улӑп арӑмӗ кӗнӗ-кӗменех чаплӑ пукан патне васкарӗ, вара тин кусене ларма сӗнчӗ. Калаҫӑва малалла Улӑп юлташӗ тӑсрӗ, вӑрҫӑри лару-тӑру ҫинчен тӗплӗнрех пӗлтерчӗ. Хӗҫсем, ухӑ йӗпписем ҫитмеҫҫӗ иккен. Ҫарӑҫсем те сахалланса пыраҫҫӗ.
— Чим-ха, мӗншӗн тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӑлатук сасси илтӗнмест вара? Халӑх ӑҫта?
— Кермен лартнӑ ҫӗрте вӗсем, — персе ячӗ тарӑхнипе чӑтаймасӑр Минеслу.
— Мӗнле кермен?
— Улӑп валли, — пӗлтерчӗ Элпи.
— Ӑна халӗ кермен мар, хӗҫӗ кирлӗ. Улӑп сана ҫапла хушса ячӗ: мӗнпур укҫана, пуянлӑха тимӗр илнӗ ҫӗре ятӑр терӗ. Тӳрех калатӑп, вӑхӑтра пулӑшмасан пӗтетпӗр. Е эпир, е вӗсем…
— Укҫине ӑҫтан тупӑпӑр-ха?
— Кунта ларнипе нимӗн те малалла каймасть. Санӑн халех халӑх умне тухмалла, — сӗнчӗ Минеслу.
— Мӗн калӑп-ха эпӗ ӑна?
— Тӗрӗссине каламалла. Эсӗ пуҫласа кӑна пар, ыттине веҫех хам каласа парӑп, — терӗ аманнӑ ҫарӑҫӑ. — Ялсем тӑрӑх каяр, ҫынсенчен пулӑшу ыйтар.
«Енчен те Эсрел ҫӗнтерсе килсессӗн мӗн кӗтет-ха мана? Е Юмана тыткӑна илсессӗн?… Ирӗклӗх пулӗ-ши?… Ҫук, Эсреле тӗп тумаллах ӑна. Вара ӗмӗтленни те пурнӑҫа кӗрӗ», — турӗ пӗтӗмлетӳ чее хӗрарӑм Элпи. Пукан ҫинчен тӑчӗ те чаршав хыҫне кӗрсе кайрӗ, унтан енчӗкпе тухрӗ.
— Акӑ, мӗн пуррине пӗтӗмпех паратӑп. Ыттине хӑвӑр пӗлӗр. Ман енчен чару ҫук, — терӗ Элпи. Кун пек ҫӑмӑлрах та, хӑвӑн чупса ҫӳресси ҫук. Хӑйсемех тем тума та хатӗр. Енчен те ӗҫсем ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен чапӗ пурпӗрех Элпие тивет.
Ҫак самантра кусем патне иккӗн, амӑшӗпе хӗрӗ, кӗрсе тӑчӗҫ. Пӗрин аллинче хушпу, теприн — тухья.
— Элпи патшамӑр, йышӑнсам пирӗнтен ҫак япаласене, — терӗ амӑшӗ. — Аманса килнӗ упӑшкам веҫех каласа пачӗ. Май килсессӗн ҫак кӗмӗлпе хурҫӑ туянса хӗҫ тутар.
— Ку тухьяна кукамай парса хӑварнӑччӗ. Ҫӗнтерӳшӗн пултӑр, — терӗ хӗрӗ.
— Хӗрӗме ухӑран пеме вӗрентрӗм. Кирлӗ пулсан ӑна та ҫара илӗр.
— Юманпа пӗрле ҫапӑҫма хирӗҫ мар эпӗ.
— Чылайӑшӗ, ав, юлашки тимӗр япаласене йӑтса тимӗрҫ лаҫҫине утрӗ, — пӗлтерчӗ амӑшӗ.
— Юрӗ. Ҫынсене пухӑр. Калаҫар эппин, — тинех татӑклӑн каларӗ сӑмахне пур енчен те хӗссе ҫитернӗ Элпи.
Лешсем тухса кайсанах Чӗкеҫ кӗчӗ, юлашки хыпарсене пӗлтерчӗ. Аманнисем килнине пӗлсенех кермен лартма тытӑннисем пӑрахса тарнӑ иккен, усал Микка та тытса чарайман вӗсене. Майӗ те ҫук, кашнин тӑванӗ вӑрҫӑра чухне унти хыпара кӗтмен ҫын ҫук.
— Кала-ха, халӑх умне мӗнле тумпа тухас-ши? Тен, ҫӗнӗ кӗпепе?
— Темле ҫав. Ӗҫсем мӗнлерех пынине шута илсессӗн ытла чаплӑ тума килӗштерӗҫ-ши?
— Юрӗ эппин, ӑна тӑхӑнмалли самант ҫитӗ-ха. Мӗн калӑп-ха ҫынсене?
— Чеерех пул, вӑрҫӑ пӗтсессӗн савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ пуҫланать те, хӑв майлӑ ҫавӑрма тӑрӑш. Сӑмах пама ан ӳркен. Халӑх ӗненет вӑл. Асту, хаярлӑхна пӗр пӗрчӗ те ан кӑтарт. Санӑн патшана лармалла. Паян сана унччен шарламаннине калатӑп.
— Мӗн пирки тата?
— Эсӗ, мӗн, Улӑпа пурте килӗштереҫҫӗ тетӗн-им? Ҫук ҫав, уйрӑмах сыпма юратаканнисем кӑмӑлсӑр. Ытлашши нумай ӗҫлеттерет текенсем те пур.
— Юрӗ, эсӗ кайса пӑх-ха. Эпӗ халех тухӑп, — терӗ Чӗкеҫе Элпи.
Хӗрарӑм патша йӗсрен якатса тунӑ тӗкӗр тытрӗ те ҫи-пуҫне тӳрлеткелерӗ, майланчӗ-юсанчӗ. Ҫав самантра ун умне сасартӑк Ишетер сӑнӗ тухса тӑчӗ. Хӑй чӗлхипе темӗскер каласшӑн, анчах хӑраса ӳкнӗ Элпи тӗкӗре ывӑтса ячӗ.
— Эй, турӑ! Тӗлӗк-и ку? Каҫар мана, турӑ, каҫар!
— Ха-ха-ха… Ҫук ӗнтӗ, турӑ текех сан майлӑ мар, — илтӗнчӗ арҫын сасси.
Элпи хӑранипе урама чупса тухрӗ. Унта ҫынсем пуррине курсан чарӑнса тӑчӗ, хӑйне алла илме тӑрӑшрӗ. Инҫетри тимӗрҫ лаҫҫинче хӗҫ туптани илтӗнсе кайрӗ…