Махмудпа Остап иккӗшӗ те пысӑк ӑру пуҫлӑхӗсен ачисем. Апла вӗсене кӑштах сумлӑрах ӗҫ хушмалла, калӑпӑр, Эсрел керменне сыхлама шанмалла. Ахмата вара апат пӗҫернӗ ҫӗре илмелле. Шухӑшланӑ — хуҫа килте ҫук чухне пурнӑҫа та кӗртнӗ. Ҫумра шанчӑклӑ ҫынсем пурри ытлашши мар. Меллӗрех май тупса Ольга Ахматран Улӑп пирки ыйтса пӗлчӗ. Эсреле хӑратма пултаракан вӑй та пур иккен. Ҫакна хуҫа хӑй те чухлать-и, тен. Ахальтен мар ҫарне паян-ыран вӑрҫа кӗрес пек тытать. Сӑннисем те тимӗр вӗҫлӗ, хӗҫсем ҫирӗп хурҫӑран. Ҫыннисем пӗри тепринчен тӗреклӗ: ачаран ҫар ӗҫне вӗрентсе ӳстернӗскерсемпе пӗрле ытти ҫӗртен суйласа илсе килнӗ каччӑсем. Алӑ вӑйӗпе кӑна ҫапӑҫас-тӑк Эсрел ҫарне ҫӗнекен ниҫта тупӑнас ҫук. Ҫапах ал-ура вӑйӗнчен ирттерекен япала та пур иккен, вӑл — ӑс-тӑн хӑвачӗ. Мӗн кӑна тумаҫҫӗ ҫынсем пӗри теприн шухӑшне пӗлес тесе: вӑлтса ыйтакан та, вӑрттӑн итлесе тӑракан та пур. Урӑхла мелпе усӑ куракан та тупӑнать.
Акӑ Архан урампа пыракан Ахмата тӗл пулчӗ те калаҫмалли пур тесе айккинерех кайса тӑма чӗнчӗ. Тен, тӑван енрен килнӗ хыпарсене пӗлтерӗ тесе Ахмат кӑмӑлпах пӗрле утрӗ. Пӗр ҫурт хыҫне ҫитсен Архан ӑна хирӗҫ ҫаврӑнса тӑчӗ те:
— Кала тӗрӗссине, Эсрел арӑмӗ санпа мӗн пирки калаҫрӗ? — тесе тӗпчеме пуҫларӗ.
Пач кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ ыйту Ахматшӑн пуҫран ҫапнӑ пекех туйӑнса кайрӗ. Ольгӑпа калаҫнӑ чухне никам та ҫукчӗ вӗт-ха. «Кам хушнипе пӗлесшӗн-ши вара ку?» — тӳрех ҫуралчӗ хирӗҫле ыйту.
— Эпир мӗн калаҫни сана мӗн тума кирлӗ? Кала, ҫакна кам хушнипе ыйтатӑн? Кам майлӑ эс? — тесе хирӗҫ лаплаттарчӗ.
— Сан пӗлмесен те юрать. Кала тӗрӗссине!
— Тутлӑ апат пӗҫерме мӗнлерех ҫимӗҫсем кирлине кӑна пӗлтертӗм ӑна.
— Ҫук, суятӑн. Апла мӗншӗн вӑрттӑн ҫӗрте калаҫрӑр?
«Улӑп майлӑ пулсан мӗншӗн уҫӑмлӑн пӗлтерместши? Эсрел хушнипе мар-ши? Ҫук, кун умӗнче чӗлхене ирӗке ямалла мар» — шухӑшларӗ Ахмат.
— Мӗншӗн ыттисен умӗнче сӳтсе явмалла вара ҫак ыйтӑва? Эсрел килӗ валли апат пӗҫересси вӑл ҫав тери пысӑк яваплӑх пулнине чухламастӑн-им? Ахальтен мар ӗнтӗ малтан ман хамӑн ҫисе кӑтартмалла. Вара тин ыттисем ҫиеҫҫӗ.
Архан сасартӑк ҫӗҫӗ туртса кӑларчӗ те шӗвӗр вӗҫӗпе Ахмат пырне тӗллерӗ.
— Кала тӗрӗссине! Е ҫакӑнтах сӗрсе пӑрахатӑп, — терӗ куҫне чарса.
— Ну, юрӗ, юрӗ, каласа парӑп эппин, йӗркипех, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ Ахмат урса кайнӑ Архана. Чиксе те пӑрахӗ. Анчах Ольгӑпа калаҫни вырӑнне мӗн каласа ӗнентермелле-ха ӑна, мӗнле сӑмах тупмалла? Чӑн сӑмаха Ахмат никама та калас ҫук.
— Эсрел ҫинчен калаҫрӑмӑр, — персе ячӗ Ахмат.
— Мӗн пирки вара?
— Хӗрарӑма ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн ӑна? Эсрел ҫапӑҫура вилсен кунти пуҫлӑха хӑш ывӑлӗ ларӗ-ши тет.
— Ав мӗн пирки иккен. Вӑрҫи пуҫланман та, вӗҫӗ вара халех канӑҫ памасть. Чим-ха, хӑйӗн пуҫлӑх пулас килмест-и-ха унӑн? Шан ӑна, чее хӗрарӑма.
— Тӳрех калатӑп: ку вӑл ман ӗҫ мар. Ольган-ханума та ҫаплах каларӑм. Маншӑн пурпӗрех, хӑш ывӑлӗ ларассине хӑйсемех татса парӗҫ.
— Пӗри те пулмасть, — пытараймарӗ хӑй шухӑшне Архан. — Вӗсем иккӗн те Эсрелӗн пӗр кача пӳрнине тӑмаҫҫӗ. Ҫитменнине тата тӗрлӗ хӗрарӑмран. Патша пуканне хӑшӗ йышӑнмалли уҫӑмлах та мар.
— Ҫулпа аслӑраххи пуль ӗнтӗ.
— Леш пӗрмаях хӗрарӑмсемпе алхасса выртаканни-и? Ӑна пӗр шит те шанма ҫук. Тилхепене Озал аллине памалла та…
Халь тин Архан камшӑн ҫине тӑни палӑрчӗ. Озалӑн вӑрттӑн ӗҫлекен тусӗ иккен вӑл, урамра, пасарта, кермен ҫывӑхӗнче ҫынсем мӗн калаҫнине хӑлха тӑратса итлесе ҫӳрекенни, кам кампа тӗл пулнине хуҫине пӗлтерекенни. Халӗ вара вӑл Ахматпа Ольга мӗн калаҫнине ҫӗҫӗпе хӑратсах ыйтса пӗлчӗ.
Хуть те мӗнле япала та пӗр енлӗ ҫеҫ пулмасть. Ҫак тӗлпулу пирки те ҫавнах каламалла. Ахматшӑн та усӑсӑр мар вӑл. Халӗ паллӑ ӗнтӗ: Эсрел пуканне йышӑнас текенни хӑй ҫумӗнчех ҫӳрет иккен. Тен, паллах, Архан калани вӑл ун шухӑшӗ кӑна, ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн вӗсене. Ҫапах та Архантан илтнине Ольгӑна пӗлтермеллех.
Ку хутӗнче вара Ольга хӑйне тата хӑюллӑрах тытрӗ, ирӗке тухас тесен пурин те пӗр шухӑшлӑ Улӑпа пулӑшма тӑрӑшмаллине пӗлтерчӗ. Эсрел пусмӑрне тӳсекен халӑхсен шанӑҫӗ пӗртен-пӗр Улӑпра ун шучӗпе. Анчах ӑна пулӑшма мӗнле май тупмалла-ши?
ХVI
Улӑп ҫар пухнине пӗлсенех Эсрел чикӗ хӗррине ухӑран ӑста перекен юланутҫӑсене ячӗ. Вӗсен кӗтмен ҫӗртен сике-сике тухса кунталла килекен Улӑп ҫарне тапӑнса пӑхмалла, лешӗ мӗнлерех шайрине тӗрӗслемелле ҫапла майпа. Тен, сиен кӳрсе хавшатма та май килӗ? Ун пек чухне кӑшт ҫыртса пӑхни те теме тӑрать. Юланутҫӑсем ҫапла турӗҫ те. Васкамасӑр куҫса пыракан тӗп вӑйсене асӑрхасан сиксе тухрӗҫ те темиҫе хутчен ухӑ йӗпписем вӑркӑнтарчӗҫ. Лешсем хирӗҫ пеме пуҫличчен тарса ӗлкӗрес тесе каялла ҫаврӑннӑччӗ кӑна, Улӑп юланутҫисем сиксе тухрӗҫ те ҫавӑрса илчӗҫ, пӗр ҫын юлми шӗкӗлчерӗҫ. Ӗҫ ҫапла сиксе тухасса Улӑп малтанах чухланӑ ҫав, ҫара сыхлакан ушкӑнсем тунӑ та вӗсене маларах янӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Улӑп ҫулӗ ҫинче текех нимӗнле чӑрмав та сиксе тухмарӗ. Ыттисем тапӑнма хӑраса тӑчӗҫ. Вӗсен текех Улӑп вӑйлӑ ҫарпа килнине Эсреле пӗлтермелли кӑна юлчӗ апӑршасен.