— Эй, пурӑнсан куратӑн… Кӗҫӗн ҫынна та усал хуньамӑшӗ виҫӗ кун тӳсет. Кайран ҫӳп шӑтӑкӗнчен ирттермест.
— Манӑн алӑк патӗнче тӑрас хавасӑм ҫук-ха. Ахаль лариччен айта, хӗрсене пулӑшар.
Павел, лаҫҫа кӗрсен, витресем илчӗ, пӗверен ӑсса хӑпарса, кормозапарникри вӗри шывпа хутӑштарса лӗплентерчӗ. Витресем йӑтса витенелле утрӗ. Федор Васильевич, манӑн вӑхӑт ҫук тесе, общежитине кӗчӗ.
Юсама тытӑннӑ клеткӑсене те, сарма пуҫӑннӑ урайне те сарса пӗтереймен. Василий Иванович. килсе кайсанах Трофим Матвеевич юсассине чарса лартнӑ. Имӗш виҫӗ пус тӑман сыснасемшӗн аллӑ тенкӗлӗх хӑмасем сая каяҫҫӗ.
Хӗрсем пӳлӗм каштисене, чӳрече ҫытарӗсене, пӳлӗм пӗренисене сӗреҫҫӗ. Илемленет вите, тасалса, ҫутӑ сӑн кӗрет.
— Акӑ сире шыв, — лартрӗ витрисене Павел, Татах кайса ӑсса килчӗ.
— Ҫакӑн пек заведующи пулсан, — терӗ пӗчӗк Лисук. — Кил, Павел, пирӗн пата.
— Пӗчӗкреххине шыра, — кулчӗ вӑрӑм та ҫинҫе пӳллӗ Елуҫ.
— Хам пӗчӗкки те ҫитӗ, — тавӑрчӗ Лисук. Хӑй паксӑрлӑхӗнчен вӑтанса хӗрелчӗ, анчах ыттисене систерес мар тесе, ахӑлтатсах кулса ячӗ.
— Ун чаплӑраххисем пур терӗҫ-ха, — тавӑрчӗ Елуҫ. Халь Павел хӑй хӗрелнине туйрӗ. Неушлӗ ун патне Марье пынине пӗлеҫҫӗ? Е ахаль кӑна тӗртсе илеҫҫӗ-ши?
— Чӗлхӳсем пек хивре кастарса ӗҫлӗр. Ҫунӑ хыҫҫӑн акшарпа шуратӑр. Ыран обком секретарӗ килӗт, — чеен кулса суйрӗ Павел.
— Калатпӑр кам та пулсан килет пуль, тесе. Федор Васильевич та кӑшкӑркалать, — килӗшрӗ Лисук.
Ырӑ мар турӗ-ха Павел. Капла ҫынсене такам килет тесе хӑратса ӗҫлеттерни тӗрӗс меслет мар. Шӳтлерӗ ҫеҫ те, анчах ҫав шӳтре тӗрӗслӗх пулма пултарассине вӑл чӗрене те хывмарӗ. Тепӗр темиҫе кунтанах вара Шупашкартан самаях пысӑк хӑна персе ҫитрӗ.
Ҫула май Павел фермӑри ӗҫсене, ҫынсене тишкӗрме хӑтланчӗ. Федор Васильевич канӑҫ памарӗ ӑна. Павел ӑна тахҫанах ас тӑвать. Миҫе ҫул ӗҫленӗ-ши вӑл бригадирта? Ҫирӗм ҫулах пуль. Яланах ӑна ырӑ ятпа асӑнатчӗҫ. Ун бригади турпас пек пучахлӑ тырӑсем ӳстеретчӗҫ. Кайран ав, председателе те лартрӗҫ… Лавӗ йывӑртарах пулчӗ пуль, туртаймарӗ. Хутла сахал вӗреннӗ, колхоз та бригадӑ мар, кунта пин тӗрлӗ ҫын. Йывӑр ҫулсенче те колхозран пӑрахса кайман. Халь те ытлашши вӑйлах пурӑнмасть пулас. Нухрат айлӑмӗнче капланнӑ шыв, ҫӗрмен тислӗк ҫинчен калани аса килчӗ. Ҫӗре юратать этем, ҫӗре. Апла ӑна ҫӗр патне тавӑрмалла. Эс те ҫав, парторг, сан этем чунне курмалла, эс пур, ҫын мӗне юратнине те пӗлместӗн. Апла пулсан, ҫынсемпе ӑҫтан йӗркеллӗ ӗҫлетӗн? — вӑрҫрӗ вӑл хӑй ӑшӗнче..
Павел Володьӑна колхоз правленинче тӗл пулчӗ.
— Тепӗр хут салам, комсорг. Улах рыцарӗ. Эп сана сӑмахпа ҫеҫ мыскараҫӑ тесе. Эс ӗҫпе те кая мар-мӗн. Завьялов мана култарса тӑнран ячӗ. Калӑп: эс ир енне ытла та туйми ҫывӑратӑн. Ӑҫта пулнӑ ку, тетӗп. Вӑл пур, улах тапхӑрне хупма кайнӑ-мӗн, — ахӑрчӗ каччӑ кӗнӗ-кӗменех.
Володя кӑмӑлсӑрланчӗ, хӑйӗн чӗрӗ куҫӗпе Павела кӳренӳллӗн пӑхрӗ.
— Юлташ та чӗнтӗрлӗ кӗпесен юлашки хыпарӗпе усӑ курать. Завьялова ӑна мӗн? Кашни уйӑхри взнос вӑхӑтра пухӑнтӑр та, Тоня Пуговкина сыв пултӑр. Вара шӑл йӗрмелӗх ҫитрӗ.
— Тӑхта-ха, эс ӳсӗр-ҫке. Сан патна пыма ҫук, эрех шӑрши ҫапать. Мӗн эс, Кӗтерук ҫине тарӑхса-и?
Шыва кӗрсе ӳкрӗм. Шӑнса пӑсӑласран пичче сиплерӗ.
— Тата икӗ сехетрен пуху, эс ӳсӗр. Капла ҫамрӑксен куҫӗ умне епле тухатӑн? Ҫитменнине, Завьялов пулать.
Сана вӑл ахаль те хытӑ тарӑхнӑ.
— Тарӑхнипе лав туртаймӑн. Эп унччен урӑлатӑп. Медпункта кайса нашатырлӑ спирт шӑршла.
— Юрӗ, — сасартӑк килӗшрӗ Володя.
— Тӑхта, йывӑҫ пирки мӗн хыпар?
Пур. Лесхозран решени ҫеҫ кирлӗ тата укҫа куҫарса памалла. Прыгуновпа ҫураҫ, ытти пурте пулать…
5
Пуху ирттерес вӑхӑт та ҫитрӗ, анчах комсомолецсем ҫаплипех ӳрӗк-сӳрӗк килкелеҫҫӗ-ха. Колхоз правленинчен коммунистсем калаҫкаласа тухаҫҫӗ, вӗсен пухӑвӗ пӗтрӗ курӑнать. Пысӑк чикарккӑ мӑкӑрлантаракан Хапас Хветӗрӗ, пӗртен-пӗр аллипе хӗҫ тытнӑ пек сулкаласа, Виктор Андреевичпа тем пирки тавлашать. Уйрӑм сӑмахӗсем ун клуб ратнех вӗҫсе ҫитеҫҫӗ, анчах мӗн пирки сӑмах пынине ӑнланса илме ҫук.
Клуб умӗнче тӑракан ҫамрӑксем патне Павел ҫитрӗ.
— Комсомолецсен дисциплинӑ ҫук, — пӗлтерчӗ ӑна Александр Петрович. — Парти организацин вӗсемпе вирлех ӗҫлеме тивет.
— Ытти чух йӗркеллех пулаканччӗ, — тавӑрчӗ Павел, тӳрре тухма тӑрӑшнӑ пек. — Ҫул япӑх тесе лараҫҫӗ ӗнтӗ. Комитет ларӑвне ирттерес те, ыран бригадӑсенче уйрӑм пухӑпӑр.
— Кунпа килӗшме пулать, — ҫураҫрӗ Завьялов. Комитет членӗсем тата тепӗр вунӑ комсомолец библиотекӑна кӗрсе ларчӗҫ. Комитет ларӑвне уҫсан, Володя Александр Петровича самах пачӗ.
— Эп колхозӑн пур участокӗсенче те пулаймарӑм, ҫапах та ҫакнашкал вывод тума пулать: чӑн-чан ҫӗкленӳ палӑрмасть. Ҫур аки ирттерме вӑрлӑх ҫитмест. Тракторсем пирки Кадышев каланине шанатӑп: вӗсем юсавлах пуль. Фермӑри ӗҫсем те мухтамалла мар. Сысна ферминче уйрӑммӑнах япӑх. Каплах ӗҫлесен, кам сире ырӑ сӑмах калӗ?Ытти колхозсенче фермӑсем те, уй-хир бригадисем те коммунизмла ӗҫлессишӗн кӗрешеҫҫӗ. Ҫавалкасра шӑпах. Камӑн ҫакна пуҫармалла? Обкомран, райкомран килессе кӗтетӗр-и? Ӑҫта сирӗн пуҫарулӑх?