Читаем Çавал сарăлсан полностью

— Мӗнле ӗҫ? — тӗлӗнчӗ Павел.

— Пире пӗр инструктор кирлӗ. Пымастӑр-и? — Эп вӑл ӗҫе-хӗле пӗлсех каймастӑп. Районта ҫамрӑк сахал-и? Комсомолта ӗҫлеме ватӑлтӑм ӗнтӗ эпӗ.

— Миҫере?

— Ҫирӗм пиллӗк тултарнӑ. Вӑл темех мар пулӗ, ҫӗр туртать ман чӗрене. Чун туртмасан, мӗн ӗҫӗ пултӑр?

— Ҫӗр пирки паха каларӑр, — ырларӗ Завьялов. — Эп васкамастӑп. Анчах ман сӗнӗве ан манӑр-ха.

— Тавах ыр сӑмахшӑн. Вӑл-ку пулӗ тенешкел эсир паян выҫах вӗт. Апат ҫиме айтӑр хӑть.

— Комсомол вилмест. Фермӑра хӗрсем хӑналарӗҫ.

— Ҫывӑрма ӑҫта каятӑр?

— Хаваспах юлмалла. Анчах юрату, — кулса ячӗ Александр Петрович. — Вӑрманпромхоза каятӑп. Хӗр кӗтет.

— Ӑнлантӑм, — тавӑрчӗ Павел. — Апла телейлӗ пулӑр.

— Володьӑна асӑрха. Ытлашши ирӗке ан яр. Халь эл сана шанатӑп, — терӗ Завьялов, Павела ал парса.

<p>6</p>

Трофим Матвеевич колхоз правленине парти пухӑвне пуханнӑ коммунистсем салансан тин ҫитрӗ.

Вӑл турех хӑй пӳлӗмне кӗчӗ. Кунта ҫын пулман пулас. Тӑса сӗрнӗ шап-шурӑ урайӗнче пӗр йӗр те палӑрмасть. Сӗтел ҫинче юлашки кунсенче килнӗ хаҫатсем тата темиҫе ҫыру выртаҫҫӗ. Уҫрӗ. Пӗри районти ӗҫтӑвкомран, тепри ял хуҫалӑх инспекцийӗнчен. Иккӗшӗ те колхоза ҫителӗклӗ таран вӑрлӑх хатӗрлеме хушаҫҫӗ, хӑш колхозран илмеллине кӑтартаҫҫӗ. Шупашкарти тусӗ базӑна мӗнле таварсем килни ҫинчен хыпарлать. Вӑл Шупӑшкарпа ҫыхӑнчӗ, анчах тусӗ хваттерте пулмарӗ. «Ресторанта ӗнтӗ», — шухӑшларӗ вӑл. Василий Ивановича шырарӗ. Райком секретарӗ те ҫук, колхозсенче терӗҫ. Хаҫатсем пӑхкаланӑ ҫӗре тӗттӗмленчӗ. Трофим Матвеевич сӗтел ҫине лартнӑ лампӑна ҫутса ячӗ. Ҫаплипех хаҫатсене пӑхрӗ. Партин Тӗп комитечӗ Май уявӗ умӗн мӗн пур ӗҫ ҫыннисене чӗнсе калани пысӑк вырӑн йышӑнать. Кубӑра ҫӗр реформи ирттерни ҫинчен ҫыраҫҫӗ, лара-тӑра пӗлмен Фидель Кастро каллех пысӑк сӑмах тухса каланӑ. Мускавра уҫӑлакан «Туслӑх» университетне кӗме панӑ заявленисене пӑхса тухни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Тӗнче хай пурнӑҫӗпе пурӑнать: Ҫӗпӗрте ҫӗнӗ завод хута янӑ, Англине Америкӑн тинӗс тӗпӗнче ҫӳрекен ракетӑпа хӗҫ-пӑшалланнӑ лодкисем ҫитнӗ, Хӗвеланӑҫ Германире фашизм каллех хӑй пуҫне ҫӗклесшӗн. Францири ОАС йӗкӗчесем Парижра темиҫе бомбӑ пӑрахнӑ… Республикӑ хаҫатӗнче «Ҫавал» колхоза выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсем туса илессине кӗске вӑхӑтрах икӗ-виҫӗ хут ӳстернӗшӗн редакцин статьинче ырланӑ, каллех Трофим Матвеевича пултаруллӑ организатор тесе мухтанӑ… Чуна ҫӗклет ҫавнашкал ырлани, ӗҫлес килет ытларах. Сан ӗҫне курни кама савӑнтармӗ?

Правленине иккӗн калаҫса кӗчӗҫ. Пӗрне вӑл сассинчен тӳрех уйӑрчӗ: Павел. Тепри?

Алӑка пырса уҫрӗ:

— Павел, кӗр-ха. Володя, эсӗ-ҫке. Эсӗ те кӗр, — алӑка яриех уҫса ячӗ вӑл.

— Ыр каҫ пултӑр, — сывлӑх сунчӗ Павел.

— Сывлӑх сунатӑп, Трофим Матвеевич, — чыс пачӗ Володя.

— Салам, салам.

Кӗтменччӗ Павел председатель халех ура ҫине тӑрасса. Марье тӗлӗкре ун ятне персе ямарӗ-ши? Ӑҫтан муртан ҫыпҫӑнчӗ вӑл?

— Сывалтӑр апла. Аван, — персе ячӗ Володя, ал парса.

— Сывалкалатӑп. Ватти ватӑлать, халсӑрри чирлет. Вӑл-ку тарам. Ну, каласа парӑр, мӗн ҫӗмӗрттеретӗр мансӑр? Камран пуҫлар малтан? Давай, комсорг.

— Хам пирки-и?

— Ху ҫинчен те, яш-кӗрӗм пурнӑҫӗ ҫинчен те.

Хам ҫаплипех. Авланман. Планпа ҫичӗ ҫуллӑх вӗҫленнӗ ҫӗре палӑртнӑ. Пайтах кӗтмелле. Трактор ман лайӑхах, сеялкӑ хатӗр. Хӑть паянах акана тух.

— Йываҫсем лартасси пирки кала, — хушса хучӗ Павел.

— Паян комитет ларӑвӗ пулчӗ. Уйри тата ялти шырлансемпе ҫырмасене шыв ҫӗмӗресрен йывӑҫсем лартма йышӑнтӑмӑр.

— Охо, — тӗлӗннӗ пек пулчӗ колхоз председателӗ. — Вара?

— Вӑт лартмалла. Йывӑҫсемшӗн лесхоза укҫа куҫарса памалла. Вара хӑть ыранах ларт.

— Кам каларӗ, кам ӑс пачӗ сана кун пирки?

— Павел. Ҫитес вырсарникуи лартма тухатпӑр.

— Юрать. Сначӑт апла колхозӑн качакасемшӗн те, укҫа тӑкмалла пулать. Ӗҫ кунӗ… Аван шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫапах та ҫамрӑксен пуҫарӑвне путарма юрамасть. Ҫапла-и, парторг? — куҫне хӗссе илчӗ вӑл Павела.

— Парти пухӑвӗ те ырларӗ.

— Каҫхи ватам шкул йӗркелетпӗр. Ачасем ҫитеҫҫӗ.

Так. Керкунне шоферсен курсне уҫатпӑр. Так. Правлени пире вӗрентме пӗр автомашинӑ уйӑрса парать пуль тетпӗр.

— Унччен инҫе-ха. Пурӑнсан парасах пулать, — килӗшрӗ председатель.

— Ман ҫак кӑна. Эсир ирӗк парсан киле каясшӑн. Иртенпе апат ҫимен… — ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ Володя.

— Юрать. Яра пар, — килӗшрӗ унпа Трофим Матвеевич.

Володя кайсан, пӳртре пӗр хушӑ шӑплӑх тӑчӗ. Председатель аллинчи преса ҫавӑркалама пуҫларӗ. Хирӗҫ ларнӑ Павел тимлесех ӑна сӑнарӗ.

— Сначӑт ӗҫлетпӗр, — терӗ председатель, янахне сӑтӑрса. — Кала-ха, Павел: эс хӑҫан та пулсан ху тусна ҫухатса курнӑ-и?

Ыйту ытла та сасартӑк тата пӗтӗмӗшле пулчӗ. Тус тенинче нумай ӑнлану: ҫывӑх юлташ та, юратнӑ хӗр те. Тен, Марье пирки шак хурать?

Павел пичӗ пӗҫернине туйрӗ. Тӗлӗнмелле вӑл чӗререн: те ытла та хӗрачанни пек ҫемҫе, те хуҫине те пӑхӑнмасть?

— Мӗнле туса? — ыйтрӗ Павел, ӑна тӳррӗн пӑхса.

— Ну, эппин, — ҫывӑх юлташна?

— Ҫук… Казахстанрисем халь те ҫыру ҫыраҫҫӗ. Кунтисемпе тавлашса уйрӑлмалӑх вӑхӑт пулман…

Перейти на страницу:

Похожие книги

Мой лейтенант
Мой лейтенант

Книга названа по входящему в нее роману, в котором рассказывается о наших современниках — людях в военных мундирах. В центре повествования — лейтенант Колотов, молодой человек, недавно окончивший военное училище. Колотов понимает, что, если случится вести солдат в бой, а к этому он должен быть готов всегда, ему придется распоряжаться чужими жизнями. Такое право очень высоко и ответственно, его надо заслужить уже сейчас — в мирные дни. Вокруг этого главного вопроса — каким должен быть солдат, офицер нашего времени — завязываются все узлы произведения.Повесть «Недолгое затишье» посвящена фронтовым будням последнего года войны.

Вивиан Либер , Владимир Михайлович Андреев , Даниил Александрович Гранин , Эдуард Вениаминович Лимонов

Короткие любовные романы / Проза / Проза о войне / Советская классическая проза / Военная проза