Вӑхӑт каҫ еннелле сулӑннӑ ӗнтӗ. Апла пулин те Алмас хӑйне уйӑрса панӑ пӳлӗмри йӗркелӗхе тӳрех асӑрхарӗ, килтен парса янӑ япаласене лартрӗ те пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ. Йывӑҫ пӳртех иккен, тултан вара тӑмпа сӗрсе шуратнӑ. Кантӑкӗ пӗрре кӑна, кил картишнелле пӑхать, тумтир ҫакмалли, выртса ҫывӑрмалли хатӗрсем те пур. Ӗҫмелли шыв та кунтах. Вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн ӑшӗ хыпнӑскер, тӳрех шыв патне пычӗ те тӑм куркапа ӑсса илчӗ, самантлӑха чарӑнса тӑрса шыв турринчен ирӗк ыйтнӑ хыҫҫӑн ҫӑвар туллин ӗҫрӗ. Ҫакӑ вара вӑл Эсрел ҫӗршывӗн пӗрремӗш ҫимӗҫӗ пулчӗ. Унтан шап-шурӑ пиртен ҫӗленӗ хутаҫа салтрӗ те амӑшӗ парса янӑ апатҫимӗҫе кӑларса апатланчӗ. Вара канма тесе нар ҫине выртрӗ. Ҫав самантра пӗри пӳлӗм алӑкне уҫрӗ те шала кӗмесӗрех каҫхи апата чӗнчӗ.
— Ҫиес килмест ман. Тутӑ эпӗ, — хуравларӗ Алмас.
— Хӑвӑнне хӑв пӗлетӗн, — терӗ лешӗ, каллех ҫинҫе сасӑллӑскер.
Алмас алӑк патне пырса питӗрме май ҫук-ши тесе хыпашласа пӑхрӗ, нимех те тупмарӗ. Питӗрмесӗрех пурӑнаҫҫӗ иккен.
Алмас, самай ӗшеннӗ пулсан та, час ҫывӑрса каяймарӗ. Пуҫра пӗрмаях пӗр шухӑш хуҫаланать: мӗн кӗтет-ха ҫакӑнта. Эсрел тискерлӗхӗ пирки каласа панисене аса илсессӗн халех ӳт чӗтреме пуҫлать. Уйрӑлу саманчӗ те куҫ умӗнчен каймасть. Кам мӗн калани, Нарпи кӑшкӑрни халӗ те хӑлхарах…
Ҫур ҫӗр тӗлнелле хурал пырса тӗрӗслерӗ. Алмас тарӑн ыйха путнӑ, ҫын кӗрсе тухнине те сисмерӗ. Ирхине те ҫав ҫынах кӑшкӑрса вӑратрӗ.
Пӗрремӗш кун. Вӑл ирхи апатран пуҫланчӗ. Ҫимелли килтен илсе килни те пурччӗ-ха, ҫапах та Алмас юртӑна кӗрсе курас терӗ. Кайрӗ. Вӑл пынӑ ҫӗре ыттисем ҫиме тытӑннӑ иккен: икӗ арҫын та пӗр хӗрарӑм. Юрта варринче вучах, апат пӗҫермелли савӑт-сапа. Урайне хулӑн кӗҫҫе сарнӑ, пӗр ҫӗрте кавир хунӑ вырӑн та пур. Тасалӑха тытса пыни сисӗнет. Апат пӗҫерсе ҫитерекенсем вара иккӗшӗ те арҫын, ҫинҫе сасӑпа калаҫаканскерсем.
— Лар ҫавӑнтарах, — терӗ пӗри чӑвашлах, хӗрарӑмпа юнашар вырӑна тӗллесе кӑтартса. Кашнин уйрӑм ҫӗре ларса ҫимелле иккен. Алмас пӗчӗкрен ӳснӗ йӑлапа хӗвеле хирӗҫ тӑрса ҫӳлти турӑран ырлӑх ыйтрӗ те ыттисем пек вырнаҫса ларчӗ.
— Текех саншӑн турру та, хуҫу та Эсрел пулать. Ҫавна кӗлӗ тумалла. Апата кая юлса ҫӳремелле мар, Алмас турхан, — асӑрхаттарчӗ лешӗ.
Анне пӗҫерни пулмасассӑн та вӗри апат меллӗрех ҫав. Арҫынсем те аванах хатӗрлеҫҫӗ иккен. Кунти йӑласене ӑнкартас тесе Алмас лешсем мӗнле ҫинине, хӑйсене мӗнле тыткаланине пӑха-пӑха илчӗ. Камсем пулнине пӗлес шухӑш та пурччӗ, анчах сӑмах чӗнме хӑяймарӗ. Лешсем те апат ҫисе пӗтериччен те нимӗн шарламарӗҫ. Унтан ура ҫине тӑчӗҫ те Эсреле тав туса пӗрерӗн-пӗрерӗн тухса утрӗҫ.
— Алмас, санӑн та тӑма тивет, апатран пурин те пӗр вӑхӑтра, анчах уйрӑмшаррӑн тухмалла. Пӗр-пӗринпе калаҫмалла мар, пӳлӗмрен пӳлӗме ҫӳреме юрамасть. Эсреле тав ту та кай.
— Мӗн калас вара ӑна, мӗншӗн тав тӑвас?
— Эй, мухтавлӑ та хӑватлӑ Эсрел, тавах сана ҫӑкӑрушӑн, — темелле.
— Ун пек калама чӗлхем ҫаврӑнмасть, — терӗ те Алмас алӑк патнелле утрӗ. Ҫакна курсассӑн чӑвашла пӗлекенни чупса пычӗ те Алмас ҫулне пӳлчӗ.
— Чарӑн! Мӗн хушнине ту. Кун пек хӑвна ҫеҫ мар, мана та йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерӗн. Кунта кашни утӑма асӑрхаса тӑраҫҫӗ, мӗн пулса иртнине аслисем патне хӑвӑрт ҫитереҫҫӗ.
Мӗн тумалла-ха ӗнтӗ Алмасӑн? Ҫӑкӑр-тӑваршӑн мӗн пӗчӗкренех турра тав туса ӳснӗскерӗн халӗ Эсреле мухтаса калаҫма тивет-ши вара? Калас килмест. Сӑмах ҫеҫ вӗт-ха, чӗлхе пурпӗрех пӑхӑнмасть. Акӑ тата тепӗр арҫынӗ те ун умне пырса тӑчӗ те лешне хӑй чӗлхипе темӗскер каларӗ, аллипе кӑтартса кунтан кайма ирӗк пачӗ. Алмас тухса утрӗ. Йытӑсем каллех сиксе ӳкрӗҫ, ниҫта кайса кӗрейми вӗреҫҫӗ, енчен те кӑкарнӑ вӗренӗ татӑлса каяс пулсассӑн… Саман кирпӗчрен тунӑ пӗчӗк ҫуртран пӗр тӗреклӗ арҫын тухрӗ те йӗри-тавралла пӑхса илчӗ, Алмаса курсассӑн йыттисене чарса темӗскер каларӗ те хапха питӗркӗчне тӗрӗслесе пӑхрӗ. Лешсем хуҫине итлерӗҫ, йӑвашшӑнрах вӗре-вӗре хӳрисене выляткаласа илчӗҫ.