— Улталарӗ вӑл мана Алмаса хӑтаратӑп тесе. Кайран вара каймарӗ те. Юрать-ха, Калимана лайӑх пӑхать, патша майри пек тумлантарать, ҫатан урапапа ҫеҫ ҫӳретет, тарҫӑсем те тытать. Юратать.
Мӑчавӑр мӗнле тӗллевпе ҫӳренине пӗлсен Амине пӑркаланса тӑмарӗ, Ватрас ячӗпе тесе мӗнпур укҫине пӗтӗмпех парса ячӗ. Кунта калаҫни вара мӑчавӑра тарӑн шухӑша ячӗ. «Турхан ылтӑнӗ Микка аллине ҫакланман-ши? — ҫиҫсе илчӗ пуҫра. — Ытла хӑвӑрт пуйса кайрӗ. Ӑна ҫитекенни халӗ таврара та ҫук». Мӑчавӑр ун патне пӗччен кайма шутламарӗ. Миккапа калаҫаканнисем урӑххисем пулмалла. Тен, ун пирки Улӑпа хӑйне каласа пӑхмалла? Ӑна хирӗҫ тӑракансене вӗскӗртсе яраканни шӑпах Микка пулнӑ теҫҫӗ. Тен, кун пек ыйтупа Улӑпа хӑйне чӑрмантармалла та мар, ун ячӗпе калаҫни те ҫителӗклех.
Ватӑ ҫын — тӑватӑ ҫын тесе ахаль каламан. Пурне те шута илме тӑрӑшрӗ мӑчавӑр. Микка ют ҫӗрти пасарта укҫине мӗнлерех тыткалани пирки Нарпи каласа панине те аса илчӗ. Турхан туйишӗн ҫапӑҫни те… Кама пӗрле илсессӗн лайӑхрах-ши? Пуҫра шухӑш хӗвӗшет. Пӗр самантрах темӗн те пулса иртет унта. Ӗлӗкхи те, хальхи те, хӑв курни те, ҫын калани те — пурте хӑй ҫулӗпе чупать. Ҫав хушӑрах вӗсем хушшинче пыра-пыра ҫапӑнни те, хирӗҫсе илни те, килӗшӳлӗх тупни те пур. Ҫапла ҫуралать те ӗнтӗ тӗрӗс йышӑну. Мӑчавӑр шучӗпе вара ҫак ӗҫре чи усӑлли леш вилӗм хурами патӗнчи арҫын пулассӑн туйӑнчӗ. Халӗ вӑл Улӑпӑн чи шанчӑклӑ ҫумӗ, пулӑшаканӗ ӗнтӗ.
Акӑ вӗсем иккӗшӗ Микка патне ҫитрӗҫ. Килӗ-ҫурчӗ капӑр, тулӑх пурнӑҫпа пурӑнни пӗрре пӑхсах паллӑ. Ҫӗнӗ мӑшӑр шучӗпе уйрӑлса тухнӑскерсем ӗнтӗ. Иккӗшӗ те килтех. Мӗнле тӗллевпе килнине каласан Микка укҫа енчӗкне туртса кӑларчӗ те темиҫе пӑхӑр укҫа тыттарчӗ. «Урӑх нимӗнпе те пулӑшаймӑп», — терӗ.
— Ку вӑл саншӑн ҫав тери сахал, — хирӗҫлерӗ ӑна Улӑп ҫумӗ. — Куратӑр пулӗ ыттисем мӗнле тӑрӑшнине. Эсир вара айккинчен кӑна пӑхса тӑратӑр. Пӗрремӗшӗ, виҫӗ лашаран иккӗшне ҫара памалла. Иккӗмӗшӗ…
— Ай тур-тур, пӗтрӗмӗр капла, — хыпӑнса ӳкрӗ Калима. — Хамӑрӑн вара мӗнле пурӑнмалла?
— Ку ҫеҫ те мар-ха, — тӑсрӗ калаҫӑвне малалла ҫирӗпрех сасӑпа Улӑп ҫумӗ, — пӑхӑрпа мар, кӗмӗлпе е ылтӑнпа пар.
— Мӗнле ылтӑн? — хӑраса ӳкрӗ Микка. — Манӑн нимӗнле ылтӑн та ҫук.
— Турхан ылтӑнне, ӑру пурлӑхне пӗтертӗн те-им вара? — ыйтрӗ мӑчавӑр лӑпкӑ сасӑпа.
Микка ку сӑмахсене пачах та кӗтменччӗ. Сӑнран улшӑнчӗ, пичӗ ҫине самай пысӑк хӗрлӗ пӑнчӑсем тухатуха ларчӗҫ.
— Ватрас мана нимӗнле ылтӑн та паман.
— Йӑмра хӑвӑлӗнчен илни вара? — аса илтерчӗ мӑчавӑр.
Арҫынсен калаҫӑвне сӑнаса тӑракан Калима ҫывӑхрах пырса тӑчӗ те Микка ҫине шӑтарас пек пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ.
— Пирӗн санпа тавлашса тӑма вӑхӑт ҫук. Атя, кайрӑмӑр. Ку ыйтӑва Улӑп хӑй татса патӑр, — терӗ ӑру пуҫлӑхӗн ҫумӗ. — Унта вара ӳсӗрсене ӑна хирӗҫ мӗнле тӗллевпе пухса пынине те каласа парӑн.
— Ҫук, ҫук, Улӑп патне кайма кирлӗ мар. Хам ирӗкпех… Тухса кӗрем-ха, — терӗ те Микка алӑк патнелле утрӗ. Улӑп ҫумӗ те унпа пӗрлех тухрӗ.
Кӗрессе те пӗрлех кӗчӗҫ. Микка аллинче Калима халиччен курман сӑран енчӗк. Чӗтрекен аллисемпе салтрӗ те нар ҫине силлерӗ. Ҫаврака укҫасемпе пӗрле икӗ ылтӑн чӑмӑркка тухса ӳкрӗ. Калима шӑши тытакан кушак пек сиксе ӳкрӗ те пӗр чӑмӑрккине ярса тытса ҫӑвара хыпма пикенчӗ. Юрать-ха, Улӑп ҫумӗ чарма ӗлкӗрчӗ, хӗрарӑм аллине тута патӗнчен пӑрса ячӗ те ылтӑн чӑмӑрккине вӑйпах туртса илчӗ.
— Пар ылтӑна! — кӑшкӑрчӗ Калима. — Манӑн вӑл. Атте ылтӑнӗ. Эсӗ те вара, тунката, алӑри пурлӑха кам ҫапла вӗҫертет? Манран пытарса усранӑ тата, — тустарса илчӗ нимӗн тума аптраса тӑракан Миккана.
— Чарӑн! Хӗрарӑмӑн хутшӑнмасан та юрать. Пӗлместӗн-ха эсӗ, Улӑпран унран темӗн те кӗтме пулать. Пуҫа та касса ывӑтӗ. Ун чухне вара нимӗнле ылтӑн та кирлӗ пулмӗ.
— Вӑт ку вара пачах урӑхла калаҫу, — терӗ Улӑп ҫумӗ.
— Тархасшӑн, пурне те илсе ан кайӑр-ха, пире пурӑнмалӑх хӑварӑр. Хам ирӗкпе паратӑп вӗт-ха Улӑпа пулӑшас тесе, — йӑлӑнма пуҫларӗ Микка.
— Юрать, — терӗ мӑчавӑр. — Килӗшӗпӗр. Анчах тӗрӗс ӑнлан, ҫак пулӑшу вӑл Улӑпшӑн кӑна мар, халӑхшӑн та.
— Ҫапла пултӑр эппин. Тархаслатӑп сире, укҫасӑр ан хӑварӑр пире. Лашисене те хамах пырса парӑп.
Лешсем нар ҫине пӑхӑр укҫасемпе пӗрле кӑштах ылтӑнран тунисене хучӗҫ те тухса кайрӗҫ. Пуҫланчӗ вара… Куҫӗсене чарса пӑрахнӑ Калима мӗн кӑна каламарӗ Миккана, вӑйӗ ҫитсен тытса та силлӗччӗ. Юрать-ха, лешӗ айван арҫын мар, уксах та, ал шӑнӑрӗ пурпӗрех ҫирӗп. Анчах чӗлхерен илсессӗн хӗрарӑма ҫитекенни ҫук.
— Пар! Ылтӑн укҫисене мана пар! — кӑшкӑрчӗ Калима. — Сана пӑхӑр та юрать. Ҫав пуянлӑха эсӗ вӑрламан пулсан пӗтӗмпех манӑн алӑра пулатчӗ. Вӑрӑ эсӗ.
— Ман пай та пур унта. Ватрасшӑн, сирӗншӗн пайтах тар юхтарнӑ, ҫывӑрмасӑр сыхласа пурӑннӑ, сывлӑха панӑ. Пӑх ҫак урана! Сан аҫушӑн амансах ӗмӗр тӑршшӗпе уксахласа ҫӳреме тивет. Санӑн вара ҫав ылтӑнпа нимӗнле ӗҫ те ҫук.
— Ах, апла эппин. Эсӗ мана нимӗн вырӑнне те хумастӑн иккен. Тӗрӗссипе каласан… Эсӗ-и?… Сана-и?… Сана эпӗ нихӑҫан та юратман.
— Ҫу-у-к, суятӑн. Вырӑн ҫинче авкаланнӑ чухне мӗн калаттӑнччӗ-ха?