Ӳсӗрсем ура ҫине тӑма пикенчӗҫ, тӑраймарӗҫ, тӳнсе кайрӗҫ. Мӑчавӑрпа Улӑп малалла уттарчӗҫ. Ватӑ мӑчавӑр хӑйӗн чун ыратӑвне пӗлтерчӗ. Ун шучӗпе чылайӑшӗ турра хисеплеми пулчӗҫ. Ӳсӗр ҫыншӑн турӑ та, усал та ҫук. Ку ҫеҫ те мар-ха, чӑвашсем хӑйсене хӑйсем хисеплеми пулчӗҫ, Эсрел ҫыннисен пурнӑҫне, вӗсен тӗн йӗркине ӑмсанакансем самаях йышланни сисӗнет. Вӑйлӑ халӑх йӑлисем илӗртеҫҫӗ, хӑй патнелле туртаҫҫӗ, ахӑр.
Ҫапла чылайччен калаҫса ҫӳрерӗҫ вӗсем. Уя та тухса пӑхрӗҫ. Пӑшӑрханмалли вара Улӑпшӑн кунта та тупӑнчӗ, анасем ҫум ӑшне путнӑ.
Улӑп ҫӳллӗрех вырӑнта чарӑнчӗ те айлӑмри ял ҫине нимӗн шарламасӑр пӑхса тӑчӗ. Мӗнле шухӑшсем хӗвӗшрӗҫ-ши ҫак самантра унӑн пуҫӗнче, пӗлме ҫук. Анчах тунсӑхлӑ сӑнне курсассӑн кӑштах та пулин тавҫӑрса илме пулатех. Ун куҫӗнче халӗ пӑшӑрхану, пысӑк хуйхӑ хуҫаланать. Ӑна паян хӑй халӑхӗ ҫакнашкал хавшаса ҫитни канӑҫ памасть.
Ял хӗрринче вӗсем тепӗр ушкӑна асӑрхарӗҫ. Ӑҫта каяҫҫӗ, мӗнле тӗллевпе, хӑвӑрт тавҫӑрса илеймӗн. Аллисене ҫыхса лартнӑ арҫынна хыҫалтан тӗке-тӗке пыраҫҫӗ. Лешӗ утасшӑн мар, анчах ушкӑн вӑйне пӑхӑнма тивет. Акӑ вӗсем ҫул хӗрринчен инҫех мар ӳсекен ватӑ йывӑҫ патнелле пӑрӑнчӗҫ.
— Айӑпа кӗнӗ ҫынна илсе килчӗҫ, — терӗ мӑчавӑр. — Кайса пӑхар-ха, васкар. Ҫынна вӗлерме пит васкамалла мар тенине темшӗн итлесшӗн мар вӗсем.
Ятарлӑ вырӑн иккен. Айӑплӑ ҫынна ватӑ хурама ҫумне тӑратаҫҫӗ те чулпа переҫҫӗ. Чул купийӗ вара хатӗрех выртать, тыт та вӑркӑнтар кӑна. Юрать-ха, Улӑппа мӑчавӑр вӑхӑтра ҫитсе тӑчӗҫ. Вӗсене курсанах чарӑнчӗҫ усал шут тытнисем.
— Мӗн туса айӑпа кӗнӗ вара ку ҫын? — ыйтрӗ Улӑп.
— Сутӑнчӑк вӑл! — кӑшкӑрчӗҫ харӑссӑн. — Кунти вӑрттӑнлӑхсене веҫех Эсреле пӗлтерсе тӑнӑ. Камӑн миҫе лаша, камӑн ӳссе ҫитнӗ ывӑлсемпе хӗрсем пур…
— Тинех шӑпи тулчӗ. Ун пек ҫылӑхлӑ ҫынна мӗн хӗрхенсе тӑмалли пур? — терӗ пӗри аллине чул илсе.
— Тӑхтӑр-ха эсир, — чарчӗ Улӑп, — сутне кам турӗ вара?
— Хамӑр ҫапла шут турӑмӑр. Чысне сутнӑ ҫыннӑн шӑпи урӑхла пулмалла мар, — ҫине тӑчӗ тепри. — Эпир ӑна унччен те сиснӗччӗ-ха. Халӗ хытӑрах хӗстертӗмӗр те веҫех каласа пачӗ. Ялӗпех кураймаҫҫӗ ӑна.
Сутӑнчӑк чӗркуҫленсе ларчӗ те йӑлӑнма тытӑнчӗ.
— Улӑп-аттемӗр, каҫар мана. Хам ирӗкпе мар эпӗ, Эсрел ҫыннисем хӑратнипе. Итлемесен вӗлеретпӗр терӗҫ те. Каҫарӑр мана. Хам чыса ӗҫпе тавӑрӑп, мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑвӑп.
— Чулне вара пуҫласа кам перӗ-ха. Пач ҫылӑхсӑрри сирӗн хушӑра пур-и?
— Апла пулсан мӑчавӑр петӗр, эппин, — терӗ леш арҫын чулне пӑрахса.
— Ҫук, ҫук. Мӗн калаҫатӑр эсир? Сутӑнчӑка каҫармалла маррине пӗлетӗп-ха. Анчах… Хамӑр ӑру арҫынни ҫине алӑ ҫӗклейместӗп. Тен, ҫак ыйтӑва Улӑп хӑй татса парӗ.
Ак япала, кун пек калаҫу Улӑпа та шухӑша ячӗ. Мӗн тумалла-ха? Пӗр енчен пӑхсан ку ҫын, паллах, айӑплӑскер. Ял-йыш тӗрӗсех тӑвать ӗнтӗ. Анчах кашни ушкӑн хӑй тӗллӗн сут тума тытӑнсассӑн йӗрке пулӗ-ши? Ҫук пуль ҫав.
— Атьӑр-ха, сут тума васкар мар, — терӗ Улӑп лӑпкӑ сасӑпа. — Тӑвӑлса тӑракан тарӑхӑва пусарар та шухӑшласа пӑхар. Тен, вӗлерме кирлех те мар. Пурӑнтӑр хӑйне хӑй ӳпкелешсе. Ҫук, эпӗ те чулпа пеме хӑяймастӑп. Тепӗр тесен тата эпӗ хам та пач ҫылӑхсӑр ҫын мар. Халӑхӑм умӗнчи айӑпӑм пысӑк. Ҫывӑрса пурӑнтӑм.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн ҫынсем аптрасах ӳкрӗҫ. Мӗн тумалла-ха? Улӑп та иккӗленсе тӑрать иккен. Мӗнле-ха капла, вӑйлӑ та паттӑр ертӳҫӗ те хӑюлӑх ҫитереймест-и? Пӗр ҫын сахалрах, пӗр ҫын ытларах — нимех те пӗлтермест-ҫке. Ыттисем хӑраса тӑччӑр тесен ку ҫынна хӗрхенмелле мар пек. Улӑп вара…
Шӑп ҫак самантра тепӗр ушкӑн персе ҫитрӗ. Пынӑпыманах алла чул тытрӗҫ. Вӗсен хушшинче Микка та пур. Кӑшт каярах леш икӗ ӳсӗр те ҫитрӗ. Сутӑнчӑка кунта илсе килнисем Улӑппа юнашар пырса тӑчӗҫ. Леш айӑплӑ арҫын ниҫта кайма аптраса тӑрать, тин ҫеҫ килнисем патнелле пӗр-ик утӑм турӗ те чарӑнса тӑчӗ. Темле вӑй малалла утма чарчӗ пулас, вӑл та Улӑп енне куҫрӗ. Лешӗ унӑн аллине хӑй салтса ячӗ, ирӗклӗх пачӗ. Тин ҫеҫ вилӗмрен ҫӑлӑннӑ арҫын хыҫаларах чакса пычӗ те икӗ ушкӑн пӗр-пӗрин ҫине сиксе ӳкес пек хаяррӑн пӑхса тӑнӑ самантпа усӑ курса ялалла вӗҫтерчӗ.
— Мӗн кирлӗ вара сире? Мӗншӗн алла чул тытрӑр? — ыйтрӗ мӑчавӑр.
— Улӑп! Кала-ха пире, эрех ӗҫекенсене Атӑла пӑрахатӑп тени чӑн сӑмахах-и е ахаль пакӑлтатаҫҫӗ? — ыйтрӗ хӑюллӑраххи маларах тухса тӑрса.
— Каларӗ ҫав. Хам хӑлхапа хам илтрӗм! — кӑшкӑрчӗ леш ӳсӗрсенчен пӗри.
— Кала чӑннине, — ҫине тӑчӗ хӑюллӑраххи.
— Каланӑ пулсан вара мӗскер? — хутшӑнчӗ тавлашӑва мӑчавӑр. — Тӗрӗссине калать вӑл. Ӗҫкӗпе иртӗхнине пулах пурнӑҫ чакса пырать.
Хыҫаларах тӑракан Микка хӑй умӗнчисене шӑппӑн темӗскер хушать, вӗрентсе калать. Лешсем вара кӑштах сыпнипе Улӑпран та хӑраман пек тыткалаҫҫӗ хӑйсене.
— Улӑп, кала-ха, мӗн тума килнӗ эсӗ кунта, эпир ӗҫес эрехе тухса силлеме-и? — ыйтрӗ малта тӑраканни.
— Улӑп! Тухса кай кунтан!- кӑшкӑрчӗ тепри.- Пире сансӑр лайӑхрах. Ӗҫетпӗр те ҫиетпӗр, савӑнӑҫлӑ пурӑнатпӑр. Кай кунтан! Ӑна хӑйне чулпа ӑшаласа илмелле!
Ӳсӗрсем чулпа перес тесе аллисене ҫӗкленӗ самантра мала ватӑ мӑчавӑр тухса тӑчӗ те:
— Апла пулсан малтан мана вӗлерӗр, перӗр! Мӗ\ншӗн пеместӗр, — терӗ.