Эсрел каллех вӑрҫа хатӗрленет пулмалла, каччӑсене пухма ун тарҫисем персе ҫитрӗҫ. Ертӳҫи вара кунтан кайнӑ чӑвашах. Ҫак ӗҫе йӗркелессине Миккан пӗтӗмпех хӑй ҫине илме тиврӗ. Халӑх умне ҫӗнӗ тумпа, турхан туйипе тухрӗ. Тарҫисем те юнашарах, мӗн хушнине пӗтӗмпех туса пыраҫҫӗ. Халӗ те ав хӗсмете илсе каймалли каччӑсене пурне те пухса килнӗ. Пуҫӗсене пӗксе тӑраҫҫӗ. Хыҫаларах савнийӗсем макӑрни, амӑшӗсем нӑшӑкланикӑшкӑрашни илтӗнет. Пӗрне те каччӑсем патне ямаҫҫӗ, ҫывхарма хӑтланакансене Эсрел тарҫисем нухайккапа пӗҫертсе илеҫҫӗ.
— Эй, турӑ! Мӗншӗн пирӗн хута кӗместӗн ҫак? Мӗншӗн ҫак усалсене ҫиҫӗмпе ҫунтарса илместӗн? — илтӗнчӗ хӗрарӑм сасси.
Акӑ мӑчавӑр та ҫитрӗ. Ӑна хисеплесе ял ҫыннисем пуҫ тайрӗҫ.
— Мӗншӗн каллех килтӗр вара? Кӑҫал илсе каймалла мар тесе пӗлтӗрех калаҫса татӑлнӑччӗ вӗт-ха. Турхан та ҫапла калатчӗ, — хута кӗме пикенчӗ ватӑ мӑчавӑр.
— Эсрел халӗ тӗнчене пӑхӑнтарма хатӗрленет. Ун валли вӑйлӑ арҫынсем кирлӗ, — ӑнлантарчӗ асли.
— Пӗлетпӗр ӗнтӗ Эсрел ҫарӗнчен ҫаврӑнса килекен ҫуккине. Ял вара кампа юлӗ… Чим-ха, эсӗ хӑв та хамӑр енчисемех марччӗ-и-ха?
— Юнашар ялти Архан вӑл! — кӑшкӑрчӗ пӗри.
Ҫав самантра пӗр ҫамрӑкӗ сасартӑк тӳнсе кайрӗ те тапаланма пуҫларӗ, аллисемпе сулкалашать, пуҫӗпе ҫӗре ҫапать. Ҫӑварӗнчен кӑпӑк тухма пуҫларӗ. Мӑчавӑрпа тепӗр арҫын чӗркуҫленсе ларса лӑплантарма пикенчӗҫ.
— Сахалрах ӗҫмелле, — терӗ Эсрел тарҫи.
— Ӳсӗр мар вӑл, тытамак тытать ӑна! — пӗлтерчӗ тахӑшӗ.
— Чирлисене, ырханнисене илсе килмелле те пулман. Пире лайӑх сывлӑхлисем кӑна кирлӗ.
— Архан, хамӑр ӑру ҫынниех вӗт-ха эсӗ. Кунти пурнӑҫ пирки мӗншӗн кӑшт та шутламастӑн. Кун пек чи маттуррисене илсе кайсассӑн хамӑр хӗрсем валли камсем юлӗҫ, — ӑнлантарма тӑрӑшрӗ мӑчавӑр.
— Ку вӑл ман ӗҫ мар. Манӑн Эсрел хушнине тумалла, — терӗ Архан.
— Чим-ха, — сӑмах хушрӗ Микка ҫамрӑксем ҫине тимлӗнрех пӑхса илсе, — кунта пурне те пухса килмен пулмалла. Леш, ҫырма хӗрринчи Хӗвелпи ывӑлӗ ӑҫта тата? Кӑҫал паттӑр ятне ҫавӑ илтнӗччӗ мар-и-ха? Халех шыраса тупӑр! — хушрӗ тарҫисене.
Ҫав самантра ҫак тавралӑхшӑн хуйхӑ капланса ҫитнӗ вырӑна ватӑрах хӗрарӑм хашкаса чупса ҫитрӗ.
— Эй, ывӑлӑм! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Ҫылӑха хӑв ҫине ан ил-ха. Шӑллу та кунтах вӗт. Ҫавна та пулин хӑварха. Акӑ вӑл, сан шӑллу, Энки ятли, — тӗллесе кӑтартрӗ кӗҫӗн ывӑлӗ ҫине амӑшӗ. — Аҫу та вӑйсӑр выртать, хӑварсамччӗ ҫавна.
— Ҫук, юрамасть. Эпир курнине пурин те курмалла, эпир тӳснине пурин те тӳсмелле. Тепӗр тесессӗн, ҫар хӗсмечӗн тути-масине пӗлмен ҫын вӑл чӑн-чӑн арҫын та мар, — хуравларӗ Архан.
— Кун пекех пулсассӑн пӗтетпӗр вӗт-ха. Пире тирпейлесе пытаракан та юлмӗ. Ямалла мар ҫамрӑксене! — каларӗ кӑшкӑрсах ватӑ мӑчавӑр ҫынсем ҫинелле тархасуллӑн пӑхса. Лешсем татах та хытӑрах шавлама тытӑнчӗҫ. Темиҫе каччӑ айккинелле тапса сикрӗ. Анчах ӗҫ тухмарӗ. Эсрел ҫыннисем тытса чарчӗҫ, нухайккасемпе хӑмсарчӗҫ, Микка та вӗсемпех пулчӗ.
— Эсрел хушнине тумасассӑн хӑвӑра мӗн кӗтнине пӗлетӗр-и эсир?! Тӗп тӑвать вӑл сире. Ахалех пуласлӑх пирки палкатӑр эсир кунта. Пӗтнӗ эсир. Тепӗр вӑтӑр ҫултан чӑвашсем пӑч-пач кӑна тӑрса юлӗҫ. Эсрелпе пӗрлешсе пурӑннинчен пахи ҫуккӑ сирӗн. Ҫавна та чухласа илейместӗр, — ӑс пачӗ Архан.
Амӑшӗ вара нимӗн тума аптранипе чӗркуҫленсе ларсах йӑлӑнма пуҫларӗ. Унӑн халӗ калама ҫук пысӑк хуйхӑ. Капланса ҫитнӗ куҫҫульне тытса чараймарӗ.
— Ывӑлӑм, тархасшӑн йӑха хирӗҫ ан кайччӗ. Аҫупааннӳне ҫылӑха ан кӗрт. Халӑх мӗн калӗ? Эй, турӑ! Хам кӑкӑр сӗчӗпе ӳстерсеттӗм вӗт сана. Чунна кама сутрӑн-ши?
Архан пӗчӗкреххисене, айвантараххисене айккинелле тӗке-тӗке ячӗ те:
— Кусем сирӗн валли пулччӑр. Ача тутарма пӗлеҫҫӗ пулӗ-ха, — терӗ.
Ҫав хушӑра тарҫи чупса ҫитрӗ те Миккана хӑлхаран темскер пӑшӑлтатрӗ. Лешӗ Архана пӗлтерчӗ.
— Апла эппин, — тӗлӗнчӗ Эсрелӗн шанчӑклӑ тарҫи мӑчавӑр ҫине пӑхса. — Кала-ха, ватсупнӑ, мӑнуку ӑҫта сан?
— Мӗн тума кирлӗ вӑл кунта?
— Ӑна хамӑр пӗлетпӗр. Кала, ӑҫта вӑл?!
— Килте ҫук вӑл.
— А-а. Ют ҫӗре ӑсатрӑн эппин. Эп сана-и…
Архан мӑчавӑра кӑкӑрӗнчен ярса тытрӗ те силлеме пуҫларӗ. Мӑчавӑра кун пек тапӑннине нихӑҫан курман ҫынсем аптрасах ӳкрӗҫ. Мӗн тумаллине никам та пӗлмест.
Сасартӑк пӗри: «Кашкӑр! Тытӑр ӑна!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Чӑнах та, инҫех те мар кашкӑр пӑхса тӑрать. Ҫынсем патнелле Нарпи утса пырать. Темиҫен алла мӗн лекнӗ — ҫавна тытса кашкӑр патнелле чупрӗҫ.
— Ан тивӗр ӑна. Пирӗн тус вӑл, — чарчӗ Нарпи. — Кунта мӗн пулса иртет вара?
— Хӗрӗм! Нарпи! Кай кунтан! Тар! — кӑшкӑрчӗ мӑчавӑр.
— А-а… Хӑех килчӗ иккен. Тытӑр ӑна!
Икӗ тарҫӑ чупса пычӗ те Нарпие ярса тытрӗ. Лешӗ хирӗҫ тӑмарӗ, хӑюллӑнах ҫывхарчӗ.
— Эй, тӑвансем! Пӑхӑр ҫавӑнталла. Улӑп таврӑнать! — кӑшкӑрчӗ вӑл мӑнаҫлӑн.
— Чӑнах та, Улӑп килет! — илтӗнчӗ сасӑ.
Улӑп ҫывхарнине курсан Эсрел тарҫисем ҫӗр ҫуммипе вӗҫекен ҫӑхансем пек вӗҫтерчӗҫ. Пӗлеҫҫӗ унпа тытӑҫнин усси ҫуккине. Микка та ниҫта кайса кӗреймест, мӗн тумаллине тавҫӑрса илеймест. Ак тамаша, леш капӑр тума та хывса пенӗ, чӑваш тумӗпех тӑрать. Нарпи кукашшӗ патне пырса тӑчӗ. Лешӗ типшӗм аллипе мӑнукне пуҫӗнчен шӑла-шӑла илчӗ.
— Маттур хӗрӗм, маттур. Ҫапах та Улӑпа вӑратса илсе килтӗн эппин. Ҫакна турӑ та, халӑх та манмӗ, — терӗ савӑнса.