— Улӑп паттӑр, сана пулӑшайӑп-ши? Тен, ҫапӑҫса вӑхӑта ирттерер мар, килелле васкар, — сӗнчӗ Нарпи.
— Улӑп чакма хӑнӑхман вӑл.
— Вӑл ҫапла пуль-те-ха, анчах ҫапӑҫмалли самантсем малашне те пулӗҫ-ха. Вӑйна тепӗр чухне кӑтартӑн. Атя, каяр кунтан, — терӗ те Нарпи Улӑпа аллинчен туртрӗ. Лешӗ килӗшрӗ…
Улӑппа шай ӑҫтан чупса пырӑн-ха ӗнтӗ? Вӑл пӗрре ярса пуссах таҫта ҫити мала ӳкет. Нарпи юлма пуҫларӗ. Ҫав самантра леш кашкӑр сиксе тухрӗ те хӗре хӑй ҫине лартрӗ. Вара вӗсем ӑнӑҫлах малалла вирхӗнчӗҫ…
IХ
Уксах Микка ял патне ҫывхарнӑҫемӗн лашине хулленрех яма хушрӗ, кӑштах кантӑр терӗ пуль ӗнтӗ. Унтан пачах чартарчӗ, лавҫа сӳсмен-пӑява тӗрӗслеме хушрӗ. Хӑй те анса уткаласа ҫӳрерӗ, ҫи-пуҫне тӳрлеткелесе илчӗ. Вара каллех лав ҫине улӑхса ларчӗ те лашине хӑвалама хушрӗ…
Турхан пурӑнакан ял вӑл таврара чи пысӑкки. Пурӑнасса та сумлӑрах йӑхсем пурӑнаҫҫӗ. Кашнин хӑйӗн вырӑнӗ. Авланнӑ ывӑлӗсем ҫурчӗсене ашшӗ килӗпе юнашар лартма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна пула тӳрӗ урамсем ҫукпа пӗрех. Апла пулин те Микка кашни йӑх патӗнчен иртсе кайма шутларӗ. Курччӑр Микка камне! Чылайччен кукӑр-макӑр ҫулпа ҫӳрерӗ те Аминепе Калима пурӑнакан кил умне ҫитсе чарӑнчӗ, парнесене илчӗ те кӗрсе кайрӗ.
Малтан вӑл сӗтел ҫине пасарта туяннӑ тутлӑ кучченеҫсене кӑларса хучӗ, хӑналанма сӗнчӗ. Лешсен умӗнче паян пачах урӑхла Микка: тумӗпе те, кӑмӑлӗпе те. Чура туйӑмӗ те сисӗнмест. Хӑйне хуҫа пекех тыткалать. Ҫакӑ вара Амине чӗрине самаях сӑхса илчӗ. Мӗнле чӑтса тӑрӑн-ха?
— Кучченеҫ ҫисе ларма кунта сӑлтав ҫук,- терӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ. — Тутлӑ ҫимӗҫ валли савӑнӑҫлӑ вӑхӑт кирлӗ.
— Амине, кун пек макӑрса ларнипе Ватраса чӗртсе тӑратаяс ҫук. Ахалех ытлашши хуҫӑлатӑр. Хам сывӑ чухне сире пӑрахмӑп.
— Ав мӗнле калаҫатӑн эсӗ. Турхан туйине паянах килсе панӑ пул. Ватрас йӑхӗ пӗтмен-ха вӑл. Ывӑлӗ сывӑ ҫӗртенех турхан туйине тепӗр ҫынна памӑпӑр. Ыранах Эсрел патне каятӑп.
— Вара мӗскер тӑвас тетӗн?
— Сан ҫинчен каласа паратӑп, Алмаса турхана лартма ыйтатӑп.
— Хӗрарӑм пуҫупа тем сиктерсе кӑларӑн. Эсӗ нимӗн те пӗлместӗн иккен. Эсрел умӗнчи парӑма татмасӑр Алмаса кураймӑн. Мӗнпе тӳлесе илӗн? Ылтӑну ӑҫта?
— Кайсассӑн курӑпӑр унта.
— Кун пирки ан та шухӑшла, Эсрел патне пӗр ҫынна та ямастӑп. Пӗтӗм ыйтӑва хам татса парӑп. Эсир халӗ пурте манӑн алӑра, — терӗ Микка чышкине кӑтартса. Кӑштах кулма та пикенчӗ, анчах ҫакӑ вӑл пит ӑнӑҫлах пулмарӗ. Ма тесессӗн ун халь калаҫӑва пачах урӑх ҫӗрелле куҫармалла. Мӗнлерех тусассӑн лайӑх-ши?
— Алмас шӑпи те манран килет, — хӑйса пычӗ Микка. — Эпӗ ҫеҫ ҫӑлма пултаратӑп. Паллах, мӗн ыйтнине тивӗҫтерсессӗн.
— Тата мӗн кирлӗ-ха ӗнтӗ сана?
— Калима…
— Ак тамаша! — пӗҫҫине шарт! ҫапса илчӗ Амине. — Вӑл тата мӗн тума?
— Арӑм тума.
— Мӗн калаҫатӑн эсӗ, ват супнӑ. Кикен тымарӗ ҫимерӗн пуль те? Калима! Хӗрӗм, илтетӗн-и? Кил-ха кунтарах.
Калима тӗпелте чаршав хыҫӗнче пулнӑ иккен. Веҫех итлесе ларнӑ, анчах Микка патне тухма шутламан. Халӗ вара…
— Ак тамаша, мӗне пула визирь евӗрлех тумланнӑ вара эсӗ? — тӗлӗнсе пӑхса илчӗ Микка ҫине Калима. — Мӗн эсӗ, Эсрел тарҫи пулма хатӗрленместӗн пуль те? Туму веҫех ҫавсенни пек.
— Калаҫӑва айккинелле пӑрса ярар мар-ха. Мӗн каланине илтрӗр пуль. Эпӗ вара хам сӑмахран пӗр шит те чакмастӑп. Енчен те пурнӑҫӑра йӗркеллӗ, ҫӑкӑрлӑтӑварлӑ пурӑнса ирттерес тетӗр пулсассӑн, сирӗн эпӗ каланипе килӗшме тиветех. Кӗҫех акӑ Ватрас хатӗрленӗ пурлӑх ҫунакан ҫурта пек ирӗлме пуҫлӗ. Ытти ҫынсем пек тар кӑларса ӗҫлеме хӑнӑхман эсир. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, мӗн кӗтет-ха сире?
— Алмас пур чухне аптрамӑпӑр-ха, — терӗ Калима.
Микка ахӑлтатса кулса ячӗ шӑпах ҫак саманта кӗтсе тӑнӑ пекех. Пӗлет вӑл, веҫех ӑнланать, Эсрел хӑйне турхана лартманнине те чухлать. Анчах саманчӗ питӗ меллӗскер-ҫке. Усӑ курса юлмалла унпала.
— Ну юрӗ, шухӑшласа пӑхмалӑх вӑхӑт пур-ха сирӗн. Ҫапах та, Амине, ман сана тав тӑвас шухӑшӑм пур. Ҫак киле нумай ҫул хушши кӗрсе ҫӳрерӗм, санран сивӗ сӑмах илтменччӗ. Илсем манран ҫак парнене, — терӗ Микка питӗ паха тутӑра хӗрарӑм хулпуҫҫийӗ ҫине ҫакса ярса. — Урана камшӑн амантнине те пӗлетӗн вӗт.
Амине сӑмах хушма ӗлкӗриччен Микка Калима хулпуҫҫийӗ ҫине те укаллӑ пурҫӑн ҫакса ячӗ. Йӑлкӑшса кӑна тӑрать.
Шӑп ҫак самантра кӑшкӑрашса ҫапӑҫса Чӗкеҫ кӗрсе тӑчӗ.
— Кӳртмеҫҫӗ тата ҫак мурсем. Ватрас пур чухне нимле чару та ҫукчӗ… Ак чӗмере! — Аминепе Калима ҫинчи парнесене асӑрхаса ҫӑварне карса пӑрахрӗ Чӗкеҫ. — Мӗн пулса иртет вара кунта? Микки тата мӗнле тумланнӑ! Туй каччи пек… Чим-ха… Туя хатӗрленместӗр пулӗ те?…
— Ҫук, ҫук — хирӗҫлеме тытӑнчӗ именнипе пичӗ пиҫнӗ ҫырла пек хӗрелнӗ Амине. Кам шутланӑ-ха Чӗкеҫ ҫапла леш арҫынсене тӗке-тӗке ярсах кӗрсе тӑрасса. Тепӗр тесессӗн, арҫыннисем те пит тӗреклӗскерсемех мар та… — Миккана пасартан илсе килме хушнӑччӗ те, тыткаласа пӑхатпӑр-ха, — чееленчӗ ҫавӑнтах. — Мӗнле пек?
Чӗкеҫ малтан Калима ҫинчине тытса пӑхрӗ, унтан Амине тутӑрне хӑй ҫине ҫаксах, урлӑ та тӑрӑх пӑхкаларӗ. «Ватрас укҫипе ырӑ куратӑр ӗнтӗ», — шухӑшларӗ ӑшӗнче.
— Мана сирӗн пурлӑхӑр пит кирлех мар-ха. Алмас пирки…
— Тутри килӗшет пулсассӑн сана пултӑр эппин. Ил, — пӳлсе хучӗ Амине Чӗкеҫ темӗскер персе ярасран хӑраса. — Ватрас ырлӑхӗ кӑштах сана та тивтӗр.