Читаем Улӑп таврӑнни полностью

— Курасчӗ ӑна. Инҫетрен кӑна пӑхса илесчӗ. Ҫӗр ҫинчех выртать-и вара вӑл?

— Мӗскер эсӗ, чӑнах та, уйӑх ҫинченех аннӑ пулмалла, кунти йӗркесене пачах та пӗлместӗн. Уйрӑм ҫуртра выртать вӑл. Кунтан иртсессӗн вилӗм кӑна кӗтет сана, капӑр тумланнӑ пике.

— Ирттерсе яр-ха, тархасшӑн, ҫуртне кӑна пӑхса илем. Акӑ сана уйӑх ҫинчен илсе килнӗ япала парнелетӗп.

Нарпи арҫынна пысӑках мар кӗмӗл чӑмӑркки тыттарчӗ. Лешӗ ӑна ҫавӑркаласа пӑхрӗ те мӗн иккенне тавҫӑрчӗ.

— Ку япала татах та пур-и вара унта?

— Кирлӗ пулсан уйӑх ҫинчен тӳрех персе парӑп. Кун пекки унта темӗн чухлех.

— Кӗмӗл мар пуль те? — тӗкӗнсе пӑхрӗ Нарпи пуҫӗнчи тухьяна.

— Килӗшет пулсассӑн ил эппин, — сӗнчӗ Нарпи тухьине хывса парса.

— Самай йывӑрскер, кӗмӗлренех пулас, — терӗ те лешӗ пуҫне тӑхӑнса пӑхрӗ. — Ҫуртне ҫеҫ курас тетӗн пулсассӑн ирт, эппин. Анчах асту, эпӗ сана курман… Панӑ сӑмаха пурнӑҫла. Леш уйӑх ҫинчине персе пар…

Нарпи малалла утрӗ. Кӑштах кайсассӑн ун умне иккӗмӗш хурал тухса тӑчӗ. Аллинче пысӑк чукмар.

— Чарӑн! Малалла ҫул ҫуккӑ. Унта Улӑп ҫывӑрать.

— Маттур каччӑ, ирӗк парсам мана Улӑп выртакан ҫурт ҫине аякран та пулин пӑхса илме.

— Ҫук, юрамасть. Эсрел хушман. Чим-ха, эсӗ кам пулатӑн вара, ӑҫтан килтӗн?

— Уйӑх ҫинчен аннӑ эпӗ, чипер каччӑ.

— Чӑнах-и? Малтанах сисрӗм ҫав кунти ҫын маррине. Кӗпӳ тата… Кун пеккине курманччӗ.

— Килӗшет пулсассӑн ил эппин, — терӗ те Нарпи кӗпине хывса тыттарчӗ.

— Шӑрҫуна та, суллуна та пар!

Нарпи хуралҫӑ хушнине итлерӗ. Лешӗ ӑна чармарӗ. Кӑштах утсассӑн хура вӑрман ҫуталса кайрӗ. Умра пысӑках мар уҫланкӑ. Унта чулран тунӑ ҫурт ларать. Сасартӑк виҫҫӗмӗш хурал тухса тӑчӗ.

— Малалла пӗр утӑм та ярса ан пус. Часах пуҫу сирпӗнсе кайӗ, — хӑмсарса илчӗ вӑрӑм хӗҫҫипе. — Кам вара эсӗ? Мӗн туса ҫӳретӗн?

— Улӑп виллине сыхлаканӗ питӗ маттур каччӑ терӗҫ те…

— Маттурри-мӗнӗ… Улӑп вилмен вӑл, ҫывӑрать кӑна, — терӗ хуралҫӑ хӑй ҫине пӑхса илсе.

— Мӗншӗн вӑратмастӑр вара эсир ӑна?

— Эсрел хушмасть, Улӑпран хӑрать вӑл.

— Хӑй мӗншӗн вӑранмасть тата? Пӗрмаях ҫывӑрать-им?

— Нумай ҫул хушши ӗнтӗ. Ун пуҫӗ патне ҫывӑрттаракан курӑк хурса тӑраҫҫӗ. Ҫав курӑк ӑҫта ӳснине, унпа мӗнле усӑ курмаллине пӗр хӗрарӑм ҫеҫ пӗлет. Ҫав пӑхса пурӑнать те ӗнтӗ Улӑпа.

— Нивушлӗ ун пек курӑк та пур вара? Пӗртте ӗненес килмест. Курӑк шӑршипе те ҫывӑрса кайма пулать-ши вара?

— Пулмасӑр. Ӗненмесен шӑршлаттарса пӑхтарам, эппин.

Хуралҫӑ Улӑп ҫурчӗ патнелле утрӗ. Нарпи те пӗрле кӗресшӗнччӗ, анчах лешӗ чарчӗ. Кӗҫех пӗр ывӑҫ пек курӑк илсе тухрӗ.

— Акӑ, шӑршласа пӑх, — тӑсрӗ аллине.

— Э-э-э… Чеескер иккен эсӗ, мана ҫывӑрттарса ярасшӑн. Пӗлетӗп сана, куҫу, ав, мӗнлерех вылять. Шан сана.

— Тыт. Килӗшмесен…

— Ҫук, ҫук, кирлӗ мар.

Хуралҫӑ Нарпие шӑршлаттарас тесе курӑка вӑйпах ун тути патнелле илсе пычӗ. Лешӗ пӑркаланма тытӑнчӗ, кулкаласа курӑка туртса илсе айккинелле печӗ те арҫынна чуптурӗ. Лешӗ хӗҫҫине пӑрахрӗ те Нарпие ыталаса илсе тутинчен те, ҫара ӳтӗнчен те чуптума пуҫларӗ. Кӗҫех симӗс курӑк ҫине тӳнсе кайрӗҫ те йӑваланма тытӑнчӗҫ.

— Ку мӗнле хывӑнма пӗлмен япала пулчӗ вара? — илтӗнчӗ арҫын сасси.

— Чыс пиҫиххийӗ вӑл. Уҫҫисӗр уҫӑлмасть.

— Халех уҫнӑ пул.

— Манра мар ҫав, Улӑп айӗнче выртать вӑл, — терӗ Нарпи ура ҫине тӑнӑ май. — Ҫавна илсе тухмасӑр санӑн пулаймӑп. Улӑп патне кӗрт мана. Вара эсӗ ӗмӗтленни пурнӑҫланӗ.

Хуралҫӑ йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ те килӗшрӗ, анчах леш хӗрарӑм килсе тухма пултарать тесе Улӑп патӗнче нумай тӑма хушмарӗ.

— Эсӗ леререх кайса тӑр та пӑхкала. Вӑл килнине курсассӑнах шви! шӑхӑр…

Арҫын, чӑнах та, леш хӗрарӑм ҫӳрекен ҫул патнерех кайса тӑчӗ. Нарпи васкасах пӳрте кӗрсе кайрӗ. Чаплӑ вырӑн ҫинче выртать иккен Улӑп. Калама ҫук тӗреклӗ те илемлӗ арҫын лӑпкӑн ҫывӑрать. Нарпи ӑна пӗрремӗш хут курать пулин те, пӑхса киленсе тӑмарӗ, ун пуҫӗ тавра хунӑ курӑка пуҫтарчӗ те алӑкран тухса печӗ. Унтан Улӑпа вӑратма пикенчӗ, икӗ аллипе тытсах силлерӗ. Лешӗ вӑранмасть. Аптранипе чуп туса та пӑхрӗ. Питӗ тарӑн ыйӑха путнӑ иккен вӑл. Улӑп хускалма пуҫланӑччӗ кӑна, лешӗ шви! шӑхӑрса ячӗ. Нарпи чупса тухрӗ. Асамҫӑ хӗрарӑм тӗрӗслеме килет иккен. Хуралҫӑ хӗрачана айккинерех ҫавӑтса утрӗ. Хӗрарӑм Улӑп патне кӗнӗкӗменех каялла чупса тухрӗ те пӗтӗм тавралӑх илтмелле: «Улӑп вӑраннӑ!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Каллех кӗрсе кайрӗ.

Хуралҫӑ хӑраса ӳкрӗ, Нарпирен уҫӑ ыйтрӗ. Лешӗ пушӑ алӑпах тухнине пӗлсессӗн тарӑхса кайрӗ.

— А-а-а… Эсӗ улталарӑн иккен. Эсех вӑратрӑн пулас. Сана-и… Вӑхӑт питӗ сахал-ха, хӑвӑртрах Эсреле пӗлтермелле.

Куҫне чарса пӑрахнӑ арҫын Нарпие йывӑҫ ҫумне ҫурӑмпа тӑратрӗ те аллисене хыҫалалла туса ҫыхса хӑварчӗ. Хӑй вара пушарти пек васкаса куҫран ҫухалчӗ…

Леш хӗрарӑм тӑрса ларнӑ Улӑп умӗнче ним тума аптраса тӑрать. Халӗ вара нимӗнле курӑк та пулӑшас ҫук. Эсрел килсессӗн… Ун умӗнче явап мӗнле тытмалла? Тӳрех касса пӑрахать ӗнтӗ.

Хӗрарӑм куҫне лайӑххӑн уҫайман Улӑпа питӗнчен, ҫӳҫӗнчен аллипе шӑлса ачашласа илчӗ.

— Аран вӑратрӑм сана, юратнӑ Улӑпӑм, — терӗ.

— Ӑҫта вара эпӗ? — ыйтрӗ Улӑп пӑхкаласа илсе. — Мӗншӗн вырӑн ҫинче выртатӑп?

— Ҫывӑрнӑ эсӗ, нумай ҫул хушши ҫывӑрнӑ. Юратьха хам ҫине тӑрса вӑратрӑм. Эсрел пӗлсессӗн вӗлерет ӗнтӗ мана.

— Эпӗ халь Эсрел патӗнче-им вара?

Перейти на страницу:

Похожие книги