Читаем Улӑп таврӑнни полностью

Нарпи амӑшӗ вара таврари паллӑ алӑсти шутланнӑ. Турхан шупӑрне те вӑл тӗрлесе панӑ теҫҫӗ. Хӑйӗн ӑсталӑхне хӗрне пиллесе хӑварни пирки нимӗнле иккӗленӳ те ҫук. Нарпи вара амӑшӗнчен те ирттерет пулӗ. Вӑл тума пӗлмен ӗҫ ҫук. Халӗ вӑл виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ амӑшӗсӗр пурӑнать. Лешӗ хытӑ чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн ура ҫине тӑраймарӗ.

Нарпи кӗҫӗр те тӗлӗкре амӑшӗпе пӗрле пулчӗ. Вӑл ҫӳпҫерен питӗ илемлӗ кӗпе илчӗ те ҫакӑ вӑл телей кӗпи пултӑр тесе Нарпие пачӗ. Хӗрӗ хӗпӗртесе тыткаласа пӑхнӑ вӑхӑтра амӑшӗ чакса-чакса пычӗ те темле пӗчӗкленсе кайса мӗлке евӗр курӑна пуҫларӗ. Нарпи кӗпине сак ҫине хучӗ те амӑшӗ патнелле чупса пычӗ. Лешӗ куҫран ҫухалчӗ. Нарпи амӑшӗн парнине тӑхӑнса пӑхас тесе каялла ҫаврӑнчӗ. Ак тӗлӗнтермӗш, ҫав кӗпепе пачах та ют хӗрарӑм тӑра парать. Алӑк патнелле пӑрӑнчӗ те кула-кула тухса кайрӗ. Нарпи алӑк патне чупса пычӗ, туртрӗ, алӑкӗ уҫӑлмарӗ. Вара вӑл нимӗн тума аптранипе макӑрса ячӗ.

— Мӗн пулчӗ-ха, хӗрӗм? — илтӗнчӗ хӗрарӑм сасси.

Нарпи куҫне уҫрӗ те ун умӗнче кил хуҫи тӑнине асӑрхарӗ. Хӑвӑртрах сиксе тӑчӗ те йӗри-тавралла пӑхса илчӗ, йывӑҫ пӑта ҫинче ҫакӑнса тӑракан уртмаха ярса тытрӗ, унти япаласене хыпашласа пӑхрӗ. Пурте вырӑнтах иккен.

— Тӗлӗкӳ япӑхскер пулчӗ-им? — терӗ хӗрарӑм пӗлнӗ пекех.

— Тӗлӗк вӑл тӗрлӗрен пулать, — лӑплантарма пикенчӗ хӑйне хӑй Нарпи.

Чӑнах та, мӗншӗн питӗ пӑшӑрханмалла вара, амӑшӗпе пӗрле илемлетсе ҫӗленӗ шурӑ кӗпе уртмахрах выртать. Ҫимеллисене те никам та тӗкӗнмен. Нарпи ҫӑвӑнса тасалчӗ те сывпуллашса ҫула тухрӗ.

Нумай кайрӗ-и, сахал-и, анлӑ юхан шыв хӗррине ҫитсе тухрӗ. Ун халӗ тепӗр енне каҫмалла. Инҫех те мар урапа сасси илтӗнсе кайрӗ. Тавар тиенӗ лав хыҫҫӑн иккӗн утса пыраҫҫӗ. Кусен те леш енне каҫмалла иккен. Нарпи тимлӗнрех сӑнама пуҫларӗ. Лавҫӑсем шыв хӗрринех пырса тӑчӗҫ те лашине шӑварчӗҫ. Вӑхӑт чылай та иртмерӗ ку еннелле сулӑ ҫывхарни курӑнса кайрӗ. Акӑ ӗнтӗ инҫех те мар кӗписене хывса хурсах вӑрӑм кӗсменсемпе тӑваттӑн авӑсаҫҫӗ. Сарлака ҫурӑмлӑ тӗреклӗ арҫынсем. Сулӑ чарӑнмалли ятарласа чулсем пӑрахса хӑпартнӑ вырӑн пур иккен. Лешсем ҫав тӗле ҫитсе чарӑнчӗҫ те сулла тӗреклӗ пӑявпа юпаран кӑкарчӗҫ. Унтан урапа патне пычӗҫ. Ҫак ҫынсенчен юлас мар тесе Нарпи те ҫывхарса тӑчӗ. Лашине тӑварнӑ иккен. Малтан урапине вырнаҫтарма шутларӗҫ, сулӑ ҫине алӑпах туртса кӗртме тытӑнчӗҫ. Лашине тытса тӑраканни чӗлпӗре Нарпие тыттарчӗ те лава хыҫалтан тӗртсе ыттисене пулӑшрӗ. Унтан лашине кӗртсе тӑратрӗҫ. Пӗр лавҫи лаша умне пырса тӑчӗ те ҫамкинчен шӑлса ачашласа илчӗ, сулӑ кӑштах силленнине пула хӑрасран лӑплантарма тӑрӑшрӗ. Тепӗр арҫынӗ Нарпи ҫине пӑхса илчӗ те:

— Каҫарнӑшӑн тӳлемелли пур-и вара санӑн? — терӗ.

Укҫи Нарпин кӑштах пур-ха, анчах шыв урлӑ каҫарнӑшӑнах пӗтерес темерӗ.

— Эпӗ сире ҫимелли парӑп, — хуравларӗ хӗрача уртмахран самай пысӑк шӑрттан туртса кӑларса.

— Ку мӗн япала вара, мӗнрен пӗҫернӗ? — ыйтрӗ арҫын шӑрттана шӑршласа пӑхса. — Какайран иккен, — хуравларӗ хӑех.

— Тутанса пӑхӑр эсир. Тен, килӗшӗ?

— Ну, юрӗ. Лере ҫитсен ҫисе пӑхӑпӑр. Кайрӑмӑр, — терӗ асли. Ҫыран енчи карлӑк шалчине ҫирӗплетсе хучӗҫ те кӗсменпе ӗҫлеме тытӑнчӗҫ. Леш арҫын чӗлпӗре урапаран ҫыхрӗ те лашана курӑк хурса пачӗ. Апла пулин те ҫакӑ тӗреклӗ выльӑх лӑпкӑ тӑмарӗ, пӗрмаях урисене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса пычӗ. Сулӑ хытӑрах ярӑнса илнӗ самантсенче выльӑх пӑлханчӗ. Лаша урисем чалӑштарса тӑратнӑ чараксем пекех курӑнса кайрӗҫ. Ӑсӗ хӑйне пурӑнмалӑх лашан та пур иккен, сулӑ ҫинче мӗнле тытмаллине чухлать.

Нарпи леш енне каҫсассӑнах ыттисене пӑхса тӑмарӗ, малалла васкарӗ. Вӑхӑт хӑвалать, паянхи кун вӗҫлениччен инҫетрен курӑнса ларакан сӑрт урлӑ каҫма тӑрӑшмалла. Ҫулӗ вара унталла ансӑрскер кӑна. Лашапа ҫӳрекенсем инҫетрен ҫаврӑнаҫҫӗ пулас.

Тӑвалла ҫул ҫӑмӑлах мар, хулпуҫҫи урлӑ ҫакнӑ уртмах та йывӑрланса пырать, шыв ӗҫес килет. Юрать-ха, сӑрт хӗрринче сивӗ шыв сӑрхӑнса тухакан вырӑнсем пур. Ларса канас шухӑш та пурччӗ, анчах Нарпи сӑрт тӑррине ҫитмесӗр чарӑнас темерӗ. Туя ҫине таянса кӑштах пӑхса тӑчӗ те ҫӳлелле тапалашрӗ. Ҫапла хыттӑн тапса утса пынӑ ҫӗртех ун ҫулне ҫӗлен пӳлсе хучӗ. Самай вӑрӑмскерех, анчах темшӗн чул айӗнчен тухаймасть, пуҫне ҫӗклесе ниҫта кайса кӗрейми авкаланать. Хӑраса ӳкнӗ Нарпи пӑрӑнса иртес тесе пӗр-ик утӑм кӑна тунӑччӗ, «ҫӑлсам мана» тени илтӗнсе кайрӗ. Хӗрача тинех тавҫӑрса илчӗ: ҫӗлене ҫӳлтен ишӗлсе аннӑ чул хӗстерсе лартнӑ иккен. Апла пулсассӑн — ҫӑлмалла ӑна: пӗтӗм вӑйне пухса чула катертме пикенчӗ, анчах ӗҫ тухмарӗ. Ҫапах та тавҫӑрса илчӗ, кукашшӗ ӗҫленине аса илчӗ: инҫех мар выртакан самаях хулӑн йывӑҫ вуллине илчӗ те пӗр вӗҫне чул айне чиксе хирчӗ. Чул кӑштах ҫӗкленчӗ. Ҫав самантпа усӑ курса ҫӗлен маларах шума ӗлкӗрчӗ, чул айӗнчен тухрӗ. Унтан кӑштах ҫӗкленчӗ те темиҫе хутчен пуҫне тайрӗ. Хӑйне ҫӑлакана тав турӗ ӗнтӗ. Ҫӗлен — хӑй ҫулӗпе, Нарпи хӑй ҫулӗпе малалла кайрӗҫ.

Перейти на страницу:

Похожие книги