Читаем Улӑп таврӑнни полностью

Ҫак самантра ял патне тата темиҫе ҫын ҫывхарчӗ, лаша кӳлсе тухнисем те пур. Вӗсем калаҫнине илтсессӗн Нарпи тинех тавҫӑрса илчӗ: пасара килеҫҫӗ иккен. Апла пулсан вӗсемпе хутшӑнса каяс та пасара кӗрсе курас…

Пасарӗ вара… Кун пеккине Нарпи тӗлӗкре те курман. Мӗн кӑна ҫук пулӗ! Ҫыннисем тата… Ӑҫтан килсе тулман пулӗ. Халиччен пач курман тумпа ҫӳрекенсем те пур, калаҫӑвӗ те вӗсен ку таврари пек мар. Лавккисем патне ҫывхарсан куҫ алчӑраса каять. Ҫынсем укаллӑ пурҫӑн илнине курсан Нарпи чылайччен пӑхса тӑчӗ. Хаклӑ япала пулсан та илекенсем тупӑнаҫҫӗ, укҫине хӗрхенмеҫҫӗ.

Ак тамаша, юнашарах чӑвашла калаҫни илтӗнсе кайрӗ. Сасси те палланӑ ҫынӑнни пекех. Нарпи ҫаврӑнса пӑхрӗ те уксах Миккапа икӗ арҫын тӑнине асӑрхарӗ, айккинерех пӑрӑнчӗ те питне хупларӗ. Микка купса патне ҫывхарчӗ те питӗ илемлӗ пурҫӑн тутӑр ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, укаллӑ пурҫӑна та пӗр пилӗк аршӑн виҫтерчӗ, хӑйӗн валли питӗ паха бешмет туянчӗ. Енчӗкӗ вара хӑйӗн самай пысӑкскер, укҫа-тенкӗрен аптрамасть курӑнать. Унтан ҫак арҫынсем урапа-ҫуна сутнӑ ҫӗре пычӗҫ. Кӑштах пӑхкаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн Микка илем летсе тунӑ ҫатан урапа патне пырса тӑчӗ, унтан йӗритавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те силлесе пӑхрӗ, вара тин хакне ыйтрӗ. Хуҫин сутмалла ӗнтӗ, ҫине тӑрсах урапине ырлама пуҫларӗ, Миккана ларса пӑхма сӗнчӗ. Лешӗ килӗшрӗ, хуллен хӑпарса ларчӗ те ыттисем ҫине мӑнаҫлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

— Ну, мӗнлерех курӑнатӑп эпӗ ку урапа ҫинче? — ыйтрӗ Микка.

— Чӑн-чӑн турхан пекех, — терӗ пӗр арҫынӗ.

— Апла пулсан илӗпӗр. Эсӗ вара ӑйӑра ҫавӑтса кил.

Лешӗ айккинелле васкарӗ. Миккана урапа ҫинчен анма тепӗр арҫынӗ пулӑшрӗ. Унтан хакӗ пирки калаҫрӗҫ.

— Ҫук, ҫук, урӑх чакараймастӑп. Хӑвӑрах куратӑр, кун пек урапа пасарӗпе те ҫук, — илтӗнчӗ сутуҫӑ сасси.

Ҫав хушӑра леш арҫын тӗреклӗ лашапа ҫитрӗ. Иккӗшӗ кӳлме пуҫларӗҫ. Микка сутуҫӑпа татӑлчӗ, унтан леш капӑр тума тӑхӑнчӗ те урапа ҫине хӑпарса ларчӗ. Пӗр арҫынӗ ямшӑк вырӑнне ларчӗ те тилхепене алла илчӗ. Тепри кӗҫ-вӗҫ тапса сикме хатӗр ӑйӑра ҫавӑтса пычӗ. Пасар айккинче вӗсене хӑйсем ларса килнӗ урапине сыхласа тӑракан арҫын кӗтсе илчӗ. Вырнаҫса ларчӗҫ те чӑвашсем патнелле ҫул тытрӗҫ. Малта уксах Микка саркаланса ларса пырать…

Микка Алмаса илсе килесси пирки пачах та шухӑшламанни ҫакӑнтан та паллӑ ӗнтӗ. Ун халӗ питӗ турхана тухас килет. Ҫакна пурнӑҫлас тесен Эсрел аллине ларма пӗлмелле. Тӗлпулӑва хатӗрленет ӗнтӗ.

«Ҫук, кун пек юрамасть. Часрах Улӑпа вӑратасчӗ те саманана улӑштарасчӗ. Ҫавӑ кӑна йӗрке тума пултарӗ», — тесе Нарпи малалла васкарӗ. Ҫул ҫинче пӗр ватӑрах хӗрарӑма хӑваласа ҫитрӗ те сӑмах тапратрӗ, япалине йӑтса пыма пулӑшрӗ. Ку та самай усӑллӑ пулчӗ, Нарпи каланине тӗрӗсех ӑнланать иккен. Ҫапла вӗсем чылайччен пӗрле утрӗҫ. Хӑйсен ялӗ патне ҫитсессӗн хӗрарӑм Нарпие тав турӗ, чей те пулин ӗҫтерсе ярам тесе килне кӗрсе тухма сӗнчӗ. Пӗчченех пурӑнаканскер иккен. Упӑшки вӑрҫӑра вилнӗ. Анчах ҫӑкӑр-тӑвартан аптрамасть. Эсрел хушнипе кун пек хӗрарӑмсене ял пуҫлӑхӗн пулӑшса пымалла, вӗсенчен куланай илмелле мар. Ялти йӑласем те урӑхла, эрехпе иртӗхекен ҫук, ҫамрӑксем ваттисен сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ. Тӗн йӗрки те урӑхла, пӗр турра кӑна пуҫ ҫапаҫҫӗ.

Кил хуҫи Нарпие каҫа хирӗҫ ҫула тухни ырра мар тесе ӗнентерме пикенчӗ, кунтах ҫӗр каҫма сӗнчӗ. Килӗшме тиврӗ. Кун пек меллӗ самантпа усӑ курса Нарпи ҫине тӑрсах калаҫрӗ, хӑш-пӗр сӑмахсене ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ. Ҫапла чылайччен калаҫса выртнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрса кайрӗ.

Каллех пӗр тӗлӗк, каллех амӑшӗ курӑнчӗ. Вӑл сывӑ чухне апла марччӗ, тӗлӗкре унта выляни те, шыва кӗни те, улӑхра чечек татни те, вӑййа тухни те пулатчӗ. Ҫӗкленсе вӗҫсе ҫӳренисем те асрах. Юлашки вӑхӑтра ытларах амӑшӗ курӑнать. Ашшӗне вара Нарпи пачах та астумасть. Ун ҫинчен вӑл амӑшӗ каласа панӑ тӑрӑх кӑна пӗлет.

Ҫамрӑклах пуҫне хунӑ вӑл. Хӑюллӑскер пулнӑ теҫҫӗ, Ватрас ӗҫӗсемпе кӑмӑлсӑр пулнине те уҫҫӑнах калама пултарнӑ. Уйрӑмах ӑна турхан Эсрел умӗнче чӗтресе пурӑнни килӗшмен. Ирӗклӗх ҫукки канӑҫ паман.

Пӗрре ҫапла Эсрел ҫыннисем куланай пухма килсен самай тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет. Нарпи ашшӗ таврари паттӑрсене пухать те лешсене мӑн ҫул ҫинче тивӗҫлипе кӗтсе илет, тӗмсем хыҫӗнчен сиксе тухаҫҫӗ те лавсене тытса чараҫҫӗ, хуралсене те тӑн кӗртсе илеҫҫӗ. Лешсем чӑваш ҫӗрӗнчен нимсӗрех тухса каяҫҫӗ. Кусем вара туртса илнӗ япаласене ҫынсене тавӑрса параҫҫӗ.

Кун хыҫҫӑн Эсрел питӗ йышлӑ ҫар ярать. Паллах, Нарпи ашшӗ хӑйӗн пӗчӗк ушкӑнӗпе хирӗҫ тӑраймасть. Вара вӑл тарса ҫӳреме пуҫлать. Апла пулин те ӑна турхан ҫыннисем пулӑшнипе ярса тытаҫҫӗ. Ҫак паттӑра Эсрел патне илсе каяҫҫӗ, лешӗ вара ӑна хӑй аллипе хӑй ҫав тери асаплантарса вӗлернӗ теҫҫӗ. Ҫак ӗҫе тӑвас умӗн Эсрел Ватраса хӑй патне чӗнсе илнӗ тет, чӑваш турханӗ курса хӑраса тӑтӑр тесе пулӗ ӗнтӗ. Эсрел ҫилли Нарпи амӑшӗ ҫине те ӳкме пултарнӑ. Уксах Миккана кӑна хуш… Мӑчавӑр хӗрӗ пулнипе ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ вӑл. Атту Нарпи шӑпи ҫав тери йывӑр пулатчӗ. Амӑшӗ пур ҫын тӑлӑх мар ӗнтӗ.

Перейти на страницу:

Похожие книги