— Вилнӗччӗ мар, вӗлернӗ темелле. Ҫапах та эсӗ манран ан хӑра. Усал тума килмен эпӗ. Ватрас халӗ вилес пек выртать, ман паталла васкать, курса юл ӑна чӗрӗлле. Киле васка.
— Епле тухӑп-ха кунтан? Кӑлармаҫҫӗ вӗт мана.
— Алӑк уҫах унта. Вӗҫтер часрах.
Чӑнах та, Амине ҫитнӗ ҫӗре Ватрас тӑнне ҫухатнӑ, арӑмне те палласа илеймерӗ. Леш уксаххи те кунтах. Калима киличчен вӑл пӗчченехчӗ.
— Ватрас, веҫех эсӗ хушнӑ пек тӑвӑп, — терӗ турханӑн чи ҫывӑх тарҫи.
«Юмӑҫ карчӑк чӑннинех каларӗ иккен», — аса илчӗ Амине. Калима вара кӑшкӑрсах макӑрма пуҫларӗ.
— Атте, мӗн туса хутӑн эсӗ? Мӗншӗн мана пӑрахса каятӑн? Ҫакӑн пек чухӑн турхан хӗрӗ кама кирлӗ? Мана малашне мӗн кӗтет-ши?
— Калима, ытлашши ан хуҫӑл-ха эсӗ. Хам пулӑшса пырӑп. Турхан туйине вӑхӑтлӑха мана парса хӑварчӗ вӑл, — йӑпатрӗ тарҫӑ.
Ку вара Аминешӗн уяр ҫанталӑкра аслати кӗрленӗ пекех туйӑнса кайрӗ. Мӗнле-ха капла? Тӗрӗссинех калать-ши вара вӑл?
— Ҫук, ӗненместӗп. Ватрас ун пек хушу тума пултарайман. Турхан туйи Алмас аллинче пулмалла вӑл. Ватрас яланах ҫапла калатчӗ. Хальлӗхе вара ӑна эпӗ хам тытса усрӑп, — терӗ те Амине турхан ҫумӗнчи туяна ярса тытрӗ. Анчах та пӗр самантрах тенӗ пекех уксаххи те ӗлкӗрчӗ. Арҫын арҫынах, туяна туртса илчӗ.
— Алмаса турхана лартиччен пурин те эпӗ хушнине тума тивет. Ватрас вилнине халӑха пӗлтерер те чысласа пытарасси пирки калаҫар, мӑчавӑрпа канашласа пӑхар…
Сӑмах ҫинех тата чӗнме янӑ тарҫӑпа мӑчавӑр килсе ҫитрӗҫ. Мӑчавӑр тӳрех турханӑн аллинчи юн таппине тӗрӗслесе пӑхрӗ. Амине чӑтса тӑраймарӗ, уксах тарҫӑ мӗн хӑтланнине каласа пачӗ, мӑчавӑртан ҫак ыйтӑва татса пама ыйтрӗ.
— Хӗрарӑм ӗҫӗ мар вӑл! — кӑшкӑрса ячӗ уксаххи.
— Мӗншӗн ҫапла калатӑн вара? Япалан йӗрки пур, — лӑпкӑ сасӑпа ӑнлантарма пикенчӗ мӑчавӑр. — Ӑру пуҫӗ пирӗн хӗрарӑм та пулнӑ. Ӑнӑҫлах ертсе пынӑ. Кунта вара турхан туйи ывӑлне куҫмалла.
— Вӑл ӑҫтине пӗлетӗр вӗт-ха. Унччен вара…
— Нивушлӗ пирӗн ҫак тарҫа пӑхӑнса пурӑнмалла вара? — чӑтса тӑраймарӗ Калима, — эпир турхан йӑхӗнчен мар-им вара?
— Турхан туйине Аминене пама тивет,- хушрӗ мӑчавӑр.
— Ҫук! Никама та памастӑп! Ватрас мана хушса хӑварчӗ, — терӗ те алӑк патнелле утрӗ тарҫӑ. Амине ун ҫулне пӳлчӗ, Калима та чупса пычӗ. Анчах тепӗр тарҫи уксаххин хутне кӗрсе хӗрарӑмсене тытса чарчӗ. Лешӗ ӑнӑҫлах тухса шӑвӑнчӗ.
Усал хыпар таврана хӑвӑрт сарӑлчӗ. Кӗҫех Ватраспа Амине тӑванӗсем килсе ҫитрӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Ватраса масар ҫине йӑтса кайрӗҫ. Халӑх таҫтан та пухӑннӑ, анчах ытти чӑваш турханӗсем ҫук. Мӑчавӑр ертсе пынипе кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн Ватраса тарӑн шӑтӑкри ятарласа тунӑ йывӑҫ пурана вырттарчӗҫ, юнашар чустаран тунӑ лаша кӗлетки, хӑй ярӑнса ҫӳренӗ йӗнер, хурҫӑ хӗҫӗ, уявра тӑхӑнмалли тум хурса пачӗҫ. Вара тин тӑпрапа витрӗҫ. Питӗ пысӑк купа турӗҫ, тӑприне лавпа турттарсах. Тӑррине каярах юман юпа лартрӗҫ. Ун ҫинче ҫын сӑнӗ пулӗ. Паллах, ҫамрӑк арҫын сӑнӗ. Ҫынна пытарнӑ хыҫҫӑн ун чунӗ ҫамрӑкланать те тепӗр пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлать, имӗш. Ватрас чунӗ те ҫаплах, ӳчӗ кунта пулмасан та ун ҫамрӑкланнӑ чунӗ ҫынсем хушшинчех, киле те пырса ҫӳрӗ-ха. Ҫавӑнпа та масар ҫинчен таврӑннӑ чухне макӑрма кирлех мар, юрлани те вырӑнлӑ. Ҫапла турӗҫ те: яла юрласах пырса кӗчӗҫ, ташлакансем те пулчӗҫ…
VIII
Вӑхӑт пек вӑйлӑ япала ҫук та пулӗ. «Паян капла та ыран темле», — тесе ахальтен каламаҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑхӑт хӑйпе пӗрле ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пулӑмсем илсе килет. Турхан туйи уксах Микка аллине лекесси пирки Нарпи шутлама та пултарайман. Ҫамрӑк турхан пур чухне ҫапла пулмалла мар ӗнтӗ. Анчах мӗн тӑвӑн-ха? Ӗҫ пачах та ӑнмарӗ. Алмас ҫаврӑнса килесси те паллӑ мар. Эсрел ӑна киле ямасан та пултарать. Ку уксаххи Эсрелӗн шанчӑклӑ тарҫи пулса тӑрасси пирки вара нимӗнле иккӗленӳ те ҫук. Ҫынни ҫавнашкал, Эсрел ҫӳҫ касма хушсан вӑл кунта пуҫ касма хатӗр. Турхантан ытларах ҫавӑнтан хӑратчӗҫ. Халӗ вара ҫавскер турхан туйине вӑйпа туртса илнӗ хыҫҫӑн хӑйне мӗнлерех тыткалӗ-ши? Каллех, вӑхӑт кӑтартӗ, ҫавӑ тӗрӗслесе пӑхӗ.
Улӑп патне кайма Нарпи питӗ тӗплӗн хатӗрленчӗ: Эсрел ҫыннисен чӗлхине пӗлекенсемпе калаҫрӗ, темиҫе хутчен те малтан кайса килнӗ арҫынсемпе тӗл пулчӗ, мӗнле ҫулпа каймаллине ыйтса пӗлчӗ. Лешсем вара питӗ тӗплӗн каласа пачӗҫ, ытларах мӑн ҫулсенчен айккинерех ҫӳреме хушрӗҫ, ҫӗр хута утни шанчӑклӑрах терӗҫ. Эсрел ҫыннисем хӑйсен ҫӗршывне питӗ тимлӗн сыхлаҫҫӗ иккен, ют ҫынна курсанах тытса чараҫҫӗ. Чи усӑлли вара ҫӗрле те малалла кайнӑ чухне тӳпери ҫӑлтӑрсемпе мӗнле усӑ курмаллине вӗрентни пулчӗ. Уя илсе тухсах ӑнлантарчӗҫ, уттарса та пӑхтарчӗҫ. Пӗр арҫынӗ вара мӑчавӑр хушнипе Нарпие чӑваш ҫӗрӗн чиккине ҫитичченех лашапа ӑсатса ячӗ. Малалла, паллах, пӗчченех кайма тивет. Ҫапла пуҫланчӗ ҫамрӑк пикен вӑрӑм та тумхахлӑ ҫулӗ.
Малтан вӑл тӗм хыҫне кайса ҫи-пуҫне ылмаштарчӗ, тумӗпе Эсрел ҫӗршывӗнчи хӗрарӑмах пулса тӑчӗ. Кун пек шанчӑклӑрах. Чӑнах та, ӑна хирӗҫ пулакансем те, хӑваласа ҫитсе иртсе каякансем те нимех те шарламарӗҫ. Пӗрисем тата урапа ҫине ларма та сӗнчӗҫ, Нарпи килӗшмерӗ. Кӗҫех ҫул пӗр пысӑк яла илсе ҫитерчӗ. Нарпи чарӑнса кӑштах шухӑша кайса тӑчӗ: «Мӗнлерех тусан лайӑхрах-ши? Ял витӗрех тухмалла-ши е айккинчен иртсе каймалла?»