— Ҫук, ҫук, хӗрӗм. Ҫакна эпӗ тахҫанах шухӑшласа хунӑ. Эсрелӗн икӗ ывӑл пур, иккӗшӗ те вӑйпитти. Ашшӗпе калаҫса татӑлсассӑн ывӑлӗ хирӗҫ пулас ҫук. Алмаспа хамӑр ӑру шӑпи санран та нумай килет. Кӗскен каласассӑн, Алмас вырӑнне санӑн юлма тивет.
— Ав мӗнлерех иккен, юратнӑ аттем, санӑн ӗмӗтӳ. Ӑнланма та хӗн, ырлӑх-и ку, хурлӑх-и, ниепле те тавҫӑрса илейместӗп.
— Тӑванлашмалла вӗсемпе пирӗн, хамӑр валли ҫӑмӑллӑх шырамалла.
— Ывӑлӗсем авланнӑскерсем пулсассӑн вара мӗн тӑвӑпӑр?
— Уншӑн хӑрама кирлех мар. Пуян арҫынсем унта пурте тенӗ пекех темиҫе арӑмпа пурӑнаҫҫӗ.
— Атте, мӗн калаҫатӑн эсӗ? Нивушлӗ ҫавӑн пек ҫӗре пуҫӑма пырса чикмелле вара манӑн? Нивушлӗ ман валли ырӑ ҫын шӑпи ҫук?
— Ҫак утӑма пирӗн хамӑршӑн тума тивет. Сывалсассӑнах эпӗ Эсрел патне каясшӑн, Алмаса турхана лартма ыйтасшӑн. Иксӗмӗр пӗрле кайӑпӑр. Ӑрӑва упраса хӑварас тесе тӑрӑшрӑм. Тен, ку тӗлӗшпе сирӗн, ҫамрӑксен, ӑнӑҫлӑрах пулӗ. Ывӑнтӑм эпӗ, ывӑнтӑм… Хӗрӗм, санран та нумай килет, текех пӗчӗк ача мар.
— Енчен те Эсрел килӗшмесессӗн…
— Килӗшет. Мӗн тумаллине, мӗн памаллине веҫех шухӑшласа хунӑ. Чеелӗхӳ ҫитсессӗн Эсрел ҫемйине шалтан аркатас ӗҫе те чӗртсе яма пулать. Ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ун мел нумай, ашшӗпе ывӑлӗсене е пиччӗшӗпе шӑллӗне хирӗҫтерсе яма та юрать. Тен, ваттине пуҫтарса хумалли мел те тупӑнӗ…
— Ав мӗнле инҫе пӑхатӑн эсӗ, атте. Атя-ха, тытман упан тирне сӗвер мар.
Шӑп ҫав вӑхӑтра Чӗкеҫ пырса кӗчӗ, Амине ӑҫтине ыйтрӗ, пӗр самант нимӗн шарламасӑр пӑхса тӑчӗ, турхан сывах маррине тавҫӑрса илчӗ пулас.
— Мӗн ыйтма килтӗн-ха каллех? — терӗ сиввӗн Калима.
— Ҫук, мӗн кирли манӑн хамӑн та ҫителӗклӗ. Каламалли пур ман.
— Кала эппин, анчах кӗскен. Аттене халӗ канӑҫ кирлӗ.
— Ватрас, ҫынсем шанми пулчӗҫ сана, урӑх турхан кирлӗ текенсем те пур. Мӗншӗн Алмаса Эсреле сутрӑн? Хӑв вырӑнна йышӑнасран хӑрарӑн-им?
— Кам вара эсӗ мана вӗрентме? — тарӑхса кайрӗ Ватрас. — Хамӑнне хам пӗлетӗп… Чӗнмесӗрех килсе кӗреҫҫӗ, хурал ӑҫта ҫак…
Ватрасӑн чӗри хыттӑнрах тапма пуҫларӗ, тӑнлавӗ те хӗрсе кайрӗ, сылтӑм алли ирӗксӗрех чӗре патнелле туртӑнчӗ. Калима ӑна выртма пулӑшрӗ.
— Ҫӳреҫҫӗ кунта… Хӑв ытлашши ҫын пулнине курмастӑн-им? Уттар хӑв ҫулупа, — хушрӗ Калима.
— Хӑвалатӑн эппин, — терӗ те Чӗкеҫ тухса ӑсанчӗ.
— Вӗлтрен шывӗ пар-ха, ҫавна ӗҫсен ҫӑмӑлрах пек.
Калима ашшӗ патӗнчен каймарӗ, амӑшӗ киличченех ларчӗ. Ҫывӑрса кайнӑ турхана вӑратма шутламарӗҫ.
Мӑчавӑр килӗнче вара урӑхла калаҫу пырать, шурсухалсем канашлаҫҫӗ. Кун пекех пулсассӑн ӑру пӗтсе ларас хӑрушлӑх пур. Мӗнле пурӑнмалла, мӗн тумалла? Миҫе хутчен Эсреле ылханса кӗлӗ туман пулӗ, усси пулмарӗ. Турӑ хӑвачӗ ун патне ҫитмест. Улӑп ҫывӑрнипе усӑ курса алхасать те алхасать.
— Тармалла кунтан, вӑрманлӑ вырӑна каймалла, — терӗ пӗри. — Улӑп килессе шанни кӑлӑхах пулчӗ.
— Эсрелӗ вара пирӗн юна ӗмсех вӑйланса кайрӗ. Ун умӗнче халь тӗнче чӗтрет, — терӗ тепри. — Тен, чӑнах та тарса пытаннинчен ырри ҫук-тӑр.
Вара мӑчавӑр сӑмах илчӗ, турхан ҫак шухӑша хирӗҫленине пӗлтерчӗ.
— Ӑна та ӑнланма пулать, кунтан кайни ывӑлне пӑрахса хӑварни пулмасть-и-ха. Хамӑр та ватӑ турханпа инҫех каяймӑпӑр. Ҫамрӑкки кирлӗ, ҫамрӑкки, — терӗ мӑчавӑр.
— Тем ҫав, Эсрел ӑна та хӑйне майлӑ ӗҫлеме вӗрентесси пирки манӑн нимӗнле иккӗленӳ те ҫук, — каларӗ хирӗҫлесе юнашар ялтан килнӗ шурсухал. — Мӗншӗн кайӑк пулса вӗҫсе кайма май ҫук-ши, Улӑпа вӑратнӑ пулӑттӑм.
Сасартӑк Нарпи тухса тӑчӗ. Вӑл тӗпелте кунта мӗн калаҫнине веҫех итлесе тӑнӑ иккен.
— Кукаҫи, — терӗ Нарпи, — куртӑм ӗнтӗ арҫынсем виле-виле выртнине. Каялла килнисем те аманса пӗтнӗ. Улӑпа вӑратма хам каятӑп. Ирӗк пар мана.
Шурсухалсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те ним калама аптраса тӑчӗҫ. Ҫапах та пӗри сӑмах пуҫларӗ.
— Ку вара пачах та хӗрупраҫ ӗҫӗ мар. Хӑй мӗн каланине ӑнланать-ши вӑл?
— Кун пирки нумай вӑхӑт хушши шухӑшласа ҫӳрерӗм, Улӑпа вӑратмасӑр ӗҫ тухманнине пӗлтӗм. Унсӑр пирӗн телей пулас ҫук, — хуравларӗ Нарпи.
— Ку ҫаплах ӗнтӗ, пӗртен-пӗр мӑнукӑм. Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ Улӑпра.
— Апла пулсассӑн ирӗк пар мана, кукаҫи.
— Шурсухалсем, эсир тата мӗн шутлатӑр? — ыйтрӗ мӑчавӑр. — Тен, чӑнах та… Ҫук, ватлӑхра пӗччен тӑрса юлас килмест манӑн.
— Асаттесем, ирӗк парӑр мана. Ҫак ӗҫе мӗнле тумаллине чухлатӑп эпӗ.
— Мӗн тӑвас тен? Хӑвна кирлӗ паттӑрсене суйласа ил, эппин. Хӗҫпе ухӑ тупассине хамӑр ҫине илӗпӗр, — парӑнчӗ кукашшӗ.
— Ҫук, эпӗ пӗчченех каятӑп. Мана никам та кирлӗ мар.
Ку сӑмахсем вара шурсухалсен пуҫне анратсах ячӗҫ. Чылайӑшӗ Нарпие ҫӑмӑлттай хӗрача вырӑнне хучӗҫ, кулкаласа илчӗҫ.
— Хӗҫпе ухӑсӑр Эсрел тарҫисене ҫӗнтереймӗн, — терӗ пӗри.
— Курӑпӑр-ха унта кам кама ҫӗнтернине, — хуравларӗ хӑюллӑ хӗрача.
— Апла эппин Турӑ пулӑштӑр сана. Эпир вара кунта саншӑн кӗл тӑвӑпӑр, — килӗшрӗҫ ваттисем. Кӗҫех пурте килӗсене саланса пӗтрӗҫ.
Нарпи вӑрӑм ҫула хатӗрленме пуҫларӗ…
VII
— Пысӑк хуйхӑ кӗтет сире, — терӗ юмӑҫ карчӑк. — Ӳчӗпе килте пулсассӑн та чунӗпе сирӗнтен уйӑрӑлса пырать. Таҫта урӑх ҫӗрте ӑна илӗртекен вӑй пур. Ҫавӑ хӑй патне чӗнет. Кун пек туртӑмран ҫӑлӑнма ҫӑмӑлах мар, уйрӑмах чылай ҫулланнӑ ҫынна.