Ним кӗтмен ҫӗртенех Ольга Алмаса ыталаса илчӗ те чуптума тытӑнчӗ. Хӑйӗнчен вӗри сывлӑш ҫапать.
— Алмас, юрат мана, пӗрремӗш арҫын эсӗ пул, — пӑшӑлтатрӗ Ольга.
Алмас тӗлӗннипе хӗр ытамӗнчен вӗҫерӗнсе ура ҫине тӑчӗ. Унччен вӑл кун пеккине тӗл пулманччӗ-ха, мӗн тумаллине те пӗлмест. Лешӗ вара хӑйӗннех перет, юратма йӑлӑнать.
«Мӗнле-ха капла? Чунӑм та туртмасть, юратнӑ хӗр те мар. Ҫук, кун пек юрамасть», — чарчӗ хӑйне ҫамрӑк турхан.
— Лӑплан-ха эсӗ. Тен, кун пекех хуҫӑлма кирлӗ те мар. Керменти пурнӑҫ тем тесессӗн те кунтинчен лайӑхрах ӗнтӗ.
— Эх, эсӗ те ҫав, — терӗ те Ольга ӗсӗклесе йӗрсе тухса кайрӗ.
Алмасӑн вара ҫывӑрасси пулмарӗ. Ольга та лӑпланаймарӗ, ирчченех макӑрчӗ. Мӗн шутларӗ-ши ӗнтӗ вӑл Алмас пирки…
VI
Ҫынна ӑна пурӑнса ирттернӗ ҫулсенчен ытларах хуйхӑ-суйхӑ ватӑлтарать, сывлӑха кӑшлать. Алмаса илсе кайни, халӗ тата Пӑрчкана пытарни Ватрасшӑн та ахаль иртмерӗ: сӑнран та улшӑнчӗ, утнӑ чухне те туйи ҫине ытларах тайӑнма пуҫларӗ. Тӑр кӑнтӑрлах выртса каннине те асӑрхама пулать. Вӑйӗ чакса пынине туять вӑл, керем патӗнчен иртнӗ чухне унта кӗрсе тухатех. Улӑпа ҫавӑрса кил тесе турра кӗлӗ тунӑ чухне те мӑчавӑрпа пӗрле пулчӗ. Паян вара ирхине тӑрса кӑштах утса ҫӳрерӗ те тепӗр хут выртрӗ. Мӗн ыратнине те каламасть.
Кӑнтӑрла тӗлнелле Ватрас патне мӑчавӑрпа ҫамрӑк арҫын пычӗҫ. Лешӗ кӗнӗ-кӗменех чӗркуҫленсе ларчӗ те хӑй сӑмахне пуҫларӗ:
— Аслӑ турхан, каҫар пире, эсӗ хушнӑ ӗҫе тӑваймарӑмӑр. Ҫичӗ юхан шыв урлӑ, тусем-сӑртсем урлӑ каҫрӑмӑр, Улӑп патне ҫывхарма май килмерӗ. Эсрел тарҫисем питӗ тимлӗн сыхлаҫҫӗ ӑна, унта пыракансене тӳрех вӗлереҫҫӗ. Иккӗн кӑна ҫӑлӑнса тухрӑмӑр. Тепри аманнине пула кунта килеймерӗ, вилес пекех выртать. Унта ҫитме вӑйлӑ ҫар кирлӗ. Пӗчӗк ушкӑнпа кайнин усси ҫук, ҫынсене вӗлерсе пӗтерни кӑна.
— Ун пек ҫара ӑҫтан пухӑпӑр-ха, вӑйлӑ каччӑсене Эсрел валли суйлаҫҫӗ вӗт, — пӑшӑрханса каларӗ мӑчавӑр. — Тармалла кунтан, тармалла. Ватрас, эсӗ мӗн шутлатӑн. Пӗр кунне калаҫса татӑлнӑччӗ мар-и ҫак.
Турхан пӗр вӑхӑт нимех те шарламарӗ. Чӑнах та, кун пирки калаҫнӑччӗ-ха вӗсем. Анчах унтанпа самай пысӑк улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Уйрӑмах Алмаса Эсрел патне илсе кайни шухӑша тепӗр майлӑ ҫавӑрса ячӗ. Кунтан тапранма юрамасть. Унсӑрӑн Алмаса йывӑр килет, вӗлерме те пултарӗҫ. Чӑтас пулать.
— Хӑвӑрах куратӑр вӗт, кун пек сывлӑхпа ӑҫта кайӑпӑр ӗнтӗ. Эсрел ҫыннисем шыраса тупсан тата… Ҫук, хальлӗхе кунтах пурӑнар-ха, — лӑплантарма пикенчӗ Ватрас. — Кӑштах вӑй илем-ха, ун чухне калаҫӑпӑр.
Мӑчавӑр нимех те шарламарӗ. Мӗн калӑн ӗнтӗ, чирлӗ ҫынпа тавлашни пит вырӑнлӑ япалах мар.
— Алмаса та илсе кайнӑ терӗҫ. Хамӑр кунтах пулнӑ пулсассӑн, тен, ҫӑлса хӑвараттӑмӑр, — тӑсрӗ калаҫӑва ҫамрӑкки.
— Ҫук ӗнтӗ, йӑли ҫапла. Ҫапӑҫни кунта пачах та вырӑнсӑр, Эсреле тарӑхтарни ҫеҫ, — терӗ йӑваш сасӑпа унччен хӑйне хӑватлӑн тытакан турхан.
Ҫамрӑк арҫын калаҫу ҫапла пуласса кӗтмен иккен. Ватрас та самаях улшӑннӑ. Ун сӑмахӗсем вилӗмрен ҫӑлӑнса юлнӑ ҫынна тивӗҫтерме пултараймаҫҫӗ. Вара вӑл килелле кайма шухӑш тытрӗ. Мӑчавӑр ӑсатма тухрӗ те лешне шурсухалсене пухма хушрӗ, хӑй каллех Ватрас патне кӗчӗ, юн тымарне тытса пӑхрӗ, мӗн ыратнине ыйтса пӗлчӗ. Турхан каланинчен ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ура вӑйӗ самай чакнӑ, утнӑ чухне сывлӑш пӳлӗнет, чӗре патӗнчен пӗрмаях темскер хӗсет. Мӑчавӑр Аминене чӗнсе илчӗ те чирлӗ ҫынна суккӑр вӗлтрен шывӗ ӗҫтерме хушрӗ.
— Ватрас, эсӗ вара тем пек йывӑр пулсассӑн та кереме ҫитме тӑрӑш, Турра парне парса кӗлӗ тӑвӑпӑр, сана сыватма ыйтӑпӑр, — терӗ мӑчавӑр тухса каяс умӗн.
Кӑшт вӑхӑт иртсессӗн Амине юмӑҫ карчӑк патне вӗҫтерчӗ. Ашшӗне пӑхма Калимана хушса хӑварчӗ.
— Атте, кала-ха, — терӗ Калима патнерех пырса ларса, — ман шӑпам пирки кӑштах та пулин шутлатӑн-и эсӗ? Мӗнлерех пурӑнмалла-ха манӑн малашне? Манпа пӗр ҫулти хӗрсен каччисем те пур, эпӗ вара пӗчченех.
— Турхан хӗрне тивӗҫ каччӑ ку таврара тупӑнмасан та пултарать.
— Тепӗр чухне тата сан хӗрӳ пулни те чӑрмав кӳрет пек. Именеҫҫӗ хӑшӗсем.
— Пайтах пуҫӑма ватрӑм: ӑру пирки те, сан пирки те… Эсрел капкӑнӗнчен ҫӑлӑнасси пулмарӗ. Тем сиксе тухсассӑн та турхан туйине хамӑр алӑран вӗҫертмелле мар пирӗн. Аслаҫу та турхан пулнӑ. Алмас валли ҫӑмӑллӑх шырасчӗ.
— Ытла та инҫе вӗт-ха вӑл. Хӗрхенетӗп ӑна, кашни кунах аса илетӗп.
— Пӗр варта выртнӑ ҫынсен яланах ҫапла ҫав. Вӗсен пӗрне-пӗри ҫывӑх пулма тӑрӑшмалла. Унсӑрӑн чуна тӑлӑх туйӑмӗ хӗсӗрлеме пуҫлать. Санӑн та ҫавӑн пек пуль.
— Йӗкӗреш ача ҫуратасси йӑхран килет теҫҫӗ, пирӗн аннен хӑш енчен-ши вара?
— Пирӗн йӑхра ун пек пулнине астумастӑп, аннӳ енченех пулӗ… Хӗрӗм, итле мана, лайӑх итле. Ӳссе ҫитрӗн ӗнтӗ. Кун пек калаҫу хыҫҫӑн хам шухӑша пӗлтерме те юрать пуль тетӗп.
Ватрас тӑрса ларчӗ те ӳсӗрсе илчӗ, калаҫӑва малалла айӑпа кӗнӗ ҫын евӗр тӑсрӗ. Ун сассинче темшӗн ӳкӗнӳ туйӑмӗ те пур пек.
— Хӗрӗм, — терӗ турхан, — тем тесессӗн те санӑн Эсрел ҫемйине ҫывӑх пулма тӑрӑшмалла.
— Атте! Эсӗ аташмастӑн пуль те. Чирлӗрен мар-и?