Ҫапла турӗ те Амине. Ҫывӑрса каяймасӑр асапланса выртнӑ хыҫҫӑн кил картине тухрӗ те вӑрӑм пусма патне пычӗ. Самай йывӑрскер иккен. Ҫапах та пӗчченех йӑтса утрӗ, йӑмра патне ҫитсессӗн тайӑнтарса тӑратма пикенчӗ. Ӗҫ тухмарӗ. Тепӗр ҫынсӑр май ҫуккине курсассӑн Амине ҫывӑракан хӗрне кӗрсе вӑратрӗ те йӑмра патне илсе пычӗ. Иккӗн иккӗнех ҫав. Амине шӗвӗр вӗҫлӗ кусара илчӗ те хӑпарса кайрӗ, Калима пусмине тытса тӑчӗ. Акӑ, хӗвелпе хытса ларнӑ сарӑ тӑм катӑкӗсем ҫӗр ҫине пере-пере анчӗҫ. Амине аллине хӑвӑла чиксе хыпаласа пӑхрӗ те сӑран чӑмӑркка туртса кӑларчӗ. Хытӑ туртса ҫыхнӑ кантрине салтасшӑн пулчӗ, кусарне те Калимана лекесрен айккинелле ывӑтса ячӗ, анчах салтаймарӗ. Шӑлпа турткаласа пӑхни те пулӑшмарӗ. Вара вӑл чӑмӑрккана ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те анчӗ.
— Мӗн япала вара ку? — ыйтрӗ Калима.
— Аҫу валли питӗ хаклӑ эмел, — чӑнне каласшӑн пулмарӗ амӑшӗ. Тинех тавҫӑрса илчӗ вӑрттӑнлӑха, хӗрӗ умӗнче салтма кирлӗ маррине. Ашшӗне калӗ те пӗтрӗ пуҫ вара.
— Эсӗ кӗрсе ҫывӑр, — хушрӗ хӗрне амӑшӗ. Хӑй вара мунча патнелле утрӗ. Калима кайсанах леш япалана салтса пӑхрӗ. Ак тамаша! Унта пысӑках мар мунча чулӗ кӑна выртать иккен.
Ҫакна курсассӑн Амине чутах тӳнсе каятчӗ. Ҫапах та вӑйне пухрӗ те киле чупса кӗчӗ, турхан чирлине пӑхмасӑрах кӑшкӑрса ячӗ:
— Ватрас, тӑр-ха! Ҫаратнӑ пире! Эс каланӑ ылтӑн ҫуккӑ!
Ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман выртакан турхан хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те арӑмӗ ҫинелле куҫне чарса пӑхрӗ. Пӗр самантлӑха ним калама аптраса тӑчӗ. Сӑмах та тупӑнмарӗ пулас.
— Мӗн кирлӗ мара пуплешетӗн эсӗ? Ылтӑн пирки ӑҫтан пӗлетӗн?
— Улӑхса пӑхрӑм эпӗ. Акӑ, кур унта мӗскер выртнине, — тесе Амине сӑранпа чӗркенӗ чула упӑшкине тыттарчӗ.
— Ку мӗн япала тата?
— Йӑмра хӑвӑлӗнчен илтӗм ӑна.
— Пулма пултараймасть.
— Урӑх нимӗн те ҫук унта. Ӗненмесессӗн Калимаран ыйтса пӑх.
Ашшӗпе амӑшӗн калаҫӑвне хӗрӗ вӑрттӑн итлесе тӑнӑ иккен. Шӑп ҫак самантра вӗсем патне пырса тӑчӗ те хӑй сӑмахне пуҫларӗ:
— Капла вара мӗн пулса тухать-ха? Ман пуласлӑх пирки епле? Мӗнле, мӗнле пурлӑхпа хӑваратӑр эсир мана? Турхан хӗрӗ тесе ӳстертӗр те чухӑнлӑха хӑвартӑр. Ӑҫта кайса кӗнӗ вара ҫав ылтӑн? Эсӗ тата мӗншӗн улталарӑн мана, — сиввӗн пӑхса илчӗ амӑшӗ ҫине.
— Хӗрӗм, мӗн калаҫатӑн эсӗ.
— Йӑмра хӑвӑлӗнчен мӗн илтӗн тесессӗн аҫуна кирлӗ эмел темерӗн-и-ха… Чим-ха, мӗншӗн тӳрех мунчана кӗрсе кайрӑн-ха эсӗ? Ылтӑна ҫавӑнта пытарса хуман-и-ха вӑл?
Ватрас леш чула ҫавӑркаласа пӑхрӗ те шухӑша кайрӗ. Мунча чулӗ иккен, кӑштах тӗтӗмпе вараланни те паллӑ.
— Апла эппин эсӗ упӑшкуна улталама шут тытнӑ? Кала, ӑҫта пытарса хутӑн!
— Курман эпӗ вӑл ылтӑна. Ҫак чул кӑна пулнӑ унта. Ӗненмесессӗн турӑ умӗнче сӑмах паратӑп, ҫӗр ҫыртма та хатӗр.
— Суять вӑл, — ҫине тӑчӗ хӗрӗ. — Пӗччен салтса пӑхрӗ те, мана кӑтартмарӗ. Тен, ылтӑнӗ хӑй ҫумӗнчех ун.
— Халех панӑ пул, — хушрӗ турхан. — Кӑларса хур! Унсӑрӑн ак…
— Каларӑм вӗт нимле ылтӑн та ҫук тесе. Чул татки кӑна.
Ватрас чӑтса тӑраймарӗ, сылтӑм аллинчи чулпа арӑмне пеме тӑчӗ, анчах аллине ҫӗклесенех вырӑн ҫине тайӑлса анчӗ. Калима чупса пычӗ те ашшӗне майлаштарса вырттарчӗ, унтан амӑшне ҫавӑтса тула илсе тухрӗ, халех кӑтартнӑ пул ӑҫта пытарнине тесе ҫурӑмӗнчен тӗксе илчӗ.
— Хӗрӗм, мӗн тӑватӑн эсӗ, аннӳ ҫине алӑ ҫӗклеме те именместӗн.
— Ут мунчаналла, — каларӗ хыттӑн Калима. — Мана кӗлмӗҫе хӑварасшӑн эсӗ. Ҫуррине те пулин пар.
— Ҫук! Ниҫта та каймастӑп. Каларӑм вӗт, нимӗнле ылтӑн та пулман унта.
— Ан суйса тӑр. Ут!
Калима амӑшне хыҫалтан тӗке-тӗке мунча умне илсе ҫитерчӗ. Амине хӗрне хирӗҫ ҫаврӑнса тӑчӗ те тепӗр хут йӑлӑнма пуҫларӗ.
— Хӗрӗм, чарӑн-ха. Хӑвна алла ил. Енчен те ылтӑнӗ ман алӑра пулсассӑн, нивушлӗ санран пытарӑттӑм. Эпӗ ӑна тӳрех Алмасшӑн кайса панӑ пулӑттӑм. Турхан туйине алӑран вӗҫертмелле мар пирӗн. Аҫу та ҫаплах шутлать.
— Пӗлетӗп сире, мана нимӗн вырӑнне те хумастӑр. Ман шӑпам ҫине тахҫанах сурса хунӑ эсир. Калаҫса ан тӑр, пытарса хунине илсе тух, — терӗ Калима амӑшне тӗксе кӗртсе ярса. — Унсӑрӑн кунтан кӑлармастӑп.
Аминене кӗртсе ярсанах Калима мунча алӑкне кӗтесре тӑракан йывӑҫ кӗреҫепе чаракларӗ.
Ҫак пӑтӑрмах ҫав тери хӑвӑрт тата веҫех хӑйне хирӗҫле ҫаврӑнса тухнине пула Амине самантлӑха чӑннипех ҫухалса кайрӗ. Хӗрӗ те нихӑҫан курманнине кӑтартрӗ вӗт, ҫапса пӑрахманни ҫеҫ. Кӑштах лӑплансан Амине алӑка тӗртсе пӑхрӗ. Питӗрнӗ иккен.
— Пытарса хунине тупрӑн-и? — ыйтрӗ хӗрӗ.
— Халех уҫнӑ пул! — кӑшкӑрчӗ лешӗ. — Кунта сан валли те пур.
Калима чарака илчӗ те алӑка уҫрӗ. Амӑшӗ тухма тӑчӗ. Аллинче унӑн чул татки. Ҫакна курсан Калима пӗтӗм вӑйӗпе алӑка тӗкрӗ те каллех чаракласа лартрӗ. Унтан нимӗн шарламасӑр пӑрӑнса утрӗ, амӑшне кӑштах тӑна илтӗр терӗ пулас…
Амине чунӗ ҫав тери тӑвӑлса ҫитнипе макӑрса ячӗ. Упӑшки те, хӗрӗ те ӑна хирӗҫле иккен. Ним сӑлтавсӑрах айӑпласа кӳрентереҫҫӗ. Калима тата, ах, Калима…
Сасартӑк мунча лавкки айӗнче темӗскер йӑшӑлтатса илчӗ.
— Кам унта? — ыйтрӗ хӑраса Амине.
— Эпӗ-ха ку, — илтӗнчӗ Пӑрчкан сасси.
— Чур! Пӑрчкан, чур! — кӑшкӑрса ячӗ Амине. — Эсӗ вилнӗччӗ вӗт-ха. Халӗ вара ӑҫтан сиксе тухрӑн?