Читаем Улӑп таврӑнни полностью

Сӑрт ҫине хӑпарса ҫитнӗҫемӗн ҫил хытӑрах вӗрме тытӑнчӗ. Акӑ Нарпи чи ҫӳллӗ вырӑнта чарӑнса тӑчӗ те йӗри-тавра пӑхса илчӗ: пӗтӗм тӗнче ура айӗнче тейӗн. Инҫех те мар ӑмӑрткайӑк ярӑнса ҫӳрет. «Мӗншӗн манӑн та ҫунатсем ҫук-ши? Ҫитес ҫӗрелле вӗҫӗттӗм те кайӑттӑм», — шутласа тӑчӗ Нарпи ӑмӑрткайӑка ӑмсанса. Лешӗ ҫав самантра чул пек персе анчӗ те каллех вӗҫсе хӑпарчӗ. Чӗрнисемпе темле чӗрчуна ҫаклатма ӗлкӗрнӗ иккен, лешӗ тапалашни курӑнать. Анчах ҫак чи вӑйлӑ кайӑкӑн сӑнӑ пек шӑтарса кӗнӗ чӗрнисенчен ҫӑлӑнма май ҫук пуль ҫав.

Сӑртӑн тепӗр енче вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрман сарӑлса выртать. Нарпин ҫак вӑрман витӗр те тухмалла. Ҫакӑн пек тӗллевпе вӑл аялалла васкарӗ. Ак тамаша, анма та пӗлмелле иккен, аялалла чуптарасшӑн, такӑнса ӳкес хӑрушлӑх та пур. Юрать-ха, туя пулӑшать, кӑштах таянса илни те теме тӑрать. Тӳрем вырӑна ҫитесси нумаях та юлманччӗ, сасартӑк аялта юланутҫӑсем курӑнса кайрӗҫ. Вӑрӑм сӑнӑсемпе. Таҫта васкаҫҫӗ. «Эсрел хуралҫисем», — тавҫӑрчӗ Нарпи. Вӗсем асӑрхасран часрах пӗр лутра тӗм хыҫне пытанчӗ. Лаша ури сасси илтӗнми пулнӑччӗ кӑна, юнашарах йыт ҫури йынӑшни илтӗнсе кайрӗ. Нарпи пырса пӑхрӗ. Мӑйкӑча ҫакланнӑскер, ҫынна курсассӑн тата хыттӑнрах тапӑлтатма тытӑнчӗ янавар, чутах пӑвӑнса ларатчӗ. Юрать-ха, Нарпи вӗҫертсе ячӗ. Лешӗ вара ним ҫаврӑнса пӑхмасӑр малалла вӗҫтерчӗ. Нарпи сунарҫӑсене вӑрҫса илчӗ те мӑйкӑча йывӑҫран салтса айккинелле печӗ. Кӗҫех тикӗс вырӑн пуҫланчӗ, сипсимӗс курӑк, чечексем… Утма та лайӑх. Нарпи ӑҫталларах каймаллине тӗрӗсрех суйласа илес тесе хӗвел ҫине тимлӗнрех пӑхрӗ, часах вара вӑрманалла кӗрсе ҫухалчӗ. Кӑштах кайсассӑн пӗр ансӑр сукмак ҫине ӳкрӗ, те пӑши ҫулӗ, те пӑлан ҫулӗ, тавҫӑрсах илеймерӗ, утрӗ те утрӗ. Кӗҫех каҫ сулхӑнӗ те сисӗнме пуҫларӗ, тӗттӗмленсе пычӗ. Самаях ывӑнса ҫитнӗ Нарпи выртса канмалли ӳпле тума шутларӗ. Пӗр йывӑҫ вулли тавра хуҫӑлса ӳкнӗ шалчасем тӑратса тухрӗ те ҫулҫӑллӑ туратсем хуҫса хатӗрлерӗ. Малтан вӗсене выртса канмалли ҫӗре пӑрахрӗ, унтан йӗри-тавра тӑратса тухрӗ. Шала кӗрсессӗн юлашки шӑтӑка та хупларӗ. Самай меллӗ вырӑн пулчӗ, ҫумӑр та йӗпетес ҫук, тискер кайӑк та кӗрес ҫук. Нарпи чӗре сури турӗ те канма выртрӗ, кӗҫех тарӑн ыйӑха путрӗ…

Нумай ҫывӑрчӗ-и, сахал-и: «Хӗрӗм, тӑр!» тени илтӗнсе кайрӗ. Нарпи вӑранчӗ, анчах ӳплере никам та ҫук. Тул ҫутӑлнӑ, ҫулҫӑсем хушшинчен ҫутӑ пайӑркисем сӑрхӑнса кӗреҫҫӗ. Нарпи япалисене илчӗ те тухрӗ. Ак тамаша, инҫех те мар пӗр кашкӑр лара парать. Тӗреклӗскер. Хӗрача хӑранипе ӳплене чӑмрӗ те алӑк тӗлне туратсемпе хупласа лартрӗ.

— Ан хӑра, — калаҫма пуҫларӗ ҫын чӗлхипех кашкӑр, — сана пулӑшма килнӗ эпӗ. Эсӗ ӗнер ман ачана мӑйкӑчран вӗҫертсе вилӗмрен хӑтартӑн. Сана ҫавӑншӑн тав тӑвас тетӗп.

— Кашкӑра пӗлетпӗр ӗнтӗ, улталатӑн эсӗ.

— Ӗнен мана. Калаҫса тӑрса вӑхӑтна ан пӗтер. Ман ҫине лар та малалла вӗҫтерер. Ҫулу санӑн кӗске пулас ҫук.

Кашкӑр сӑмахӗнче нимле хаярлӑх та ҫукки Нарпи кӑмӑлне самаях ҫемҫетрӗ. Туратсене кӑштах сирсе пӑхсан кашкӑр чӑнах та ырӑпа килни сисӗнчӗ. Нарпи шикленерех пулин те уҫӑ вырӑна тухрӗ.

— Ӑҫта ҫитмеллине кала та ман ҫине улӑхса лар, — терӗ кӑвак тукмак.

— Улӑп ҫывӑрнӑ вырӑна ҫитмелле манӑн.

— Апла пулсан кайрӑмӑр.

Нарпи вырнаҫса ларсанах кашкӑр малалла юртрӗ. Ҫурран утни мар ӗнтӗ, ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм хыҫа юлса пычӗ. Акӑ ҫаксем каллех шыв хӗррине ҫитсе тухрӗҫ. Ку хутӗнче вара нимӗнле кимӗ те, сулӑ та курӑнмарӗ. Нарпи уртмахран ҫинҫе ҫӑварлӑ тир михӗ кӑларчӗ те вӗрсе хӑпартрӗ. Унтан кӗпипе пушмакне хывса уртмаха чикрӗ. Вара пӗтӗм япалине ҫурӑм ҫине майлаштарса хурса сӑран михӗ ҫине выртрӗ. Кашкӑр маларах ӳксессӗн Нарпи пӗр аллипе ун хӳринчен ярса тытрӗ, тепринпе вара кӑштах ҫӑмӑллӑх пултӑр тесе авӑсса пычӗ. Леш енне каҫса канса илнӗ хыҫҫӑн каллех Улӑп патнелле васкарӗҫ…

Кашкӑр ҫине тӑнипе ҫӗрле те чарӑнмарӗҫ. Нарпи темиҫе хутчен те ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса илчӗ, ҫаплах каятпӑр-ши тесе хӑйне хӑй тӗрӗслерӗ. Ире хирӗҫ кашкӑр чарӑнчӗ.

— Малалла санӑн пӗчченех кайма тивет. Хурал тӑрать, — терӗ тукмак.

Нарпи ӑна тав турӗ те ҫӑра ҫулҫӑллӑ тӗм патнелле утрӗ. Лешӗ вара каялла вӗҫтерчӗ. Хӗрача ирхи сывлӑм шывӗпе ҫӑвӑнчӗ те ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑнчӗ, чӑнчӑн чӑваш пики пулса тӑчӗ. Унтан тин ҫеҫ йӑлкӑшса тухакан хӗвеле хирӗҫ тӑрса кӗл турӗ, малалла уттарчӗ.

— Кам ҫӳрет кунта? Мӗн тума килнӗ? — илтӗнчӗ арҫын сасси. Нарпи умне тӗреклӗ хуралҫӑ тухса тӑчӗ. Аллинче вӑрӑм сӑнӑ.

— Ӑҫтан вара эсӗ нихӑҫан курман тумпа килнӗскер? — тӗлӗнсе пӑхса илчӗ арҫын. — Мӗн туса ҫӳретӗн?

— Уйӑх ҫинчен антӑм эпӗ, — персе ячӗ Нарпи нимӗн калама аптранипе.

— Уйӑх ҫинчен? Ун пекки те пулать-и вара?

— Нивушлӗ уйӑх ҫинче кӗвентепе тӑракан хӗре курман вара эсӗ?

Хуралҫӑ аптраса ӳкрӗ, пӗлӗт ҫинелле пӑхса илчӗ. Хӗвел тухсан уйӑх пытаннӑ ӗнтӗ.

— Мӗн тума килнӗ вара эсӗ кунта?

— Курса ҫӳреме. Ҫӗр ҫинче питӗ илемлӗ иккен. Чечексем те, ҫырласем те пур, — терӗ те Нарпи малалла утма тӑчӗ. Хуралҫӑ вӑрӑм сӑнне урлӑ тытса ҫула пӳлчӗ.

— Унталла кайма юрамасть.

— Питӗ хӑрушӑ-им вара? Кашкӑрсем нумай-им?

— Кашкӑр мӗн вӑл… Унта Улӑп ҫывӑрать. Вӑратма юрамасть ӑна.

— Кам вара вӑл вӑрманта ҫывӑраканскер?

— Улӑп камне те пӗлместӗн-и-ха? Чӑвашсен паттӑрӗ вӑл.

Перейти на страницу:

Похожие книги