— Савӑннипе ҫавӑн пек, савӑннипе! — терӗҫ те ӳсӗрсем ташлама пикенсе тапӑртаткаласа илчӗҫ, аллисемпе сулкалашрӗҫ. Вӗсем аппаланнине ташӑ теме те хӗнтерех ӗнтӗ. Чухӑн ташшинче савӑнӑҫ ҫукпа пӗрех.
— Эх, сирӗнпе калаҫса тӑрса… Кайрӑмӑр эпир, — терӗ кӑшт аванрах тумланни.
— Чим-ха, — терӗ Улӑп, — кӑштах ыйтса пӗлем. Ҫемйӳ пур-и санӑн?
— Ара, пулмасӑр. Арӑм та пур, ачасем те…
— Выҫлӑ-тутлӑ ӳсеҫҫӗ ӗнтӗ, — терӗ мӑчавӑр. — Вӑл та пулин арӑмӗ ҫине тӑнипе ҫеҫ. Ачисем вара хӑйӗнчен те ырхантарах. Апачӗ начар вӗсен.
— Мӗн ҫикелетӗр вара? — ыйтрӗ Улӑп.
— Арӑм пур чухне выҫӑ лармӑпӑр-ха.
— Хӑв мӗн тӑватӑн тата? Ӑсталӑху мӗнре?
— Ун халӗ пӗртен-пӗр ӑсталӑх кӑна: ӗҫесси. Алла кӗреҫе е пуртӑ тытманни те темиҫе ҫул. Яланах ӳсӗр ҫӳрет, — пӗлтерчӗ мӑчавӑр.
Ӳсӗр арҫын сасартӑк мӑчавӑр ҫине сиксе ӳкрӗ те кӑкӑртан тытса силлеме пуҫларӗ. Лешӗ чутах тӳнсе каятчӗ. Юрать-ха, Улӑп хӑрах аллипе ӳсӗре йӑтса илчӗ те айккинерех кайса тӑратрӗ.
— Ку тата мӗнлескер? — ыйтрӗ ӑру пуҫлӑхӗ теприн пирки.
— Авланманскер вӑл. Ӑна качча пырас текенсем те тупӑнмаҫҫӗ.
— Арӑм ҫук та — парӑм ҫук. Ирӗклӗ эпӗ. Мӗн тӑвас тенӗ — ҫавна тӑватӑп, ӑҫта каяс тенӗ — ҫавӑнта каятӑп, кама чӑмӑртас тенӗ — ҫавна чӑмӑртатӑп…
— Ха-ха-ха, — кулса ячӗ ҫемьелли. — Ахалех мухтанать вӑл. Аялти туратти ӗҫлеме пӑрахнӑ унӑн.
— Эп сана! — хӑмсарса илчӗ авланманни хӑй тусне. Анчах ҫапмарӗ, пӗрне-пӗри пӗлсе ҫитнӗ курӑнать. Тем каласан та каҫараҫҫӗ.
— Эй, Улӑп, эрех ҫук пулсан укҫа пар. Питӗ ӗҫес килет. Ҫакӑнта темӗскер кӑтӑклать, — терӗ ҫемьелли пырне тӗллесе кӑтартса. — Эсӗ чӑннипех ӑру пуҫлӑхӗ пулсан санӑн пире пӑхмалла. Хӑнала пире.
— Чим-ха, чӑвашсем пӗрне-пӗри сӑрапа хӑналатчӗҫ мар-и-ха? — пӑхса илчӗ Улӑп мӑчавӑр ҫине.
— Сӑра вӑл нимех те мар. Пире хаярри, пыра хыраканни кирлӗ, — пӗлтерчӗ авланманни.
Курманнин курас килет тенӗ пек, Улӑпӑн та ҫав шӗвеке тутанса пӑхас шухӑш ҫуралчӗ, хӑйне эрех сутакан патне илсе кайма хушрӗ. Лешсем хаваспах килӗшрӗҫ, паллах, Улӑп вӗсене ӗҫтерессе шанчӗҫ. Чӗкеҫ килӗ патне ҫитсен чарӑнчӗҫ.
— Ҫакӑнта вӑл, — терӗ авланманни. — Анчах укҫасӑр никама та ярса памасть.
Ҫакӑ вара мӑчавӑршӑн питӗ тӗлӗнмелле хыпар пулчӗ. Чӗкеҫ пирки шутлама та хӑйман. Мӗнле майпа эрех сутса укҫа тӑвас ҫул ҫине тӑнӑ вара вӑл? Апла пулин те леш арҫынна Улӑп ячӗпе тесе укҫа тыттарчӗ. Лешӗ кӗрсе кайрӗ. Кӑштах тӑрсан тӑм куркапа эрех илсе тухрӗ те Улӑпа тыттарчӗ. Ӑру пуҫлӑхӗ куркари шӗвеке шӑршласа пӑхрӗ, унтан пӳрнине йӗпетсе чӗлхине сӗрсе илчӗ те айккинелле сурчӗ. Килӗшмерӗ. Вара вӑл ӗҫме хушса куркана авланман арҫынна тавӑрса пачӗ. Лешӗ хаваспах ӗҫме тытӑнчӗ. Тепри шӑтарас пек сӑнаса тӑрать. «Ҫитет сана! Ман валли хӑвар!» — тесе икӗ аллипе куркана туртса илчӗ те юлашки эрехе ӗҫсе ячӗ. Икӗ тус каллех сулкаланма пуҫларӗҫ.
— Лайӑх ҫын иккен эсӗ, Улӑп, — терӗ пӗри.
— Эрех ӗҫтерекен ҫын мӗншӗн япӑх пултӑр вӑл? — терӗ тепри.
— Ку шӗвеке сутма чармалла. Чӗнсе тух-ха кил хуҫине, — хушрӗ мӑчавӑра Улӑп.
Чӗкеҫ Улӑпа курсанах чӗркуҫленсе ларчӗ те пуҫне чикрӗ.
— Тӑр, хӗрӗм. Кала-ха, ҫак шӗвек халӑха мӗнле сиен кӳнине чухлатӑн-и эсӗ? Пӑх-ха, мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем, — терӗ ӳсӗрсем ҫине тӗллесе кӑтартса. — Эрехне кам парса тӑрать вара сана?
— Хамӑн мар вӑл. Ют ҫӗртен килекен купсасем параҫҫӗ.
— Ҫӑмӑл майпа пуйма шутларӑн, эппин, Чӗкеҫ, — хушса хучӗ мӑчавӑр.
— Каҫарӑр мана. Хамшӑн мар эпӗ, Эсрел патӗнче пурӑнакан ҫамрӑк турханшӑн. Ҫавна ҫавӑрса килме укҫа пухатпӑр эпир. Турхансӑр мӗнле пурӑнӑпӑр?
Ҫак сӑмахсене илтсен Улӑпӑн кӑмӑлӗ кӑштах улшӑнчӗ, ҫемӗҫрӗ тесен те юрать. Шухӑшламалли те ҫук мар. Тыткӑнри турхана хӑтарассине хӗрарӑм хӑй ҫине илнӗ. Улӑпа вӑратаканӗ те хӗрарӑм. Арҫыннисем вара ӑҫта, мӗн тӑваҫҫӗ вӗсем?
— Шухӑшу санӑн, хӗрӗм, япӑх мар. Анчах ку ыйтӑва малашне пачах урӑхла татса парӑпӑр, текех Эсрел умӗнче чӗтресе тӑмӑпӑр. Сутмалли япалуна илсе тухха, кунталла мӗнле савӑтпа турттарнине курам.
Чӗкеҫ самай пысӑк сӑран михӗ йӑтса тухрӗ. Эрехӗ нумаях юлман курӑнать. Ӳсӗррисем асӑрхарӗҫ те хӗпӗртенипе сиккелесе илчӗҫ, ярса парасса шанчӗҫ. Улӑп вара урӑхла шутларӗ, эрех миххине ҫӗре пӑрахрӗ те:
— Ҫак усал шӗвеке текех хамӑр пата кӗртмӗпӗр, чикӗ хӗрринчех чиксе юхтарӑпӑр, — тесе хӗҫҫи вӗҫӗпе миххе шӑтарчӗ.
Эрех юхса тухрӗ. Лешсем ҫакна асӑрхарӗҫ те шӗвек ҫӗре сӑрхӑнса ҫухаличчен ӳпӗнсе выртса темиҫе хутчен лӗрплеттерсе ӗҫрӗҫ, унтан чӗркуҫленсе ларчӗҫ те Улӑп ҫине сиввӗн пӑхса илчӗҫ.
— Мӗн чухлӗ эрех сая кайрӗ. Веҫех сана пула, — терӗ ҫемьелли.
— Пухнӑ укҫу хӑвнах юлтӑр, — терӗ Чӗкеҫе Улӑп. — Кун пеккисене вара пӗр ҫӗре пухмалла та сулӑ ҫине ҫыхса пӑрахса Атӑлпа юхтарса ямалла.
— Ҫук, пире кун пек пуҫлӑх кирлӗ мар, — терӗ аллисемпе сулкалашса илсе авланманни.
— Ан хӑра, — лӑплантарма пикенчӗ тепри, — эрехе ҫӗнтерекен пуҫлӑх ҫуралман-ха вӑл. Курӑпӑр ак, эрехсӗр хӑй те нимех те тӑваймӗ. Укҫапа эрех такама та ҫӗнтерӗҫ.