— Апла питӗ тӗплӗн хатӗрленмелле: хӗҫ туптамалла, сӑнӑ ҫивӗчлетмелле, вӑйпитти арҫынсене пухса вӑрҫӑ вӑййисем ирттермелле. Лаша, тӗве, урапа, апатҫимӗҫ, тумтир… Ӗҫӗ кунта пурин валли те тупӑнӗ. Турхансем, ҫитӗ сире пӗр-пӗринпе тавлашса пурӑнса. Чӑн-чӑн ӗҫе пуҫӑнар, — асӑрхаттарчӗ Улӑп.
— Эсӗ хушнине пурне те тӑвӑпӑр,-сӑмах пачӗҫ турхансем.
Минеслу вара тепӗр сӗнӳ пачӗ, чӑваш хӗрарӑмӗсем мӗн ӗлӗкренпех ӑста юланутҫӑсем, ухӑҫӑсем иккенне аса илтерчӗ.
— Тӗл перес енӗпе, тен, арҫынсенчен те ирттереҫҫӗ вӗсем. Мӗншӗн ҫакӑнпа усӑ курмалла мар? Ку ӗҫе эпӗ пӗтӗмпех хам ҫине илетӗп, — терӗ хӗрарӑм турхан. — Паллах, Улӑп паттӑр хирӗҫлемесен ӗнтӗ.
— Каларӑм вӗт пурин те хутшӑнмалла тесе. Пӗтӗм халӑха ҫӗклемелле.
— Сана ҫак ӗҫре пулӑшса пыма хам мӑнукӑма Нарпие паратӑп, — терӗ мӑчавӑр Минеслу пуҫарӑвне ырласа.
Ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ чӑваш ертӳҫисем, пӗр-пӗрне ырӑ сунса уйрӑлчӗҫ. Малашне вӗсен Улӑп ялавӗ айне тӑрса халӑх умӗнчи тивӗҫе тӳрре кӑлармалла.
Кӗҫех тимӗрҫӗ лаҫҫисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ӗҫлеме тытӑнчӗҫ, таврана мӑлатук сасси сарӑлчӗ. Мӗн тери ырӑ сасӑ: юрӑран та, шӑпӑртан та пахарах. Чылайӑшӗ ку сасса пӗрремӗш хут илтет. Ваттисен вара савӑннипе куҫӗсем шывланчӗҫ. Ма тесен ҫакӑ тахҫантанпах кӗтнӗ сасӑра пурнӑҫ кӗвви янӑрать.
Ял хӗрринче вара вӑрҫӑ вӑййи пырать. Ҫар ҫынни пулас текенсем йышлӑн пухӑнаҫҫӗ. Малтанхи кунсенче аплах марччӗ. Халӗ вара халӑх вӑранчӗ тесен те юрать. Тӗлӗнмелле япала, унччен пуҫне чиксе ҫӳрекен арҫынсемех алла сӑнӑ е хӗҫ тытсан пачах урӑхла курӑнса каяҫҫӗ. Хӑюллӑх, паттӑрлӑх аталанса пыни сисӗнет.
Улӑп малтан вунпӳсемпе ҫӗрпӳсене пухрӗ, вӗсен ӑсталӑхне тӗрӗслерӗ, вӗрентрӗ, вара тин ыттисемпе ӗҫлеме ирӗк пачӗ. Унтан ҫӳллӗрех вырӑна хӑпарса вӗренӳ ӗҫӗ мӗнле пынине асӑрхаса тӑчӗ, кирлӗ хушусем турӗ. Ҫар йышланса пынӑҫемӗн пуринчен те ҫӳллӗ Улӑпшӑн та чӑрмав тупӑнчӗ, пурне те асӑрхайми пулчӗ. Тата ҫӳллӗрех вырӑн кирлӗ. Вӑйлӑ Улӑпшӑн тӑпра купаласа сӑрт туса лартасси нимех те мар-ха, анчах васкамарӗ, хӑйне мӗн кирлине пӗр турханне систерчӗ. Лешӗ тӳрех тавҫӑрса илчӗ. Ватти-вӗтти пурте вунӑ кун тӑпра йӑтрӗҫ, Улӑп валли сӑнав сӑрчӗ туса хучӗҫ. Кӑткӑ пекех ӗҫлерӗҫ.
Улӑп кӑштах пӑхса тӑчӗ те сӑрт ҫинчен чул пусмапа анса утлӑ ҫар патне ҫывхарчӗ. Лешсем ӑна курсассӑн тӳрех утӑрья! тесе кӑшкӑрса ячӗҫ. Пуҫлӑхӗ ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен пӗлтерчӗ. Улӑп кӑмӑллӑ пулчӗ.
Чылай инҫерех хӗрарӑмсем ухӑран переҫҫӗ. Улӑм кӗлтисене ҫӳллех мар шалчасем ҫине ҫыхса хунӑ та унталла ухӑ йӗпписене вӑркӑнтараҫҫӗ. Акӑ пӗр ушкӑнӗ чупса пыракан лаша ҫинчен пере-пере иртсе кайрӗ. Тӗрӗслесе тӑраканӗсем вара Минеслупа Нарпи. Хӗрарӑм турхан Улӑп патне сӑрантан ҫӗленӗ япала йӑтса пычӗ.
— Ку мӗн япала вара? — ыйтрӗ Улӑп ҫавӑркаласа пӑхса.
— Кӑкӑр ҫине ҫакмалли хӳтлӗх вӑл. Нарпи ҫӗленӗ, — терӗ Минеслу. — Нарпи, ҫыхса кӑтарт-ха.
Чӑнах та, питӗ меллӗ япала, тӗве тирӗнчен тунӑ хытӑ сӑрана икӗ хут хурса ҫӗленӗскер. Инҫетрен пенӗ ухӑ йӗппи пит ҫӑмӑллӑнах шӑтараяс ҫук. Улӑм катемпи ҫине ҫакса темиҫе хут та тӗрӗслесе пӑхнӑ ӗнтӗ. Самай шанчӑклӑ япала.
— Ҫак хӳтлӗхе ыттисем валли те ҫӗлеме сӑран нумай кирлӗ. Тӗве тирӗнчен туни, — пӗлтерчӗ Минеслу. — Анчах тӗвисем ахаль те питӗ сахал тӑрса юлнӑ вӗт. Лава кӳлме те кирлӗ.
— Куна ӑҫтан тупрӑн вара? — ыйтрӗ Улӑп Нарпирен.
— Юрта ҫине витнӗ тиртен касса илтӗм кукаҫи асӑрхаман чухне.
— Апла пулсан тӗве тирӗ ҫук мар. Пӑхӑр-ха ялсем ҫинелле, унта та кунта юрта ларать. Юрӗ. Сирӗн ӗҫ — ҫӗлесси. Тирне тупса парассине хам ҫине илӗп… Ну, Нарпи! Тавҫӑруллӑскер иккен эсӗ. Маттур, маттур, — терӗ те Улӑп ыттисем патнелле утрӗ.
Ваттисем те ӗҫсӗр лармарӗҫ, мӑчавӑр ертсе пынипе халӑхран укҫа пухассине йӗркелесе ячӗҫ. Ытларах пуянраххисем патне кӗрсе ҫӳрерӗҫ, купсасемпе калаҫрӗҫ. Турӑ ячӗпе, Улӑп хушнипе ыйтсан кам хирӗҫ пултӑр-ха?
Амине патне вара мӑчавӑр хӑй кайрӗ. Пӗчченех пурӑнать иккен. Сывлӑхӗ чакнипе сӑнран самаях улшӑннӑ. Ҫынсемпе хутшӑнсах каймасть, кӑнтӑрла та питӗрӗнсе ларать. Мӑчавӑра курсан самантлӑха нимӗн шарламасӑр пӑхса тӑчӗ те макӑрса ячӗ.
— Телейсӗр эпӗ, телейсӗр. Ватлӑхра пӗчченех тӑрса юлтӑм. Пуҫӑм та ыратать, вӑй та ҫук. Ҫывӑрма выртсассӑн куҫ хупӑнмасть.
— Калима пӑхмасть-им вара?
— Миккапа пӗрлешнӗ хыҫҫӑн пачах улшӑнса кайрӗ. Пӗрмаях атте ылтӑнне ӑҫта чикрӗн тесе вӑрҫать, тытатыта силлет. Таҫта кайса кӗнӗ-ҫке-ха ылтӑнӗ. Ватрас пытарса хунӑ ҫӗрте, пахчари йӑмра хӑвӑлӗнче, тупӑнмарӗ. Кам аллине лекрӗ-ши? Тавҫӑру кӑштах пур-ха манӑн, анчах калама шикленетӗп.
— Кам пирки вара эсӗ, Амине?
— Мӗн калас… Ҫын укҫине шутлама хушман теҫҫӗха та. Мӗнле хӑвӑрт пуйса кайнине курсассӑн… Чим-ха, ытлашширех калаҫма тытӑнтӑм. Ҫук, ҫук, нимӗн те пӗлместӗп. Куҫпа курман, алӑран тытман…
— Эсӗ мӗн каласшӑн пулнине тавҫӑрса илеймерӗмха. Кам ҫинчен эсӗ?
— Урӑх нимӗн те каламастӑп.
— Амине, кала-ха, хӗрна уксах Миккана хӑв ирӗкпех патӑн-и? Ҫамрӑк та илемлӗ Калима тата… Мӗне пула унпа пӗрлешме килӗшнӗ-ши вара вӑл? Лешӗ тата мӗнпе ҫӗнсе илнӗ-ха ҫамрӑк чӗрене? Пӗтӗм ял тӗлӗнет.