Читаем Улӑп таврӑнни полностью

Шӑпах ҫак вӑхӑтра леш Улӑп вилӗмрен хӑтарнӑ арҫын чӗннипе ыттисем чупса ҫитрӗҫ. Кам сенӗк тытнӑ, кам вӑрӑм патакпа. Паллӑ ӗнтӗ, Улӑп майлӑскерсем.

— Ҫук, ниҫта та каймастӑп, — терӗ Улӑп. — Ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнипе ырӑ ят илтиччен тӗрӗс ӗҫпе усал ят илтем. Малтан чӑваш ҫӗрне ӳсӗрсенчен тасатасчӗ.

Улӑп аллинчи хӗҫ йӑлкӑшса илсен ун майлисем хавхаланса кайрӗҫ, алӑра мӗн пуррине ҫӗклерӗҫ те ӳсӗрсене хӗсме пуҫларӗҫ. Лешсем чулсене пӑрахсах тарма тытӑнчӗҫ. Малтанхи икӗ ӳсӗр те вӗсем хыҫҫӑн танкӑшрӗҫ. Анчах Улӑп вӗсене хул хушшине хӗстерчӗ те Атӑл еннелле васкарӗ…

Пӗччен тӑрса юлнӑ мӑчавӑр хӗвеле хирӗҫ чӗркуҫленсе ларчӗ те чылайччен чӑваш туррипе калаҫрӗ, пулӑшу ыйтрӗ. «Эй, ҫӳлти турӑ, вӑй пар пире, тӑнӑҫлӑх пар, пире ҫӑлма килнӗ Улӑпа упра!»

— Кукаҫи, — чӗнчӗ Нарпи, — киле каяр. Аран шыраса тупрӑм сана. Эсӗ паян апат та ҫимен вӗт-ха. Атя, кайрӑмӑр.

Чӑнах та, ватӑ мӑчавӑр кил, апат ҫиесси пирки мансах кайнӑ. Ӑна паян ҫак таврара мӗн пулса иртни канӑҫ памасть. Ӑру шӑпи пуҫран тухмасть.

— Хӗрӗм, хӑв мӗнле паха ӗҫ тунине ӑнланса илтӗнши эсӗ? Улӑпа илсе килтӗн вӗт-ха. Пирӗн халӗ чӑн-чӑн пуҫлӑх пур. Ку ҫеҫ те мар-ха… Нарпи, хӗрӗм, манӑн Улӑппа юнашар сана курас килет. Халӗ ӗнтӗ ун мӑшӑрӗ пулма санран тивӗҫ хӗр ҫук.

— Кукаҫи, — тӗлӗнсе пӑхса илчӗ Нарпи, — мӗн калаҫатӑн эсӗ? Ун пек пулма та пултараймасть.

— Санӑн Улӑппа пӗрлешсе тӗреклӗ ачасем ҫуратмалла, ӑрӑва вӑйлатмалла.

— Кукаҫи, ӑнлан мана. Эпӗ Алмаса юрататӑп. Вӑл та кашни каҫах тӗлӗкре кунта киле-киле каять. Тен, Улӑп ҫине тӑрсассӑн ӑна та ҫӑлма май килӗ. Ҫавна кӗтетӗп эпӗ.

— Темле ҫав, манӑн чунӑм Улӑп патнеллех туртать. Санӑн вара…

— Ӳсӗрсене Улӑп Атӑл тӑрӑх сулӑпа юхтарса ячӗ! — сарӑлчӗ сасӑ пӗтӗм таврана…

Х

Ырӑ хыпар утпах ҫӳремесен те тепӗр кунне Улӑп патне чӑваш турханӗсем пухӑнчӗҫ. Ватрас вилнӗ хыҫҫӑн тӑваттӑн кӑна тӑрса юлнӑ вӗсем. Пурте чылай пурӑнса курнӑ сумлӑ ҫынсем. Пӗри — хӗрарӑм, Минеслу ятлӑскер.

Калаҫӑвӗ вара вӗсен пурин те Улӑп кӗтнӗ пек мар, пӗр майлӑрах пулчӗ. Кашниех кӳренӳ туйӑмӗпе килсе ҫитнӗ иккен. Ыйтӑвне вара Улӑпӑн татса памалла. Турхансем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаймаҫҫӗ иккен.

Пӗри, ав, хӑйсем пурӑннӑ ҫӗрти сарлаках мар юханшыва пӗвелесе лартнӑ та унти шывпа пахчасемпе уйсене шӑварать, самай тухӑҫлӑ пахча-ҫимӗҫ туса илет. Аяларах пурӑнакан тепӗр йӑх вара шыв ҫитменнипе аптӑрать. Тарӑхнипе лешсен пӗвине вӑрттӑн татса яни те пулнӑ. Икӗ турхан пӗр-пӗринпе ниепле те калаҫса татӑлайман. Паян кун та хирӗҫсе пурӑнаҫҫӗ.

Теприн ҫӗрӗ ҫине юнашар турханӑн кӗтӗвӗсем кӗрекӗре каяҫҫӗ иккен, курӑка ҫисе пӗтереҫҫӗ. Сунарҫӑсем те иртӗхеҫҫӗ, вӑрманти кайӑксене тыта-тыта каяҫҫӗ.

Ҫак сӑмахсене итлесе ларма Улӑпа ҫӑмӑл пулмарӗ. Ма тесен вӑл турхансенчен пачах урӑхла калаҫу кӗтнӗччӗ. Ҫук, кӗтсе илеймерӗ. Эсреле хирӗҫ тӑрса чуралӑхран ҫӑлӑнасси пирки сӑмах хускатакан тупӑнмарӗ. Юрать-ха, мӑчавӑр ҫине тӑнипе шурсухалсем килсе ҫитрӗҫ. Тинех вара чӑн-чӑн калаҫу пуҫланчӗ.

— Улӑп — паттӑр, эсӗ килни ҫирӗп шанчӑк ҫуратрӗ, — пуҫларӗ сӑмахне чи ватти. — Эсреле ҫапса ҫӗмӗретӗнех пуль тетпӗр. Кала, мӗнпе пулӑшмалла сана? Турхансемпе калаҫса татӑлтӑр пуль ӗнтӗ. Эпир те хутшӑнасшӑн, ҫак ӗҫрен айккинче тӑрасшӑн мар.

Ватӑ ҫын калаҫӑвӗ Улӑпшӑн чӗрене услам ҫу сӗрнӗ пекех туйӑнчӗ. Ырӑ кӑмӑл, паттӑрлӑх туйӑмӗ сӳнмен-ха. Пуҫлӑхсем пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑнаҫҫӗ пулсан та, ахаль ҫынсем вара урӑхларах тытаҫҫӗ хӑйсене, Улӑпа пулӑшас шутпа килнӗ.

— Тавах сире, шурсухалсем, — терӗ Улӑп. — Мана ҫеҫ шанни ҫителӗксӗр пуль тетӗп. Пурин те хӗҫ тытма хӑнӑхмалла. Ҫапӑҫма та манма пуҫланӑ курӑнать.

— Сӑмахху сан, Улӑп, тӗрӗсех ӗнтӗ. Чӑнах та, чӑваш ҫынни мӗн кӑна тума пӗлмест. Алли унӑн ӗҫрен хӑрамастчӗ-ха. Халь кӑна кӑштах наянланчӗ курӑнать. Хӗҫ тытманни вара чӑнах та чылайранпа, — калаҫрӗ Улӑп хутне кӗрсе чи ватти.

— Каланӑччӗ-ха, хӗҫне тума хурҫӑ ҫук тесе, — хутшӑнчӗ калаҫӑва мӑчавӑр. — Тимӗрҫӗсем ӗҫсӗр лараҫҫӗ.

— Ку таврара тимӗр тӑпри пур-и? — ыйтрӗ Улӑп. — Тен, шӑратма тытӑнмалла?

— Ҫук ҫав. Пӗрмаях куҫса ҫӳренипе ҫӗр айӗнчи пурлӑхсем те Эсрел аллине юлчӗҫ, — пӑшӑрханса илчӗ пӗр шурсухалӗ.

Улӑп ваттисемпе чуна парса калаҫни турхансемшӗн самай йывӑр самант пулчӗ. Нимӗн шарламасӑр ларасси те ҫӑмӑл япалах мар иккен. Ыттисем калаҫаҫҫӗ те калаҫаҫҫӗ. Эсӗ вара хӑвна ытлашши ҫын пек туйса ларатӑн. Калаҫӑва хутшӑнмаллах вӗт-ха. Ҫитменнине тата Улӑпӗ турхансене пӗр ыйту та памарӗ, вӗсем кунтах ларнине шута илес темерӗ. Ӑна та ӑнланмалла: турхансем ырӑ сӗнӳсемпе килнӗ пулсан, тен, калаҫу пачах урӑхла ҫулпа кайӗччӗ. Хӑйсемех айӑплӑ апла-тк…

— Халӑхран тимӗр пухма тытӑнмалла, — хутшӑнчӗ калаҫӑва хӗрарӑм турхан. — Кашнин мӗн те пулсан памалла.

— Тимӗр пухассине хамӑр ҫине илӗпӗр, — терӗҫ турхансем Минеслуна вырӑнлӑ сӑмах тапратнӑшӑн тав тӑвас тесех ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илсе. Атту, чӑтса лар-ха кунта нимӗн калама аптраса. Юрать-ха, хӗрарӑм тавҫӑруллӑрах.

— Тимӗрне пама пулӗ-ха ӑна, — иккӗленсе каларӗ пӗр шурсухалӗ. — Хамӑр вара мӗнпе тӑрса юлӑпӑр? Ӗҫ хатӗрӗсӗр, савӑт-сапасӑр-и?

— Савӑтне ӑна йывӑҫран та, тӑмран та тума пулӗха, — терӗ мӑчавӑр. — Тӑшманӗ ҫав тери вӑйлӑскер-ҫке. Ҫарӗ йышлӑ. Пирӗн вара нимех те ҫук.

Перейти на страницу:

Похожие книги