— Эпӗ хушнине пурнӑҫа кӗртсен, эсир ыйтнине пурнӑҫлама маншӑн йывӑрах мар. Улӑпа леш тӗнчене ӑсатсан Алмаса турхана кӑна мар, пӗтӗм чӑвашсен патшине лартӑп. Улӑп сывӑ чухне Алмасӑн кунтах юлма тивет. Акӑ сире мӗн кирли, ыттине хӑвӑр пӗлӗр, — терӗ те Эсрел леш япаласене Чӗкеҫе пачӗ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем Элпи аллинче.
Ах, ҫав ылтӑна ӑна? Мӗн тутармасть пуль ҫынсене. Ырӑ ҫын аллине лексен ырӑ ӗҫе пулӑшать. Усал аллинче вара ҫын хуйхине пысӑклатать. Лайӑххипе япӑххи ылтӑн ҫумӗнче юнашарах.
Чӗкеҫ каланисем Элпие самаях шухӑша ячӗҫ, манас тесен те вӑхӑтран-вӑхӑта аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Ҫитменнине тата Улӑп юратӑвӗ ытларах ывӑлӗ ҫине ӳкрӗ. Пӗрмаях пӗрле, килте те нушана кӗрсе ӳкнӗ халӑха ҫӑласси пирки калаҫаҫҫӗ, кашни кунах вӑрҫӑ вӑййи мӗнле иртнине сӳтсе яваҫҫӗ, асӑрханӑ йӑнӑшсене тепӗр кунне тӳрлетме калаҫса татӑлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек килӗшӳллӗ лару-тӑрушӑн Элпи малтанхи вӑхӑтра самаях савӑнатчӗ. Ашшӗпе ывӑлӗ калаҫнине айккинчен пӑхса тӑрса киленетчӗ. Халӗ вара аплах мар, килнӗренпе те Улӑп ытамӗнче пулса курманни канӑҫ памасть ӑна. Чун туртать, юн вылять, Улӑп вара хӑй юратӑвне палӑртмасть… Ватӑлма пуҫларӗ-ши е ҫар ӗҫне пула вӑхӑтлӑха арҫын тивӗҫне пурнӑҫлама манчӗ-ши? Эсрел ун пек марччӗ, Элпие асӑрхамасӑр иртсе каймастчӗ.
«Патша» сӑмах вӑл такама та илӗртет. Тепӗр тесен тата ҫак чаплӑ ята илтме Элпин те май пур вӗт-ха. Тулли пурнӑҫпа пурӑнса курас та кайран ҫак ята Юмана парас. Патша амӑшӗ пулни те хисеплӗ. «Ҫук, васкамалла мар, — чарчӗ хӑйне Элпи. — Малтан Эсреле ҫапса ҫӗмӗртӗр-ха. Унсӑрӑн кайран каллех лешӗн куҫӗнчен пӑхма тивет, хырҫӑ тӳлесси те пӑрахӑҫа тухас ҫук. Эсрел вӑл чее, эпӗ вара унтан та чеерех пулма тӑрӑшӑп. Курӑпӑрха унта кам ҫиеле тухнине». Ҫак ӗмӗтпе хавхаланчӗ, ҫак шухӑшпа кӑштах лӑпланчӗ чӑваш тӑрӑхне аякран килнӗ хӗрарӑм…
ХII
Вӑрттӑн сӑнаса тӑракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, Эсрел хӑй ҫарне хуларан илсе тухса ятарласа тунӑ ӳплесенче тытать иккен, вӑрҫӑ вӑййисем ирттерет. Ҫапӑҫу ҫӑмӑлах пулас ҫуккине чухлать вӑл, апла пулин те хӑй ҫыннисене шанать. Ку таранччен ун ҫулне пӳлекен ҫар пулманччӗха. Ахальтен мар ӗнтӗ таврари вуншар халӑх ӑна хырҫӑ тӳлесе пурӑнать. Эсрел паян нихҫанхинчен те пуян. Тин ҫеҫ, ав, хӑйӗн валли питӗ капмар кермен лартрӗ. Лашапа тӗве кӗтӗвӗсен шутне вара шутласа та пӗтереймӗн. Ҫапах та Эсрелӗн чунӗ халичченхи пекех лӑпкӑ мар. Енчен те хырҫӑ тӳлекен халӑхсем Улӑпа пулӑшма тытӑнсан?… Килӗшӳллӗн пурӑнас тесе элчӗсем те ярса пӑхнӑччӗ ӗнтӗ, Улӑп йышӑнмарӗ…
Алла хӗҫ тытнӑ халӑх куҫ умӗнчех улшӑнса пычӗ. Паян вара пуриншӗн те питӗ яваплӑ кун, халӑх Эсреле хирӗҫ каякансене ӑсатма тухнӑ. Пӗтӗм таврара ҫарӑҫ[1]
юрри янӑрать.Акӑ инҫех те мар самай пысӑк ушкӑн курӑнса кайрӗ. Хыҫаларах тӑванӗсем, тус-тантӑшӗсем утса пыраҫҫӗ. Макӑракансем те пур. Вӗсене асӑрхасан Элпипе Улӑп ҫумӗнче тӑракан Юман чӑтса тӑраймарӗ, хирӗҫ чупрӗ. Карталанса утса юрлаканскерсем ӑна ушкӑн варрине тӑратрӗҫ.
Ҫамрӑк ҫарӑҫсем йӑлкӑшса ҫунакан кӑвайт патне ҫитсессӗн юрлама чарӑнчӗҫ, йӗри-тавра карталанса тӑрса кӑвар умӗнче тупа турӗҫ, тем пек хӑрушӑ самантра та пӗрне-пӗри хӳтӗлеме сӑмах пачӗҫ. Унтан шӑпӑрҫӑ хӑй кӗввине пуҫларӗ. Ҫарӑҫсем сӑран аттисене хыврӗҫ те шӗл кӑвара тикӗс сарса хурса ташлама тытӑнчӗҫ, ҫарранах кӑвар ҫине кӗрсе кайрӗҫ. Ташласа ҫаврӑнса пынӑҫемӗн Улӑп кашнинех хӗҫ парса тӑчӗ. Юман та кунтах, ун валли чи вӑрӑммине, йывӑртараххине суйласа илчӗ. Ҫав самантра Элпи чупса пычӗ те:
— Халех хӗҫ тыттарма ан васка-ха, ҫамрӑк вӗт-ха вӑл, — терӗ.
— Амӑшӗ, эсӗ ан чар-ха, ҫитӗннӗ арҫын шутне кӗтӗр ӗнтӗ, — лӑплантарма пикенчӗ Улӑп. — Ан хӑра, эпӗ ӑна яланах хам ҫумра тытӑп, хӳтӗлӗп…
Акӑ, ҫарӑҫсем вуншарӑн, ҫӗршерӗн тӑрса тухрӗҫ. Сӑрнайҫӑсемпе ялавҫӑсем те хатӗрех тӑраҫҫӗ, Улӑп алӑ суласса кӑна кӗтсе тӑраҫҫӗ. Ҫарӑҫсен шутӗнче Нарпи те пур. Вӑл ухӑпа перекенсен ушкӑнне ертсе пырать. Меллӗ самантпа усӑ курса Нарпи кукашшӗ патне чупса пычӗ те пил пама ыйтрӗ.
— Хӗрӗм, тӑшмана ан шелле, — терӗ мӑчавӑр. — Тавҫӑруллӑ та сыхлануллӑ пул. Асту, сансӑр пуҫне манӑн урӑх никам та ҫук. Улӑп хушнине итле. Ҫӗнтерӳпе таврӑн. Турӑ сыхласа тӑтӑр сана.
— Эсӗ каланӑ пек пултӑр, — терӗ те Нарпи ыттисем патне чупса кайрӗ. Кашниех кӑкӑр умне тӗве тирӗнчен тунӑ хӳтлӗх ҫакнӑ.
Ҫӗрпӳсемпе пинпӳсене пил панӑ хыҫҫӑн черет Юманпа Улӑпа ҫитрӗ.