— Мӗскер, усал хыпар ҫитмерӗ пуль те? — ыйтрӗ мӑчавӑр кӗнӗ-кӗменех хӑравҫӑ сасӑпа.
— Ҫук, урӑххи пирки-ха. Питӗ сумлӑ ӗҫ хушатӑп сана.
— Мӗн-ши ӗнтӗ?
— Улӑп валли кермен лартмалла. Ун текех ҫакӑн пек илемсӗр пӳртре пурӑнмалла мар. Халӑха пух та ӗҫе пуҫӑн. Ниме тетӗр-и-ха? Халех пуҫӑнмалла.
— Чимӗр-ха, ниепле те тавҫӑрса илейместӗп. Мӗнпе тата кампа лартмалла вара керменне? Ҫак тапхӑрта кермен пирки шутламалла-и вара?
— Улӑп валли парне пултӑр.
— Вӑл ҫапла та-ха. Вӑхӑчӗ меллӗскер мар-ҫке. Кермен тесе калама ҫеҫ ҫӑмӑл. Ӑна лартма чул та, вӑрман та кирлӗ, пирӗн вара йӗркеллӗ ӗҫ хатӗрӗсем те, ӑстисем те ҫук. Ватӑ-вӗтӗпе мӗнле кермен лартӑн-ха. Тимӗр-тӑмӑр та чылай кирлӗ. Хӑвах пӗлетӗн, пурне те хӗҫ тунӑ ҫӗре янӑ вӗт-ха.
— Мӗн кирлине тупӑр. Укҫине хам парӑп.
— Ҫук, ҫук, ҫакна халӑх йышӑнас ҫук. Ку ӗҫе чунӑм пачах та туртмасть.
— Апла эс патша хушнине тӑвасшӑн мар-ха?! — хыттӑн каларӗ Элпи.
— Мӗнле патша? Улӑп кун пирки калаҫмастчӗ-ҫке.
— Хальлӗхе патша эпӗ пулатӑп. Мана итлемелле, мӗн хушнине тумалла.
— Ку вӑл пӗччен татса памалли ӗҫ мар. Шурсухалсемпе канашласа пӑхам-ха. Мана хирӗҫ Минеслу тухатчӗ. Унпа калаҫса пӑхмарӑн-и?
— Унӑн хӑйӗн ӗҫӗ пур. Кӑна вара сана хушатӑп.
Элпи хӑйӗннех перет, мӑчавӑр каланине хӑлхана та чикмест. Калаҫнӑҫемӗн сассине хытарса пырать тата. Мӑчавӑр, халиччен ҫакӑн пеккине курманскер, аптрасах ӳкрӗ. Ҫапах та хӑйне алла илчӗ.
— Элпи, хӗрӗм, хӑв мӗн тума шутланине тавҫӑрса илетӗн-ши эсӗ? Шухӑшу санӑн ҫав тери сиенлӗ. Улӑппа халӑха хирӗҫтерсе ярас ҫул ҫинче тӑратӑн эсӗ. Мӗнле вӑхӑтра пурӑннине шута илместӗн.
— Тупнӑ вӗрентекен! Улӑп килсен пӗтӗмпех каласа паратӑп ак.
— Улӑп ятне унталла-кунталла турткалама кирлӗ мар. Ӑна эпир, тен, санран лайӑхрах та пӗлетпӗр. Чӑваш патшисем вӗсем халӑх йӑли-йӗркипе пурӑнаҫҫӗ. Эсӗ вара кермен лартса халӑхпа Улӑп хушшине савӑл ҫапасшӑн, ыттисенчен сивӗтесшӗн ӑна. Тепӗр тесен тата ҫурт лартасси вӑл пачах та ман ӗҫ мар. Ман ытларах чун керменӗ пирки шутламалла, тӗн йӗркине тытса пымалла. Усал ӗҫпе турра кӳрентерес марччӗ. Чӳкне те вӑхӑтра тӑвасчӗ. Улӑп сывлӑхӗшӗн те кашни кунах кӗл тӑватӑп. Ҫакӑ ҫителӗксӗр-им вара? Е эсӗ ман ӗҫе юриех нимӗн вырӑнне те хурасшӑн мар? Кереме пырса курмастӑн та нимӗн те пӗлместӗн. Ҫынсем ав йӗркеллех ҫӳреҫҫӗ, турӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Тепӗр хут калатӑп, кермен лартасси ман ӗҫ мар вӑл. Ман пек ватӑсӑр пуҫне урӑх никам та ҫук-им вара? Кирлех пулсан ҫамрӑкраххине туп.
— Асту! Улӑп килтӗр-ха…
Мӑчавӑрпа Элпи килӗшӳ тупаймарӗҫ. Кашни хӑй шухӑшне мала хурса уйрӑлчӗ. Мӑчавӑра Улӑп хыҫҫӑн таҫтан килсе кӗнӗ ҫак хӗрарӑм вырӑнсӑр хушусем туни пачах та килӗшмерӗ. Хӑйне пил панӑ ватӑпа ҫапла калаҫни самаях пӑшӑрхантарчӗ. Элпи тарӑхӑвӗ вара урӑхларах. Кунти ҫынсем ӑна патша вырӑнне хурасшӑн мар. Вӑл хушнине итлемесен те пултараҫҫӗ. Апла-тӑк, унӑн парӑнма юрамасть ыттисене итлеттермелле, хӑй камне кӑтартмалла.
Элпи алӑ ҫупса Чӗкеҫе чӗнсе илчӗ те мӑчавӑрпа кӑмӑлсӑррине пӗлтерчӗ.
— Сирӗн хушӑра ҫепӗҫ калаҫу пулма та пултараймасть, — терӗ Чӗкеҫ. — Нарпи кукашшӗ вӗт вӑл.
— Нивушлӗ ҫакӑнта халӑха ӗҫлеттерме пултаракан ҫын ҫук вара? Тупса пар-ха ҫавӑн пеккине. Керменте пурӑнса курас килет манӑн.
— Чӑннипех патшана лариччен чӑтмаллах ӗнтӗ. Хӑвна итлеменнисене кайран тӑна кӗртсе илӗн-ха. Сана пулӑшма пултаракан ҫын пирки вара… Пур ун пекки, — аса илчӗ Чӗкеҫ уксах Миккана.
— Чӗнсе кил-ха ӑна, калаҫса пӑхам.
Миккасем килте ҫук иккен. Чӗкеҫ вара тӳрех Амине патне васкарӗ. Урӑх ӑҫта пулччӑр-ха вӗсем? Чӑнах та ҫавӑнта. Ырӑ хыпарпа килмен иккен вӗсем кунта. Амине пӗрмаях Пӑрчканпа калаҫса выртать иккен. Вӑхӑтранвӑхӑта хӑйне ухмаха тухса кайнӑ ҫын пекех тыткалать. Паян тата тӗлӗнмелле сӑмах персе ячӗ: Алмас ман ывӑл мар терӗ, Чӗкеҫ ятне аса илчӗ, анчах мӗн калас тенине ӑнланма йывӑр, сӑмахсене пӑтраштарать.
— Питӗ вӑхӑтра ҫитрӗн-ха эсӗ, Чӗкеҫ, — терӗ хыпӑнса ӳкнӗ Калима. — Анне сан ятна асӑнать.
— Чӗкеҫ, Чӗкеҫ, ҫаксене чар-ха. Мана темӗскер тӑвасшӑн вӗсем. Нимӗнле ылтӑн та ҫук ман, — терӗ Амине Чӗкеҫе курсассӑн.
— Мӗскер эсӗ, анне… Санран нимӗнле ылтӑн та ыйтмастпӑр вӗт. Ун пирки текех калаҫмӑпӑр та. Алмас пирки вара… Чирлӗрен ҫапла пакӑлтататӑн пулӗ.
— Ун пирки мӗн калать тата? — ыйтрӗ Чӗкеҫ тӗлӗннине пытараймасӑр.
— Ман ывӑл мар тет.
— Ҫук, ан ӗненӗр ӑна, — татӑклӑн каласа хучӗ Чӗкеҫ кӑштах шухӑша кайса тӑнӑ хыҫҫӑн. — Калима, эсир йӗкӗрешсем пулнине пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах астӑвӑр, ҫак сӑмах ҫын ҫине тухсассӑн Алмаса турхана лартасси кӑткӑсланать. Хӑвӑра мӗнле йывӑрлӑх кӗтнине чухлатӑр пуль тетӗп.
— Анне, ҫак шухӑша пуҫран, тархасшӑн, кӑларса пӑрах эсӗ, — пӑшӑрханса ыйтрӗ Калима. — Лӑплан-ха, вилӗм алӑкран шаккать теме пӑрах. Пурӑнмалла сан.
— Чирлӗ ҫынран темӗн те кӗтме пулать, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Микка. — Ҫывӑрса кайрӗ-ха.
— Микка, эпӗ сан пата килнӗччӗ. Сана Элпи патша хӑй патне чӗнет.
— Мӗскер сиксе тухрӗ вара? — хӑраса ӳкрӗ Микка.
— Ҫук, ҫук, нимех те мар. Пӗр ӗҫ пирки санпала канашласа пӑхасшӑн вӑл.
— Апла пулсассӑн пырӑп эппин.
— Васка, кӗтме юратмасть вӑл, Элпи патша. Ҫипуҫна та улӑштар.
«Кайса тумланам-ха», — ҫапла каласа Микка килне васкарӗ. Чӗкеҫ те тухма тӑнӑччӗ, анчах Амине сасси чарчӗ.