— А-а-а, эсир каллех пӗрле иккен-ха. Ман Ватрас ҫумне ан ҫулӑх. Куҫу аванах курать-ха сан. Эсӗ кунта юриех куҫсӑр ҫын пек тытатӑн хӑвна. Пӑх-ха вӗсене, алӑран ҫавтӑнсах ҫӳреҫҫӗ. Чим-ха, ҫитӗп-ха сирӗн пата. Пӑрчкан, сана-и, сана эп…
— Пӗрмаях ҫапла аташать вӑл, — пӗлтерчӗ Калима. — Ҫывӑрнӑ чухне те калаҫать.
— Ӑнланатӑп, ҫылӑхӗ канӑҫ памасть ӑна.
— Мӗншӗн апла калатӑн вара?
— Пӑрчкан хӑй вилӗмӗпе вилмен вӑл. Амине самаях тӑрӑшрӗ.
— Мӗскер кирлӗ мара палкатӑн эсӗ? Ун пек пулма та пултараймасть, — терӗ Калима хӑраса.
— Пулать ҫав. Пӑрчкан вӑл Ватрасӑн чи пирвайхи юратӑвӗ. Анчах пӗрлешме май килмен вӗсен. Юрату туйӑмӗ вара кайран та сӳнмен. Ҫакна аннӳ сиснех ӗнтӗ. Курайманлӑх та ҫуралнӑ.
— Мӗнле-ха капла, эпӗ хам суккӑр иккен. Шухӑшласа пӑхсан, чӑнах та, суккӑр ҫав.
— Ну, юрӗ. Ман васкамалла. Амине хытӑ аптраса ӳксен, систер. Тӑнӗ арпашӑннӑ унӑн. Пӗр сӑмахне те ан ӗнен, Калима. Ытларах Алмас пирки шухӑшла. Ҫавӑ килсен хӑвна та ҫӑмӑл туйӑн.
— Ҫапах та мӗншӗн-ха вӑл Алмас ҫинчен калаҫнӑ чухне сан ятна аса илет? Мӗнле вӑрттӑнлӑх пур сирӗн хушӑра? Ан пытар, кала ӗнтӗ. Никама та нимӗн те шарламӑп. Турӑ умӗнче сӑмах паратӑп.
— Юрӗ эппин… Ҫак япала эсӗ ҫуралнӑ кун пулса иртрӗ. Пӗр виҫӗ кун маларах эпӗ те ача ҫуратнӑччӗ.
— Хӗр пуҫӑнах-и? — пӳлчӗ Чӗкеҫ сӑмахне Калима тӗлӗннине пытараймасӑр.
— Ун чухне эпӗ ухмаха тухса каймаллах пӗр качча юратса пӑрахнӑччӗ. Ҫавна кӑна качча тухас килетчӗ. Тен, ача ҫураласса пӗлсен манпа пӗрлешӗ тесе качча тухичченех парӑнтӑм. Анчах ӗҫ ӑнмарӗ, тепри туртса илчӗ ӑна. Кулянтӑм ӗнтӗ.
— Кам вара вӑл? Эпӗ пӗлетӗп-и?
— Халӗ ҫук вӑл, вилнӗ… Ҫапах та ун чухне пит макӑрсах ҫӳремерӗм, варта ача аталанни лӑплану пачӗ, юратнӑ ҫынран вӗт. Арҫын ача ҫуралчӗ. Виҫҫӗмӗш кун каҫпала ман пата апӑс карчӑк хашкаса пырса кӗчӗ. Ывӑлӑма та вӑлах ҫураттарнӑччӗ-ха. «Чӗкеҫӗм, хӗрӗм, — пуҫларӗ вӑл сӑмахне кӗнӗ-кӗменех, — итле мана. Ачине ҫуратма пулӗ-ха ӑна, пӑхса ҫитӗнтересси йывӑр. Пӗччен пурнӑҫпа ачуна телейлӗ тӑвайӑн-ши? Арҫын ача вӗт. Ашшӗне шырама пуҫласан тата? Тавҫӑруллӑ пул, хӗрӗм. Тин ҫеҫ Ватрас арӑмне ача ҫураттартӑм. Каллех хӗрача. Ватрасӗ ҫук-ха. Анчах тепрер кунран ҫаврӑнса килсессӗн Аминене пуҫран шӑлас ҫук. Вӑл ывӑл ҫуратасса шанса пурӑнать тет. Хӑй вырӑнне турхан ҫитӗнтересшӗн ӗнтӗ. Чӗкеҫ, парса яр ывӑлна».
Ҫак сӑмахсене илтсен пуҫӑм ҫаврӑнсах кайрӗ. Ниепле те тавҫӑрса илейместӗп. Мӗн тумалла, мӗн каламалла? Хам ача вӗт-ха. Анчах апӑс карчӑк каланинче те темӗскер пур пек. Турхан ывӑлӗ каярах турхан пулатех ӗнтӗ…
«Чӗкеҫ, ман васкамалла. Аминен тепӗр ача та пур, теприне ҫуратиччен кӑшт канса илтӗр-ха. Эпӗ вара имлӗ курӑк кайса илем тесе тухса килтӗм. Эсӗ халь ҫамрӑк, татах ача ҫуратма ӗлкӗрӗн-ха, качча тухсах. Ку вара пуян ҫын килӗнче ӳстӗр. Тен, турхана та ларӗ. Эй, мӗн санпа ытлашши калаҫмалла ҫак. Айван-ха эсӗ. Кайран мана тав тӑвӑн ак», — терӗ те ачана йӑтса тухса кайрӗ…
— Ав мӗнле иккен. Алмас… Шӑллӑм… Ҫуралнипе пичче шутланать ӗнтӗ. Юнпа вара… Апла анне калаҫнинче тӗрӗслӗх пурах иккен.
— Пур, Калима, пур. Калас терӗм ӗнтӗ. Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук теҫҫӗ вӗт.
— Халь тин тавҫӑрса илтӗм эсӗ пирӗн пата мӗн сӑлтавпа пӗрмаях пырса ҫӳренине.
— Ҫапла, хӗрӗм, ҫапла. Ывӑлӑма курас килетчӗ-ҫке.
— Чӗкеҫ аппа, каҫар мана. Тен, тепӗр чухне йывӑр сӑмах та каларӑм пуль.
— Сӑмах мӗн вӑл, Алмас ҫукки чуна ҫурать. Кашни кунах ҫавӑншӑн кӗл тӑватӑп. Эсир те ҫав… Пӗри те ҫине тӑмарӑр. Юрать-ха, Улӑп ҫаврӑнса килчӗ. Ывӑлӑма куратӑпах пуль тетӗп-ха. Ну, юрӗ. Калаҫу ытлашши вӑраха кайрӗ. Тепӗр хут калатӑп, ҫакна урӑх никамӑн та пӗлмелле мар. Ман халь васкамалла, — терӗ те Чӗкеҫ тухса вӗҫтерчӗ.
Калима вара ҫывӑракан амӑшӗ патнерех ҫывхарса чылайччен шухӑша кайса ларчӗ, ачалӑхне аса илчӗ, Алмаспа выляса ӳсни те куҫ умӗнчех. «Эх, мӑнтарӑн, нимӗн те пӗлмест вӗт-ха вӑл», — хӗрхенсе илчӗ вӑл Алмаса. Паллах, унчченхи пек туйӑмпа мар ӗнтӗ. «Тавах сана, Чӗкеҫ, каласа панӑшӑн. Апла, эппин, турхан килӗнчи пӗртен-пӗр тӗпкӗч эпӗ пулатӑп», — пӗтӗмлетрӗ Калима. Уксах Миккана качча тухнишӗн те пӑшӑрханса илчӗ. Шаннӑ йӑвара кайӑк пулмарӗ. Ылтӑн-кӗмӗлсӗр тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн вара ыттисенчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть. Сӑнран та ватӑраххӑн курӑнма пуҫларӗ.
Ҫак нумай ҫул хушши пытарса усранӑ вӑрттӑнлӑха Чӗкеҫ те ахаль уҫса парас ҫук. Саманчӗ ҫавӑн пекскер ҫаврӑнса тухрӗ. Енчен те Амине виличчен каламасан кайран ӗнентерме те пулмӗ. Леш апӑс карчӑк та тахҫанах леш тӗнчере ӗнтӗ. Амине те хӑвӑрт кӑнса выртсассӑн вара… Темӗн чухлӗ кӑшкӑрса ҫӳресен те Алмас ҫумне ҫыпҫӑнаймӑн. Кун пек ҫапах шанчӑк пур, тӑван амӑшне пӑрахмӗ. Енчен те турхана ларсассӑн ӗмӗтленни те пурнӑҫа кӗрӗ…
Микка килне ҫитсен малтан лашине кӳлчӗ. Унтан тумтирне улӑштарса тӑхӑнчӗ те Улӑп арӑмӗ патне вӗҫтерчӗ. Вӑл ҫитнӗ тӗле Элпи шӑпах килкартинче кӗпе ҫӗлекенсемпе калаҫса тӑрать, темле кӑтартусем парать. Капӑр тумланнӑ арҫын чаплӑ урапапа ҫитнине курсан хӗрарӑмсем патӗнчен пӑрӑнчӗ те хирӗҫ утса пычӗ. Микка урапа ҫинчен анчӗ те тилхепине чӗлхесӗр хурала тыттарчӗ. Лешӗ лашана айккинерех уттарса кайса кӑкарчӗ.
— Ырӑ кун пултӑр сана, Элпи патшамӑр, — терӗ Микка пуҫне тайса.