Читаем Улӑп таврӑнни полностью

— Хӑватлӑ Улӑп, сана ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене чӑваш турри янӑ. Паллах, чӑвашсене сыхлама. Санӑн ҫулна хӗвелпе уйӑх ҫутатса тӑччӑр, ывӑнасран ҫӗрпе шыв вӑй парса пыччӑр. Эсреле тӗп туса ҫӗнтерӳпе килмелле пултӑр.

— Ҫапла пултӑр, — терӗ Улӑп.

— Эсӗ вара, ҫамрӑк Юман, чӑн-чӑн ҫар пуҫӗ пулса таврӑн.

— Ҫапла пултӑр, — терӗ Юман.

Унтан мӑчавӑр иккӗн аран йӑтса тӑракан хӗҫҫе Улӑпа пама хушрӗ. Лешӗ сылтӑм аллипе тытрӗ те каллӗмаллӗ сулкаласа пӑхрӗ, инҫех мар ӳсекен ватӑ йӑмран мӑнтӑр туратне чалт кӑна касса ӳкерчӗ.

— Ҫак хӗҫҫе чи ӑста тимӗрҫӗсем ятарласа сан валли турӗҫ. Аллунтан ан ӳкер ӑна. Ун ҫивӗчлӗхӗ тӑшман пуҫне кастӑр.

— Ҫапла пултӑр! Халӗ ӗнтӗ кайма та вӑхӑт. Элпи, малашне кунти пурнӑҫа санӑн йӗркелесе пыма тивет. Ман вырӑна юлатӑн. Мӑчавӑрпа, кунта юлнӑ турхансемпе канашла. Хӑрушлӑх сиксе тухсан халӑха ҫӗкле, кирлӗ пулсан хӗҫ тыттар.

Элпи малтан Улӑпа, унтан Юмана ыталарӗ, йӗпеннӗ куҫне шӑла-шӑла илчӗ.

— Кайрӑмӑр! — терӗ те Улӑп аллине ҫӗклерӗ. Таврари шӑплӑха сӑрнай сасси ҫурса ячӗ. Темиҫе пин ҫынран тӑракан ҫар вӑрӑм ҫула тапранчӗ…

Кунти тавралӑх пушанса юлнӑ пекех туйӑнчӗ, темле лӑпкӑлӑх хуҫаланма пуҫларӗ. Апла пулин те пурнӑҫ хӑй йӗркипех шуса пычӗ. Йывӑрлӑхӗ ытларах хӗрарӑмсемпе ваттисем ҫине ӳкрӗ. Ачасем те вӗсен ҫумӗнчех, вылясси вырӑнне ӗҫлеме тивет.

Вӑрҫӑ вӑл ача вӑййи мар, унта темӗн те пулса иртет. Кӗҫех акӑ аманнисем килме пуҫлӗҫ. Вӗсене кӗтсе илсе сыватас ӗҫе вара Улӑп хушнипе Минеслу турханӑн йӗркелесе пымалла. Сурансене ҫыхма таса пир ҫителӗклех хатӗрленӗ ӗнтӗ. Ачасем вара улӑхра, анасем хӗрринче эмел курӑкӗ пухаҫҫӗ. Ку пит йывӑр ӗҫех марха. Ҫарӑҫсем валли ҫӑкӑр пӗҫерсе хатӗрлесси вара пит тертлӗ.

Шӑпах ҫак ыйтупа кайрӗ те ӗнтӗ Минеслу Элпи патне. Ак тамаша, тӳрех кӗртмеҫҫӗ иккен. Хурал ҫав тери тимлӗ, ҫивӗч куҫлӑ.

— Тӑхтама тивет, — терӗ хапха умӗнче тӑракан ватӑрах арҫын. — Элпи патша халӗ курӑк шывӗпе ҫӑвӑнать.

— Мӗнле патша? — тӗлӗнсе пӑхса илчӗ Минеслу.

— Хӑйне вӑл ҫапла чӗнме хушать. Ҫӑвӑнса тухнӑ хыҫҫӑн выртса канмасӑр хӑй патне никама та кӗртмест. Унччен кайкаласа ҫӳре. Каймалли ҫук пулсан ҫак каска ҫинче кӗтсе лар.

Минеслу кун пеккине кӗтменччӗ. Мӗнле-ха капла, юнашар йӑх турханне кӗртмеҫҫӗ. Тарӑхнине пытармасӑрах малалла утрӗ, анчах ун умне самай тӗреклӗ ҫамрӑк арҫын тухса тӑчӗ, аллипе сулкаласа унталла кайма юраманнине пӗлтерчӗ.

— Мӗскер эсир? Ку тата мӗншӗн ҫарта мар? Пӑх-ха ӑна, ҫапӑҫас вырӑнне хӗрарӑмсене сыхласа пурӑнать.

— Минеслу турхан, сана палларӑм эпӗ. Апла пулин те ытлашши ан вӑрҫ-ха, лӑплан. Пирӗн мӗн хушнине итлемелле. Кӑна та ан ятлаҫ, калаҫаймасть вӑл. Ун чӗлхине хӑйсене хирӗҫ тӑнӑшӑн Эсрел ҫыннисем касса татнӑ, — ӑнлантарчӗ ватти. — Хӑюллӑ ҫынччӗ вӑл, халӗ вара хуҫӑлнӑ, унчченхи пек мар. Тархасшӑн ан ятлаҫ, веҫех илтет вӑл, анчах калаҫӑва хутшӑнаймасть.

Ҫав хушӑра килкартинчи пӗчӗк пӳртре хӗрарӑмсем юрлани илтӗнсе кайрӗ. Юрри вара темшӗн ҫав тери салхуллӑскер.

— Кусем камсем тата? — ыйтрӗ Минеслу.

— Ал ӗҫ ӑстисем вӗсем. Элпи патша валли кӗпе ҫӗлеҫҫӗ. Улӑпа кӗтсе илме кирлӗ тет.

— Ав мӗнле иккен.

— Ахах-мерченне ӗнер тупса килчӗҫ-ха, халӗ тӗррине тӑваҫҫӗ. Кӗпи питӗ чаплӑ пулать теҫҫӗ… Эсӗ килни ҫинчен кӗрсе калам-ха.

Лешсем ҫаплипех юрлаҫҫӗ, чӗрери тунсӑха юрӑпа лӑплантарасшӑн.

Ука пӗрчи пек ҫӳҫӗмеЯкатман кун иртмерӗ.Йӗс мерчен пек савнинеАсӑнман кун иртмерӗ…

Кӗҫех леш хурал тухрӗ те кӗме юранине пӗлтерчӗ. Минеслу пӳртелле васкарӗ.

Питӗ капӑр хыҫлӑ пукан ҫинче Элпи ларать. Те курӑк шывӗпе ҫӑвӑннӑран сӑнӗ тин ҫеҫ мунчаран тухнӑ чухнехи пекех ҫиҫет.

— Ырӑ кун пултӑр, Элпи, — терӗ Минеслу ӑшри хирӗҫӳлӗхе пытарма тӑрӑшса.

— Элпи мар, Элпи патша темелле, — тӳрлетсе илчӗ Улӑп арӑмӗ.

— Мӗнле-ха капла, пӗр харӑсах икӗ патша-и пирӗн?

— Улӑп ҫапла хушса хӑварнӑ.

— Апла эсӗ каланӑ пек пултӑр эппин, Элпи… патша.

— Мӗн ҫӑмӑлпа килтӗн-ха, Минеслу турхан? Мӗн ыйтмалли пур?

— Ыйтмалли ҫук-ха манӑн. Ҫарӑҫсем валли ҫӑкӑр пӗҫерессине лайӑхрах йӗркелесчӗ. Ҫӑнӑх сахал, пухакансем те ҫукпа пӗрех.

— Хӑв тата мӗн тӑваканни? Сана хушнӑ пулсан, ӗҫле.

— Хам йӑхра йӗркеллех-ха, ыттисен турханӗсем ҫара кайнӑ вӗт-ха. Вӗсене хушу тӑвасси сан ӗҫ мар-и-ха?

— Ҫук, ку ыйтупа мана чӑрмав кӳмесен те юрать. Хӑвах татса пар.

— Мӗнле-ха капла? Хӑвна патша тесе чӗнтересшӗн, ӗҫне тӑвасшӑн мар.

— Ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн кунти йӗркесене.

Элпи икӗ хутчен алӑ ҫупса илчӗ те пӳлӗмре Чӗкеҫ курӑнса кайрӗ.

— Итлетӗп сана, Элпи патшамӑр, — терӗ пуҫне тайса.

— Минеслу турхан мӗн каланине шута ил те пулӑшма тӑрӑш. Ҫарӑҫсем валли ҫӑкӑр ҫитмест тет вӑл.

— Юрать, Элпи патшамӑр, эсӗ каланӑ пек пултӑр.

— Халӗ кайма пултаратӑр… Мӑчавӑра чӗннӗччӗ унта…

— Кунтах вӑл, Минеслу тухасса кӗтсе тӑрать.

— Кӗтӗр эппин.

Канӑҫсӑр пурӑнӑҫ мӑчавӑра та ҫапать. Мӑнукӗ ҫара кайнӑ хыҫҫӑн сӑнран та улшӑннӑ пек. Ара, вӗри апат та вӑхӑтра лекмест те. Чаплӑ пукан ҫинче мӑнаҫланса ларакан Элпи умӗнче вӑл юмахри чике варчӑк[2] пек кӑна курӑнать. Элпи вара мӑчавӑра хисеплесе ура ҫине те тӑмарӗ. «Кун пек пукан Улӑпӑн ҫукчӗ. Ятарласа тутарнӑ пуль ӗнтӗ», — шухӑшласа илчӗ ыттисем пурте сума сӑвакан варчӑк.

Перейти на страницу:

Похожие книги