Элпи арҫыннинчен ытларах хайскерӗн тумӗ ҫине пӑхса илчӗ. Пачах та кунти ҫынсем пек мар, ытларах Эсрел ҫӗршывӗнчи пуянсем пек тӑхӑннӑ. «Мӗншӗн ҫакӑн пек тумпа килчӗ-ши вара ку?» — шутласа илчӗ Элпи.
— Хӑвшӑн та ырӑ кун пултӑр, — терӗ те хӗрарӑм аллипе пӳртелле кӑтартрӗ. — Микка терӗҫ сан пирки.
— Ҫапла, ырӑ патшамӑр.
Ҫын кӑмӑлӗ вӑл нумай вӑхӑт хушши туса пыракан ӗҫрен те чылай килет. Миккапа та ҫаплах ӗнтӗ. Тарҫӑсемпе, ахаль ҫынсемпе калаҫнӑ чухне хаярлӑха мала ярать. Турхансемпе Эсрел ҫыннисем хушшинче вара пачах урӑхла. Халӗ те ҫавах, Элпие пысӑка хурса хисеплекен ҫын пек тыткалама тӑрӑшрӗ. Кун пек калаҫу кама ан килӗштӗр? Ку пачах та мӑчавӑр пек мар. Ҫавӑнпа та Элпи шухӑшне хирӗҫлесе пӗр сӑмах та шарламарӗ, килӗшнине палӑртса пуҫне сӗлтсе тӑчӗ.
— Халӑхне ӗҫлеттерме пулӗ-ха ӑна, — хушрӗ сӑмах Микка. — Анчах ҫак ӗҫе ертсе пыма ҫуртне мӗнлерех тумаллине лайӑх курса тӑракан ӑста кирлӗ. Ман шутпа, ку вӑл чӑваш тӑрӑхӗнчи чи чаплӑ кермен пулмалла. Паллах, ӑна лартма паха япаласем кирлӗ: илемлӗ чул, хыр-чӑрӑш пӗрене, тӗреклӗ юман. Ҫаксене тупасси тӑкакпа ҫыхӑннӑ. Укҫа кирлӗ.
— Укҫи пирки чӑрмав ҫук, пӑхӑр та пур, ылтӑн та. Ӗҫӗ ӑнтӑрччӗ. Енчен те ҫакна хӑв ҫине илсессӗн мӗнле тав тумаллине пӗлӗп. Эсӗ ҫак таврари чи ирӗклӗ ҫын пулса тӑрӑн.
— Тавах сана, Элпи патшамӑр. Мана кунтан ытла нимӗн те кирлӗ мар. Ыранах ӗҫе пуҫӑнӑп, ялсене ҫитсе пӑхӑп, чулпа, йывӑҫпа ӗҫлекен ӑстасене тупма тӑрӑшӑп.
— Ҫурчӗ пирки вара… Эсрел керменӗнчен кая юлмалла мар. Эсӗ ӑна курнӑ-и?
— Ватраспа кайсассӑн курнӑччӗ, анчах шалта пулман. Асра юлман вӑл ҫурт.
— Апла Улӑп керменӗ мӗнлерех ҫӗкленмеллине хӑйӑр ҫине хам ӳкерсе парӑп. Тарҫӑсене кала, пӗр-ик лав турттарса килсе тикӗслесе хуччӑр.
— Вырӑнӗ пирки вара мӗнле-ха?
— Ун ҫинчен шутламан-ха эпӗ.
— Апла-тӑк, урапа ҫине ларар та тавралӑха тишкерсе тухар. Ӗҫе вӑраха ярар мар.
Ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ калаҫу Элпи кӑмӑлне тӗпренех улӑштарчӗ, шанчӑк ҫуратрӗ. Хӑюллӑ арҫын иккен ку, иккӗленсе тӑмарӗ. Кун пек ҫын сӗнӗвне мӗнле йышӑнмӑн-ха?
Акӑ вӗсем Миккан капӑр урапи ҫине ларчӗҫ те ҫула тухрӗҫ. Темиҫе ҫӗрте те чарӑна-чарӑна тӑрса йӗри-тавра пӑхкаласа тӑчӗҫ.
— Мана ҫак вырӑн килӗшет, — терӗ Элпи. — Симӗс ҫаран та куҫа ачашлать.
— Ман шутпа, кермен валли инҫетрен курӑнса ларакан вырӑн кирлӗ пек туйӑнать. Акӑ, ял ҫине пӑхса илер-ха. Ҫӳллӗрех вырӑнта мӗнле ҫурт ларать-ха? Кӗлӗ тумалли керем, мӑчавӑр хуҫаланакан вырӑн. Улӑп керменӗ вара унтан та ҫӳллӗрех ҫӗрте пултӑр. Кам ҫурчӗ иккенни аякранах курӑнтӑр.
— Эсӗ каланипе килӗшетӗп, — улӑштарчӗ шухӑшне Элпи, уйрӑмах кермен чи ҫӳллӗ вырӑнта пулмалла тенине ырласа.
— Апла сӑнав сӑрчӗ патне кайса пӑхар-ха, — сӗнчӗ Микка.
Чӑнах та, кунтан пӑхсассӑн пӗтӗм тӗнче уҫӑлса каять, ӳпкери сывлӑш та кӑкӑра сарса янӑ пек туйӑнать. Ах, ҫав чӑвашсене! Мӗншӗн-ши ҫуртне вӑрттӑнрах ҫӗре, вӑрмана е ҫырмаллӑ вырӑна лартма юратаҫҫӗ-ши? Эсрелрен хӑранипе пытанса пурӑнма хӑнӑхнӑран-ши? Хӗсӗк вырӑн чуна та хӗсет тенине мӗншӗн маннӑ-ши? Тен, манман та, пурнӑҫӗ хӗссе ҫитернӗ курӑнать.
Сӑнав сӑрчӗ патӗнчи вырӑн Элпие килӗшни паллӑ ӗнтӗ. Ҫапах Микка тепӗр ҫӗре кайса пӑхма сӗнчӗ. Ун халӗ ҫак меллӗ самантпа усӑ курса хӑйне те лайӑхрах кӑтартмалла. Улӑп арӑмне ярӑнтарса ҫӳреме кашнинех шанмаҫҫӗ ӗнтӗ. Темиҫе ял витӗр тухнӑ чух чарӑна-чарӑна тӑчӗҫ, ҫынсем Элпие пуҫ тайнӑ чухне юнашарах Микка тӑни уншӑн самай хумхануллӑ самант пулчӗ. Вӑл каллех хӑй вӑйне туйма пуҫларӗ. Ҫук, Микка пурӑнать-ха. Кӑтартӗ-ха вӑл хӑй камне! Микка вӑйлӑ. Микка ҫивӗч. Микка вӑл…
Хӑйне патша вырӑнне хурса тыткаласси кама килӗшмӗ ӗнтӗ. Ун пек чухне ҫурма ухмах та ӑслӑ ҫын пек курӑнать, сӑнран начартараххи те илемлӗн туйӑнать. «Патша» сӑмахра унта калама ҫук пысӑк вӑй пытарӑнса тӑрать. Ҫакна Элпи паян тата лайӑхрах туйса илчӗ. Яла вӗсем каҫа хирӗҫ тин ҫаврӑнса ҫитрӗҫ. Уйрӑлнӑ чухне ӗҫе ӑнӑҫлӑ пуҫарса яма тесе Элпи Миккана укҫа та пачӗ. Чӗкеҫ кӑштах пулӑшнипе ҫапла пуҫланчӗ унӑн ҫӗнӗ пурнӑҫӗ. Енчен те вӑл Миккана аса илмен пулсассӑн ӗҫ ҫакӑн пек ӑнӑҫмастчӗ. Микка каллех кӗтесри пӑтара ҫакӑнса тӑракан чӗн саламата аллине тытрӗ…
Элпи вара кунти хуҫалӑха йӗркелесе пыракан Чӗкеҫрен Микка пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ. Ӑна халь пысӑк ӗҫ шанса панӑ. Эсрел парнеленӗ ылтӑна ӗҫлеттерекенни те вӑлах.
— Урине ӑҫта амантнӑ вара вӑл? Е ҫуралассах ҫапла? — ыйтрӗ Элпи Миккана хӗрхеннӗ пек сасӑпа.
— Упапа ҫапӑҫнӑ чухне суранланнӑ теҫҫӗ. Упа Микки тесен пӗлмен ҫын та ҫук. Хам та хӑраттӑмччӗ унран.
— Текех хӑрама кирлӗ мар ӗнтӗ, иксӗр те мана пулӑшакансен шутӗнче. Анчах пӗр япалана асра тыт: мӗн курни, мӗн илтни ҫак килтен тухмалла мар.
— Ӑнланатӑп, Элпи патшамӑр.
— Апла ӑҫта-ха санӑн сӑру? Паянхи куна паллӑ тӑвар.
Чӑвашра сӑра тума пӗлмен хӗрарӑм ҫук. Ӑсталӑхӗ вара ӑруран ӑрӑва куҫса пырать. Ку таранччен Чӗкеҫ сӑрине те никам та хурламанччӗ-ха. Элпи те килӗштерет.
Лайӑх сӑра ытларах ӗҫсен пуҫа аванах пырать, сисӗмтуйӑма та вылятать. Ку сӑрана вара, тутлӑлантӑр тесе, кӑштах пыл та янӑччӗ. Те ҫавӑнпа ӗнтӗ хӗрарӑмсем чӗлхисене ирӗке ячӗҫ.
— Элпи, кала-ха, сана Эсрелпе пурӑннӑ теҫҫӗ. Ҫак сӑмах тӗрӗсех-и?
— Кам калать?! — тарӑхса кайрӗ Улӑп арӑмӗ. — Чӗлхине касса тататӑп!