Вӑл пынӑ ҫӗре кӑвар хатӗр, Нарпирен кӑштах куҫ хӗссе кулнӑ пек йӑлкӑшса выртать. Тахӑшӗ шӑпӑр калама пуҫларӗ. Нарпи малтан хӑра-хӑра пускаласа пӑхрӗ, унтан варринех кӗрсе кайрӗ. Пуҫӗнче ун пӗрмаях пӗр шухӑш: «Эпӗ пӑр ҫинче ташлатӑп».
Ҫав самантра Калима хашкаса чупса пычӗ те ашшӗне хӑлхаран темле хыпар пӗлтерчӗ.
— Чарӑнӑр! — кӑшкӑрса ячӗ турхан. — Алмас ҫухалнӑ. Ҫавна шырӑр! Пӗве патне кайса пӑхӑр!
Ҫамрӑксем чупрӗҫ. Ваттисем те ура ҫине тӑчӗҫ.
Чӑнах та, Алмас пӗве пуҫӗнче кӗреҫепе чакалашать, Илемпие кӑларасшӑн тӑрмашать. Вилнӗ пулсассӑн та ҫын евӗрлӗ пытарасчӗ тет.
Малтан вӑл юлташӗсене ҫывӑха пыма памарӗ, кӗреҫепе хӑмсарса хӑваласа ячӗ. «Кун пек вӑл пӗвене те татса яма пултарӗ», — тенине илтсен темиҫен харӑссӑн пырса кӗреҫине туртса илчӗҫ те хӑйне ашшӗ патне ҫавӑтса пычӗҫ.
— Каланӑ вӗт сана килтен тухма юрамасть тесе! — ятлаҫса илчӗ Ватрас. — Лӑплан! Ҫак сӑрана ӗҫ те кӑвар ҫинче ташласа пар.
Алмас кӗттерсе тӑмарӗ, ӑш хыпнине пусарас тесе сӑрине тӗппипех ӗҫсе пачӗ, куҫне шӑла-шӑла кӑвар ҫине кӗрсе кайрӗ…
Алмаспа пӗрле Нарпи те тепӗр хут ташша тухрӗ. Ыттисем вара алӑ ҫупса тӑчӗҫ.
— Ну, ҫитӗ. Халӗ ыранхи пирки пӗлтерем, — терӗ турхан. — Кӑнтӑрла тӗлӗнче Эсрел ҫыннисем хырҫӑ илме килеҫҫӗ. Хатӗрленӗр. Камӑн мӗн чухлӗ памаллине хӑвӑрах пӗлетӗр. Пӗлтӗрхинчен кая мар. Эпӗ халь кайрӑм. Манӑн ыранхи хӑнасене кӗтсе илме хатӗрленмелле.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн таврана тунсӑх пусрӗ. Аслӑраххисем килелле уттарчӗҫ, ҫамрӑксем сӑра пички патне чупса пычӗҫ…
Ватраспа уксах Миккана юрта умӗнче Аминепе суккӑр хӗрарӑм кӗтсе тӑраҫҫӗ.
— Алмас ӑҫта вара? — ыйтрӗ тӳрех Амине.
— Ҫамрӑксемпе юлчӗ. Калима пӗрле илсе килетӗп терӗ.
— Ку тата кам? — асӑрхарӗ ют ҫынна турхан.
— Паллаймарӑн пуль ҫав, Ватрас.
— Сассуна таҫта илтнӗ пек те…
— Пӑрчкан эпӗ.
— Ан тӗлӗнтер-ха!? Ӑҫтан сиксе тухрӑн вара эсӗ? Пӑрчкан…
— Эсрел киле ячӗ. Халӗ ӗнтӗ сан сассуна илтрӗм, кайсан та юрать. Аванах пурӑнатӑр курӑнать. Арӑму аллинчен сан ҫӑкӑрна та ҫисе куртӑм. Турӑ пулӑшса пытӑр сире.
— Чим-ха. Ӑҫта кайӑн-ха ӗнтӗ халӗ, Пӑрчкан? Килӳ ҫуккӑ сан, йӑху та пӗтнӗ… Темшӗн ҫапла-ҫке-ха унта Турикасра. Пушар хыҫҫӑн пушар тухать. Сан тӑванусене пурне те кӑвар турри хӑй патне илчӗ пулас.
— Кунта та хуйхӑ кӑна кӗтсе тӑрать мана… Пурпӗрех хамӑр яла ҫитесчӗ. Кунтан инҫех марччӗ вӗт. Кам патне те пулин кӗрсе выртӑп.
Пӗр самантлӑха Ватрасӑн куҫӗ хуралса килчӗ; ун умӗнче леш унчченхи Пӑрчкан, таврари чи хитре хӗр тӑрать пек. Ҫамрӑк чухнехи ӗмӗчӗ халӗ пурнӑҫланчӗ пек туйӑнса кайрӗ. «Атя, кӗрер», — терӗ Ватрас Пӑрчкана аллинчен тытса. Анчах ун алли пачах та ҫамрӑк хӗр алли пулмарӗ, типшӗм те сивӗрехскер кӑна. Унчченхи Пӑрчкан алли мар иккен.
— Тен, каҫа хирӗҫ каймасан та юрӗ. Пӗр каҫлӑха кунтах юлӑн, — терӗ Ватрас тӑна илсе. — Амӑшӗ, эсӗ мӗн калӑн?
— Сан кӑмӑлу, Ватрас. Эсӗ каланӑ пек пултӑр… Эпӗ вучах патне каям-ха, апат хатӗрлем.
Ватраспа Пӑрчкан шала кӗчӗҫ те чылайччен калаҫса ларчӗҫ. Турханӑн, паллах, Эсрел патӗнчи йӗркесене ыйтса пӗлес килчӗ.
— Эсрел патне ҫитсессӗн, — пуҫларӗ каласа пама Пӑрчкан, — пире ача ҫуртне вырнаҫтарчӗҫ.
— Ку тата мӗнле япала?
— Эсрел шутласа тупнӑскер. Илемлӗ те тӗреклӗ чӑваш хӗрарӑмӗсене ача ҫураттарса усрать. Лешсене вара пӗчӗклех ҫар ӗҫне вӗрентсе ӳстерет те ытти халӑхсемпе ҫапӑҫма ярать. Эпӗ те пилӗк ача ҫуратса патӑм: виҫӗ ывӑл та икӗ хӗр. Пурне те сывӑ хӑварчӗҫ. Начар ачана ҫуралнӑ-ҫуралманах чӑнкӑ ҫыранран шыва пӑрахаҫҫӗ. Хӑй ҫарне, халӑхне вӑйлатса пырать. Юлашки вӑхӑтра вара хӗрарӑмсене те ҫапӑҫма вӗрентет. Халӗ ун хӗрарӑм юланутҫӑсем нумай, ухӑпа та ӑста переҫҫӗ.
— Чӑваш ывӑлӗсемпе хӗрӗсем ӗнтӗ.
— Юнӗпе ҫапла пуль те, чӗлхипе тӗнӗ вӗсен пачах урӑхла. Эсрел вӑйлӑ вӑл. Ӑна ҫӗнтерекен ку тӗнчере тупӑнас ҫук.