— Чим-ха, кайса пӑхам-ха, — тесе Амине хӑвӑрт тухрӗ. Сӑлтавӗ паллӑ ӗнтӗ, Эсрел тарҫисем валли апатҫимӗҫ хатӗрлемелле. Пӗҫерекенсем чылайӑн-ха, яшкине те пысӑк хурансемпех ҫакса янӑ. Какай шӳрпине самай килӗштереҫҫӗ-ҫке, шӑрттанне те хӑвӑрт тасатаҫҫӗ, касса хума кӑна ӗлкер. Килнӗ-килменех сӑра ыйтаҫҫӗ. Аминен вара ҫак ӗҫе йӗркелесе пымалла, апат пахалӑхне ҫисе пӑхса тӗрӗслемелле.
Ав темиҫе ҫул каялла апат пӗҫерекен хӗрарӑмсенчен тахӑшӗ яшкана наркӑмӑш янӑ пулнӑ. Эсрел тарҫисене сӑтӑр тӑвас тесе ӗнтӗ. Анчах лешсен пуҫлӑхӗ тавҫӑруллӑскер тупӑннӑ. Малтан яшкине пӗҫерекеннисенчен пӗрне ҫитерсе пӑхтарать. Лешӗ кӗҫех тӳнсе каять. Пуҫланать вара… Юлашкинчен ҫав яшкана ытти хӗрарӑмсене вӑйпах ҫитереҫҫӗ, виллисене вут ҫине пӑрахса ҫунтарса яраҫҫӗ, наркӑмӑшлӑ яшкана таврари ялсенчи ҫӑлсене яра-яра хӑвараҫҫӗ.
Ватраспа вара ҫапла пулса иртет. Ҫар пуҫлӑхӗ ӑна хӑйне уйӑрса панӑ хӗллехи пӳрте чӗнсе илет те калать:
— Кунта мӗн пулса иртнине Эсреле пӗлтермесен те пултаратӑп, ыттисен ҫӑварне те пӑркӑчлатӑп, енчен те мана кирлине парсассӑн.
— Хырҫӑ шучӗпе памалли пурте хатӗр ман, — пӗлтерет турхан.
— Ҫук, мана урӑххи кирлӗ.
— Мӗн-ши ӗнтӗ вӑл?
— Арча тӗпӗнче выртакан ылтӑн-ахах.
Ашшӗнчен юлнӑ пуянлӑх вӗт-ха вӑл. Ӑна алӑран вӗҫертес килмест. Ылтӑнсӑр турхан пуҫлӑх та мар. Ашшӗ те ҫапла калатчӗ. Ҫав ылтӑнпа пӗтӗм ӑрушӑн ниҫта кайса кӗме ҫук йывӑрлӑх сиксе тухсан тин усӑ курма юрать тетчӗ вӑл. Халӗ вара…
— Ылтӑн таврашӗ ҫуккӑ ман.
— Ӗненместӗп. Апла пулсассӑн… Шухӑшласа пӑх лайӑхрах, ҫакӑ хыпар Эсрел патне ҫитсессӗн мӗн пулассине, хӑвна мӗн кӗтнине. Енчен те ҫакӑнта килнӗ ҫынсем вилсе выртнӑ пулсассӑн. Пӗлетӗн вӗт Эсрел ахаль туманнине.
— Ылтӑнӗ те, ахахӗ те нумай мар ҫав манӑн, — парӑнчӗ Ватрас.
— Мӗн чухлӗ пур, пурне те пар, унсӑрӑн…
Эсрел вӑл Эсрел. Ун умӗнче пурин те чӗтресе кӑна тӑмалла. Уншӑн чӑвашсем патӗнчен пурлӑх турттарса килнӗ тарҫи те никамах та мар. Хӑйне улталанине вара тӳсме пултараймасть, тарҫисене те тӗрӗслесех тӑрать. Хырҫӑ пухса килсессӗнех пурне те хывӑнтарать те шыва кӗртсе ярать, пӗтӗм тумтирне тӗрӗслеме хушать. Мӗн пулса иртнине хӑй пӑхса тӑрать. Енчен те пытарнӑ япала тупӑнсассӑн, чӑт вара…
Анчах Эсрелтен тавҫӑруллӑраххисем те, чеереххисем те тупӑнаҫҫӗ. Леш Ватрасран илнӗ пурлӑх Эсрел аллине лекмерӗ. Чее тарҫӑ хуҫи патне ҫитиччен ахах пӗрчисене хӑй ӑшне ҫӑтса янӑ. Ылтӑн чӑмӑрккисене никам куриччен вӑрттӑн урапа хыҫне ҫакса янӑ тикӗт чӗрессине пӑрахнӑ…
Ҫавӑнтанпа вара Ватрас апат пӗҫернӗ ҫӗре хӑй лайӑх пӗлекен тӑванӗсене кӑна явӑҫтарать. Асли, паллах, Амине. Ун пек шанчӑклӑрах.
Акӑ таврара шӑв-шав ҫӗкленчӗ, лаша ури сассисем илтӗнсе кайрӗҫ, Ватраспа Эсрелӗн ятарлӑ ҫынни Озал ҫитрӗҫ, тӳрех юртӑна кӗчӗҫ. Лешӗ унта ларакан Пӑрчкана курсассӑн тӗлӗннипе кӑштах пӑхса тӑрсан тин сӑмах тапратрӗ.
— Ак тамаша, кунта курасса шанманччӗ. Сывах иккен. Турхан патне килнӗ тата. Мӗн каласа пачӗ-ха?
— Ӑҫта кайтӑр ӗнтӗ, килӗ ҫуккӑ, ҫунса кӗл пулнӑ, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ Ватрас.
— Кунта та ирӗклӗн калаҫма ҫук, тухар-ха. Суккӑр пулсассӑн та хӑлхи пур вӗт.
— Тен, хӗллехи пӳрте кайӑпӑр. Апатне те унта илсе пырӗҫ. Вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн кӑштах выртса канни те ытлашши пулас ҫук.
Тухрӗҫ. Пӑрчкан пӗчченех ларса юлчӗ, шухӑша путрӗ. Каллех асаилӳ. Ҫак арҫын сассине илтсессӗнех ун куҫӗ умне лери сӑнарсем тухса тӑчӗҫ. Ачисене аса илчӗ.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Озал каялла пычӗ. Пӑрчкан чӗри те сиснех пуль ҫав, лешӗ сӑмах чӗничченех палласа илчӗ, эппин, эсӗ килсе ҫитрӗн терӗ.
— Каҫар мана, Пӑрчкан, — пуҫларӗ калаҫӑвне арҫын, — хута кӗреймерӗм, пулӑшаймарӑм. Килӗштернӗ эпӗ сана, тен, кӑштах юратнӑ та пулӗ. Тем тесессӗн те пӗрер ачи манранах пуль ӗнтӗ. Кала-ха, хӑшӗ-ши?
— Ку тата мӗн тума? Текех ӳссе ҫитнӗ ӗнтӗ вӗсем.
— Питӗ пӗлес килет.
— Вӗсем пӗчӗккӗ чухне ӑҫта пултӑн тата?
— Ун чухне ача пирки шухӑшлама вӑхӑт пулман ҫав.
— Ӑҫтан вӑхӑт тупӑнтӑр ӗнтӗ. Сан тӗп тӗллев хӗрарӑмсемпе йӑваланасси ҫеҫ пулнӑ.
— Хам ирӗкпе мар вӗт-ха, Эсрел хушнипе. Халӗ вара арӑм та ҫук, ачамсем хӑшӗсем пулнине те пӗлместӗп.
— Апла эппин ҫулсем хӑваланӑҫемӗн ҫын евӗрлех шухӑшлама тытӑнтӑн курӑнать. Ҫамрӑк чухне вара… Миҫе хӗр чысне пӑсмарӑн пулӗ.
— Ку енӗпе вара эпӗ чӑннипех те телейлӗ. Хӑвна аса ил-ха… Кӑкрусем мӗнлеччӗ. Яштак пӗвӳ тата…
— Кай кунтан! Каллех кулма шут тытрӑн-и-ха.
— Кулса мар эпӗ, аса илни теме тӑрать. Мӗнле лайӑхчӗ сан ытамра. Ман ҫимӗҫ те сана килӗшнех ӗнтӗ.
— Тьфу! Сана эпӗ нихӑҫан та юратман. Вӑйӑм ҫитнӗ пулсассӑн леш вырӑнтан ҫакнӑ пулӑттӑм… Ачасем пирки калаҫса ҫӳрет тата.
— Суятӑн эсӗ. Малтан кӑна сиввӗн кӗтсе илеттӗн. Каярах хӑнӑхса ҫитрӗн. Туйӑмна та шеллеместӗнччӗ. Кала, Пӑрчкан, хӑшӗ ман ача, мӗн ятли.
— Пӗри те санран мар.
— Ан суй. Енчен те каламасассӑн…
— Вара мӗскер?
— Курӑн-ха. Кунта халӗ эпӗ хуҫа. Мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултаратӑп. Кирлӗ пулсан сана та вӗрентсе илӗп.
Эсрел тарҫи Пӑрчкан патне пычӗ те икӗ аллинчен тытса силлерӗ. Лешӗ те хӑраса тӑмарӗ, ун ҫине сурчӗ. Шӑп ҫав самантра Ватрас кӗрсе тӑчӗ.
— Мӗн тӑватӑр вара эсир кунта? — пытараймарӗ тӗлӗннине кил хуҫи. — Ҫакӑнсӑр пуҫне ҫамрӑкраххи тупаймарӑн-им?